Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сулпикепе Валĕм хунАвăн уйăхĕЮманлăхра çапла пулнăСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеХĕрес хывнă хĕвелҪавраҫилТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчем

«Юлашки хут ытамунта эп санăн...»


Юлашки хут ытамунта эп санăн,

Юлашки хут пăхатăп куçунтан.

Юлашки хут эп — санăн, эсĕ — манăн,

Юлашки хут асамлă ăшшунта.

 

Акăшсем савсассăн уйрăлмаççĕ,

Акăш пулаймарăмăр санпа.

Ик енне çулсемĕр пайланаççĕ,

Уйăрать паян пире шăпа.

 

Маншăн мар эс алăк ыран уçăн,

Маншăн пулмĕç ăш сăмахусем,

Манăн хул çине пуçне таяймăн,

Мана мар-çке шырĕç куçусем.

 

Уйăхпа хĕвел тухаççĕ уйрăм,

Уйрăлаççĕ анăç-тухăçра.

Пĕр-пĕринсĕр уйрăм çутă шуçăм

Санпала кĕтетпĕр пурнăçра.

«Епле, хăш самантра, хăçан...»


Епле, хăш самантра, хăçан

Кĕрейрĕн манăн пурнăçа?

Санран тармашкăн çук хăват,

Вĕçсе каймашкăн çук çунат.

 

Пӳрмен пире утма пĕрле,

Çулсем те тĕрлĕ еннелле.

Калаччĕ, тусăм, каласам:

Епле чуна эп пусарам?

 

Чĕре хушать: «Мансам! Мансам!»

Чун хирĕçлет: «Вăл сан! Вăл сан!»

Ах, мĕн тăвас! Хăшне итлес?

Куç умĕнче пĕр эс, пĕр эс!

 

Санран ăçта кайса кĕрес,

Асапăм манăн?! Ман хĕрес!

Ман ĕмĕре пыран суран,

Епле эмел тупам санран?

Утмăлтурат


Уй-хир тутлăн тĕлĕрет,

Ирпе ирех чĕрĕлет.

Кăвак чечек вăранать,

Пучах çумне йăпшăнать.

 

Сарă ыраш анаслать,

Ăшă сăмахне калать:

«Утмăлтурат чечекки,

Ăçта пур-ши сан пекки?

 

Эсĕ манпа юнашар,

Çавăнпа та кичем мар!»

Кĕркунне те çывхарать,

Тырпул пӳлмене каять.

 

Кăвак чечек кулянать,

Пĕчченех уйра ларать.

Пĕр ача пурнăçĕпе вилĕмĕ


Китай ачи Ли Хуан таçти ют хирте, тăван килĕнчен инçетре-инçетре тĕлĕк курса выртать. Тул çутăлса килет пек. Ли хăйсен енчех иккен, уй хуралĕнче тăрать. Вăрман сăмсахĕнчи вир ани çине хир сыснисем тухнă, павлин хӳри евĕрлĕ ярапаланса кайнă пучахсене сăтăра-сăтăра хыпса, ана варринелле кĕреççĕ. Ача вĕсен чаплаттарса чăмланине те чиперех илтет пек. Анчах хăй чупмасть сыснасене хирĕç патак йăтса. Урисем утмаççĕ ун темшĕн.

Хăратма туса лартнă çын кĕлетки тĕлĕнче кайăк-сыснасем тем пирки çапăçма тытăнчĕç. Ну кĕрмешеççĕ, ну çухăрашаççĕ. Хĕпĕртет Ли, чикесĕр савăнать. Ача — ашшĕне курать пек. Мĕнле тупăннă вăл, эсрелсем1 тытса кайнăскер? Вĕсене, Ли ашшĕпе амăшне, иккĕшне те вĕлернĕ теместчĕç-и вара? Вĕсем вилнĕ тенине ĕненмесĕр Ли тĕрĕсех тунă-мĕн. Хулă йăтнă ашшĕ хир сыснисем хыççăн чупать пек. Унăн сăнне лайăхрах астуса юлас тесе, Ли ӳплерен тухать...

