Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сар ачапа сарă хĕрСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеКулăшла калавсемАслă халалИрĕк çилСинкерЫтла та вăрттăн юрату

Ухсая


Эп çул çинче, киле каятăп.

Алра Ухсайăн кĕнеки.

Часах эп шухăша путатăп,

Ак ман умра сăвă ăсти.

Ухсайăмпа чăваш мăнаçлă,

Вăл вăранать шухăшсенче.

«Ик чĕлхепе çын ик çунатлă»

Çакна упрар сăвăсенче.

Сăввăмсенче тĕнче юрлатăр.

Ухсайăм, эс çакна хакла.

Ман чăвашла та, тутарла та

Телей сунасчĕ Чăваша.

Юратнă вĕрентекен


Кунĕн-çĕрĕн тăрăшатăн,

Ир-ирех шкула васкатăн.

Пире эс пĕлу паратăн,

Пурнăçра та пулăшатăн.

 

Ыра сăмахсем калатăн,

Тӳррĕн эс утма пиллетĕн.

Ырлăхпа телей сунатăн,

Пирĕншен ялан çунатăн.

Хĕлле


Хĕлле çитрĕ ак тинех

Килĕшет мана питех.

Савăнма чуна хистет,

Пурнăçа тăсма пиллет.

 

Йелтерпе васкас тӳрех

Сывлăха упрас текех.

Юр пикесем ăсталар

Хел кунĕпе савăнар.

Пĕр-пĕччен улмуççи


(Вăрçăран таврăнайман кукаçие асăнса)

 

Канмалли куна тăван яла çула тухрăм. Юлашки вăхăтра час-часах пулма тӳр килмест-çке, çавăнпа та питĕ тунсăхласа çитетĕп юратнă аннесĕр, темле курăнман вăйпа туртакан кил ăшшисĕр. Хуларан тăтăш çӳреме те халĕ ĕлĕкхи мар. Çуралнă кил умне çитсе тăрсан алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăнине куртăм. Иккĕленсе пĕр самант тăнă хыççăн кӳршĕри Елюк аппаран килтисем ăçта кайнине пĕлес тесе пĕр-икĕ утăм турăм. Вăл мана чӳречинчен курнă пулас, хирĕç утса та килет. «Ĕнер каçхине кукаму вилнĕ, аçупа аннӳ унта кайрĕç», — терĕ вăл сывлăх суннă хыççăн. Ăна кил-çурта пăхкалама, выльăхсене апат пама хушса хăварнă иккен. Эпĕ вара аякри çултан килнĕ пулин те килте нумай тытăнса тăмарăм, кӳршĕ яла çуранах тухса утрăм.

Тĕрĕссипе кукамайăн йăмăкĕ вăл Таçук аппа. Тăван кукамая эпĕ кăштах çеç тĕлĕкри пек астăватăп. Вăл йывăр чирлесе вилнĕ чухне эпĕ 4 çулхи хĕрача çеç пулнă. Ватă кăна хĕрарăм пуçран шăлса ачашланине тĕлĕкри пек куç умне кăларса тăратма тăрăшатăп. Çавăнпа та мĕн астăвассах эпĕ Таçук аппана кукамай тесе чĕнеттĕм. Аннен хĕреснамăшĕ пулнипе те аннепе атте пире пĕчĕкренех ăна кукамай тесе чĕнме хăнăхтарнă. Кӳршĕ яла хăнана кайсан кукамай пире пĕремĕкпе-канфетпа, мăйăрпа хăналатчĕ. Пĕчĕк чухне мĕн чухлĕ юмах каласа паман-ши вăл пире? Сасси епле уçăччĕ тата! Юмах-халап каласа панă чухне юрласа пама та ӳркенместчĕ. Çуллахи вăхăтра кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне кукамайсен ялĕнчен килместĕмĕрччĕ те. Вĕсен урамĕнчи ача-пăчапа çывăх туслашнăччĕ. Ӳсерехпе вара, килти ĕç çумне çыпçăна пуçласан, сайрарах çеç яратчĕ анне. Кукамайсем патне час-часах пырса çӳрекен Матюк аппана ăçтан асран кăларăн? Эпир пынине пĕлсен вăл пире шултăра хĕвелçаврăнăшпа, мăйăрпа хăналатчĕ. Вĕсем шăкăл-шăкăл калаçнине эпĕ питĕ итлеме юрататтăм. Матюк аппа кас вĕçĕнчи пысăкрах мар йывăç çуртра пĕчченех пурăнать. Шăнкăрч вĕллине аса илтерекен пĕчĕк те тăпăл-тăпăл пӳрт умĕнче пысăк çĕмĕрт ӳсет. Çуркунне вăл каласа памалла мар тутлă шăршăпа таврана килентерсе ларать. Темле юмахри асамлă йывăçа аса илтерет вăл ун чухне. Кукамайăн вăрçă пуçланнă çул çуралнă хĕрĕ — Санюк, унăн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ, аякри хулара пурăнать.

Малалла

Манăн çул


Урамра çилпе кашлаççĕ

Шур туналлă хурăнсем.

