Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чипер АннаЛаохАсаттесемЫтла та вăрттăн юратуЫлтăн вăчăраЯл калавĕӖмӗр вӗрен

Сăпка юрри


Çывăр лăпкă, шăп, ачам.

Хăвăртрах эс çывăрсам.

Тутлă тĕлĕке курсам

Уйăх çутине туйсан.

 

Хĕвел вăрман хыçне пытансан,

Уйăх тӳпене шуса тухсан,

Çăлтăрсем çырана пăтратсан,

Çывăр лăпкă, ачам, ан вăран.

 

Тăри шăпланчĕ, эс те çывăр

Эп ларăп санăн çумунта.

Кайăк пулăп та вара

Сыхлăп тутлă ыйхуна.

 

Ир енне эс вăрансассăн

Парнелен йăл куллуна.

Эп çумра. Ăна туйсассăн

Савăнтарăн сассупа.

Выçлăх аллинче


Выçлăх çулсенчи пурнăçран илсе çырнă сăвăллă калав

 

Пуçламăшĕ

Сĕрĕмпе хĕрелнĕ çурăмпуç хыççăн

Хĕрӳллĕ хĕвел çунтарса тухать,

Тĕнче хĕрринчен вăл ирĕклĕн, хыттăн

Пирĕн еннелле тинкерсе пăхать.

Пăхать хĕвел, курать: пирĕн таврара

Ĕнерхи пекех тап-таса уяр.

Паллă ĕнтĕ ăна — уяр вăхăтра

Унăн чĕртекен çутти те хаяр.

Вăрмансем, хир-уйсем сиенленесрен

Хĕвел пĕлĕтсем тухасса кĕтет,

Анчах çанталăкĕ, çĕр-шыв чирлесрен

Нимĕн те сикмест, пурне те ĕнтет;

Ахăртан, тенепле, пĕлĕт-мĕн тухсан

Ăна вăл хăвăрт аркатса ярать.

Хĕвел тухăçпе çурçĕр хушшинчен

Вăрах типĕ çил хăвса кăларать.

Пĕр пек сехетсемпех кăнтăрла çитет.

Вĕри вут хĕвел çӳле улăхать,

Хăватлă çути ун çĕр питне хĕртет,

Симĕс уйсене типĕтсе хăртать.

Чсчен йăвăç-курăк шывшăн антăхса

Çеçки всçсене нĕтĕрсе лартать.

Улăхри çаранлăх çунса, сарăхса

Пушă хир тĕслĕн выртать.

Тарăн çыран тăрăх шывĕ йăлкăшмасть,

Малалла

Сахрун Мучи калавĕсем


Йăваш — чăваш

Йăваш чăваш ял çынни

Нимле ĕçрен пăрăнмасть,

Пĕр-пĕр ĕçе пуçăнни

Тăвăнмасăр ун юлмасть.

 

Ун тимлĕхĕ, шухăшĕ

Сӳннĕ ĕçрех хĕмленсе;

Ĕçпе илнĕ тупăшĕ

Пĕтнĕ хырçă тӳлесе.

 

Чăваш уйĕ-хирĕнче

Сахал пулнă паха çĕр;

Тăмлă, хытă çĕр çинче

Тыр-пул ăнни çуккă-тĕр!

 

Çавăнпа та хăй çĕрне —

Виç пусура выртакан

Ана татăк-кĕсĕкне

Чăваш пăхнă пит аван:

 

Тислĕк тăкнă-ишĕртнĕ

Шанкав çĕрне çемçетме;

Ушахсене типĕтнĕ —

Çăра çаран ӳстерме.

 

Акрунуми тенине,

Паллах, ун чух вăл пĕлмен;

Тыр-пул тăвас мелсене

Ăна никам вĕрентмен.

 

Пĕр хăй ăс сĕмĕнелех

Сухаланă, акнă вăл;

Ват аслашшĕ тунă пек

Ĕçле-ĕçле çыртнă шăл.

 

Шăлне çыртса, чун татсах

Туррине те тилмĕрнĕ.

Тăтăш ăна чӳк тусах

Ыйтнă ырлăх, — типшĕрнĕ.

 

 

Анчах турри пулăшман.

Малалла

Картус


Пирĕн кил уй хапхи çумĕнче. Те çавăнпа çумĕнчи карта урлă кармашнă лаштра çĕмĕрт айĕнчи тăрăхла сак çынсăр тунсăхламасть.

Каç кӳлĕм кунта кĕтӳ кĕтсе илме хамăр урамсем кăна мар, тури урамсем те пуçтарăнаççĕ. Эй, тем сăмах та илтетĕн вара!

— Тахçанхи çăлах ку, терĕ сăмах çавăрма пĕлĕкен Куçма Иванч урам хушшинчи тараса витриллĕ çăл çине кăтартса. — Ун чухне участковăй милиционер Вăтакас çынниччĕ. Пимен Михалч. Çулла. Шăрăх. Хайхискер пушара хирĕç кĕрешекенсемпе пĕрле ял çыннисем катка-пичкепе шыв тытнипе тытманнине килсеренех тĕрĕслесе çӳрерĕ. Тараса витринчен шыв ĕçнĕ чух çакăн картусĕ хывăнса çăла ӳкрĕ. Пакурпа та хăтланса пăхрĕç, картуса ниепле те çăлтан илеймерĕç.

Çакна курсан, урамра каска çинче чĕлĕм паклаттарса ларакан Ваçли Ефимчă чунĕ чăтмарĕ. Вăр-çăран çур ура лаппине çухатса килнĕскер, киле уксахласа кĕчĕ те вăрăм сӳс вĕрен илсе тухрĕ.

