Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сăвăсемпе поэмăсемЫлханлă хура çĕмĕртПепке çуралсан...Пахчапа мунча хуҫиПирĕн çулталăкЕркӗнКайăк тусĕ

Эсир пирĕн чĕрере


Атте-анне тесен, сăпка юрри

Куллен аса килет мана.

Атте-анне тăван килте пурри

Сӳнми хăват парать чуна.

 

Атте-анне тесен, хуплу, шăрттан

Ир-каç ялан аса килет кунта.

Атте-анне сасси килте пуртан

Чун савăнать пур кăмăлтан.

 

Атте-анне пуртан чĕрем юрлать

Илем кӳрсе пур таврана.

Атте-анне пуртан чун савăнать,

Тĕнче илемлĕн курăнать.

«Харсăр ăмăрткайăк пуль эс, терĕм...»


Харсăр ăмăрткайăк пуль эс, терĕм,

Вăйлă юман-паттăр пуль эс, терĕм,

Хытă юрататăн пулĕ теттĕм,

Пурнăç ăнасса ĕмĕтленеттĕм.

 

Эс юрланă чух ялан юрларăм,

Эс ташланă чух — ялан ташларăм.

Юраймарăм юррăмпа — сас çĕтрĕ,

Юраймарăм ташшăмпа — вăй пĕтрĕ.

 

Ĕçре чух нихçан кайра пулмарăм,

Пурпĕрех сана эп юраймарăм.

Тăванусемпе тăван пек пултăм,

Мĕншĕн çамрăклах эп сансăр юлтăм?..

 

Чăтрăм эпĕ, чăтрăм, чăтаймарăм,

Урапу çине эп лараймарăм.

Юрату асапĕ ман чуна тустарчĕ,

Ĕмĕтри телей таçта çухалчĕ.

 

Мĕншĕн-ши урăххине юратрăн?

Хăв çуралнă килӳнтен те тартăн,

Ир те, каç та пĕр сана кăтетпĕр,

Ывăлу патнех эс килĕн тетпĕр.

Сана ҫеҫ кĕтетĕп...


Чуптурăн та çухалтăн

Тĕтреллĕ улăхра:

«Кĕтсем», — тесе каларăн,

Мана эс салтакран.

 

Килсемччĕ эс, килсемччĕ

Çĕрле е ирпелен,

Ман чунăмра пĕр эсĕ,

Пĕр эсĕ ман телей.

 

Хĕрсем сана тиркерĕç

«Вăл — вĕçкĕнçĕ» — тесе.

«Пит пĕчĕккĕ те» — терĕç

Сăлтавсăр кĕвĕçсе.

 

Çук, эпĕ ĕненместĕп

Вĕсем хурланине.

Сана кăна кĕтетĕп

Асамлăх тĕнчине.

 

Часрах, часрах курасчĕ

Сан çепĕç куллуна.

Ялан пĕрле юрласчĕ

Юратнă юрруна.

Ял тăрăх


Кĕрхи ир. Çанталăк сулхăн. Хĕвел тухнă, анчах пăхса яраймасть: тачка, хура пĕлĕтсем татăкăн-татăкăн хĕвелтухăçĕнче купаланса тăраççĕ. Урама икĕ ача пырса кĕчĕç. Пĕри урамăн пĕр айккипе, тепри тепĕр айккипе утрĕç. Иккĕшĕн те кăкăр çинче чалăшшăн çыпăçтарнă хут курăнать. Хучĕ çине çапла çырнă:

«Çӳппе каякан япаласене пухса трактор туянар».

Ачасем кашни пӳрт тĕлне çитсен кантăка шак-шак! тутарса илеççĕ те уççăн кăшкăрашаççĕ:

— Шкул ачисем пăрахăç, кивĕ япаласене пухма тухаççĕ. Камăн пур — хатĕрлĕр! — теççĕ те утаççĕ. Уçăсассисем чанкăлтатни аякранах илтĕнет.

