Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пăва çулĕ çинчеХурапа шурăҪул пуҫламӑшӗЫлтăн вăчăраКăвайт çутисемКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеСар ачапа сарă хĕр

Учитель


Ир-ирех тăратăп

Эп шкула кайма.

Савăнса утатăп

Аслă урампа.

 

Ян! Шăнкрав янрарĕ

Урока чĕнсе.

Шăпланса ларатпăр

Парта хушшине.

 

Ак учитель кĕчĕ

Çутă класалла.

Сăмахне пуçларĕ

Ăшшăн йăл кулса.

 

Тимлесе итлетпĕр

Унăн сăмахне.

Ăслă çын пулатпăр

Вăл тăрăшнипе.

Аннеçĕм чĕлхи


Кăн-кăвак тӳпере

Юр юрлать тăр тăри.

Кăмăл уçă, таса.

Ку аннеçĕм чĕлхи

 

Ак çырма, ак валак.

Ĕмĕрхи çăл куçсем.

Сиплĕ янкăр сасси —

Ман аннеçĕм чĕлхи.

 

Инçетри вăрманта

Авăтать ав куккук.

Тунсăх пуснă чуне.

Ку аннеçĕм чĕлхи.

 

Техĕм çăкăр шăрши —

Пиçнĕ тырă пусси.

Ăшă çил варкăшни.

Ман аннеçĕм чĕлхи.

 

Çĕр çинче сас нумай

Пурте çывăх, паллах.

Анчах чи çывăххи —

Ман аннеçĕм чĕлхи

Ват асаттен шăпи


Питĕ кивĕ сăн — ӳкерчĕк

Курăнать стена çинче

Çап-çутах ун сăнĕ-пичĕ

Кăтрарах ун сарă çӳçĕ.

 

Ытларах ун умнче

Ват асанне тăрмашать,

Сăтăрать те ун сăнне

Мăкăр-мăкăр калаçать.

 

Пррехинче ирхине

Куçа уçса пăхрăм та

Сăнӳкерчĕк умĕнче

Ват асанне макăрать.

 

Чăтаймарăм, пытăм та,

Ыталаса илтĕм те

Ыйтрăм ват асаннерен:

— Мĕншĕн эсĕ йĕретĕн?

 

— Хурланмасăр чăтма çук

Ман юратнă çын-çке вăл

Телей, ырлăх курас чух

Гитлер татрĕ ĕмĕте.

 

Хаяр тискер тăшмансем

Килчĕç пирĕн çĕршыва.

Ман юратнă мăшăрăм

Тухса кайрĕ вăрçăна.

 

Киле юлнă ватă-вĕтĕ

Йывăр ĕçе кӳленĕ,

Ирĕн-каçăн ĕçлесе

Çĕнтерĕве çывхартнă,

 

Хĕллехи сив кунсенче

Вăрман касса туртарнă,

Ăшă тум-тир çĕлесе

Вăрçă хирне ăсатнă.

 

Анчах санăн аслаçу

Таврăнмар каялла

Аслăвăрçă хирĕнче

Пуçне хучĕ вăхăтсăр.

Малалла

Милли ушкăнĕнчен — «Канаш» союзне


(Асаилнисем)

 

1923 çул пуçламăшĕ.

Чăваш автономин центрĕ Шупашкар хăйĕн организациллĕ пысăк ĕçĕсене тата 1921 çулхи выçлăх йывăрлăхĕсене çĕнтернĕ хыççăн хăвăрт аталанма тытăнать. Ку тĕлелле хальхи вăхăтра чăваш совет литературинче палăрнă юлташсем те чылайăшĕ Шупашкара пырса вырнаçаççĕ. Вĕсем хушшинче: революцичченех çырма пуçланă Шупуççынни (Н. Васильев), Полоруссов-Шелепи, тин çырма пуçлакансем — Ваçанкка, Лашман, Иван Мучи, Патман, Хумма Çеменĕ, Ф. Павлов, Максимов-Кошкинский; публицистсем — Элмен, Лява Платунĕ тата ыт. те.

Чăваш илемлĕ литератури тĕлĕшпе ĕçлекенсем йышлăланаççĕ пулин те ку вăхăтра Шупашкарта (çавăн пекех ытти хуласенче те) вăл литераторсене пĕрлештерсе тăракан нимле организаци таврашĕ те çукчĕ-ха. Ун пек организаци тума хăтланнисем 1921 — 22 çулта Шупашкарта (Общество ревнителей чувашской литературы) тата 1920 çулта Чĕмпĕрте (литкружок) пулнă пулин те кусен ĕçĕсем ăнăçман. Тĕрлĕрен сăлтавсем пирки вĕсем часах саланса кайнă. Шупашкар организацийĕ хăйĕн ĕçĕсене нимĕнне те кăтартман, Чĕмпĕрти литкружок çеç 2 номер «Атăл юрри» ятлă журнал кăларса хăварнă.

Малалла

Хĕллехи вăрман


Пĕррехинче ирхине

Каяс терĕм вăрмана,

Чĕр чунсене сăнама,

Кайăксене пулăшма.

 

Йĕлтĕр сыртăм урана,

Шуса тухрăм пахчана

Киленсе ыр кунпала

Çитсе тăтăм вăрмана.

 

Куртăм эпĕ пакшана

Шур кĕпеллĕ мулкача

Иккĕш тухнă выляма

Хăваласа тытмалла.

