Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеХĕн-хур айĕнчеИлле ТăхтиӖмӗр вӗренКатӑлнӑ уйӑхАча чухнехиЫлханлă хура çĕмĕрт

Сахалшăн вилни те чыссăр


Шаккаççĕ...

Алăка, кантăка, тен,

Шаккаççĕ —

Хăшне ман уçас?

 

Килеççĕ...

Таçти шухăшсем те,

Каяççĕ,

Ватаççĕ пуçа.

 

Нумай кирлĕ мар

Сахалшăн çунни те уссăр,

Сахалшăн вилни те чыссăр,

Вилни — уйрăмах.

Ырату касса хăварнă йĕр


Çĕрĕпех садра эп кĕçĕр лартăм.

Ир çинче чĕтре-чĕтре

Хĕр пек хурăн айĕнче вăрантăм,

Ман тавра ишет кăвак тĕтре.

 

Уйăх та иккен шăнса хутланнă.

Ман мĕлке пек пĕчĕк те çинçе.

Манра сӳннĕ кулă пек шупкалнă,

Çакăннă шур хурăн тăрринче.

 

Мĕн шыратăп, мĕн-ха эп çухатнă

Çӳç пекех арпашнă пурнăçра?

Мĕн упранă, сан пекех юратнă —

Сан хыçран саланчĕ хам ăшрах.

 

Тĕкĕнмерĕм, аякра эп тăтăм,

Çунса пĕтрĕм хам тасалăхпах

Телее, куран, илмеççĕ сутăн,

Телее тăваççĕ çынлăхпа.

 

Иртĕ пурте, манăçа та юлĕ

Ырату касса хăварнă йĕр.

Ас илсен, тен, вăл та çывăх пулĕ,

Пулĕ, тен, татах та савнă хĕр.

Сăвă


Пĕвене сĕрен кĕперĕ анчĕ

Шыв ăшне чăмса тухсан чĕкеç.

Вăрман енĕ пĕлĕт уртса ячĕ

Ăсатма тухас пек йăпăрт çеç.

Кĕр пӳрте, шăнан, тет, кĕпе вĕççĕн, —

Асатте сассиллĕ аслати.

Çывăхрах çиçсе çухалчĕ çиçĕм,

Сăввăма çуратрĕ ун çути.

Мучар


I

Мучара ял Совечĕ паян чухăнсен спискине кĕртрĕ. Мучар савăнать, хăй тăвас тенине турĕ вăл.

— Ну, арăм, ĕнтĕ тин ирĕккĕн сывласа яма пултаратпăр, пурăнатпăр пурăнăçа, — терĕ вăл хавассăн. Мучар чеен куçне хĕссе илчĕ, çĕтĕк-çатăк ачисем çинелле кăмăллăн пăхрĕ. Унтан пасара тухса сулăнчĕ.

Мучаршăн пурнăç пĕр чăрмавлă шухăшсăр, майĕпе шуса кайрĕ. Майĕпе шусах, вăхăт хĕл вĕçнелле пычĕ. Ялта çураки кампанийĕ пуçланса кайрĕ. Кăнтăрла вăрлăх пухаççĕ, сортлаççĕ. Ял Совечĕ таврашĕнче çынсем хальчченхинчен ытларах вĕркĕшеççĕ. Каçсерен пухусем: чухăнсен пуххи, хĕрарăмсен пуххи. Тепрер каçран пур халăх пуххи пулса иртет. Канашлаççĕ, сӳтсе яваççĕ, халиччен туман çĕнĕ япаласене тума йышăнаççĕ. Ял вĕрет. Ял хăйĕн пысăк ĕçне тума — çураки кампанине ирттерме — вăраннă.

Пĕрре чухăнсемпе ял активĕ пуххинче акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстермелли çинчен канашлаççĕ. Хура пусса çĕрулми, турнепс акса хăварас теççĕ. Пухура акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстерме йышăнаççĕ. Çынсем пухуран саланаççĕ. Акă виç-тăватă çын пӳртрен тухнă та алкум вĕçĕнче пĕр çĕре пухăнса чĕлĕмсем чĕрткелесе тăраççĕ. Мучар та пухуран тухрĕ. Чĕлĕм чĕртсе тăракан çынсене тĕттĕмре палласшăн пулса, вăл вĕсем патнерех пырса тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ.

