Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çич çунатлă куракТĕлĕнтермĕш юмахсемКĕперҪавраҫилКулăш кустăрмиЫлтăн вăчăраТаркăн

Çуркунне


Сар хĕвел паян

Урăхла ялкăшать

Ăшшине çĕр çине

Урăхла сапалать

 

Урамри çерçисем

Раснарах чилетеç.

Урăхла тӳпери

Пĕлĕтсем те шăваç.

 

Ăнланмарăм малтан

Улшăну сăлтавне.

Анчах чунăм çаплах

Тупас тет тупсăмне.

 

— Ах, аннеçĕм, анне,

Каласам тупсăмне.

Мĕншĕн-ха тĕнчере

Пĕтĕмпех урăхла?

 

— Çур çывхарчĕ, ачам.

Ав , сăна лайăхрах.

Тумла пăрĕ юхать,

Улшăну систерет.

 

Сивĕ хĕл иртнипе

Савăнать чĕрĕ чун.

Савăнать пур тĕнче.

Чĕрĕлет, ешерет.

 

Чи илемлĕ тумне

Тăхăнма вăл васкать.

Тăван ен ăшшине

Каялла йыхăрать.

 

Вĕçсе килĕç часах

Кăнтăртан кайăксем.

Чи илемлĕ юрри

Янрĕ пур таврара.

 

Çеçпĕл юр айĕнчен

Тухĕ те ешерсе

Çĕр питне илемпе

Савăнтарĕ.

 

Чăваш енĕм вара

Çĕнĕлле çуралса,

Çĕнĕ вăй-халпала

Аталанĕ, ак кур.

 

Малалла

Çутçанталăк — пирĕн кил


Поэта тăван тавралăх

Тарăнах шутлаттарать.

Вăрманпа шыври тасалăх

Кунран-кун таçта тарать.

 

Пултарулăх тĕрлĕ тĕслĕ

Асамат кĕперĕ пек.

Пур ыйту та вёçсе килчĕ

Йăлтăр çиçĕм çиçнĕ пек.

 

Паянхи кунра, пĕлсемччĕ,

Çĕр пирки сăмах нумай.

Вăрансан тăпра поэчĕ

Ĕçсем пырĕччĕç самай.

 

Çĕр çинче хуçа эпир вĕт,

Çутçанталăк — пирĕн кил.

Пур ĕçе тумашкăн тивĕ,

Ухсай панă ырă пил.

Ухсай тесен пĕлетĕр-и?


Ухсай тесен пĕлетĕр-и,

Ун сассине илтетĕр-и?

Вăл ял пĕтнишĕн хурланать,

Хресчен шăпи çинчен шутлать

 

Эпир, Ухсай мăнукĕсем,

Вулатпăр чаплă сăвăсем.

Ăста çыравçă пулнăран

Янраççĕ сăмахсем таçтан.

 

Ун ячĕ юлтăр ĕмĕре,

Сӳнмест вăл пирĕн чĕрере.

Вилмен поэт, пурнать поэт,

Вăл çĕнĕ вăйсене чĕнет.

Хĕр (Киря) шыв ячĕ ăçтан тухнă?


Чăваш реснубликинче «Киря» ятлă юхан шыв пур. Киря — Сăр шывĕн сылтăм енчи юпписенчен пĕри. Вăл тăршшĕпех вăрман витĕр юхса выртать: Йĕпреç станцинчен 6—7 километр кăнтăр-хĕвел тухăçнерехрен пуçланать те хĕвел анăçнелле кайса Сăр (Сура) шывне кĕрсе хутшăнать. Киряна чăвашсем «Хĕр шывĕ» е тӳрех «Хĕр» теççĕ. Унăн чăн-чăн ячĕ чăвашсем каланă пекех «Хĕр» пулнă пулмалла. Анчах та, вырăссем ăна вырăсла транскрипципе çавăрса хунă та вырăнти географи çырăвĕсенче те, картографире те «Киря» теме пуçланă; мĕншĕн тесен вырăсла «Хĕр» («ĕ») тесе каламă йывăр. Çавăн пирки вырăс чиновниксем чăваш ял ячĕсен тата вĕсен çырми-çатрисен ячĕсене пурне те пăсса, сăмахран: «Ишек» тĕнине — Ишаки, Упакасси тенине — Абакасы, Юнтапа — Яндобы, Çĕрпел — Сюрбеевка тата ыт. те.