 

Хĕрлĕ тилĕ те унтах

Чееленсе çеç çӳрет,

Аякалла кайсанах

Шăлпа çыртса çеç илет

 

Çав вăхăтра шăши те

Чупса иртрĕ ман умран

Пысăк куçлă тăмана

Тарăхтарать пулмалла.

 

Ула такка йăвине

Нимĕнле те тупаймасть

Кашни кунах чакалать

Урăх сăнлă йывçа.

 

Ман та киле каймалла,

Каçчен унта çитмелле.

Кайрăм эпĕ килелле

Çитрем питĕ савăнса.

 

Тулли кăмăлпа эп çитрĕм,

Лартăм сĕтел хушшине,

Каласа пурне те патăм

Хĕллехи вăрман кунне.

Чăваш чĕлхи — анне чĕлхи


Пĕчĕк шăллăм куçне уçрĕ,

Кулчĕ, тăсрĕ аллине.

Савнă çыннине вăл курчĕ,

Чĕнчĕ кăмăллăн: «Анне!»

 

Çак сăмах пур халăхăн

Уççăн та хавас янрать.

Анчах пирĕн — чăвашсен

Питĕ кăмăла каять.

 

Кĕрхи пулме пек пуян

Чĕлхепе пуплет чăваш.

Чĕвĕлти чăваш чĕлхи

Анне чунĕ пек ачаш.

 

Чăваш халăхĕ ялан

Сума сунă амăшне.

Анне палăкĕ паян

Пил парать ачисене.

— Шăкăл-шăкăл калаçса

Ялан тăнăç пурăнар.

Савнă чăваш чĕлхине

Турă панă чĕлхене

Анне пекех манар мар.

«Чăн-чăн поэт пулман пуль эпĕ...»


Чăн-чăн поэт пулман пуль эпĕ,

Мана тĕсмест-тĕр ун хисепĕ.

Анчах поэзие юратнă,

Унпа пуçа çех хытă ватнă.

 

Тен, эп прозаик, публицист та,

Хăш чух редактор, журналист та.

Ĕçленĕ хĕрĕх çул таран

Чăвашлăха савса чунтан.

Манăн кăмăл


Вилем те, кăмăл ман çапла:

Инкеклĕ çын-мĕн тĕл пулсан

Мĕнпе май пур — пулăшмалла.

Пулăшмасан чун пуснă ман.

 

Таса чĕреллĕ тӳр этем

Хăй чăн çинчен чунне хуçсан —

Юнпа тулать ман шур чĕрем,

Унпа пĕрле çунап ялан.

 

Тӳр çын телейлĕ пек туйсан

Эп хам та савăнап унпа,

Сăпайлă çынсене чунтан

Сунатăп ĕмĕр ыр курма.

 

Юратнă халăх хушшинчен

Ан тухтăрччĕ нуша сасси,

Ан пултăрччĕ çак çĕр çинче

Вĕлересси, çаратасси.

 

Курасчĕ ман тĕнче тени

Çурхи кунсем пек çиçнине,

Курасчĕ пĕтĕм ĕç çынни

Культурлă, ырă пурннине.

 

Эп çакăншăн кăна çунап,

Пĕр çавăншăн вăя хурап.

Сум та пилĕк пус


— Халĕ трахомлă çын юлмарĕ ялта, тесе каппайса ларатăр. Тĕрĕс. Куç чирĕпе аптракансем ялта чăнахах та курăнмаççĕ, — терĕ чылай шуралнă типшĕм старик эпир ларнă каска умне пырса тăрса.

Эпир хĕсĕнерех ларса ăна вырăн патăмăр, хамăр çума лартрăмăр.

— Пĕтертĕмĕр трахома, пĕтертĕмĕр, — терĕ пĕри мухтаннă сасăпа. — Колхозниксен килĕнче кашни çынна алшăлли çакăнса тăрать. Алшăлли анчах мар, хăшĕн-хăшĕн леш ут çумне лартмалли градусник та ал айĕнчех выртать.

Мучи карттусĕн хăрах аяккине çӳлелле хăпартса пуçне хыçса илчĕ. Çамки картлашкисенчен унăн пуçĕнчи шухăш хуранĕ вĕресе тăни палăрчĕ.

— Эсĕр градусник тетĕр? — терĕ пуçне пирĕн еннелле çавăрса. — Сире каласа парам-и авал, патша чухне, эпĕ градусник мĕнле туянни çинчен?

Мучи пирĕн кăшт шӳт тума юратать. Çавăнпа эпир вăл калас тенине хаваслансах йышăнтăмăр.

— Апла пулсан, итлĕр. Анчах кам та кам мана каласа пĕтермесĕрех пӳлсе лартать, çавна тытар та хулĕнчен чĕпĕтсех татса илер! — терĕ старик ахăлти ачасен енеелле патак пек хытă пӳрнипе юнаса илсе.

Эпир кула-кулах вăл каланипе килĕшнĕ пекки турăмăр.

Малалла

Чăвашлăха упракансем


Ивановпа Ухсай çуралнă

Пушкăрстанра, Слакпуçĕнче

Чăвашлăха вĕсем упранă,

Илем тĕнчи — чунĕсенче.

 

Вĕсен сăввисене вулатпăр

Чун- чĕрепе аван туйса.

Авалхине чунпа туятпăр

Мала пыратпăр ăнтăлса.

 

Çулсем иртсессĕн те кивелмĕç

Нихçан вĕсен хайлавĕсем.

Чăвашлăха пĕтмешкĕн памĕç

Тутимĕрсем те Нарсписем.

■ Страницăсем: 1... 311 312 313 314 315 316 317 318 319 ... 796