Малалла

Ниме юрри...


Ик куç тулли — çывăх тăван...

Тăван пулсан — чунра аван.

Савăнтарать тăван пурри,

Асра юлать ташши-юрри!

 

Сĕтел тулли — ĕçме-çиме...

Йышпа пулсан — кĕрлет ниме.

Савăнтарать тăван пурри,

Асра юлать ташши-юрри!

 

Йĕри-тавра — хăна-вĕрле...

Хăна пулсан — эпир пĕрле.

Савăнтарать тăван пурри,

Асра юлать ташши-юрри!

 

Çаплах кĕтетпĕр аттене

Аттен паян — çуралнă кунĕ:

Тултармаллачĕ — шăп çĕр çул!

Вут-вăрçăра вăл пуçне хунă —

Пулман киле килме ун çул.

 

Аттен паян — çуралнă кунĕ:

Вăл пурăннă — шăп хĕрĕх çул!

Вут-вăрçăра ун юхнă юнĕ —

Ăна телей пӳрмен кун-çул.

 

Аттен паян — çуралнă кунĕ:

Аттесĕр эпĕр — утмăл çул!

Пирĕнпелех пурнать ун чунĕ,

Аса илсен — тухать куççуль.

 

Аттен паян — çуралнă кунĕ:

Тултармаллаччĕ — шăп çĕр çул!

Атте çуртийĕ ĕмĕр çунĕ:

Кĕтетпĕр, кĕтрĕмĕр кун чул...

Дессонанс


Кĕрхи пушар вирт янă, курăр:

Кăварланса çунать вăрман.

Вăрман юрлать хаваслă юрă,

Сырать илемлĕ вут сурпан.

 

Эп ăнланмастăп: мĕн сăлтавшăн

Тăпăртатсах ташлать тĕнче?

Уявлăн шăранать çав ташă,

Таппи ун ăсанать инçе.

 

Ăрша чуппиллĕ шухă çулçă

Хĕм сирпĕтсе вылять çилпе.

Йăпăртатса юхать сар пурçăн,

Пĕр вĕçсĕр вăл юхать çӳлтен.

 

Чун-хĕсĕнет ытла пĕр шелсĕр,

Чĕре йăлтах çитет ырса,

Мĕн чухлĕ сăр! — пĕлесчĕ эсĕр! —

Çапла тăкăннине курса.

 

Тен, çавăнпах йăваш хĕвел те

Ват çын пек шухăшлă тăрать.

...Епле асап мĕнне ан пĕлтĕр?!

Тен, унăн та чĕри сурать...

 

Ман вĕрентес килет чараклă

Пулмашкăн тулăх кĕр кунне.

Илтес килет «Йăлтах пăрахнă

Тăккаланма вăл» тенине.

 

Кашни тумлам илемлĕ сăрă

Сар кĕркуннешĕн халь шутра.

Чуна та, чĕрене те ырă —

Çунмаççĕ тек вĕсем вутра.

 

Анчах та вĕçсĕр-херсĕр уçлăх

Хăй йĕркине хăех пĕлет:

Çӳлтен, çӳлтен тăкать сар пурçăн,

Ăрăмласа кĕтет хĕле...

Эс ĕнен...


Япăххи те, ырри те, тен, пулĕ.

Хăнăхаймăн ăна хăш чухне.

Мăшăрланнă савсах, пулнă пиллĕ,

Акă халь урăхла... эс ĕнен.

 

Иртнине тавăраймăн нихçан та.

Кая мар-ха çавах, кая мар.

Анчах мĕншĕн, мĕнле-ха эп мантăм,

Халь кама ман калас-ха: «Каçар».

 

Уйрăлу та, Чăн пурнăç туппи те

Мĕншĕн-ха çухалаççĕ? Чăнах...

Хуриех килĕшетчĕ пуль питĕ,

Саррине тĕл пулман пулсанах.