Хĕр шывăн ячĕ мĕнле тухса кайни çинчен çакăн пек легенда пур.

«Тахçан ĕлĕк Хĕр шывĕ тăрăхĕнче вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрман кашласа ларнă. (Вăл халĕ те вăрманлăхрах-ха.) Вăрманĕнче никамăн та мар шутланнă ирĕклĕ хурт-хăмăр нумай пулнă. Çав пыл хурчĕсем ватă йывăç хăвăлĕсенче йăва çавăрса пурăннă: карас тунă, пыл пуçтарнă. Ун чухне вăрманĕ те хуçасăр-мĕнсĕр ирĕклĕн сарăлса ӳснĕ. Хальхи Пăрачкавпа Кудей — Улатăр таранах çав вăрман чăвашсенĕн шутланнă. Çав вăрманта уй енчен, Çĕрпӳ çывăхĕнчен, пынă чăвашсем çех сайра-хутра çаврăнкаласа çӳренĕ.

Малалла

Пурӑнатӑп-ха Ҫӗр ҫинче


Вăрансан ирхине,

Çут хĕвел йăл кулсан —

Пурăнатăп-ха Çĕр çинче.

Аннен ăш куллине

Кунсерен сăнасан —

Пурăнатăп-ха Çĕр çинче.

Юлташсен туслăхне

Чунăмпа туйсилсен —

Пурăнатăп-ха Çĕр çинче.

Тăван халăх чĕлхи

Хăлхамра янрасан —

Пурăнатăп-ха Çĕр çинче.

Ĕрĕлет, ешерет.

Ҫӑлтӑрсен ташши


Тӳпери çăлтăрсен ташшине

Çутă уйăх сăнать юратуллăн.

Тен, сисеççĕ çавна çăлтăрсем —

Куç хĕсеççĕ ăна илĕртӳллĕн.

 

Çутçанталăкăн чăн асамне

Тин сăнанăн туятăп хама.

Шăп… Тинкеретĕп каçхи тӳпене.

Мĕн чуль вăрттăнлăх пулĕ унта…

 

Авă, çăлтăр ӳкни курăнать.

«Ĕмĕтлен» тет чăваш ун пек чух.

Ĕмĕтесем, ĕмĕтсем… Пит нумай-çке вĕсем.

Ах, хăшне илем-ши суйласа?

Манми юрату


Ыраш кĕлти пекех çăраччĕ,

Халь кăвакарнă сан çӳçӳ.

Манăн та тăнлав шуралчĕ,

Çаплах чунра пур кĕвĕçӳ.

 

Ялан урăххипе çӳреттĕн,

Ман туйăмран кула-кула.

Куççулĕпех ир-каç йĕреттĕм

Телейсĕр юратăва пула.

 

Сана йĕрлерĕ тилĕ евĕр

Хула каччи, пĕр инженер,

Ресторантах туйне ирттертĕр,

Халь тин вара мĕскер пуплер...

 

Çапах та, маншăн та çуралчĕ

Пĕр янкăр çутă тӳпере.

Ачам-пăчам çуллен йышланчĕ,

Эпир телейлĕ çемьере.

 

Сан пурнăçу пачах ăнмарĕ,

Качча та тухрăн ик хутчен.

Пĕри, хитри, лавкка çаратрĕ,

Тепри пухать пуш кĕленчĕ.

 

Мĕн-ма туя тытса иртетĕн

Пӳрт умĕнчен эс кунсерен?

Туятăп, чăс-часах йĕрĕтен

Мана аса илмессерен.

Чăн-чăн сăмах ăсти


Ухсай — чăн-чăн сăмах ăсти,

Ун ячĕ ĕмĕр чи çутти.

