Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемÇăлтăрчăксемЙытă тĕлĕкĕĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСана ҫырма сӑмах ҫитетВӗре ҫӗленӐшӑ ҫумӑр

Адажио


Хитре те яшă çак çу кунĕ

Савса пăхаймĕ тек пире.

Кунтан инçе-инçе ăсанĕ

Эпир курман-илтмен çĕре.

Эппин мĕскершĕн-ха çанталăк

Хаваслăн йăлтăрать, çиçет?

Çăва ăсатнăн, çут хурталлă

Сар çулçă пурçăнĕ вĕçет...

 

* * *

...Нумай çулла кĕтсе ăсатрăм,

Калла килес çукне пĕлсех.

Ку çу та тек яраймĕ ахрăм,

Тем чул кĕтсен те тĕмсĕлсе.

Пĕрре кăна кĕтсе илетпĕр

Пĕртен-пĕр пурнăç пулăхне.

Пиртен кашни — телейлĕ эпĕр

Кĕрхи туллилĕх пур чухне.

 

Çулсем пире кĕтсе тăмаççĕ,

Ăша хĕртсе кĕвĕçӳпе.

Тата çĕн çушăн, ирĕн-каçăн,

Кашни васкать хăй ĕçĕпе.

Курап —

Тапса килен çу кунĕ

Тата чипер те хитререх.

«Ем-ешĕл хумлă» унăн чунĕ —

Унчченхинчен те вĕрирех.

 

* * *

Ман умăмра — ман кĕр çĕклемĕ.

Ман çул малашĕ те тĕрек, —

Ман ывăл, — манăн кĕр илемĕ,

Манпа пĕрле ĕçе кĕрет...

Тен, çавăнпа кĕрхи çанталăк

Хаваслă?

Малалла

Тĕнче


Тĕнче çаврăнать.

Тĕнче

пурнаслăхпа пăваслăхăн

татусăр тытăçăвĕнче

куçать, куçать пурнаслăхшăн,

малашлăхшăн куçать.

Тĕнче -

хăйĕнчен юлса пыма

пултараймасть, кӳлĕнсе, —

хăйĕнчен иртсе кайма

пултараймасăр, вирхĕнсе, —

хăйпе хăй кĕрешсе — пурнать,

сенкер тӳпе ытамĕнче

çынна пула вăй-халланать.

Мĕн ĕмĕртен ĕмĕтленсе

пуçланă ĕçĕ-хĕлĕнче

кĕретĕнех сăн-питленсе,

тумаллине тăвать тĕнче.

Янота


...сан çине пĕрре пăхсан —

Иксĕлми пек туйăнать ман юррăм.

П.Хусанкай

 

Туфлисен çемми майăн асфальтăн

сас тымарĕ тапать шаккаса —

урампа хĕр иртет ак васкавлăн,

çĕкленӳллĕн те çирĕп пусса.

 

Хура çӳç, йăрăс пӳ, шурă кофта,

çинçе пилĕк, тăп-тăп кăкăрсем —

килĕшӳллĕ студентка Янота,

тăранаймăн ăна тинкерсе:

 

питĕнче ик çӳхе çунат айĕн

хĕмленен ик сенкер хĕвеле

сар çу евĕр кĕç-вĕç шăратаймăн,

сӳнтереймĕн нихçан, ниепле:

 

вĕсем хирĕç хăюллăн пăхăççĕ,

тӳрлĕхпе, парăнмасăр çиçсе,

суяна витĕрех çунтараççĕ —

илĕртӳллĕ те вичкĕн вĕсем.

 

Вĕренме самана чĕннĕ сасă

илтĕнӳçĕн тулли кăмăлне,

сарлака шанчăкпа, ютшăнмасăр,

хĕр уçать институт алăкне.

 

Хушăран, тен, салхуллăн пуль вăл та,

хăшкăлать пуль пуçа çĕмĕрсех —

ăс хăвачĕ тупас пысăк çăлтăр

ӳкессе шутламасть пурпĕрех.

Малалла

Кĕпер


Пролог

Элеги


Юратрăм эпĕ, юрата пĕлмесĕр,

Айван ача пек.

Хăнăху çукран.