Кăнтăрлапа урам пуçĕнче ултă ача курăнчĕ. Хăшĕ михĕ, хăшĕ карçин илнĕ. Пĕри ача урапи туртнă. Виçĕ ачи урамăн пĕр айккипе утрĕç, виççĕшĕ — тепĕр айккипе. Акă пĕр ушкăнĕ кĕчĕ пĕр киле.

— Инке, çӳп-çаппа каякан кивĕ япаласене хатĕрлерĕн-и? — теççĕ ачасем.

— Хатĕрлерĕм, — тет ватăрах хĕрарăм, алкум вĕçне тухса. Катăк хуран, курка илсе тухать. Ачасем ку япаласене ача урапи çине тухса хураççĕ.

— Çĕтĕк-çатăк çук-и? — тет михĕ çĕкленĕ ачи.

— Пурччĕ кăштах, парас пуль, — тет хĕрарăм. Хыпаланса чăлана кĕрсе каять те пĕр çыхă çĕтĕк-çатăк илсе тухса парать. Ачасем мĕн тупнипе кăмăллă пулса тепĕр киле каяççĕ, кĕреççĕ.

Малалла

Хурӑнпа пилеш


Сарă хитре кĕпине

Тăхăнчĕ шур хурăн.

— Эс пăхсамччĕ ман çине,

Эс курсамччĕ илеме!

 

Курчĕ унăн илемне

Кӳршĕри пилешĕ.

Улăштарчĕ вăл тумне,

Савăнтарчĕ юлташне.

 

Пилеш хĕрлĕ çулçисем,

Хурăн сарă çулçисем,

Вĕçсе анчĕç çĕр çине,

Илемлетрĕç çĕр питне.

Туслăх


Шур юр çурĕ, çурĕ, çурĕ

Таврана шап-шурă турĕ.

Савăнаççĕ ачасем,

Хĕл кунне савакансем.

 

Çак хаваслă вăхăта

Хамăр асра хăварар,

Савăнар та аташар,

Пĕрле туслă пурăнар.

 

Пăрахас марччĕ пĕр-пĕрне

Пурнăçра та инкекре.

Туслăх ялан ĕмĕрне

Çĕнтерет хăй вăйĕпе.

Чăваша


Чăвашла калаç, чăваш!

Чăвашла ташла, юлташ!

Çитĕ-ха каçăрăлма,

Вырăс пек хăвна тытма.

 

Мама мар, анне, чăваш!

Чунупа ан пул йăваш.

Тантăшна ан хăй сутма!

Çирĕп ут çӳлте пулма!

 

Чăвашпа ялан туслаш.

Ырă çын пул, хурăнташ!

Ешĕл яр тĕнче тавра

Пуласси йăлтах санра!

Çăлтăрлă ачалăх


Çар уран чупма çăмăл тесеччĕ —

Çĕр ăшши лекетчĕ. Самантрах!

Пĕчĕк чух тĕнчем те хитререхчĕ —

Тĕттĕм тĕс курман та пуль. Чăнах!

 

Хĕвеле тытма пулать тесеччĕ —

Шухăшпа эп пулнă айванрах.

Кашнинчех сăпайлăх пур тесеччĕ.

Сутăнчăк! Çынсăрлăхпа танах.

 

Çу чухне чипер пулас тесеччĕ —

Тем те тунă чечеке явсах.

Пуянсен тутри хитре тесеччĕ —

Кăшăлпа илемлĕрех çапах!

 

«Пысăк» çын пулсан аван тесеччĕ —

Ĕмĕтсем чунра çунатлăрах.

Ăслă çын пулатăпах тесеччĕ —

Юнăмра чăвашлăхăм пурах!

 

Çар уран чупма çăмăл тесеччĕ —

Çĕр ăшши лекетчĕ. Самантрах!

Çăлтăрлă ачалăхăм хитреччĕ —

Эп унпа пулсамччĕ. Яланах!

 

Ырă ят тĕнчем çине кайинччĕ,

Куç çинче — хĕлхем. Ялкăштăрах!