— Мана Гитлер вăрçăра вĕлереймерĕ. Эпĕ кунта та вилес çук, терĕ вăл çăл ани тавра тăракансене. Хăйне картус илме урисенчен вĕренпе çыхса çăла кутăн яма хушрĕ.

Куçма Иванча каласа пĕтерме памарĕç, темиçен те:

— Илчĕ-и вара картуса? — тесе ыйтрĕç.

— Илчĕ, — хуравларĕ Куçма Иванч...

Чăваш чĕлхи


Çав тери пуян чăваш чĕлхи.

Тупаяс та çук унран чапли.

Калаçать унпа ватти, вĕтти,

Юрату çинчен юрлать яшши.

 

Чăваш çынни кĕтессинче

Упрать тăванăн чĕлхине.

Чăваш чĕлхи, эс мăнаçлан

Чăваш кĕперĕ хăпарсан.

 

Ăçтан пуçланать чăваш чĕлхи?

Ăçтан пуçланать чăваш çынни?

Кам тĕрленĕ тĕррине?

Кам шăрантарнă кĕввине?

 

Кашни ялтах чăваш пулсан

Упранĕ ĕмĕрсен илемĕ.

Атте-анне çумра пулсан

Чăваш сасси татах çĕкленĕ.

Тĕнчере чи хакли


Ман анне ирех тăрать,

Ĕçе васкаса утать.

Ĕçрен килет, кăшт канать,

Апат пĕçерме лартать.

 

Юратап эп аннене,

Тĕнчере чи хаклине.

Тăван кĕтес


Юратрăм эпĕ ачаран

Тăван яла, тăван киле.

Таçта пулсан та аякра

Васкатăп эп тăван ене.

 

Кунтах ман тантăшсем. Пĕрле

Васкатпăр кӳлĕ хĕррине.

Ĕçетпĕр шыв тăраниччен

Тупсассăн тăрă çăл куçне.

 

Эп савнă вырăн — ыр вăрман.

Парать тем те пĕр çынсене.

Канать-çке çамрăк чунăм манн

Çитсессĕнех вăрман хĕрне.

 

Уй-хир, вăрман, ката, ĕшне.

Чупатпăр аркăр çийĕнче.

Тăван кĕтес, атте-анне.

Сиртен хакли çук çĕр çинче.

Каç пулттипе


Тавралăха сăнарăм тахçанччен,

Каç ĕнтрĕкĕ хупларĕ ерипен.

Пĕр шăпчăкĕ юрларĕ темĕнччен,

Кĕтӳçĕ те çӳрерĕ килĕрен.

 

Выльăхĕсем саланчĕç килелле,

Хĕрарăмсем, ав, тухрĕç витрепе.

Кушакĕсем юлмарĕç вĕсенчен,

Сĕт шăршине татмарĕç умĕнчен.

 

Ял шăпланман-ха çаплипех:

Мишша пичче уттарчĕ çемйипех

Тури каса, хăй тытнă кĕслине.

Наçтаç аппа ал панă ачине.

 

Ав, çамрăксем лараççĕ лапамра.

Юрри-ташши те пулĕ урамра.

Сар кайăкĕ итлейĕ киленсе,

Тăмани те саламлĕ тĕлĕнсе.

 

Каç пулттипе тĕнче чăнах ĕлккен,

Илемĕ те пурах иккен тĕнчен.

Вăрттăнлăхне курас тесех сĕмлен,

Каç чаршавне курмашкăн ĕмĕтлен.

Тинĕсре тупнă çĕрĕ


1

197... çулхи сивĕ хĕл иртсе кайсан Мускав радиостанцийĕн çуркуннехи пĕр хыпарĕ пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе ячĕ. Каярахпа Наукăсен академийĕ совет корреспонденчĕсемпе ют çĕршывсен журналисчĕсем валли ятарласах пресс-конференци ирттерчĕ. Виталий Синичкин биофилологпа унăн çывăх тусĕсен — дельфинсен — сăн ӳкерчĕкĕсене пичетлесе кăларчĕç.

«Ученăй дельфинпа калаçать» («Советская Чувашия»).

«Коммунистсем пур океансене те хăйсен аллине çавăрса илме хатĕрленеççĕ. Вĕсен дельфинĕсем паян тесен паян Америка материкне хупăрласа илме хатĕр» («Уолл-стрит джорнэл», Нью-Иорк).

«Пирĕн янташ дельфинĕсем летчик-космонавтсемпе паллашаççĕ» («Атăл ялавĕ», Шупашкар).

«Акăлчансем дельфинсене хăçан ăнланма пуçлĕç?» («Дейли телеграф», Лондон).

«Виталий Синичкин хăйĕн ăслă дельфинĕсемпе пирĕн хулана килсе çитрĕ. Çамрăк биофилолог фашистсен хула çывăхĕнче путнă архив карапĕпе интересленет» («Каçхи Одесса»).

«Халăхсен иртнĕ вăрçă вăрттăнлăхне пĕлмеллех» («Народна трибуна», София).

«Сăр шывĕнче дельфинсем пурăнĕç-ши?» («Çĕнтерӳ çулĕпе», Етĕрне).

 

Малалла

Аннеçĕм


Аннеçĕм…

Тĕнчери чи лайăх çын,

Питĕ çывăх тус.

Тĕрлĕ йывăрлăх килсен те

Пуçна эс ан ус.

Санăн ăшă сăмаху

Чуна ăшăтать.

Хĕвел шевли пек йăл куллу

Кăмăла уçать.

Пурăн эсĕ нумай çул,

Савăнтар пире.

Нихăçан ан тăк куççуль,

Телейлĕ пул, анне!

■ Страницăсем: 1... 322 323 324 325 326 327 328 329 330 ... 796