Çул


Çул такăр сирĕн касăн

Утма сирĕн тĕле.

Тӳпе пĕр кантăк ваза,

Ан тĕкĕн — çĕмрĕлет.

 

Нумай пăхса тăрсассăн,

Сĕм тĕттĕм витĕрех

Тĕтре хумханчĕ шуррăн,

Сан шур тутру пекех.

 

Утатăп эп, пĕр саслăн

Сехет щаккать тик-так.

Тĕнче ытла-мĕн аслă,

Калас пекех — тăхта.

 

Тĕнче чи пысăк енчĕк,

Тĕнче вăл эсĕ, эп.

Пурах-çкв эс, чĕнсемччĕ,

Сана-çке эп кĕтеп.

 

Вăхăт шăвать пит канлĕн.

Сехет шаккать тик-так.

Ăна чарса кам калĕ:

«Инçе-и эс, тăхта».

 

Çул такăр сирĕн касăн,

Çул вăрăм — пурпĕрех

Тĕтре хумханчĕ шуррăн,

Сан шур тутру пекех.

Хĕрлĕ тюльпан


1

Таюк инке сĕтел хушшинче кĕнеке çинелле ӳпĕннĕ ывăлне ытти чухнехинчен урăхларах пăхса илчĕ.

— Леша!

— Мĕн, анне?

— Чăрмантаратăп-ха та... Хамшăн мар... Кам хĕр ачи иккенне пĕлеймерĕм. Ытла хăвăрт ӳсеççĕ хальхи ачасем. Çапла мар-и? — Таюк инке хăй еннелле çаврăннă ачине юратса сăнарĕ, кушăрканă аллине ывăлĕн сарăла пуçланă хулпуççийĕ çине хучĕ, тепринпе çурăмĕнчен ăшшăн тĕкрĕ. — Урама тух, пĕр таса чун кĕтет унта.

— Ка-ам? — авăнчăк хура куç харшине тĕлĕнсе хускатрĕ Леша. — Микул паян çĕрлечченех пушанаймасть. Кам, анне?

— Синерте Микул çеç пурăнмасть. — Амăшĕн вăхăтлăха çепĕçленнĕ сасси çирĕпленчĕ. — Сана тухма ыйтрĕ.

— Ют ялсем-и? Ан шӳтле-ха, анне. Ют ялтан ку вăхăтра ман пата никам та килес çук.

— Килме тытăнаççĕ пулĕ çав... Çулсем иртеççĕ, Леша. — Таюк инке каллех сассине кăшт йăвашлатрĕ. — Атя тухах — сак çинче ларса ывăнчĕ те пуль. Нимĕнле Микул та мар вăл, тĕрĕсех тавçăратăн. Ытти мĕнĕ... тухсан курăн. Нумай ан çӳре, ыран миçере тăмаллине пĕлетĕн.

Таюк инке калаçу пĕтнине систерсе аллине сулчĕ, вучахра вут чĕртме тытăнчĕ.

Малалла

«Çулçă çумăрĕ сунмарĕ...»


Çулçă çумăрĕ сунмарĕ

Çулсерен мана телей.

Вăрттăнне Ыран уçмарĕ,

Парăм умăмран каймарĕ.

 

Кăлăхах-ши, тен, кĕтеççĕ

Иртнĕ çулăмсем мана?

Кунăмсем — шав хĕвĕшеççĕ,

Тупсăмне тупа пĕлмеççĕ.

 

Суд умне тăмалăх халĕ, —

Ватлăхра — ман çук-тăр сум.

Сĕврĕлсе тата çухалĕ,

Умăмри çулсем мĕн калĕç?!

 

Пурăнăç кӳлли те манăн

Майсăр ăшăх çеç иккен.

Пуласса-и эп ăмсанăп?

Иртнипе-и эп йăпанăп?..

Калăр халĕ, тăвансем?..

 

Пит аван пĕлетĕп хам та —

Йăлт ку — пушă ĕмĕтсем,

Кăлăх, кăлăх ĕмĕтсем...

■ Страницăсем: 1... 304 305 306 307 308 309 310 311 312 ... 796