Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Полк ывӑлӗВăрман ачисемТăм ӳкнĕ ирХусанТантăшсемКăвак çĕмренМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..

Ăмсану


Хĕвел çынсемшĕн шăранать,

туятăп тăршшĕпех çапла.

Хĕрӳлĕхĕ ал-урана хăват

кĕртет каплам-каплам.

 

Чун-чĕремре — шевле тĕрри,

сăн-питĕмре — хĕвел кулли.

Е çĕр çинче, е тӳпери —

йăлт курăнать ик куç тулли.

 

Лăпкатăп ăшшăн чечеке,

çĕкленнĕ кăмăл — арăслан.

Ку чух епле пуçа чикес?

Ку чух, пӳ-сийĕм, йăрăслан!

 

Пĕрле тăрса рабочипе,

юрлаттаратăп станока,

пулатăп кăткăс та чипер

мотор пайне ăсталакан.

 

Пĕрле ларса космонавтпа,

тухатăп чи инçе çула,

çĕршывăм умĕнчи тупа —

çӳлтен çӳле, малтан мала.

 

Кунран куна, мĕн ĕмĕре

çĕн çăлтăрпа пуçлантăр ир.

Кашнин ят пултăр та — пĕрре

пуриншĕн те янратăр: Мир.

 

Туссемшĕн эпĕ — хисепре,

çĕршыв тăшманĕшĕн — тăшман.

Ун пек-кун пек-и — ĕмĕтре

пурнать ĕç-хĕлĕм чунĕ ман.

 

Пĕр пуç, пĕр кĕлетке, ик ал

темех тăваймĕç текене

вĕчĕхтерсе, ӳсет вăй-хал,

ăмсанупа хĕрет, çĕнет.

Малалла

Юр ирĕлет


Юр ирĕлет...

Канса выртан упа пек туйăнать.

Унта-кунта хуралнă сăрт çамки.

Юра тĕрлет

Ир килнĕ çур, хăюсăррăн сăнать,

Çĕнĕ килпе паллашнăн çĕнĕ кин.

Юр ирĕлет...

Шупкалнă хир пăсланнине курсан,

Вĕри апат çиме ларас килет.

Килер киле.

Янраççĕ кураксем çунат сарса,

Хур кайăксем анаççĕ çут кӳлле.

Юр ирĕлет...

Каяр пĕрле тесе каланăнах

Кăпăкланса юхаççĕ çырмасем.

Кĕрле-кĕрле

Черетлĕ çуркунне путарăнать

Çуркуннесен килне çитет-и, тен?

Çав çĕршыва иленнĕ туйăм ман,

Юханшыв пек, кашни çуркуннепех

Мана йĕрлет.

Кашни çур кунĕ хăй тухать ума,

Вара таçта чун ăшĕнче текех

Юр ирĕлет...

Пĕлме çук пĕрре те хурăна халь


Пĕлĕтсем кун кантăкне хупларĕç.

Хыççăнах каç çитрĕ, выртрĕ каç.

Хурăн кантăкран пăхма хăймарĕ,

Чакса тăчĕ тĕттĕме çăка.

Пĕлме çук пĕрре те хурăна халь,

Шур тумне хывса пăрахнăнах,

Палăрмасть, вăтаннă пек, сăна-ха,

Килнĕ тейĕн вăхăтлăх хăна.

Вăхăтпа-çке çутăсем сӳнеççĕ,

Вăхăтпа çунаççĕ çутăсем.

Çавăнпах килет-мĕн тĕттĕм каçĕ,

Çавăнпах иртеççĕ-мĕн çулсем.

Толя-партизан


Осиновка — пĕчĕк ял. Ăна виçĕ енчен, пысăк хыпкăчпа хĕстерсе лартнă пек, хыр вăрманĕ хупăрласа тăрать. Ял айккипе Мелкая ятлă пĕчĕк шыв юхса иртет. Çуркуннепе кĕркунне юханшыв çырмасенчен те тухса каять. Çулла вара ăшăхланса юлать. Мелкая леш енче тӳрем улăх сарăлса выртать. Халĕ вăл симĕс курăкпа витĕннĕ.

