Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хуркайăк çулĕХусанЧакăл-туУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑКĕтмен венчетКайăк тусĕАтте пилĕ

Тăван чĕлхе


Юрататăп тăван чĕлхене —

Ăна парнеленĕ анне.

Аякра эп пулсан та ялтан

Манас çук чĕлхене нихăçан.

 

Анчах темшĕн тăван чĕлхепе

Хăш-пĕри именет пуплеме.

Чăвашла сăмахлать вăтанса,

Вырăсла калаçать такăнса.

 

Тин çуралнă пепке те хăш чух

Сăпкаран вырăсла çеç илтет.

Шутласамччĕ, тăван, ун пек чух

Ман чĕлхем куç кĕрет-çке пĕтет.

 

Эс, чăваш, ан имен нихăçан

Чăвашла пуплеме хулара.

Эс, чĕлхем, тепĕр алă çултан

Тата хытăрах янăра!

Яков Ухсайне


Ухсай пичче, сана калам-и

Пĕр пытармасăр тĕрĕсне?

Ача-пăча-и вăл, ват çын-и —

Вулаççĕ сан сăввусене.

 

«Юратрăм эп, хирсем, сире»

Сăвва пăхмасăр вĕренеççĕ.

Тавралăх илемне пире

Хайлавусем курма хистеççĕ.

 

«Тутимĕр» е «Ту урлă çул»

Алран- алла куллен куçаççĕ.

Нихçан асран тухмаççĕ пуль,

Тусан айне пулса выртмаççĕ.

 

Сан «Атă кунчинчи тетрадь» те

Ним шухăшсăр ачасене

Вăрçă хирне илсе каять те

Тутантарать ун çимĕçне.

 

Эс итлесем, «Кĕлпук мучи» те

Епле пĕр тикĕс вуланать.

«Шуйттан чури», «Хура элчел» те

Пит тарăн шухăша ярать.

 

Ухсай пичче, паян эп хам та

Кăшт шăрçалатăп сăвăсем.

Сан пек чаплах çыраймасан та,

Савсах вулаççĕ тантăшсем.

 

Тен, пит сана юратнăран,

Сăввусенче хăват тупатăп.

Эп сан сĕткенӳпе ялан

Шăварăнса мала утатăп.

Паянхи пурăнăç


Мĕн чухлĕ тискерлĕх, мĕн чул курайманлăх

Упрать пуль этемлĕх тени.

Ăçта-ши вăл туслăх, ăçта-ши тăванлăх,

Ăçта пĕр-пĕрне юратни?

 

Мĕн чул кĕвĕçӳлĕх, мĕн чул ăнланманлăх,

Кӳрше, çич юта ылханни.

Паян тĕнчене кисретет çав пуянлăх,

Çынна куç хупса ал сулни.

 

Мĕн чул икĕпитлĕх, мĕн чухлĕ усаллăх,

Тăван тăванпа харкашни.

Ăçта-ши вăл чăнлăх? Ăçта ăнланулăх,

Пĕри теприне ал тăсни?

 

Камран кĕвĕçетпĕр, камран пит кулатпăр

Манса йăх-яхри тымара?

Кун пек малашне хамăрах вут хуратпăр

Хуранăн айне тамăкра.

 

Хăçан çынсене ÇЫН тесех хисеплетпĕр

Сăмса каçăртма чарăнса?

Хăçан-ши, хăçан чăнлăха тинкеретпĕр

Куçран вăтананмасăр пăхса?

Артистка


Пĕрремĕш хут Шупашкара хăçан килнĕччĕ-ха Микола? Çапла, шкулта вĕреннĕ вăхăтра, пĕрремĕш класа пĕтернĕччĕ ун чухне вăл. Ялта ĕне ферми тума тытăннă та, ашшĕ кунсерен хулана строительство материалĕсем турттарма чупатчĕ. «Кирпĕч заводне миçе хутланине манса та кайрăм ĕнтĕ», — текелет вăл киле каçа юлса çав териех ывăнса таврăнсан. Ыран ăçта каясси паллăччĕ ун, каллех — хулана. Шуçăмлах тăратчĕ те машинăпа трактор паркне уттаратчĕ. Завод хапхи уçăлнă çĕре çитсе тăма васкатчĕ. Каярах юлтăн — унта машина черечĕн вĕçĕ пушă хӳри пек таçтан тăсăлатчĕ. Ара, вăл вăхăтра ялсенче пысăк стройка пыратчĕ çав. Миколăсен колхозĕнче те фермăпа пĕрлех вăтам шкул çуртне çĕклетчĕç. Унта валли те стройматериал темĕн чухлех кирлĕ.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче ывăлĕ ĕçрен ывăнса таврăннă ашшĕне сăпса пек сырăнса ыйтса йăлăнтарнă хыççăн Петĕр пичче мăшăрĕ çине тинкерчĕ.