«Ку тĕлĕк чăн пултăрах, тĕлĕк тӳрре килтĕрех», — тесе йăлăнать пек ача. Шăрчĕсене тăратнă сыснасем вăрманалла ыткăнаççĕ. Вир хуралĕнче ӳплере çĕр каçнă Ли ашшĕпе юнашар килнелле утать. Унта мĕн кĕтнине пĕлекен пĕчĕкçĕ чун чарĕччĕ ашшĕне яла кĕме — пĕр пулса иртнĕ тискерлĕхе пулма епле чарăн?

Малалла

«Ак Барс» — чемпион!


«Ак Барс» — чемпион!» — тесе кăшкăрни,

Пăва хули те тăрăх çĕкленет.

Çĕрлехи сас таçта çити кайни —

Хăшпĕр çынна вырăн çинчен çĕклет.

 

Машинăсем вăрăм сигнал парса,

Калăн, туй килнĕ пек кăшкăртаççĕ.

Çамрăксем пур урама янратса,

«Ак Барс» çĕнтернĕшĕн савăнаççĕ.

 

Апрелĕн вуниккĕмĕшĕ паян —

Космонавтика кунĕ — паллă кун!

Тутарстан кĕрлет, кĕрлет ян! та ян!

«Ак Барс» матчра хастар çĕнтернĕ ун.

 

Пĕррене те ноль шутпа вĕçлесе,

Гагарин Кубокне вăл тивĕçрĕ.

Кӳршисен хапхине хăй гол кĕртсе,

Тутарстана тӳпенех çĕклерĕ.

 

Çавăнпа Хусан хули кăна мар,

Пĕтĕм Тутарстан хавхаланать ав.

Пăвана та вăратрĕ çав хыпар,

«Ак Барс» хоккеисчĕсене — мухтав!

«Шыв арманĕ-и эс...»


Шыв арманĕ-и эс

Е çил арманĕ, чун-чĕрем?

Тĕрлĕ шухăш авăртан

Самантсерен.

Каллĕ-маллĕ хутласа

Хăлтăртатан,

Тĕлсĕр çилĕн

Урăм-сурăм тулашан.

Е хĕвеллĕ кунăн — йăлтăр!

Е эс ăмăр. Пурте пултăр,

Пурте пултăр, пурте пултăр! —

Чун тени вăл тем те куртăр.

 

Пуçăмра — çӳçеллĕ тутăр,

Çӳçине çил вĕçтерет.

Мĕн вырăнне мана хутăр?

Тĕрĕсне кам пĕлтерет?

 

Çил арманĕ, шыв арманĕ,

Ал арманĕ авăртать.

Арман чулĕн çивĕч шăлне

Шăйра-шăйра мăкатать.

 

Арман — йывăр çуначĕпе

Тӳпенелле туртăнать,

Пĕр çĕкленсе, пĕр кукленсе,

Çăнăх сапса, хывăх сапса,

Шыва, çиле чӳк тăвать,

Кăштăртатса, çаврăнанса,

Çавра юрăсем хывать.

 

Çын ăшĕнчи тĕнчере те

Çитмĕл çичĕ вăй вылять.

Çын ăшĕнчи тĕнчере те

Чун армань кăлтăртатать.

Пукане


Пукане чирлерĕ,

Нимĕн те çимест.

Эп чĕнсен — чĕнмерĕ,

Тек выляс килмест.

 

Эп ăна чĕркерĕм

Ăшă кипкепе,

Сăпкара сиктертĕм

Пит хĕрхеннипе.

 

Канăçа çухатрăм

Ĕнтĕ уншăнах,

Юрăсем юрларăм

Ывăнмасăрах:

 

«Тухтăр эсĕ пулăн

Çитĕнсе çитсен,

Аннӳне сыватăн

Чирлесе ӳксен».

Шурă пăрахут


Атăл тăрăх хăпарать шурă пăрахут.

Çыран хĕрринче ларать пирĕн пĕчĕк çурт.

Йытă çури хамлатать алăк умĕнче.

Сар автанĕ авăтать аслăк çумĕнче.

 

Чăххи-чĕппи айкашать, хĕвел питтинче.