Осиновкăна эпир ирхине çитрĕмĕр. Хĕвел тухнă пулин те, ял çине унăн янкăр çути ӳкмен-ха. Ватă хырсен тăррисенче кăна ылтăн тĕслĕ çутă пайăркисем ялкăшса выляççĕ. Вĕсем туратран турат çине сиккеленĕ пек курăнаççĕ.

— Питех те илемлĕ вырăн. Чăн-чăн курорт кунта, — тет кĕреçе сухаллă партизан, тутлăн анасласа.

Вăл ытарайми илемлĕ çурхи çанталăка пăхса çаврăнать те кавир пек çăра курăк çине тăсăлса выртать.

— Сывлăшĕ... мĕне тăрать... Виçĕ талăк çывăрман пулин те, çанçурăм уçăлса кайрĕ, — хуравлать тепри, кĕреçе сухаллă партизанпа юнашар вырнаçса.

— Çапла, сиплĕ сывлăш. Çаванпа та ӳпке чирĕнчен сыватакан санаторисене яланах хыр вăрманĕнче тăваççĕ, — калаçăва хутшăнать отрядри медицина сестри.

Малалла

Юратнă çыннăм


Анне…

Çак сăмах кашнин чĕринче.

Анне...

Юратать-çке пире.

Пепкерен ӳстерет,

Каçсерен çывăрмасть.

Ыр çын пулма вĕрентет,

Япăхине вăл сунмасть.

Сар хĕвел çĕр çине пăхиччен

Анне ыйхăран вăранать.

Кайăксем юрлама пуçличчен

Анне ĕçе тытăнать:

Выльăх-чĕрлĕх пăхать,

Касăва хăвалать.

Пахчара çум çумлать,

Апатне те лартать.

Эпир тăнă çĕре

Пĕтĕм хатĕр-çке ун,

Яшки, икерчи —

Ылтăн алă, тен, ун…

Тавах, анне, ӳстернĕшĕн,

Кун çути пиленĕшĕн.

Ачалăх


Ачалăх, илемлĕ ачалăх,

Епле эс çемçен илтĕнен.

Ман пур мĕн çинчен астумалăх,

Манман эп хаваслăх çинчен.

 

Кунăмсем манăн пулчĕç хаваслă.

Эпĕ савăнтăм, култăм — чăнах.

«Манăн, ах, каялла тавăрасчĕ», —

Тек пуласчĕ санпа яланах.

 

Ачалăх, илемлĕ ачалăх —

Хаваслă, илемлĕ кунсем…

Ман пур мĕн çинчен астумалăх,

Манман-ха эп сирĕн çинчен…

Чăваш — маттур


Чăваш — маттур.

Ахаль сăмахăм мар ку

Пин-пин çын хушшинче такам та пур…

Герой-и, тен, çыравç-и — вăл паттăр.

Ăна ялан эс — сума су.

 

Пур Андриян —

Чăваш патвар юманĕ.

Çут çăлтăр евĕр ялкăшать паян.

Унăн таса ятне халăх манаймĕ

Пуриншĕн вăл чунпа тăван.

 

Çĕкленнĕ вăл

Тӳпе хĕрри таранĕ.

Сăн-питĕнче вылять ун кулă йăл

Ун умĕнче вĕçсĕр космос пуянĕ

Çап-çутă ялкăшан çăлтăр.

 

Вăл — космонавт

Нумай куншăн вăй хунă.

Ним шеллемен, пит пулнă вашават

Пирн çĕр çинче унран халь юлнă

Асран кайми ĕмĕрлĕх ят.

Мăн акка тӳрĕлĕхĕ


Уяв умĕн çапла каçхине

Çул тытрăм хам мăн акка патне.

