Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томСунарçă халлапĕсемХĕçпе çурлаТаркăнҪавраҫилПурăнас килетЮманлăхра çапла пулнă

Атăл хумĕсем


Хаваслă хумсем пĕр-пĕрне хăвалаççĕ,

Анчах пĕр–пĕрне вĕсем тытаймаççĕ.

Çырана перĕнсен пĕрлешсе çухалаççĕ,

Пурпĕрех хумсем выляма чарăнмаççĕ.

Çыран еннелле —

Аслă Атăл ярать хумсене,

Хăш-пĕр чух вăл шăпланать.

Çывăрса кайнă пек туйăнать.

Куç умĕнче шыв вăранать,

Пăшăлтатса чăвашла калаçма тытăнать.

Ун шавĕнче — чăваш юрри,

Çармăс çемми, тутар кĕвви…

Ун кĕрлевĕнче лаштра юманăн сасси…

Ачалăх урамĕ


Ачалăх урамĕ,

Тав ĕмĕр сана.

Асамлăх урамĕ

Эс пултăн мана

 

Ачалăх урамĕ —

Чун савнă тĕнче.

Сана ят хурам-и,

Чи хаклă ĕнче.

 

Хаваслă ачалăх

Ман иртнĕ кунта.

Мĕн чул тăван халăх

Ыр курнă унта.

 

Ачалăх урамĕ,

Ан ватăл нихçан.

Телейлĕх турамĕ

Эс панă тахçан.

Эх, илемлĕ таврара


Шăтса тухрĕç тулă калчисем,

Сарăлаççĕ йывăç çулçисем.

Палласа илеймĕн палана —

Чечекре вăл ĕнтĕ тахçанах.

Эх, илемлĕ пирĕн çуркунне

Çут çанталăк ырă ун чухне.

Çурхи тулă сарă шăркара,

Савăн, савăн, сарлака уй-хир,

Кĕç çитетпĕр сан пата эпир.

Эх, илемлĕ çĕршывра çулла,

Пур çĕрте те уçă кăмăла.

Ак, сентябрь турĕ çĕн йыхрав:

Шăнкăр-шăнкăр сас парать шăнкрав.

Ачасем васкаççĕ халь шкула, —

Иртсе кайрĕ тепĕр хут çулла.

Эх, илемлĕ пирĕн кĕркунне,

Пухса кĕртнĕ хыççăн тыр-пулне.

Аслати


Кăнтăрла çитсе килет. Хĕвел пит пĕçертет. Тӳпе хĕрринче хураллă-шурăллă çумăр пĕлĕчĕсем купаланса тăраççĕ. Тапхăр-тапхăр аякра аслати хуллен хăнтăртатса илет. Лявук пиччен улмуççи пахчинче ача-пăча сасси пур. Аякранах ян-ян илтĕнет. Виçĕ хĕрача çатан карта çинче ларать. Лапсака, вĕтĕ улмаллă улмуççи ачасем ларакан тĕле сулхăн тăвать. Ачасем виççĕшĕ те аркисене сип-симĕс вĕтĕ панулми тултарнă. Хĕвелпе пиçсе хуралса кайнă урисене суллакаласа улма çисе лараççĕ.

— Эпир улма çинине эсир никама та ан калăр, — тет ултă çулхи Укçине — Лявук пичче хĕрĕ. Хăй симĕс панулмине ирĕксĕр çинĕ пек, тути-çăварне чалăштарса, куçĕсене хĕссе чăмлать.

— Атте пасартан килет пулĕ ĕнтĕ. Вăл, эпир улма çинине курсан, ятлаçать. Улмана пулса çитмесĕр çимеççĕ тет. Пулса çитмесĕр çисен, аслати çапать тет.

— Халĕ пире аслати çапать-и ĕнтĕ? — тесе ыйтрĕ пилĕк çулхи пĕчĕк Марук. Хăй çыртнă улмине çăварĕнчен кăларса илчĕ. — Аслати çапать пулсан, çыртнă улмана та пулин çиес мар. Чăнах çапать-и вара? — татах ыйтрĕ Марук йĕрсе ярас сассипе.

Çичĕ çулхи Праски, çак хĕрачасенчен чăн пысăкраххи, хăйне пысăк çын вырăнне хурса калать:

Малалла

Аннене


Эпĕ хамăн аннене

Питĕ юрататăп.

Ăна хамăн сăввăмра

Ыр кун-çул сунатăп.

 

Манăн вăл — чи илемли,

Чунăма лăпкать юрри.

Суйламаççĕ аннене,

Ма тесессĕн вăл — пĕрре.