Ĕçчен хресчен шăпи ăна

Пулма хушман ялта хăна.

 

Ĕç — пурнăç тыткăчи пулать,

Тăван тавралăх савăнать.

Уй-хир, вăрман та çарансем

Ешерччĕр ĕмĕрех вĕсем.

 

Хăюллă çынсене пула

Чаплантаратпăр пур çула.

Вăрен, ĕçле, нумай шутла —

Вара пурнатпăр ухсайла.

 

Кĕрлеччĕр пирĕн заводсем,

Куллен çĕнелччĕр ялĕсем.

Кирек ăçта ĕçлес тесен

Ěç пултăр пирĕн, çамрăксен.

Шăнтакан


Шăнтакан тесе мĕнле чире каланине те пĕлместĕр пулас-ха эсир. Шăнтакан тесе малярия ятлă чире калаттăмăр авал. Ярак мучи çырла пиçме хатĕрленнĕ вăхатра шăнтакан чирпе чирленĕ. Шăнтать те шăнтать, тет. Тăлăп тăхăнса ларсан та, сивĕ чухнехи пек чĕтретет те силлет, тет. Ярак мучин курпунтарах çурăмĕ те, ансăртарах кăкăрĕ те шăнса кайнă, тет, ура тупанĕ те шăнса кайнă, тет, çӳçĕпе сухалĕ çеç шăнма пĕлмеççĕ, тет.

— Ку шантакан чиртен мĕнле те пулсан хăтăласах пулать, — терĕ тет пĕррехинче Ярак мучи, çăварĕнчи хаяр табак тултарнă кушак пек мăрр, мăрр тутаракан чĕлĕмне ĕмсе туртса.

Шăнтакантан мĕнле хăтăлмалли çинчĕн пĕрин патне кайса ăс ыйтать, теприне тĕл пулса ыйтать... Нумай çынтан ыйтнипе ăсĕ шутсăрах нумайланса кайсан, вăл пилĕк-ултă катка пӳрте кĕртсе лартать те шыв тултарса хурать, хăй каткасем хушшине тăлăпне хывмасăрах кĕрсе ларать.

Унта вăл миçе сехет ларнине пĕлеймерĕмĕр, мĕншĕн тесен ун чухне ялта пĕр Сахрун ятлă пуянăн анчах сехет пулнă; вăхăта ун чухне сехет тăрăх мар, хĕвел çине пăхса пĕлнĕ.

Катка хыçĕнчи нимĕн тапранмасăр ларакан Ярака куракан: ку — хăйне чăх вырăнне хурса, çăмарта тума кĕрсе ларнă ĕнтĕ кунта, тесе шухăшламалла. Шухăшласси пулĕ вăл, анчах Ярака унта ларма çăмăлах пулман: тен, нумай ларнипе, унăн икĕ ури те çывăрса ларнă, тен, унăн ларнă хушăра эхĕм-эхĕм тесе ӳсĕресси те килнĕ, тен, кӳршĕ çынни Пракух пырсан, вал катка хыçĕнчен тухасшăн пулнă.

Малалла

Юлашки юр пӗрчи


Тӳперен ӳкекен юр пĕрчи

Килсе ларчĕ те алă çине:

«Курса юл илеме, хĕр пĕрчи.

Тен ӳкерĕн мана хут çине?

 

Асра юлтăр тепре киличчен

Çĕр çине шурă тумлă хĕлле.

Курса юл, курса юл. Ирĕлетĕп часах,

Шыв пулса юхса кайăп инçе».

 

— Ан васка, ан ва ска, юр пĕрчийĕм!

Хам чупатăп часрах пӳртелле.

Алăра шурă хут, кăранташăм.

Тытăнатăп васкавлăн ĕçе.

 

Ак сăнатăп ăна питĕ тимлĕ,

Кĕрсе ӳкрĕм асамлăх ăшне.

Ах, имлемлĕ! Ытла та илемлĕ

Юлашки юр пирчийĕн ташши…

■ Страницăсем: 1... 307 308 309 310 311 312 313 314 315 ... 796