Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунХуркайăк çулĕХум пӑшӑлтатӑвӗСуя телейЫлханлă хура çĕмĕртÇич çунатлă куракСалампи

Атте-анне ырă ячĕ


Тăван чĕлхе — атте сасси,

Тăван чĕлхе — анне ăшши,

Тăван чĕлхе — ахах çутти,

Тăван чĕлхе — çĕршыв утти.

 

Атте пуртан — пур ман хĕвел,

Анне пуртан — пур ман мехел.

Çĕршыв пулсан — пур ман тĕпел,

Çимĕçпеле пуян сĕтел.

 

Атте-аннен чун ăшшипе

Эпир ӳссен чыс-хисепре,

Атте-анне пехилĕпе

Ăс пухрăмăр вĕренӳре.

 

Атте-анне ырă ятне

Илтсе чуна савăнтарар.

Ир-каç пăхса мăнуксене

Ăру ятне хăватлатар.

Этем шăпи


Телей тени — ĕçченлĕхре,

Телей тени — йĕркелĕхре.

Пĕрне-пĕри сума сусан,

Пĕрне-пĕри ыр кун сунсан —

Чĕрем юрлать, чун савăнать,

Телей те çитнĕн туйăнать.

 

Этем кĕтни — кун-çул утти,

Этем кĕтни — кун-çул турти,

Çав туртана турта-турта

Шав малалла этем утать.

Йыхравлă ĕмĕчĕ пуртан

Пулассине курать малтан.

Тӳпе çырни


1

Вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра

Шурă акăш ярăнать.

Ешĕл хумлă улăхра

Сарă хĕр таçта васкать.

Йăрă, хӳхĕм кайăка

Инçетре мĕн илĕртет?

Пикене те аякка.

Мĕн утмашкăн хĕтĕртет?

Тĕлĕнсе, чĕмсĕрленсе

Ăсатать ăна вăрман,

Темшĕн хытă хĕрхенсе

Пуç сĕлтет лаштра юман.

Ылтăн çулçă шерепи

Çил вĕрсессĕн тăкăнать,

Хĕн кӳрсен усал шăпи

Хĕрĕн чунĕ тăвăнать.

Пурçăн тутăрăн çӳçи

Утнăçемĕн ухăнать,

Астивсен асап йӳççи

Хĕрĕн пуçĕ усăнать.

Айăр кӳлнĕ тăрантас

Вăшкăртса унран иртет.

«Ах, мĕн-ма-ха пурăнас?»

Хĕр чунне асап хĕртет.

Кăлтăр-кăлтăр урапа

Тикĕс çулшăн хĕпĕртет.

«Мĕншĕн-ха усал шăпа?»

Хĕр чунне асап вĕтет.

Вăрр!.. çĕкленчĕ те тусан —

Тăрантас тек инçетре.

Савнă çын улталасан

Ним те юлмĕ ĕмĕтре.

Ешĕл улăхăн хумне

Ма кăçал çава касман?

Мĕншĕн-ха çартан килне

Хĕрĕн тусĕ таврăнман?

Ахалех пурнăçĕнче

Ун хурланмалли нумай,

Малалла

Лизавета Егоровна


Пушово ялĕнче ĕнер нимĕçсем пулнă. Паян вăл пирĕн алла куçрĕ. Мĕнле каламалла: халĕ ĕнтĕ вăл ял мар, ялăн вырăнĕ çеç тăрса юлнă. Çурт-йĕрĕсем çунса пĕтнĕ, кăмака мăрйисем çеç (ишĕлсе анайманнисем) тăрна мăйĕсем пек вăрăммăн курăнса лараççĕ, çунса пĕтеймен пĕренесем тĕтĕм кăларса выртаççĕ. Кашни колхозникăн панулми сачĕ пулнă, вĕсем те çунса пĕтнĕ. Ялта пĕр выльăх-чĕрлĕх чĕрни те юлман, пурне те нимĕç оккупанчĕсем пуçтарса хуса кайнă.