 

Ман анне — пĕртен–пĕрре,

Чи çепĕççи тĕнчере.

Ялан çĕклен чĕрене,

Тавтапуç сана, анне.

Манар мар аннене


Анне чĕри — чи хитри,

Анне чĕри — чи ырри.

Анне чĕри — чи пахи,

Анне чĕри — чи хакли.

 

Анне пире çуратать,

Лăпка-лăпка ӳстерет.

Ыр çын пулма вĕрентет,

«Ĕçре малта пулăр», — тет.

 

Эпир хамăр аннене

Нихăçан та манар мар.

Унăн ырă сăнарне

Çĕр çинчен çухатар мар.

 

Анне, эс пĕртен–пĕрре,

Сар хĕвел пек тӳпере.

Эс — чи ăшши тĕнчере,

Юлăн ĕмĕр чĕрере.

«Юрататăп Шăмăршă ялне...»


Юрататăп Шăмăршă ялне,

Пуян та сап-сарă уй-хирне.

Таврари илемлĕ вăрманне,

Хисеплетĕп Шăмăршă ялне.

 

Урамра ешереç йывăçсем,

Тутлă шăршă сараç чечексем.

Савăнса выляççĕ ачасем,

Шăмăршра ӳсеççĕ ыр çынсем.

 

Юрататăп Шăмăршă ялне,

Тунсăхлатăп ун чипер сăнне.

Кашни парĕ хăйĕн вăй-халне,

Çĕклемешкĕн тăван кĕтесне.

Кукаçей


Кукаçей патне васкатăп,

Эп ăна пит юрататăп.

Каласа парать юмах,

Миххинче — çĕр пин сăмах.

 

Вĕрентет ыр çын пулма,

Вăл хушмасть çынран кулма.

Тăрăшсах ăна итлетĕп,

Ун пекех пуласчĕ тетĕп.

 

Кукаçей, ан ватăлсам,

Çĕр çулччен эс пурăнсам.

Юрататăп эп сана,

Савăнтар эс те мана.

Шăмăсăр япала


Мăн саспаллисемпе «Чĕлхе валеçекен пункт» тесе çырнă çурт тĕлне çитсен, пирĕн герой Касантей куçлăхне сăмси çинчен шăлса илчĕ те лаши çинчен анчĕ. Лашине тункатаран кăкарса урамах хăварчĕ, хăй йăкăр-йăкăр утса шала кĕчĕ.

Магазин стенисем çине йĕри-тавраллах çипсем карса хунă та, çав çипсенчен тем тĕрлĕ чĕлхесем тирсе янă. Хăш-хăш чĕлхесем кĕленчерен тунă пĕчĕк шкапсенче выртаççĕ, хăшĕсене «суя чăпти» ăшне хунă та, чăптисем çине унта миçемĕш сортлă чĕлхесем пуррине ылтăн саспаллисемпе çырса паллă тунă. Магазинĕн малти стени çине пир карса, пирĕ çийĕн вырăсла «Язык до Киева доведет», чăвашла «Чĕлхе. Мускава та çитерет» тесе эрешлесе çырнă.

Магазинра приказчиксĕр пуçне никам та çук. Пирĕн Касантей кĕленче ăшĕнчи пĕр чĕлхе çине пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ:

— Ак çакă чĕлхе мĕнле йышшискер? — ыйтрĕ вăл сывлăшне çавăраймасăр тăнă хыççăн.

— Вăл Гоголь çырнă, «Ревизорти» Хлестаков чĕлхи пулать, — тет сăмах ваклама питĕ юратакан приказчик. — 35 пин Курьер чупни çинчен каласа парса..... суя чăпти тыттарас тĕлĕшпе 19-мĕш ĕмĕрте тĕнчери рекорда йышăннă Хлестаковăн чĕлхи пулать ĕнтĕ вăл. Чĕркесе парас-и?

Малалла

Чăвашсен аслашшĕ


Пирĕн нумай сăмахсем,

Хамăрăн сас паллисем.

Пурăнатпăр ирĕкре,

Калаçатпăр чăвашла.

 

Кам-ха тунă чĕлхене?

Кам-ха уçнă шкулсене?

Кам-ха тăрăшнă чунтан?

Вăй-халне те шеллемен?

 

Пурте ăна пĕлеççĕ:

«Улăп паттăр вăл», — теççĕ.

Мухтанатпăр паттăрпа,

Чăвашсен аслашшĕпе!

■ Страницăсем: 1... 316 317 318 319 320 321 322 323 324 ... 796