Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хура çăкăрСалампиЙӳçĕ кулăХĕçпе çурлаСар ачапа сарă хĕрТĕлĕнтермĕш юмахсемЫлтăн вăчăра

«Эп утатăп урампа...»


Эп утатăп урампа

Юрĕ кăчăрт ман айра.

Юр пĕрчи ӳкет çаплах,

Нумаях та мар çапах.

 

Туртса пырап çунашка

Ярăнмашкăн хаваспа.

Манпа пырать Хураçка

Выляса çунашкапа.

 

Эпĕ ярăнтăм каçчен

Мана тунсăхлă пĕччен.

Çапах Хураçкапала

Эх, аван-çке ярăнма!

Пулăçă


Хĕвел таçта пытаннă,

Шăпланнă кайăксем.

Шур упа пек мăраннăн

Куçаççĕ пĕлĕтсем.

 

Кĕçех тапратрĕ çумăр

Янăравлă кĕввине,

Ӳкет вăл шăпăр-шăпăр

Кăтра хумсем çине.

 

Шыв хĕрринче пĕр пулăç

Тармарĕ çумăртан.

Пит чăтăмлă, хăюллă

Вăл ларчĕ çыранта.

 

Çав пулăç ĕнтĕ «ватă»

Куллен вăл пулăра.

Нумай та мар, сахал та

Вăл кайнă саккăра.

 

Ишет çăп-çăмăл путăш

Ача тимлет, кĕтет.

Хăй пуçĕнче пĕр шухăш

Хитрен вĕлтĕртетет:

 

«Çăрттан пулсан тем пекчĕ,

Уланкă е сасан…

Телейĕçĕм, килсемччĕ,

Ан пăрăн эс манран.

 

Вакки лексессăн — кайтăр,

Васкатăр хăй килне.

Ман вăлтана хыптартăр

Чи пысăк пиччĕшне»

 

Кĕçех пĕтет ăманĕ,

Пулмарĕ ăнăçу.

Хăçан çупах çакланĕ?

Çупахĕ çук та çук!

 

Ак курăр! Ак ăмсанăр!

Ай-яй! Епле хавас!

Пит самăр, питĕ самăр,

Çакланчĕ халь карас!

 

Малалла

Çутă ĕмĕтсем


Эп пурăнатăп Штанашра

Хастар та харсăр тăрăхра.

Кулленех шкула çӳретĕп,

Тĕрлĕ предмет вĕренетĕп.

Манра чăваш юнĕ чупать,

Çакăнпа эп мухтанатăп.

Хам юратнă чĕлхепе

Ĕмĕтленме юрататăп.

Çил-тăман вĕçтерет урамра,

Ĕмĕтсем çуралаç пуçăмра.

Эх, пуласчĕ ман хулара-

Атăл çинчи Шупашкарта!

Залив хĕррипелле утасчĕ,

Акăшсемпе йăпанасчĕ.

Палăк-аннене ыталасчĕ,

Телейлĕ пулма пил илесчĕ.

Пулас килет ман Мускавра —

Чи пысăк-пысăк хулара.

Кремле çитсе курасчĕ,

Мавзолей курса тĕлĕнесчĕ.

Каяс килет ман кăнтăра,

Тĕлĕнмелле ăшă вырăна.

Кайăксемпе пĕрле вĕçме,

Тутлă-улма — çырла çиме.

Курас килет ман Слакпуçа —

Ухсай çуралнă вырăна,

Ухсай чавтарнă çăлкуçа,

Вăл çитĕнтернĕ хурăна.

Тĕрлĕ чĕлхесем чылай,

Чаплă чĕлхесем нумай.

Чăваш чĕлхи пекки çуках!

Чăнахах, тĕрĕс сăмах.

Маттур, ĕçчен чăвашсем,

Сăнарлăхпа палăрнисем.

Кашни тивĕç мухтава,

Кашни тивĕç чыслава.

Чыса тивĕç чăваш нумай!

