Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кайăк тусĕТаркăнПулас кинсемУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑЙăмраллă ялВăхăт таппиЙытă тĕлĕкĕ

Çынпа хăйăр


Хăйăр пĕрчиие уйăрса пăхсан, —

Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ, пĕччен вăл ним мар;

Çав пĕрчĕсемех купипе выртсан

Вĕсенĕн йышне май çук шутлама.

Хирте çил-тăвăл тухса çавăрсан

Хăйăр хирĕнче йывăр ун пек чух:

Пĕчĕк пĕрчĕсем вĕçме тытăнсан

Куçа уçма та, сывлама та çук!..

Çил-тăвăл иртсе сывлăш лăплансан

Çав хăйăр хирех йăлтах урăхла:

Пĕрчĕсем — çĕрте, çанталăк — аван;

Хăйăр çийĕпех утса пымалла...

Çынпа хăйăрăн пĕр пеклĕхсем пур:

Пĕр çын — вăйлă мар, халăх — кӳл тăвать!

Пăлхав-вăрçă чух — ăна пăх та кур:

Халăх хĕвĕшет,— ватать, çавăрать.

Лăплантăр халăх — пурнăç тăп-тăпах:

Кашни уйрăм çын, хăйăр пек, шăпах.

Хĕллехи вăрман


Мĕн тери илемлĕ

Хĕллехи вăрман!

Шупка шурă юрĕ

Кашни кун çусан!

 

Ир-ирех мулкач

Сике-сике йĕр тăвать,

Ула такка таккаса

Йывăçсене вăратать.

 

Упа ăшă шăтăкра

Çыв(ă)рать тяппине ĕмсе,

Кĕтсе выртать вăл унта

Çурхи кунсем çитессе.

 

Мулкач курма тухсассăн

Тупаймастăн эс ăна,

Шурă кĕрĕк тăхăнса

Ларать таçта пытанса.

 

Тăрăшса апат шыраççĕ

Кайăксем юра сирсе,

Кăмăллăн вара çиеççĕ

Мĕн те пулин тупăнсан.

 

Юратса-савса калатăп

Чунăмпа эп туйнăран:

«Мĕн тери илемлĕ

Хĕллехи вăрман!»

Тăван чĕлхе сăпки


Тăван чĕлхе сăпкинче

Пин-пин сăмах çуралать,

Çав сăмахсен шутĕнче

Ман сăмахăм пурăнать.

 

«Тăван çĕр-шыв» сăмахра

Мĕнле кăна ырлăх çук.

Ытти хурăнташ халăхра

Хăйне майлă палăрать.

 

Çичĕ юта эс кайсан,

Нумай чĕлхе вĕренсен

Тăван чĕлхене ан ман —

Асту, вăл çепĕç сан.

 

Аннĕр чĕлхине савса,

Хăвăр йăха упраса,

Тăвансемпе ыр курса,

Пурăнăр, çынсем, ыр курса!

Аннеçĕм чĕри


Сисрĕн эсĕ, аннеçĕм чĕри, паян кĕçĕн хĕрӳ тăван кил алăкне уçнине. Туйрăн эсĕ, аннеçĕм чĕри, икĕ çунаттине сарса вĕçсе тухса кайнă чун тĕпренчĕкӳ тăврăннине. Тунсăхпа тулнă, савăнăç куççулĕпе йĕпеннĕ кăн-кăвак тӳпене аса илтерекен янкăр куçусене тинкернĕ май, санăн ытамна ытканатăп, пуçăма чĕрӳ патне хуратăп. Санăн кăвар пек ăшăтса тăракан ытамна йăпшăнатăп-йăпшăнатăп, чĕрӳ таппине хамăн пĕтĕм кĕлеткепе, пĕтĕм шухăш-туйăмпа, çамрăк чĕремпе туятăп. Кăлт-кăлт, пĕр тикĕссĕн, чун тĕпренчĕкӳ килнишĕн савăнăç туйăмĕпе реххетленсе тапать сан чĕрӳ. Эпĕ вара çак самант ĕмĕрĕпе тăсăлтăр тенĕ евĕр, санăн çумăнтан, санăн лăпкăн тапакан чĕрӳ çумĕнчен ниепле те хăпаймастăп. Санпа юнашар пулнишĕн чĕреме канлĕ-канлĕ пулса каять.

Эх, аннеçĕм! Мĕн тери АСЛĂ санăн чĕрӳ... Чунра лăпкăлăх, канăçлăх хуçаланать-çке сан чĕрӳ таппине итленĕ май. Çĕр çинче пĕртен-пĕр çыннăн чĕри çеç çакăн пек пысăк юратупа, АСЛĂ ЮРАТУПА тапма пултарать. Аслă юратăвăн чикки çук, вăл виçесĕр, вышкайсăр пысăк.

