Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперЯл калавĕПăва çулĕ çинчеЧипер АннаСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеВăхăт таппиИрĕк çил

Автан


Пирĕн килте автан пур —

Ĕненмесен пырса кур.

Хăйĕн уçă сассине

Шеллемест вăл ирхине.

 

Пыр тĕпĕнчен кăшкăрать

Ку-ка-ре-ку! юррине.

Хăй тăрсанах вăратать

Аттепеле аннене.

 

Çилленетĕп те хăш чух

Эпĕ хамрăн автана.

Ним туйми çывăрнă чух

Мĕн тума кăшкăрмалла?

Аттепе анне


Ĕçлет ман аттеçĕм шкулта —

Кунран-кун ăс парать çамрăка.

Чун юратнă аннем те кунта —

Вĕрентет вулама та çырма.

 

Эп пĕлетĕп йăлтах тĕрĕсне:

Çăмăл мар ĕçлемешкĕн шкулта.

Çавăнпа та атте-аннене

Тăрăшатăп ялан пулăшма.

Ялан асрах


Урал тăвĕ айĕнче,

Ырă Слакпуç ялĕнче.

Чăваш халăх пурăнать,

Çыннисемпе мухтанать.

 

Темшĕн чăваш çыннисем

Пушкăрт çĕрне юратнă?

Йывăр пурнăç тӳснисем

Кунта çитсе тăппланнă.

 

Аслă Слакпуç çумĕнче

Мăнаçланать Кĕсле ту.

Улăхсассăн ту тăрне

Чуна пусать ырату.

 

Кунта поэт канăçать

Пирĕн Ухсай Яккăвĕ.

Чăваш çынни пуç таять

Пурах ĕнтĕ сăлтавĕ.

 

Маттур ача пĕчĕкрен

Вĕренме ĕмĕтленет.

Кĕçтентин тăванĕ пек

Чаплă поэт пулас тет.

 

Çутă ĕмĕт, юрату

Шав малалла чĕнеççĕ.

Вăрçă çулĕ, çухату

Ах, чĕрене хĕсеççĕ.

 

Ухсай çырнă сăвăсем

Ырă кăмăл парнелеççĕ.

Трилогипе романсем

Чапне татах çĕклеççĕ.

 

Слакпуç ялĕ умĕнче

Эпир пуçа таятпăр.

Ивановпа Ухсая

Ялан асрах тытатпăр.

Çупкă


Хулан тĕп урамĕпе хуллен кăна анаталла утатăп. Пăхатăп: мана хирĕç Ахваниç Африканĕ вашлаттарса килет.

— Эсех-и ку, Африка? — хулĕнчен тытрăм çакскере. — Ăçтан ăçталла ĕрĕхтеретĕн уру тупанĕнчен хĕлхем сирпĕтсех?

— ШĔМрен килетĕп...

— Ан аташ-ха, — телĕнтĕм эпĕ. — Мĕн çухатнă эсĕ унта? Айкашса çӳреместĕн, вăрлама-çаратма пĕлместĕн.

— Çапли çапла та, — хашлатрĕ Африкан, — тупрăм çав хама валли, тăрă пуçа минретмелли... Вăхăту пулсан айта-ха ав çав хирĕçри бар-хупаха кĕрсе ларар, унта каласа кăтартăп.

Юрĕ, кĕтĕмĕр. Пĕрер кружка сăрапа пĕр кĕленче «мадера» илтĕмĕр те никам кансĕрлемен кĕтессе кайса хĕсĕнтĕмĕр.

— Ну тавай, пуçла калавна, — терĕм каштах сыпнă хыççăн.

— Çиччас, — шĕвĕ сарине вăраххăн лĕпĕртеттерчĕ Африкан. Вара куркине лартрĕ те куçран чарлаттарса пăхрĕ. — Вопшĕм, икĕ уйăх каярах — пĕр илемлĕ шăматкун — кинона кайнăччĕ. Унта хампа юнашар ларакан хура куçлă, çинçе пилĕклĕ «вутăшпа» паллашрăм. Сеанс хыççăн килне-общагăна — ăсатса ятăм. Хам шутлатăп: «Ну, — тетĕп, — ку кайăка алăран вĕçертместĕп!»

