Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Полк ывӑлӗҪул юлташӗКуçа-куçăнАсаттесемПирĕн çулталăкҪавраҫилÇавал сарăлсан

Хĕлле


Акă хĕл те çитрĕ,

Шурă юр çăвать.

Çӳлти çут хĕвелĕ

Ăшшăн ыталать.

 

Кунĕ ăшă, çутă,

Лăпкă çил вĕрет.

Шурă сăнлă пĕлĕт

Хăвăрт çеç вĕçет.

 

Пăрĕ хулăн çырмара,

Ачасем ярнаççĕ.

Савăнса та йăл кулса

Юлташсем выляççĕ.

 

Кунĕ лайăх, мĕн калăн,

Лăпкă, ăшă вăл паян.

Шурă мамăкĕ вĕçет

Манăн пит çине ӳкет.

Кушак


Пирĕн килте кушак пур,

Вăл ăслă та пит маттур.

Ирех тăрать, çăвăнать,

Шăши тытма вăл васкать.

 

Чупса тухать картишне,

Тапса сикет кĕлете.

Куçне чарса пăрахать,

Пĕр шăшине çаклатать.

Ман Чăваш Ен


Уй-вăрманпа утатăп эп,

Ял-хулара çӳреп.

Пĕр саншăн çеç пурнатăп теп,

Сан ятупа çиçеп.

Ан илĕртĕр мана ютпа,

Çук çак çĕртен хакли:

Ман Чăваш ен, ман чун кунта,

Манпа чăваш чĕлхи.

 

Эп чĕремпе пурнап кунта,

Вĕрет кунта ман юн.

Пĕр саншăн çеç çунса чунпа

Эп ирттеретĕп кун.

Мĕн кĕмĕл, ылтăн! Мĕн укçа! —

Пур чи кирли, хакли.

Ман Чăваш ен, таяп пуçа —

Манра чăваш чĕлхи.

 

Юрлатăп эп уяв пулсан,

Таш пуçласан — ташлап.

Тăшман кĕрсен шăл хăйраса

Шăлне çапса катап.

Ман ĕç — пĕр тĕк çунатунта,

Пĕр сас мал юррунти.

Ман Чăваш ен, ман кун-çулта

Кĕрлет чăваш чĕлхи.

 

2011, пуш, 7

Вуникĕ тăван


Вуник йăва мар пĕр чашăкра чашти-чашти сиксе çупа витĕнеççĕ, вуник саркайăк мар тăррине татса пăрахнă çемçешке йăмран хунав тураттисем çинче харкашуллă собрани туса ирттереççĕ, пĕр килре пурăнакан вуник тăван хушшинче çил-тăман тухса кайнă, тулта чечексем хĕвел ăшшинче тутлă шăршăсем кăларса ларнă кун.

Çил-тăманне вĕрсе чи малтан кăларса яраканни çав асăннă вуник тăванăн ватă кинемĕшĕ пулнă. Çĕлен пек чашкăрса, тĕве пек сурчăксене сирпĕтсе, туя вырăнне турчăка тытса, хаяр сăмахсем вĕçтерме тытăннă карчăк вунпĕр тăванăн Ахăлти ятлă аппăшне пăсăрлантарса.

— Кĕсре хӳри! — тенĕ. — Çакă пулчĕ-и эсĕ хапрăкра тĕртнĕ тавар? Çĕнĕ сараппан тăхăнса чиркĕве кайрăм. «Воспоти помилуйсем» юрланă чухне чип-чиперех тăраттăмччĕ. «Иже херувимы» юрласа ярсан, лапкана таварсем килнĕшĕн турра тав тăвас терĕм, чĕркуçленсе лартăм. Пуççапрăм, пуççапрăм, турă амăшĕн аллинчи ачи кулса янă пек пуличченех пуççапрăм. Вара турă амăшĕ ачи кулса янă пек пулсан, турă ман кĕллĕме илтрĕ тесе, чĕркуççи çинчен тăтăм та, пăхатăп. У-у, шуйттан çăпали!.. Ман сараппан вунвиç тĕлтен ирĕлсе кайнă. Çитцу пулман вăл сан, эрешмен карти пулнă. Мĕн тунката пек тăран! Мĕншĕн çавăн пек япăх çитцу тĕртсе кăлартăн! — тесе Ахăлтине тапнă янă уринчеи.

Малалла

Хĕллехи вăрманта


Шурă тумтир тăхăнса

Вăрман лăпкă çывăрать.

Юр пĕрчийĕ ташласа

Çӳл тӳпере çаврăнать.

 

Юхать шывĕ пăрланса,

Тутлă тĕлĕксем курать.

Пĕчