Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хура çăкăрКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеСинкерПепке çуралсан...Шевле çутиЮрату йĕтесĕЧапшăн пурăнмастпăр

Сан сăнă — ман умра


Кĕрхи кунра, çурхи кунра,

Шап-шурă сивĕ кунсенче,

Тӳпе хупланнă вăхăтра

Хĕвелĕ пĕлĕт хыçĕнчен

Кулса илет сайра хутра,

Ас тутарса ăшши çинчен.

Сив çĕр енне тухса кайсан,

Е кăнтăра — пуш хир енне,

Каймасть сăнарă пуçăмран

Хĕлле, çулла е кĕркунне.

Шалт! улшăнатăп эп сăнран

Эс кĕнĕ чух шухăшсене.

Пĕччен юман, çилсем тухсан,

Çĕре ӳксе, пуçне таять.

Йывăрлăхсем килсе çапсан

Пĕччен этем те авăнать.

Эс кун пек чух çумра тăрсан,

Ман чĕрере вăй хушăнать.

Е çурçĕрте, е кăнтăрта,

Сив кунсенче, е шăрăхра,

Савăнăçра, йывăрлăхра

Эс юратни — ман пуçăмра.

Эп çавăнпа хастар ялан

Çак юрату пулăшнăран.

Сакки кун-çулăн сарлака,

Малалла

«Укçашăн, чапшăн чунна ан сут!..»


Укçашăн, чапшăн чунна ан сут!

Суялăх-нишлĕх лаприне ан пут!

Чун — ĕмĕр-ĕмĕр сӳнми вут.

Чунна ыр ĕçшĕн, тусăм, çут!

Тăван çĕршыв


Тăван çĕршыв — тăван анне —

Пĕртен-пĕрре çут тĕнчере.

Чунтан савса Чăваш Ене,

Хĕрӳллĕн тапать пин-пин чĕре.

 

Чечеклен чăваш тĕнчи —

Хĕвел тĕнчин сӳнми ĕнчи.

Хĕвел тĕнчин ытамĕнче

Çĕклентĕр хавал чăваш çĕрĕнче.

 

Асаттесен пехилĕпе,

Атте-аннен çут пилĕпе

Малашлăха хăюллăн утар,

Чăвашлăха хастаррăн упрар.

Пилешĕм, пилеш...


Чӳрече умĕнчи пилешĕм те, акă, ылтăн тум тăхăнчĕ-çке. Унăн хĕмленсе тăракан хĕрлĕ çырлисем, сар хĕвел пайăркине асаилтерекен саррисем, хушшинчен симĕс çулçисем кĕрхи лăпкă çилпе вĕлтĕртетсе çĕр çине ӳкеççĕ. Мĕншĕн ун çинчен куçăма илейместĕп-ха? Вăл мана тухатланăн, тинкеретĕп, тинкеретĕп... Юнашарах йăрăс пӳллĕ шурă хурăн тавралăха илем кӳрет-çке, вăл та ытарайми ылтăн тупма капăрланнă-çке. Пурте мана ăмсанăр тенĕ евĕр, пур юрăсенче те илĕртӳллĕ сарпикепе танлаштаракан шурă хурăн, сап-сарă çулçисемпе асамлăн шĕпĕлтетет. Анчах та мана хĕмленсе тăракан тумлă пилеш тыткăнламаллипех тыткăнлать, асаилӳ çăмхине сӳттерет.

Пилешĕм, пилеш... Çамрăклăхăмри чи юратнă йывăçăм, тусăм. Санпа манăн пĕрремĕш ырă туйăмсем — чун-чĕремри хĕлĕхсем çыхăннă. Ун чухне те эсĕ вутлăн-хĕмлĕн йăлкăшса аякранах курăнса лараттăн. Чĕремре пĕрремĕш юрату çуралнă чух таврара ылтăн кĕркуннеччĕ. Эсĕ, пилешĕм, яланах çумраччĕ, савнă тусăм аякра-аякра. Чӳречене уçса аллăма тăссанах санăИ1уратусене сĕртĕнеттĕм, çулçусене ачашлаттăм. Тунсăх пуснă чĕреме лăпкă-лăпкă пулса каятчĕ. Çулçусен шĕпĕлтетĕвĕ савнă тусăм хăлхаран асамлăн пăшăлтатса калакан çепĕç сăмахсем пекех туйăнатчĕ. Вĕçĕмсĕр итлес килетчĕ çав калаçăва, сан асамлă çулçусен шĕпĕлтетĕвне. Пилешĕм, эсĕ ырă тĕлĕк пекех, ырă асаилӳсен уççи...

Малалла

Юратсассăн


Эпир санпа утнă чух

Алла-аллăн тытăнса,

Туйăнать кĕскелнĕн çул,

Чĕре тапать савăнса.

Утса-чупса пынă чух

Такăнасси вăрах мар.

Юратсассăн икĕ чун —

Пултараймĕç уйрăлма.

Тытса илĕ алăран,

Пĕри такăнсан, тепри.

Тем чăтма та пултарать,

Юратсассăн, çын чĕри.

Чĕкеç йăва çавăрать —

Кăларасшăн чĕппине.

Каччă хĕре ал парать,

Палăртса хăй туйăмне.

Тапсан харăс, пĕр пулса,

Икĕ çыннăн чĕрисем,

Вĕсен тăрĕç çуталса

Куçĕсемпе пичĕсем.

Хĕвел анса каç пулсан,

Уйăх шăвать тӳпере.

Эпĕ инçете кайсан,

Тыт эс мана чĕрере.

Чунтан сана юратса,

Эпĕ сана манаймăп.

Чун-чĕрене çунтарса,

Сăнна асран яраймăп.

Малалла

Шăл эсĕ куççульне


Яш каччă хаш! сывланине,

Саспах йĕре-йĕĕре,

Эп куртăм вăл макăрнине,

Курас темесĕрех.

Пĕрре ярать вăл ахлатса,

Шăлпа çĕре кăшлать.

Ик аллине чăмăртаса

Кайран куçне шăлать.

Выртать ун тенĕ чĕтресе

Вăл макăрнă чухне,

Савнин сăнне аса илсе

Хĕнет, пулас, чунне.

Çак самантра кĕрлет туйра

Ял халăхĕ сиксе.

Çилпе килет сайра хутра

Кунта шăв-шав вĕçсе.

Илемлĕ хĕр-пике тăрать

Хаваслă çак туйра.

Ун тумĕ шурă. Ялтăрать

Тенки çамки тавра.

Качча каять вăл теприне!

Каять юратнăран.

Ан макăр, каччă! Савнине

Манма тивет паян.

Шăл эсĕ хăвăн куççульне,

Ан усăнтăр пуçу.

Хĕр хăй суйланă кун-çулне

Санпа тек пайлас çук.

Малалла

Пĕлсем кĕтме


Эсĕ пĕл ман пекех юратма:

Таса туйăм кĕтетĕп санран.

Кирлĕ мар пĕр-пĕрне çухатма,

Пире тĕрлĕ сăлтав уйăрсан.

Хушса юрламалли:

 

Сана кĕтсе кунсем-çулсем

Çухалсан та тĕтресенче,

Эсĕ те мана кĕтме пĕлсем,

Такăр мар пулсан та çулу çинче!

 

Упрама пĕлер çут туйăма,

Ачашлар та ăна çупăрлар!

Никама ăна варалама,

Ман савниçĕм, нихçан парас мар.

 

Кĕтме пĕлнĕшĕн çутă телей,

Йăлкăшса тӳперен çăлтăр пек,

Ĕмĕтре вĕçме чĕнĕ çӳле,

Пурăнма савса пĕр-пĕринпе.

Вĕрентекене


«Вĕрен! Вĕрен! Вĕрен!» — текен

Хĕвел чунлă Вĕрентекен.

Пуçа тайса сан умăнта,

Сана мухтасшăн эп чунтан.

 

Эс маншăн ĕмĕрех сумра.

Çут сăнару ялан умра.

Сан аллунта — Пĕлӳ Тĕнчи!

Çутатăн эс ăс-тăн ĕнчи!

 

Чун-чĕрене хăват паран,

Çĕклетĕн çăлтăрсем таран!

Вĕрентекенĕмĕр, пире

Кĕтсе илсе кашни ирех,

Пĕлмесĕр ывăнма-ырма,

Вĕрентрĕн вулама-çырма.

 

Тăван атте-анне пекех

Эс тăрăшрăн куллен, текех

Сăваплă çын тума пире,

Хистерĕн сыхлама мире.

 

Эс ыр сунса вĕрентнĕрен,

Ыр кăмăлпа тапать чĕре.

Хисеплесе тăван çĕре,

Ыр ят тупасшăн тĕнчере.

 

Верентекен, сана пула

Куллен илет вăй ял-хула.

Çыравçă, агроном, артист

Кӳрет сана мухтав та чыс.

 

Эс пехиленнĕ Ăс-мулпа

Утатпăр пурнăçри çулпа,

Ялав пек, Çутă Шанăçа

Çĕклер, пĕлмесĕр Канăçа!

 

«Вĕрен! Вĕрен! Вĕрен!» — текен

Хĕвел чунлă Вĕрентекен,

Пуçа тайса, сан умăнта

Сана мухтатăп эп чунтан!

Шакла пуç


I

Уçăп Коли, вăтăралла çывхаракан кĕрнеклĕ те йăрăс пӳллĕ чăваш каччи, хăйсен ялĕнчи вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн вăрах вăхăт тĕнче касса çӳрерĕ. Вунă класс пĕтерсенех малтан Çтерлĕри тĕрĕслевпе шутлав виçев приборĕсен училищине вĕренме кĕчĕ вăл. Училище хыççăн çамрăк каччăн çемçе те сарăрах çӳçне çаратрĕç те Çара, Вăтам Азие ăсатрĕç. Çартан таврăнсан вара Коля тăван ялĕнче темшĕн вăрах тытăнса тăмарĕ: элле çамрăклăх романтики, элле пĕр классра вĕреннĕ, ачаранах килĕшекен Валя кӳршĕ яла качча кайни ăна Çурçĕрти Тюмень облаçне тухса кайма хистерĕ. Çурçĕрте ăçта кăна, кам кăна пулса ĕçлемерĕ Коля: нефтяник пулса та, пулăçă та, пĕр пуян офисĕнче хуралçă та, çурт-йĕр тăвас ĕçре те. Яла та çулласенче кĕске вăхăта çеç килсе кайкаларĕ каччă: малтанхи çулсенче пуйăспа, каярахпа 15-моделлĕ «Жигулипе». Кăçал вара Кольăна электрик ĕçĕнчен «кĕскетсе» кăларчĕç те вăл кунта — тăван районне килсе çитрĕ.

— Çурçĕр тăрăх çапкаланса çӳреме çитĕ, — терĕ каччă хăйне. — Райцентр ялĕнче йăва çавăрас. Авланасси çинчен те шухăшлас.

Çакна тăвас тесен, чи малтан пĕр-пĕр ĕçе вырнаçас пулать. Çак шухăшпа Коля пĕр янкăр тăрă çуллахи ирпе район сыватăшĕн кадрсен пайне кĕрсе тăчĕ.

Малалла

Пикем


Ман çине эс, пикем, ан кӳрен,

Ăнсăртран шухăшна эп кĕрсен:

Пĕр сăлтав та сана эп паман

Кӳренмешкĕн мана нихăçан!

 

Ман çине, Турă пул, ан çилен,

Пулнине астуса, эс, илсен.

Иртсен те нумай çул унтанпа,

Хирĕç мар тĕл пулма эп санпа.

■ Страницăсем: 1... 300 301 302 303 304 305 306 307 308 ... 796