Çынсем те курăнмаççĕ. Ăçта саланса пĕтнĕ-ши вĕсем? Тен, çынсене те нимĕçсем хăйсемпе пĕрле илсе кайнă-ши? Тен, вĕлерсе пĕтернĕ пуль? Апла тесен, виллисем курăнĕччĕç.

Пăхатпăр, çунса пĕтеймен пĕренесем хушшинчен пĕр хĕрарăм пуçне çĕклесе пăхрĕ.

— Вырăссем-им эсир? — тесе хурлăхлă сасăла ыйтрĕ вăл пирĕнтен.

Эпир хĕрарăма курсан ун патне пытăмăр. Унăн пичĕ-куçĕ чĕп-чĕрĕ юн, çийĕнчи кĕпи çуркаланса пĕтнĕ.

— Вырăссем. Красноармеецсем эпир, — тет командир. Хĕрарăм савăннипе кулса илчĕ.

— Эпĕ ĕнтĕ эсир килместĕр пулĕ, çаплипех вилме тивет тесе пĕтĕм шанчăкăма çухатнăччĕ. Тавтапуçах сире! — тесе ури çине тăчĕ хĕрарăм. Вăл темшĕн аллисемпе сывлăша хыпалать.

Малалла

Манăн ял


Савнă ялăм, манăн ял,

Тăван ялăм, Атикас,

Мĕн тери эсĕ илемлĕ,

Мĕн тери эсĕ хитре.

 

Урам хушши сарлака

Анлă Атăл евĕрлĕ.

Кил çурчĕсем çутă та

Уйăх-çăлтăр евĕрлĕ.

 

Çуркунне çитсен вара

Шăнкăртатса шыв юхать.

Хĕвел хĕртме тытăнсан

Симĕс курăк та шăтать.

 

Кашни килĕн умĕнче

Асамат пек чечексем.

Вĕсен ырă шăршипе

Тăван ялăм илемлĕ.

 

Кил-çурчĕсен умĕсем

Юр пĕрчи эрешĕ пек.

Мерчен евĕр куçĕсем

Урамалла тинкереç.

 

Урам тулли ачисем.

Саксем çинче ваттисем.

Вĕсен савăк сассипе

Пуян пирĕн ялăмăр.

 

Кĕркуннепе пирĕн ял

Ылтăн кавир пĕркенет.

Ырми-канми ĕçлесе

Кĕрекене тултарать.

Вăрманта


Пĕррехинче аттепе

Кайрăм эпĕ вăрмана.

Хĕл кунĕпе киленме

Чунăма йăпантарса.

 

Шур юр çийĕн йĕлтĕрпе

Шурăмăр кăмăл туллин.

Ах, хитре-çке тăван ен

Ăшă туйăм пулнăран.

 

Тен, уй куçлă пулнăран,

Тен, вăрман хăлхаллăран,

Шăп та пушă ĕшнере

Шиклентерет чунăма.

 

Тин çеç пулнă вăрманта

Чее тилĕпе мулкач.

Тăрса юлнă йĕрĕсем

Тытайман-çке вĕсене.

 

Тилĕ хӳри кăпăшка

Сĕтĕрĕннĕ юр çинче.

Мулкач ури куç йĕрет:

Пăнчă, пăнчă, ик пăнчă.

 

Куртăмăр эпир кунта

Мулкач выртнă вырăнне.

Хăранă, тен, мулкачсем

Е пытаннă сивĕрен.

 

Тĕм айĕнче юр ăшне

Вырнаçтарнă йăвине.

Çапла ĕнтĕ чĕр чун та

Сыхланать пуль инкекрен.

 

Татах çӳрес килетчĕ

Тилĕ-мулкач йĕрĕпе,

Анчах сивĕ чĕпĕтсе

Хăваларĕ килелле.

Юратнă учитель


Ак çитсе тăратăп

Пысăк шкул умне.

Тантăшсе куратăп,

Ялан ирхине.

 

Вĕренме çӳретпĕр,

Хамăрăн шкула.

Куллен ăс пухатпăр,

Хамăршăн — шутла.

 

Пуриншĕн те эпĕ

Тав тăвап сана.

Юратнă учитель,

Ыр сунап сана!