Тăрисем чуна уçаççĕ,

Кĕвĕлеççĕ кĕвĕсем.

Çил вĕрет паян йăвашшăн,

Тыр-пула вăл ачашлать.

Çĕрĕпех çыран хастаррăн

Хурăнпа тем канашлать.

Тӳпери пĕр-пĕчĕк çăлтăр

Кăтартать манăн çула.

Çырмари шыв шăнкăр-шăнкăр

Илĕртет мана таçта.

Мăн чăваш чĕлхи кĕрлевĕ

Çĕклентерĕ халь мана.

Ман чуна вăл çитĕнтерĕ

Малалла сăвă çырма.

Ирхи тĕнче


Сехет хăвăрттăн васкать,

Улттă çитнĕ пулмалла.

Вăранма часрах ыйтать:

— Хĕвел тухнă — тăмалла!

 

Кантăка уçса ярсан

Хĕвел шевли часах кĕрет.

Уй хире тухса кайсан

Юрласа ĕçлес килет.

 

Сывлăм тивнĕ курăксем

Пуç таяççĕ ыр сунса.

Сенкер çурнă чечексем

Вăранаç мана курсан.

 

Çав тери хитре тĕнче

Илĕртет илемĕпе.

— Кур, Чăваш çĕршывĕнче

Çуралаç çĕн талантсем!

Çуркунне


Хĕвеллĕ кун, кулать çанталăк,

Юр хăвăрт-хăвăрт ирĕлет.

Яр! уçăлса каять ман алăк,

Савăннипе юрлас килет.

 

Çĕмĕрт, пилеш, улмуççисем

Лараççĕ ялкăшса та сарăлса.

Çура саваççĕ шăнкăрчсем.

Киленеççĕ вĕсем юрласа.

Пулăра


Ирех тăтăм васкаса

Паян пирĕн канмалла.

Чикрĕм ăман пуçтарса,

Пирĕн пулла каймалла.

 

Кукаçи пĕлет майне,

Ывăтать вăл вăлтине.

Акă тытрĕ пуллине

Сар çу пек чиперрине.

 

Кукам питĕ савăнса

Чĕртсе ячĕ кăвайтне.

Пурте пĕрле пухăнса

Çирĕмĕр пул шӳрпине.

Эсĕ уйăх пулсан...


— Кĕрсе çывăр. Кĕрӳсем ыран утă çулма каяççĕ. Ирех тăмалла, — терĕ мана арăм, лаç умĕнче кашăк-чашăк çăваканскер.

Тулли уйăх. Çăлтăрсем... Эпĕ вĕсем çине пăхса пăлтăр пусми çинче Розăна аса илсе лартăм.

Розăпа эпир кӳршĕллĕ районсенчен. Вăтам шкулта вĕреннĕ чух вĕсен класĕпе пирĕн класс пĕрле тĕлпулу каçĕ ирттернĕччĕ. Пире, арçын ачасене, хĕрачасем çумне лартрĕç. Манăн йĕкĕр çырă çивĕтлĕ, каçăр сăмсаллă, утмăл турат пек кăвак куçлă Роза çумне ларма тиврĕ. Каярахпа эпир пĕр-пĕрин патне именчĕк çырусем те çӳретме пуçларăмăр.

Ĕмĕтсем пĕр еннелле вĕçрĕç — иксĕмĕр те пединститута вĕренме кĕтĕмĕр.

Хĕллехи каçсенче те Розăпа урамра сăмса тăррине сивĕ çатăр чĕпĕтичченех çӳреттĕмĕр.

— Шупашкарта Алтăр çăлтăр кун пек курăнать. Пирĕн ялта кун пек мар. Сирĕн ялта мĕнле? — терĕ Роза тӳпенелле пăхса.

Иксĕмĕр те ахăлтатса кулса ятăмăр. Роза хирĕçлемерĕ, эпĕ ăна пĕрремĕш хут ыталаса хыттăн чуптурăм.

Вăл каçхине те тăрă тӳпере тулли уйăхпа çутă çăлтăрсем пурччĕ. Роза пĕрре ман çине, тепре вĕсем çине пăхса илсе кăмăллăн юрласа ячĕ:

 

Эсĕ уйăх пулсан,

Малалла

«Эп каллех аса илетĕп акă...»


Эп каллех аса илетĕп акă

Тĕттĕм каçăн уйăх çутине.

Çăлтăрсем курнатчĕç ваккăн,

Ас илеттĕм çуркуннен сăнне.

 

Ирсерен сыв пуллашаттăм

Çăлтăрпа, уйăхпала.

Нихăçан та манса каймăп

Вĕсемпе пурăннине.

 

Эп тата аса илетĕп

Хĕвел тухăç илемне.

Еплерех ăна кĕтеттĕм

Çутатсассăн ман енне.

 

Мĕн тата аса илетĕп?

Пур-çук хамăн кун-çула.

Пурăнма халех пĕлеймĕп

Ас илӳ, вĕрент мана.

■ Страницăсем: 1... 321 322 323 324 325 326 327 328 329 ... 796