Малалла

Аслашшĕпе мăнукĕ


Борки ялĕнче пурĕ те вунултă кил кăна. Вăл варман хӳттине пытанса ларнă. Анкарти хыçне тухатăн-вăрман пуçланать, укăлчаран иртетĕн — каллех вăрмана лекетĕн. Кăнтăр енче вара пысăках мар уйсем, çарансем, уçланкăсем пур. Вăл уйсене колхозниксем тырă-пулă акса тума вăрмап хăртса тунă. Çуллахи вăхăтра Боркине пĕртен-пĕр çул пырса кĕрет. Вăл ялтах вĕçленет. Малалла каймасть. Вăрман леш енче шурлăх пуçланать. Вуншар километра тăсăлать вăл хăшпĕр тĕлте. Шурлăха çулла лашапа мар, çуран çын та ура ярса пусма хăрать. Чĕррĕнех ĕмсе çăтать иккен вăл шурлăх чĕрчуна.

Ялти хăюллă сунарçăсем çак çăткăн шурлăх урлă та çул хывнă-мĕн. Вăл вăрттăн сукмака ялти ватă çынсемпе партизансен разведчикĕсемсĕр пуçне урăх никамах та пĕлмест.

Утпа çӳремелли пĕртен-пĕр çула партизансем юриех юрăхсăра кăларчĕç. Шурлăх урлă хăма сарса тунă икĕ километр тăршшĕ çула сӳтсе тăкрĕç. Çуна çулĕ лариччен пĕлмен çын, темле тăрăшсан та, яла лекеймест.

Çакна шута илсе-и, партизансен командованийĕ Боркире госпиталь уçма шутларĕ. Ялта аманнă е чирленĕ партизансем сывалаççĕ. Тепĕр чухне кунта пĕтĕм отряд кăштах канса илме е мунча кĕрсе тасалма чарăнса тăрать.

Малалла

Чипер каччă вăрçăра


Чипер каччă салтакра,

Чипер каччă вăрçăра.

Çапăçать тăван çĕшывшăн,

Ирĕклĕхе çăлассишĕн.

Эп тĕллентĕм каçхине

Паттăр Ухсай çапăçнине.

Аркатса нимĕç çарне

Тăван килне таврăннине.

Туссем, çакна манар мар!

Ухсай ятне асăнар!

Çакă çутă çын çинчен

Юрă юрлăпăр ирччен!

Мăрăлкка


Манăн тусăм Мăрăлкка

Кӳлепи ун чăмăркка.

Хури вăрăм, пăлтăркка

Çăмĕ сăрă, кăпăшка.

 

Çывăх тусăм, Мăрăлкка

Ах, ытла-çке йăпăлкка.

Юратмасть шăши тытма

Вăрттăн сĕтĕрет хăйма.

 

Юратать çак Мăрăлкка

Хĕвел çинче çывăрма.

Сар чĕпсемпе выляма,

Хушăран пулла кайма.

 

Ах, Мăрăлкка, Мăрăлкка,

Юрататăп-çке сана.

Эсĕ питĕ мăнтаркка

Ытарма çук кăмална.

Пăшалпа та перопа та


(Ухсай Яккăвĕн сăввисене вуланă хыççăн пуçа килнĕ шухăшсем)

 

Хăрушă вăрçă пуçласа

Пире тăшман тапăнсан

Совет халăх кар тăрать,

Фашиста çапса аркатать.

Пур çыравçăпа поэт

Алла повестка илет.

Кашни поэт-патриот

Сăввисемпе кĕрешет.

Тӳпере «Юнкерс» кĕрлет,

Яков пичче ăна илтмест,

Фашист бомба пăрахать,

Поэт тăрăшсах çырать.

Траншейăна чĕтретсе

Снаряд çумра шартлатать,

Куçа-пуçа хупласа

Йăлтах çунма тытăнать.

Лутăрканнă кăвак хут

Ялкăшса çунма пуçлать,

Татăк-кĕсĕк кăранташ

Алăран тухса тарать.

Урăх хут татăк тупса

Каллех кăранташ тупать.

Чĕркуçи çине хурса

Сăвва малалла тăсать.

Шăп та лăп тăват çулталăк

Утнă вăрçă хирĕнче.

Юн, тар шăрши те саплăк

Юлнă унăн асĕнче.

Пăшалпа та перопа

Çапăçнă вăл тăшманпа.

Тăван ялпала çĕршывшăн,

Чыспала ирĕклĕхшĕн.

Ухсай Яккăвăн çăлтăрĕ

Пире çул кăтартать.

Ялкăшакан кăвайчĕ

Пурне те ăшăтать.