Ялта ман мăн акка пурăнать,

Ĕнтĕ вăл çĕр çула çывхарать.

 

Выçлăх, вăрçă, тем чул терт-нуша

Мăн акка ман тухнă чăтса.

Нихçан та, нихçан та пуçа вăл усман.

Калап эп: «Чăн-чăн аптраман!»

 

Мăн акка çынна ялан тарават,

Хăна мĕн килсен апат янтăлать.

Хăпарту кăларать, сиплĕ чейне,

Пуçлать те вара хăй сăмахне.

 

— Ухванеç, кунта эс килсем,

Пирĕнпе пĕрле апата ас тивсем, —

Ватти мăшăрне çапла асăнать,

Мăн акка куçĕнче куççуль ялтăрать.

 

Пĕлетĕп эпĕ инкен ашшĕне

Çамрăклах вăрçа илсе кайнине.

Мăн аккан аллинче юлнă Суйук,

Сăпкара утайман пĕчĕк Хветюк.

 

Ик çул пурнайман çамрăк çемье

Шутламан çĕр çинче телей пĕтессе.

— Час килĕп киле тăшмана çĕнтерсе,

Йывăр пулсан та кĕтсем ĕненсе.

 

Уничери мăшăрь сăмахне

Аса илет мăн акка ир те каçхине.

Пĕлсемĕр эсир, вăл хăй мăшăрне

Çич теçетке çапла кĕтнине.

 

Ватти йĕрет, шăлать куççульне,

Малалла

Чи лайăх вĕрентекен — пурнăç


Шăматкун яла кайма тесе автовокзал кассинчен малтанласа билет туянтăм. Çул май лавккана кĕрсе çăкăр илсе тухрăм.

— Браток, извини пожалуйста, часы вам не надо? — илтĕнсе кайрĕ хыçра арçын сасси. Çаврăнса пăхрăм та, ман умра сухаллă, кивĕрех фуфайка тăхăннă хĕрĕхелле çывхарнă çын тăрать.

— Эсир чăваш пуль-ха, — малалла сăмахларĕ вăл.

— Чăваш, — терĕм эпĕ.

— Самар облаçĕнчен мăнакка патне килнĕччĕ те, кӳршĕсем каланă тăрăх, вăл Шупашкара хăнана кайнă, иккен.

— Сехетне мĕншĕн сутатăн вара? — ыйтрăм унран.

— Эх, юлташ, те — йĕмелле, те — кулмалла, çĕр пин укçаран пĕр тенкĕсĕр тăрса юлтăм хам ӳсĕррине пула. Каялла мĕнле каймалла, вĕт проблема, — терĕ вăл.

— Хăвăрпа пĕрле документ пур-и сирĕн? — ыйтрăм унран.

Вăл кĕсйинчен паспорт кăларчĕ те мана тыттарчĕ. Чăн та, вăл (Костя тесе чĕнеççĕ ăна) Самар облаçĕнчен.

Костя тархасласа ыйтнипе ăна пĕр кафене илсе кайрăм. Вăл вĕр-çĕнĕ сехетне (комиссионнăй лавккасенче вăл пĕр 50 пин тăрать) вунă пине пĕр хĕрарăма сутса ячĕ.

Сĕтел хушшинче лартăмăр. 150-шар грамм «çуттине» янă хыççăн, вăл мана мĕн пулса иртнине каласа пачĕ.

Малалла

Юратнă кушаксем


Пирĕн килти кушаксем

Шурăпа ула вĕсем.

Çывăраç вĕсем пĕрле

Юратаççĕ пĕр-пĕрне.

Ирхине ирех тăраç

Пичĕсене çукалаç.

Мана пырса вăратаç:

— Сĕт çитер, — тесе калаç.

Юратар кушаксене!

Симĕс куçлăскерсене!

Вĕсем пире йăпатаç,

Пурăнма хăват параç!

■ Страницăсем: 1... 325 326 327 328 329 330 331 332 333 ... 796