Эх, аннеçĕм! Мĕн тери СИСĔМЛĔ санăн чĕрӳ. Тӳрех туйса илет-çке хăв чун панă тĕпренчĕкӳн кăмăл-туйăмне. Пĕр сăмахсăр, куçран пăхсах туйса илет ман пурнăçăн савăнăçĕпе пăшăрханăвне. Хĕрӳн савăнăçне санăн чĕрӳ манпа пайлать. Пăшăрханăва, чунри кулянăва сирсе ярассишĕн вара мĕн кăна тума хатĕр мар-ши санăн аслă чĕрӳ, санăн пысăк юратупа тулнă сисĕмлĕ чĕрӳ...

Малалла

Пурăнсам ĕмĕр, анне


Ман анне ирех тăрать:

Ĕнене те вăл сăвать,

Апатне те пĕçерет,

Вăл пурне те ĕлкĕрет.

 

Эп ăна пит юрататăп,

Пур ĕçре те пулăшатăп.

Урайне те эп çăватăп,

Чечекне те шăваратăп.

 

Пурăнсам ĕмĕр, анне,

Эсĕ çеç маншăн пĕрре.

Ашăтан чуна манне,

Санпала савнать чĕре.

Çуллахи вăрманта


Кур, йывăçсем ыр шăршă кăлараççĕ,

Хĕвел шевли шартать ман куçсене.

Сар кайăксем çунат сапса юрлаççĕ,

Тăрсах итлес килет юррисене.

 

Çара уран чупатăп улăх тăрăх,

Мĕнле хитре çак çуллахи вăрман.

Юхса выртан кӳлли ытла та тăрă,

Выртса ĕçес килет шывне халь ман.

 

Çулла вăрман тĕлĕнмелле илемлĕ,

Ман кăмăл та, ав, савăнса юрлать.

Çулла тĕнче пин саслă, пин чечеклĕ,

Çулла кашнин чун чечеке ларать.

Аннесене


Аннесене упрамалла.

Вĕсем пире ялан упранă.

Аннесене юратмалла,

Вĕсем пире куллен юратнă.

 

Çак тӳпери çăлтăрсене

Вĕсен валли çеç пуçтарасчĕ.

Аннесен хурлăхлă сăнне

Чипер ĕçпе савăнтарасчĕ.

Анне


Анне эс пире ӳстернĕ,

Пăхнă пире ир те каç.

Ырă пурнăç зс пилленĕ,

Çĕр çултан та иртсе каç.

 

Тав сăмахĕ шав калатпăр

Сана анне кунсерен.

Ырлăх-сывлăх, вăй сунатпăр,

Пулсам пĕрле çулсерен.

Вупăр


I

Эпĕ пĕчĕккĕ, улттă-çиччĕре пур пулĕ... Пĕрре атте анкартинче авăн типĕтет. Каç пулнă. Пӳртре хăй çутнă. Анне каçхи апат пĕçерет. Эпĕ анне патĕнче вăл ĕçленине пăхса ларатăп. Пиччепе аппа урамра кӳршĕ хĕрĕпе калаçса тăраççĕ. Вĕсем кулса калаçни пӳртех илтĕнет. Вучахри вут çунса пĕтме тытăнсан, анне мана:

— Яшка пиçрĕ, аçуна кайса чĕн, апат çийĕпĕр! — терĕ.

Эпĕ хамăн кивĕ сăхмана пĕркентĕм те çара пуçăнах анкартине вĕçтертĕм. Чĕрĕ лаша пулса, пуçа каçăртса, сиккелесе чупатăп.

— Апат çимелле! — тесе кăшкăратăп.

Йĕтем çине çитрĕм. Пирĕн авăн çумĕнче аттепе Якку пичче кукленсе ларнă та чĕлĕм туртаççĕ.

Якку пичче, ватă старик, пирĕн кӳршĕ. Вăл та хăй йĕтемĕ çинче авăн типĕтет. Пирĕн йĕтемсем юнашарах. Якку пичче атте патне чĕлĕм туртма, калаçса ларма пынă.

Авăнсем мăкăрланаççĕ. Тырă шăршипе тĕтĕм шăрши сăмсана çапать. Çанталăк тӳлек, уяр. Тулли уйăх тăрă пĕлĕт çинче çап-çутă курăнать. Капансем урлă пирĕн йĕтем çине çутатса пăхать.

— Ытла çутă. Авăн çапма пит аван, — терĕ атте. Хăй, çанталăк аван тăнипе ăмсанса, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ.

Малалла

Пурăнсам ялан, этем


Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемрен.

Пĕтĕм пурнăç ун çинче,

Пурнăç — унăн аллинче.

 

Йĕркелерĕ хăй тĕнче,

Халăхшăн мĕн кирлине.

Хăрамарĕ нимĕнтен,

Акă вăл — чăн-чăн этем.

 

Шеллемест этем вăйне,

Тăвасшăн шав ыррине.

Шел, ăнмасть ĕç хăш чухне,

Пĕлмесен майне-шывне.

 

Пурăнсам ялан, этем,

Çутă куншăн савăнса.

Çитмест пек-им саншăн тем,

Куçран пăхсам йăл кулса,

Çӳресем ыр ĕç туса.

■ Страницăсем: 1... 315 316 317 318 319 320 321 322 323 ... 796