Ачи-пăчи савăнать Атăл хĕрринче.

Çулçӳревçĕ сас парать — çамрăк капитан:

«Кам манпа пĕрле пырать — ишĕ кăмăлтан!»

 

«Ӳссе çитĕпĕр часах!» — терĕç ачасем.

«Ишсе кил ун чух татах!» — илтĕнчĕç сассем.

Йыт çури вĕрет — куштан: «Каях! Кай кунтан!»

Сулчĕ çунатне автан: «Сыв пул, капитан»

Вожатăйăн пĕчĕк тусĕсем


Çуллахи каникула тухнăранпах ĕмĕтленсе пурăннă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймерĕ Нинăн. «Вăрçă!.. Фашистла Германи пирĕн çине ирсĕррĕн тапăннă», — пĕлтерчĕç пĕр ирхине. Тăваттăмĕш класран вĕренсе тухнă хĕрачан пионер лагерьне каймаллаччĕ, анчах халь ĕнтĕ ун çинчен шутламалли те çук. Вăйпитти арçынсем, вĕсен шутĕнчех Нина ашшĕ те, фронта кайса пĕтрĕç. Хĕрарăмсем Великая юханшыв хĕррипе окопсем чаваççĕ.

Фронт çывăхĕнчи хула пурнăçĕ тĕпренех улшăнчĕ Урамра ытларах çар çынысене тĕл пулатăп. Нинăсенчен инçех мар, хула хĕррине вырнаçнă районти больницăна, час-часах хĕрлĕ хĕресле автомашинăсем пыра-пыра кĕреççĕ. Шурă халатлă, пилотка тăхăннă хĕрарăмсем бинтпа чĕркесе пĕтерпĕ суранланнă çынсене наçилкка çине вырттарса палатăсене иле-иле каяççĕ.

Нина амăшĕ, окоп чавнă çĕртен хытă ывăнса таврăнать пулин те, кашпи каç пĕрре больницăна кайса пăхмасăр çывăрма пултараймасть.

— Хамăр хулари пĕр палланă çынна илсе килчĕç. Аçу çук... — тет амăшĕ, юлашки кунсенче куççульпе хĕрелсе тăртаннă куçĕсене хĕрачинчен пытарма тăрăшса..

Малалла

Çеçпĕл Мишшипе калаçни


1

Мишша пиччем...

Латсăр асар-писер, хăрушă каçхине,

Эс çеç пĕлетĕн, сĕм çĕрле е ир енне —

Ват çăкаран кайса çакăниччен,

Вилĕмӳпе тĕлме-тĕл пуличчен —

Ĕç вырăнне пусăрăнса ларса,

Сĕтел питне шăтăкласа, чăрмаласа —

Чĕртнĕ-чĕртмен, тӳрех, темрен хăранăн

Эс миçе шăрпăк сӳнтерме васкарăн?..

 

«Эй, Турăçăм, мĕн-ма мана пăрахрăн,

Хĕн танати туллать — чăтап хăраххăн,

Чурăс çынсен тетти эп», — терĕн-им?

Мăшкăл тӳсни пуссах антарчĕ-им?

 

Телей пӳрменшĕн ӳлесе хухленĕн

Ăшри хĕлĕхусем арканчĕç-им?

Пĕчченçĕ-пĕчченех пурăннăçемĕн

Юратăву чăл-пар саланчĕ-им?

 

«Инкек-синкек лутăркаса пĕтернĕ,

Чирлĕ, асаплă, чухăн чăваша

Шупашкарта та, Украинăра та

Çын вырăнне хумарĕç», — терĕн-им?

 

Ним юлмасса шанмин — юн тымарне татса:

«Юна пĕрĕхтерем хăть!» — терĕн-им?

Кантур пӳлĕмĕнче пăяв шыранăçем

Юн тумлатса утса çӳрерĕн-им?

 

«Эп — çутă тĕнчере çукпа пĕрех,

Эп никама та кирлĕ мар», — тесех,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 328 329 330 331 332 333 334 335 336 ... 796
 
1 Япони оккупанчĕсене 1930 çулсенче Китай çыннисем панă ят