Хăнара


I

Паян Каша ялĕнче чиркӳ праçникĕ. Таврари ялсенчен паян Каша ялне хытă чуптарса лавсем пыра-пыра кĕреççĕ. Çуллен-çул ку ялсем паянхи кун ĕçкĕ тăваççĕ. Кашни килтех ĕçкĕ. Чухăнни те, пуянни те хăй çемĕн праçник ячĕпе ĕçет. Ахăрать вара ӳсĕр ял, çапăçать, çĕмĕрлет. Хăш чух хĕрлĕ автан та пĕлĕт хĕрринче çунаттисене сарса ташласа илет. Ирхине вара чипер ларакан çурт вырăнне хура кăмрăк курăнать.

Крикка та паян ĕçкĕ ĕçет. Ун патне хăнасем чылай килсе тулнă. Икĕ сĕтел çинче апат-çимĕç купи-купипех. Пĕр сĕтелли турăш кĕтессинче. Кунта арçынсем лараççĕ. Кĕреке умĕнче хĕрлĕ улача кĕпеллĕ Крикка ларать. Крикка — çӳçĕ кăвакарма пуçланă лутрарах старик, кăмăлллă питлĕ-куçлăскер, хăнисене ĕçтерет, çитерет; пĕринпе те тепринпе уççăн калаçать.

Тепĕр сĕтелли кăмака кукринерех тăрать. Кунта шакăр хĕрарăм ларса тухнă. Тĕрлĕрен тĕслĕ кĕпесем, пурçăн тутăрсем хĕрлĕн те çуттăн курăнаççĕ. Тенкĕ-шăрçа йăлтартатни куçа илĕртет.

Каç пулса килет. Урам еннелле тухакан чӳречесем çине хĕвеланăç енчи хĕрлĕ çутă ӳкнĕ. Анса ларма пынă хĕвел пысăккăн курăнать, шăн кантăк тĕррисене йăлтăртаттарать. Пӳртре ăшă, апат-çимĕç шăрши тутлăн килет: Крикка карчăкĕ çуллă кукăльсем, хур-кăвакал шарккăвĕсем, шăрттансем сахалах хатĕрлемен пуль. Ав, хăй, карчăкĕ, шурă кĕпепе, сурпан-чалма сырнă, сĕтел патĕнчен сĕтел патне кускаласа çӳрет. Кукăльсене пĕрин хыççăн тепĕрне каса-каса лартать. Пашелкассинчи хĕрĕ Кĕтерук амăшне пулăшать, сăра ĕçтерет, кукăльсене сĕтел çине пырса хурать. Кĕтерук хĕрлĕ сатин кĕпепе, йăрăс пӳллĕ, тăп-тăп питлĕ-куçлă. Пуçĕнче пурçăн тутăр. Хăнасем умĕнче илемлĕн ярăнса утса çӳрет.

Малалла

Манăн çывăх çыннăмсем


Асаттепе асанне —

Манăн çывăх çыннăмсем

Аллă çул вĕсем пĕрле

Пурăнаç килĕштерсе.

 

Хăйсем ватă пулсан та

Алă усса лармаççĕ.

Ир пуçласа каçченех

Картишĕнче ĕçлеççĕ.

 

Сад пахчийĕ пит пуян

Унта нумай улмуççи.

Çуркунне вĕсем шап-шурă,

Кĕркунне улми тулли.

 

Асатте — алă ăсти:

Тем тума та пултарать.

Асанне — пыл хурт ăсти:

Пылпа вăл пире сăйлать.

 

Кукамай та манăн пур.

Пурăнать вăл пĕченех.

Картиш тулли выльăхĕ,

Ёмсанмалăх пахчи пур.

Ирех тăрать кукамай

Тухса курать пахчана,

Кайса пăхать кӳршĕне

Сăмах-юмах ваклама.

 

Юрататăп вĕсене,

Мухтанатăп вĕсемпе.

Пурăнччăр вĕсем çĕр çул,

Ан чирлеччĕр нихăçан.

■ Страницăсем: 1... 308 309 310 311 312 313 314 315 316 ... 796