Хĕвел шевли


Çутă, сенкер тӳпере

Хĕвел вылять шевлипе

Пĕр шевли ӳкет шыва

Тĕкĕр евĕр çуталса.

 

Тепри кĕрет вăрмана

Вăратма уçланкăна.

Пуçлать кайăк юрлама

Çĕнĕ куна мухтама.

 

Хĕвел анчĕ улăха

Вăл пуçтарчĕ сывлăма.

Пĕчĕк чĕр чун васкаса

Апат шырать таврара.

 

Кантăк витĕр сăрхăнса

Кĕчĕ хĕвел пĕр çурта.

Тутлă тĕлĕксем курса

Хуп турттарать пĕр ача.

 

Шевлипе сава-сава

Ак вăратрĕ ачаша.

Васка эсĕ урама

Çĕнĕ куншăн савăнма.

Калаймарăм


Юратса çӳреттĕмĕр Тамарăпа. Аякран яла ĕçлеме килнĕ хĕрпе мур тума мăшăрлантăм! Мăшăр хушши — услам çу тени пулмарĕ: уйрăлтăмăр.

Тамара качча тухманччĕ. Шупашкарта ĕçлетчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан аппăшĕ, Анисса, яла хăнана килнĕччĕ те, мана курсан:

— Тамарăпах пĕрлешмеллеччĕ сан, — тесе хучĕ.

Унтан мана хăй патне Çĕнĕ Шупашкара пыма хушрĕ. Тамарăна та чĕнетĕп терĕ.

Чăнах та, аппăшĕ патĕнче Тамарăпа иксĕмĕр тĕл пултăмăр. Чĕлхе-çăвар япшар пулсан, курайман çын та çул парать теççĕ. Аппăшĕ Тамарăн кăмăлне часах ман енне çавăрчĕ. Асамлă самантпа усă курса, Тамарăна чăп чуптуса та илтĕм эпĕ.

Ыран çимĕк тенĕ кун савнă тусăм яла килчĕ. Эпĕ ăна хăйсен килĕ çумĕнчи лаштра ешĕл хăмла пахчи кĕтессинче тулли кăмăлпа хавасланса кĕтсе илтĕм.

Тамарăсем патне пӳрте кĕтĕмĕр. Урамалла пăхакан кантăк умĕнчи тăваткал пысăк сĕтел хушшинче унăн ашшĕпе амăшĕ, амăшĕ енчен туртуллă Микуç арăмĕ, амăшĕн аппăшĕ Хĕвуне карчăк лараççĕ.

— Пирĕн килес! — терĕм эпĕ алăк янаххи урлă каçнă-каçманах.

— Килсе пăхăр-ха, — хуравларĕ Тамара ашшĕ Иван пичи.

Пӳртре пĕр вăхăт шăп пулчĕ. Унтан эп сăмах пуçларăм.

Малалла

Асанне патĕнче хăнара


Эп паян ирех вăрантăм.

Хăнана ман каймалла.

Тум-тире хăвăрт пуçтартăм.

Эй, аппаçăм, тăмалла.

 

Вĕçтерер тăван яла,

Асанне кĕтет унта.

Хураçка та манăн тусăм.

Юлташсем нумай унта.

 

Такăр, якăр çулпала

Çитрĕмĕр яла.

Ах, епле илемлĕ вырăн,

Сывлăш уçă таврара.

 

Хăйĕн килĕ умĕнче

Асанне ларать.

Хураçка та хӳрипе

Йăлт та ялт вылять.

 

Пире хирĕç савăнса

Чупрĕ Хураçка.

— Манман иккен юлташна,

Шăмă ак сана!

 

— Асаннеçĕм, асанне,

Кĕтсе ил пире.

Сан валли пирĕн парне.

— Кĕрер-ха пӳрте.

 

Сире валли ăшă кукăль

Пĕçертĕм ирех.

Мĕскер эсир мăкăл-мăкăл?

Кĕрĕр, иртĕрех.

 

— Кăшт тăхта-ха, асанне,

Пăх-ха мĕн унта?

— Юратнă чăх сан валли

Тунă çăмарта.

 

Астăватна Кăт-Кăтна?

Ун чĕпсем халь пур.

Пыр, çитер вир юлташна,

Тырă та ак пур.

 

— Ах, маттур та эс, Кăт-Кăт,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 319 320 321 322 323 324 325 326 327 ... 796