— Хăпмасть вĕт çак ача манран, — терĕ вăл çывăрас умĕн хаçат вулас тесе алкум картлашки çине вырнаçса. — Эс мĕн шутлатăн, ыран хампа пĕрле илсе кайса ывăнтарса килес пуль.

— Ара, ачи Шупашкара илсе кай-ха тесе ыйтса ывăнчĕ пуль, — Миколăна шурă пуçĕнчен ачашларĕ амăшĕ. — Килĕш ĕнтĕ, ан тархаслаттар ачана, курса çӳретĕр. Пире хамăра никам тĕнче кăтартман та, çавăнпа ялтах юлтăмăр ак.

Малалла

Чăваш чĕлхи


Нихăçан та тухмасть асăмран

Пĕринче юлташран мĕн илтни:

«Эп пĕлетĕп, пĕр çирĕм çултан

Чăвашла пач калаçмĕç», — тени.

 

Шухăшларăм темччен ун чухне,

Айванскер, пуçăма çĕмĕрсе:

«Çĕр çинчен (чăвашсем пур чухне)

Çухалма пултарать-ши чĕлхе?»

 

Пуçăма вырнаçмасть ниепле

Куçранах айван халăх тени.

Çакнашкал каламашкăн епле

Пултарать паян кун çын тени?

 

Мĕн çукран, ăнланмастăп, ман халăх

Пулмалла-ха вара çын кулли?

Мĕн çитмест чăваша мухтанмалăх?

Мĕскер çук паян кун ун валли?

 

Хусанкай, Иванов тата Çеçпĕл

Тухнă мар-и вара чăвашран?

Сăввисем ĕмĕрне пулас çук кĕл,

Ячĕсем каяс çук асăмран.

 

Е Геннадий Никандрович Волков,

Ман ентешĕм-ха вăл, Елчĕкрен,

Е тата Федор Павлович Павлов —

Пурте тухнă чăваш хушшинчен.

 

Айхие палăртмасăр иртеймĕн,

Патăрьелĕн хастар чăвашне.

Пĕтĕмпех каласа пĕтереймĕн,

Асăнаймăн кашнийĕн ятне.

 

Чĕлхемпе те ялан мухтанатăп.

Малалла

Ачалăх


Мана аса килеççĕ

Ачалăхри кунсем.

Йĕри-тавра чупаççĕ

Хаваслă ачасем.

 

Пайтах эпир вылянă

Юлташсемпе пĕрле

Атте-анне ятланă

Киле килсен çĕрле.

 

Иксĕлми ачалăх

Иртет сисмесĕрех

Ах, мĕн чухлĕ пуянлăх

Илсе каять хăйпе.

Мухтава тивĕçлĕ Ухсай


Слакпуçĕнче чăвашсем

Пурте хĕле кĕтеççĕ.

Тыр-пул пухса кĕртнисем

Канма хатĕрленеççĕ.

 

Чӳк уйăхĕн вĕçĕнче

Лапка-лапка юр çăвать

Таврари çĕр пикенсе

Шур кавирпе хупланать.

 

Чăвашăн çемйинче

Паян арăм ахлатать

Пушкăртстанри Слакпуçĕнче

Тепĕр ача çуралать.

 

«Ай, еплерех янратать,

Паллă çынах вăл пулать

Пысăк устĕр ывăлу,

Ячĕ пултăр ун Якку», —

 

Тенĕ кӳрши ашшĕне

Ырă сунса пепкене.