Мана, тăванăмсем,

Ан хурлар эсĕр —

Киле текех пыраймăп Анăçран.

 

Ан тив,

Ялан тăп-тăп пусса çӳретĕр

Манран çуралнă —

Ăнсăртран Ача.

Эп —

Çирĕм çултискер —

Çĕре кĕретĕп.

Авлантăр

Вăл.

Е кайтăр-и качча!

 

Ман чун екки —

Унра —

Пĕр чĕптĕм юлтăр.

Мана вара тек ним те кирлĕ мар.

Вăл

Маншăн та

Хаваслăн утă çултăр!

Йывăрлăхпа кĕрештĕр пакапар.

 

Юратрăм Эпĕ.

Юрата пĕлмесĕр.

Айван Ача пек.

Хăнăху çукран.

Мана, тăванăмсем, каçарăр Эсĕр.

Киле текех пыраймăп

Анăçран.

Хура тинĕс


Хура тинĕс, хура тинĕс,

Те хура, те симĕс,

Хушăран кăвак та, тен, эс,

Хумсăр та тип-тикĕс.

 

Чайка хыççăн чайка евĕр,

Кимĕ ярăнать-и —

Пĕччен парăс ку ан тейĕр,

Çын пĕччен пулать-и!

 

Çутă пĕлĕт, çул çухатнăн,

Ту хыçне пытаннă.

Тен, тăван килне вăл маннă,

Çакăнтах çуралнăн.

 

Эпĕ çеç хăш чух шутлатăп —

Шухăш пек пуласчĕ.

Тинĕс мар, халь анлă Атăл

Ман ума тухасчĕ.

 

Çӳллĕ ту çине тăрсассăн,

Таврана пăхсассăн,

Тăван ялăма курасчĕ,

Ытама илесчĕ.

 

Тинĕс теççĕ, хура теççĕ,

Те чăнах çапла вăл.

Шухăш пек хумсем выляççĕ —

Çĕкленет çил-тăвăл...

 

Хура тинĕс, Хура тинĕс,

Те хура, те симĕс,

Хушăран кăвак та, тен, эс,

Хумсăр та тип-тикĕс.

Ыйхăри хырсем


Тайга шăпах-ха, ыйхăра хырсем.

Пуш-пушă çул кĕтмест халь никама та.

Эп каçа хирĕç алăк питĕрсе

Пĕр хырсене çеç ырă каç сунатăп.

 

Сунас килет ман ырă каç татах

Тăван яла, инçет Чăваш çĕрне.

Ман шухăша хырсем те сиснĕнех

Пĕр самантрах ав улшăнчĕç йăлтах.

 

Вĕсем çине халь уйăх сапăнать,

Çил сĕртĕнсе иртет хăй аркипе,

Кĕçех утса тухассăн туйăнать

Хырсем çул варрине ĕречĕпе.

 

Вăрман касакансем пек шавласа,

Çулпа утса, тен, кайĕç ак хырсем.

Тен, кайĕç ман Чăваш çĕрне вĕсем,

Ăçта çеç çитмĕн пĕр çула тухсан?!

 

Каç кӳлĕм эп пăхатăп та ялан,

Хăйăрлă çул кĕтмест пек никама та.

Хырсем çавах тухаççĕ-ха çула,

Эп вĕсене телейлĕ çул сунатăп.

Тупа


Пăлатка ялне эп таврăнтăм каллех

Нумай çул иртрĕ, эп каллех кунта.

Чĕнеççĕ йăмрасем мана — килех,

Уй-хир те сĕм вăрман чĕнет чунтан.

 

Чунра халь уçă, çывăх сас чунра,

Сӳнен аваллăх çĕнелет унта.

Чиртен сывалнăн, вăй туяп хамра,

Тăван хĕрпе туяп хама пĕр тан.

 

Çуралнăн тепĕр хут, ун умĕнче

Ман айăп та каçарăнса пырать:

Çак кĕтесре пулманччĕ нумайччен,

Ак халь каллех эп çакăнта тăрап.

 

Шанса та ĕненсе пăхаççĕ пек

Ыраш пусси, сĕткенлĕ капансем...

Эп чĕрĕлеп вĕсен ăшшийĕпе —

Ман шухăш та, эп хам та халь вĕсен.