Тавах сире, учительсем


Шкула килтĕм — эп пĕлместĕп

Вуламашкăн, шутлама.

Эпĕ халĕ вĕренетĕп

Тăрăшса пур предметпа.

 

Учительсем ачасене

Вĕрентеççĕ хаваспах.

Пире ăслă çын тума

Тăрăшаççĕ пур чунтан.

 

Учительсем, тавах сире!

Сире ăшшушăн тавтапуç.

Сире сунатăп яланах

Пит çирĕп сывлăх пурнăçра!

 

* * *

Пиллĕкмĕш октябрь —

Учительсен кунĕ.

Пиллĕкмĕш октябрь —

Манми савăк кун.

 

Ак кĕчĕ учитель

Çуталчĕ халь класс.

Ăна саламларĕç

Пурте пит хавас.

 

Пĕри чечек пачĕ.

Тепри саламларĕ,

Учитель савăнчĕ,

Çиçрĕç куçĕсем.

 

«Тавах сире, — тет вăл

Ыр сăмахăрсемшĕн».

«Тавах сире, — тет вăл, —

Чечек çыххисемшĕн».

 

Савăнать учитель

Савăнать ачи те.

Пиллĕкмĕш октябрь —

Манми савăк кун.

Сехре хăппи


Икĕ пайла, çичĕ курăнуллă камит

 

Вылякансем:

Мĕтри, Дмитрий Дмитриевич

Солнцев — ӳнерçĕ

Верук — Мĕтри арăмĕ

Унтри — Мĕтри шăллĕ

Çитăр мучи — хуралçă

Тимкка — çыравçă, Мĕтри кӳрши

Янраш Кули — сăвăç

Вăрăм Ахванеç — ӳнерçĕ

Пасар Насарĕ — фотокорреспондент

Йăкăнат — ватă хусах

Петр Лапшин — Мĕтри тусĕ

Тарье — Петр Лапшин арăмĕ

Иван Иванович — резина завочĕн тĕп инженерĕ

Платон Павлович — кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ

Егор Егорович — колхоз пасарĕн тĕп бухгалтере

Зина — юрăçă

Дина — юрăçă

Эдуард — купăсçă

Куракансем театрта пуçтарăнаççĕ. Фойере сутуçăсем тарăн калуш сутаççĕ. Халăх юррисем, такмаксем янăраççĕ. Вылякансем куракансем хушшинче тарăн калушпа çӳреççĕ.

 

Пĕрремĕш пайĕ

 

Пĕрремĕш курăну

Малалла

Муркашăмăр, тăван ен


Муркашăмăр, тăван ен

Саватăп эпĕ сана.

Муркашăмăр, савнă ял

Ырлатăп эпĕ сана.

 

Илемлĕ пирĕн Мукаш

Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе,

Ирĕн-каçăн ĕçлекен

Маттур ял çыннисемпе.

 

Ешерет-и симĕс уй,

Хумханать-и сарă тул,

Вăй илет-и çĕрулми —

Пур çĕрте Муркаш çынни.

 

Çăкăр пĕçерет-и вăл,

Кăларать-и çĕрулми

Муркаш çĕрĕн çимĕçĕ

Паллă ĕнтĕ тĕнчипех.

 

Ытларах саватăп эп

Хамăн тăван ялăма

Хам çуралнă вырăна —

Ытарайми кассене.

 

Етĕрнепе марисем —

Пирĕн кӳршĕ районсем.

Туслă эпир авалтан

Вĕсен ыр çыннисемпе.

 

Симĕс курăк ешерсен,

Çурхи ĕçсем вĕçленсен

Шăпăрçă вăя чĕнсен

Каятпăр Палтран Пасарне.

 

Çапла пулнă ĕмĕртен

Çиçтĕпе вăрманĕнче

Марипе чăваш çынни

Савăннă ялан пĕрле.

 

Утмăл пиллĕк Муркаша

Ан кивел эс нихăçан.

Ӳс, çĕклен ялан, Муркаш,

Пуянлан та мăнаçлан.

■ Страницăсем: 1... 309 310 311 312 313 314 315 316 317 ... 796