Тепĕр кунне каллех тĕл пултăмăр. Кăштах уçăлкаласа çӳренĕ хыççăн чиперккене Кăнтăр поселокне — юлташ патне — «хăнана» илсе кайрăм. Лешĕ, манашкал ват хусах, пĕр кивĕ йывăç çуртра тайга упи пек сĕм пĕччен пурăнать... Ну, хăвах пĕлетĕн, кун пек чух ĕçкĕ-çикĕсĕр пулмасть. Киккирикĕм хĕрсе çитсен Райккана пушă пӳлĕме илсе кĕтĕм те чуп тума, хывăнтарма пикентем. Туятăп: ытлашши хирĕçех мар. Хăй вара эрешмен серепине çакланнă шăналла вăйсăррăн çатăлтатрĕ: «Ан тив, юрамасть мана...» Шутлатăп: «Нивушлĕ тĕрĕс-тĕкелскер? Нивушлĕ чысне çухатман?» Вопшĕм, самаях тĕрмешрĕмĕр. Юлашкинчен çемçелчĕ-çемçелчех: кравать çине йăвантăмăр...

Малалла

Пуç çаврăнни…


«Ан шавла-ха, хĕрĕм, пуçăм çаврăнать», —

Тет мана аннеçĕм, хăй куçран пăхать.

Ăнланмастăп эпĕ унăн сăмахне —

Вырăнтах-çке пуçĕ, çаврăнмасть ним те.

 

«Мĕншĕн эс шӳтлетĕн çакнашкал, анне?

Эп пачах курмастăп пуç çаврăннине.

Тен, манран кулатăн ку айван тесе?» —

Куçĕнчен пăхатăп лăпкăн тĕсесе.

 

«Эс, чăнах та, хĕрĕм, айванрах-çке ман.

Пуç çаврăннине те халиччен курман.

Итлесемччĕ, хĕрĕм, санăн ĕмĕрне

Курмалла ан пултăр вăл çаврăннине».

 

Чăнахах та эсĕ пуç çаврăннине

Кăтартасшăн мар-тăк хăв ачусене,

Эпĕ тĕшмĕртетĕп чирĕн хăватне.

Юрĕ, шавламастăп, çывăрах, анне.

Пĕчĕк мар ĕнтĕ эпĕ текех


Пĕчĕк мар ĕнтĕ эпĕ текех,

Вун пĕр çул та тултартăм тинех.

Юлнă ман теттесем тăлăха —

Вăхăт çук вĕсемпе выляма.

Хăй патне йыхăрать, ав, упа.

Нихăçан уйрăлман эп унпа.

Халь ларать вăл диван хĕрринче,

Тунсăх, хуйхă палли куçсенче.

Çавăнтах пукане Натали,

(Илнĕ мар-и тахçан ман валли),

Хурлăхпа тинкерет куçăмран:

«Мĕншĕн эсĕ чĕнместĕн паян?»

«Каçарсам, пуканеçĕм, мана —

Уроксем пит нумай тумалла:

Эп задача пачах шутламан,

Сочинени çырма пуçламан».

Тилĕ тус та таçта кĕтесре

Вырăн тупнă хăйне ещчĕкре.

«Пушанатăн-и эсĕ?» — тесе

Шав пăхать куçăмран тилмĕрсе.

Куян тус та паян читлĕхре

Пач çимест умĕнчи кишĕре.

Кушак тус та ак виççĕмĕш кун

Шикленсе пăхкалать ун та кун.

Тĕлĕнет асанне те манран:

«Мĕскер тунă-ха шкул мăнукран?

Хаклăрахчĕ ĕнер пукане —

Халь ĕçлет çĕклемесĕр пуçне.

Изложени… Задача… Диктант…

Хăйпе хăй темĕскер калаçать».

Шарт! çапать пĕççине асатте:

«Пулăшам-и, мăнукăм, эп те?»

Малалла

Пурăнăç таппи


Кунран кун улшăнать пирĕн пурнăç таппи.

Çăкăра та килте пĕçерместпĕр,

Пӳрт тулли сарăлмасть ун асамлă шăрши,

Вăл мĕнрен пулнине те пĕлместпĕр.

 

Сăпкара та сикмест тин çуралнă пепке,

«Аптраман тавраша» юрламастпăр.

Тăванпа тулли мар тĕпелти кĕреке.

Кам пĕлет? Мĕн патне ăнтăлатпăр?

 

Йывăр чух ал памастпăр хăш чух тăвана,

Сăмсана каçăртса пăрăнатпăр.

Çавăнтах хисеплетпĕр чее тăшмана,

Умĕнче пĕшкĕнсе пуç таятпăр.