Сывлăх сĕннĕ амăшне,

Унтан утнă килнелле.

 

6)Якку кунсерен ӳсет

Ăс пухма шкула çӳрет.

Ивановăн Нарспине

Ача тăтăшах тĕпчет.

 

Пишпӳлекри пĕчĕк шкултан

Якку вĕренсе тухать

Пĕлӳ пухма хавха пуртан

Вăл Ĕпхĕве çул тытать.

 

Каччă малалла пăхать,

Мускавра кĕçех пулать.

Куллен ăсталăхне туптать

Йĕрке хыççăн йĕрке çырать

 

Ялти çанталăка сăнлать,

Чăваш ĕçченлĕхпе мухтать

Саккуна пăхăнма ыйтать,

Малалла

Ман юратнă ялăм


Ман юратнă ялăм

Вăл ларать курăнса,

Мĕн тăвас-ши манăн

Эп кунтан тухса кайсан

 

Мĕн ачаран эпĕ çитĕннĕ кунта

Вылянă та, ăс пухнă та.

Тавах сана, ман ялăм

Эп манаймăп сана нихăçан та

Ман юратнă ялăм.

 

Мухтанатăп эпĕ хамăн ялăмпа,

Унăн ырă ячĕпе

Ěмĕрех асра юлан эс

Ěмĕрех ман чĕрере.

Пирвайхи юрату


Мăнъял çинчен илтнĕ-ши эсир? Ĕлĕк, революциччен, вăл вулăс ялĕ пулнă. Малтан Сĕве уездне кĕнĕ, кайран ăна Шупашкар уездне куçарнă. Мăнъялта чиркӳ, хупах, тăватă лавкка, икĕ шкул пурччĕ тата кантурăн хура çурчĕ халăха хăратса ларатчĕ.

Уй хапхинчен кĕрсенех, Мăнъялта тарăн та типĕ çырма пуçланать, ăна пуп çырми теççĕ. Çав çырман сылтăм енче, хĕрлĕ чиркĕве хирĕç, пуп çурчĕччĕ, çурт тавра пысăк сад ешеретчĕ. Садра улмуççи, слива, чие нумайччĕ. Чиркӳ площадĕнчех, пуп çырми хĕрринче, кĕрен тĕслĕ икĕ хутлă пысăк шкул таçтанах курăнса ларатчĕ. Ăна Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн инспекторĕ Иван Яковлевич Яковлев тăрăшнипе лартнă, тетчĕç. Шкул сачĕ тата чаплăрахчĕ вара, карта хĕррипе шап-шур хурăнсем лартса тухнăччĕ.

Тĕлĕнмелле пулăм


Тухрăм ешĕл урама

Çăлтăрсене сăнама.

Каçхи тӳпе пит хитре,

Тĕлĕнтерет вăл пире.

 

Чылайччен пăхса тăрсан

Аса илтĕм пĕр юмах.

Кĕнеки те пур-çке ман —

Каласа парам, тăхта:

 

«Пĕр илемлĕ тĕнчере

Шур лашасем пур теççĕ,

Çутă кăвак Тӳпене

Вĕсен çĕр-шывĕ теççĕ.

 

Çил çунат тесе калаççĕ

Çав илемлĕ чунсене,

Пĕр уйрăмлăх пур вĕсен:

Питĕ хăвăрт вĕçеççĕ.

 

Куç ывăниччен сăнарăм

Çутă пысăк тӳпене,

Темле асамлăха эп туйрăм

Пăхса тăрса çӳлелле.

 

Йăлтăр-ялтăр çутă

Курăнса каять пĕр хушă,

Ак хайхи, манăн пата

Çил çунат вĕçсе анать!

 

Кăтра çилхи пит илемлĕ,

Çилпеле вĕлкĕшкелет.

Хӳри вăрăм, кăпăшка;

Çуначĕ те сарлака.

 

Лартăм çеç лаша çине —

Илсе кайрĕ инçете.

Вĕçсе пырап тӳпере —

Эх, илемлĕ-çке тĕнче!

 

Пĕтĕм тавра курăнать:

Тăван ял, урам, кил-çурт,

Ял çумĕнчи вăрман та,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 314 315 316 317 318 319 320 321 322 ... 796