 

Вĕсен ачи эп, тăван çĕр ачи.

Тайма пуçпа тăратăп-ха, туяп,

Тăван кĕтесĕм йышăнчĕ, ăш-чик

Унпа пĕрле пĕр çулăмпа çунать.

 

Эп килтĕм-ха паян инçетлĕхрен...

Тупа туса калатăп: çак çулпа

Мĕн ĕмĕрччен утма пӳрсен, шăпа,

Эп таврăнăп пĕрех тăван çĕре.

Тухтăр патĕнче


Пăлтăрта çил улать, йынăшать, кил карти енчи кантăкă çиллессĕн юрпа сапать... Хĕреççи шурă тутăрне çамки çинех антарса лартнă та чĕркери ачине пăхса шăппăн ĕсĕклет. Ача, икĕ çултискер, эрне каялла çеç чăп-чăмăр пит-куçлă, пулă пек сиккелесе вылякан ачаччĕ. Халь акă вăл паллама çук пĕтсе кайнă. Çунса тăракан куçĕсем сӳннĕ пекех, куç хупаххине те çĕклеймест, сăн-пичĕ шуралнă, алли-урине лĕнчĕр янă, пуçĕ каялла каçăрăлса ларнă. Вăл маччасăр пуçне урăх ним те курмасть, месерле вырттарсан аяк çине çаврăнса ӳкет. «Мĕн туртса лартрĕ-ши мăйне?» — тет Хĕреççи куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса. Унтан чăтаймасăр сасăпах ĕсĕклесе йĕрсе ярать, анчах, ачи вăранасран шикленсе, самантрах чарăнать. Шикленни ахалех: ача вăранмасть, вăл икĕ кун ĕнте шăл шурри те кăтартмасть.

— Эх, ытла хăрушă чирпе чирленĕ-çке ачу. Кăмăлпа йывăра ан ил те, çын пулайĕ-ши унран? — тет кӳршĕ арăмĕ. Лампа çути ачан шуранка пичĕ çине ӳкет, амăшĕ ачине марльăпа витет. Стена çинчи çехет вун иккĕ çапать.

— Эппин, тухтăр патне маларах каймалла пулнă...

— Ятăм, çийĕнчех ятăм та, тĕл пулайман-çке. Таçта, урăх яла илсе кайнă тет. Ара таçтан-таçтан та çӳреççĕ тет те ун патне. Паян таврăнмалла терĕç, тĕл пулаять-ха ашшĕ...

Малалла

Ноктюрн


Тем калаçать рояль —

Ноктюрнăн тунсăхĕ,

Хитре вăтанăç.

Куинджи сăрăсем ăна

Чун панă.

Хуллен тем калаçать рояль.

 

Телейлĕ мăшăр çăлтăра —

Савать çут кĕвĕ,

Пин çынпа пĕр халлă.

Тĕнче килпечĕ —

Тăнăç тăтăрхаллă.

Каç сĕмĕ çепĕç йăлтăравлă.

Хула урамĕ — кĕмĕл сапакаллă.

 

Хуллен тем калаçать рояль,

Хĕр тĕлĕкне кĕвве кĕртесшĕн пулнăн.

Арпедижиато вĕттĕн-вĕттĕн кулнăн,

Хуллен тем калаçать рояль.

 

Каç сĕмĕ çепĕç те вăрах.

Çыврать сар хĕр, —

Телейлĕ Нефертитти.

Мĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ ун —

Çиттĕр!

Чун хĕлĕхĕ пулмин хăрах,

Умра ăна телей кĕтет-и? —

Кĕттĕр!

 

Хуллен тем калаçать

Рояль.

Шута ӳксе адажио янрарĕ.

Епле кĕвви ун шанăçлă, мăнтарăн!

Хуллен тем калаçать

Рояль.

 

Тĕнче пĕр сывлами шăпах.

Ытарайми çу каçĕ.

Ырă.

Чунра вăранчĕ кĕвĕллĕ юп курăм,

Хаваслă, тивĕçлĕ шăпа.

Чĕре тулли янрать сăваплă юрă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 324 325 326 327 328 329 330 331 332 ... 796