 

Ăнланмастпăр тата хамăр мĕн тенине,

Сăмахпах ураран ӳкеретпĕр.

Мĕн патне çывхаратпăр кун пек малашне,

Халăха мĕн патне çитеретпĕр.

«Шухăш çунаттисем çинче ярăнса...»


Шухăш çунаттисем çинче ярăнса

Эпĕ хуса пытăм умри ĕмĕте.

Çамрăк вăй хĕрӳ чух вĕçрĕм вăркăнса

Шикленме пĕлмесĕр çӳллĕ пĕлĕте.

Йăлтăр çутă ĕмĕт, шур акăш пекскер,

Кĕç-вĕç тыттараслăн илĕртрĕ мана;

Кăйкăр кайăк евĕр вăйлă, çăмăлскер,

«Çитетпех!» тесе хăврăм эп ăна...

Вĕçрĕм чылайччен те — ĕшентĕм пулас;

Пур пĕр хăвалап-ха «шурă акăша».

Çитейĕп-и, çук-и,— çаплах эп хавас,

Ак çаплах хăватăп ĕмĕт-шухăша...

Шухăшсен çуначĕ усăнса ансан

Сана пурнăçу та илĕртмĕ ун чух:

Ĕмĕтӳ çухалтăр кăна умăнтан —

Вара хăй вĕçне те час çитĕ кун-çул.

Куççуль


Этемĕн куççуль ытлашши-ши? Темшĕн те куççуль тухать этемĕн.

Петюкка Левенттийĕ патĕнче нимере пултăмăр. Виçĕ ывăл унăн. Аслине пӳрт-çурт лартса хăйĕнчен уйăрса кăларчĕ. Халь вăталăх ывăлне уйăрса кăларма хатĕрленет. Паян ун валли пӳрт хăпартрăмăр. Ниме ячĕпе самаях сыпрăмăр.

— Килĕр, киле кайиччен табак туртса ярар, — терĕ Куçма Иванч, урама пĕрене çине пуринчен те маларах тухса ларнăскер.

— Сан качамас табак пулаканччĕ-ха. Тавай-ха эппин эп те çавăрам, — хулпуçсине сиктеркелесе кăмăллăн кулса пычĕ ун патне Пăракуш.

Куçма Иванч çумне, пĕрене çине, урисене хуçлатса вырнаçса ларчĕ.

— Ай-уй, ку пĕрене çине çĕр каçмаллах вырнаçса лармарăн пулĕ те, — çурĕмĕнчен пырса тĕкрĕ ăна арăмĕ.

— Чикарккине кур-ха ĕнтĕ! Мĕн тăршшĕ! Ыран ирччен туртма çитет! — ахăлтатса кулчĕ Пăракушран Санькка.

— Тутлă пуль ĕнтĕ. Тьфу! Йытă çимен апат, — тесе хучĕ Пăракуш арăмĕ.

Анатран Маруç почтальон килни курăнчĕ.

— Маруçăн сумки паян ытла та хулăн. Çыру нумай пулмалла, — тĕрĕ Санькка.

Санькка валли, чăнах та, çыру пулчĕ. Куçма Иванч патне мăнукĕ телеграмма янă тата. Вĕсен ывăл ача çуралнă. Маруç телеграммăна пурте илтмелле сасăпах вуласа пачĕ.

Малалла

Хăнари пурнăç


Хăнана çеç килетпĕр эпир çĕр çине.

Леш тĕнче çеç яланлăх кил парĕ пире.

Пĕлейместпĕр çавах хамăра упрама —

Мĕн хушать тĕнчери пур мула хапсăнма?

 

Пурăнса пухнă пурлăх лере кирлĕ мар.

Мулшăнах чунăма усала сутар мар.

Çĕр çинче çитменни те унта ытлашши —

Çукшăнах тăрас марччĕ пулса мул чури.

 

Çĕр çинчех çынпала çын пулма вĕренер,

Тăванпа тăванла ал парса пĕрлешер.

Пулас марччĕ нихçан та пуянлăх кулли —

Пире аннесем çуратман мул валли.

 

Нумайăн каяççĕ лери тĕнчене,

Никама та илтмен каялла килнине.

Çавăнпа ырă ят хăварар хам хыçран —

Чунăмса хапсăнма ан хăяйтăр усал.

■ Страницăсем: 1... 313 314 315 316 317 318 319 320 321 ... 796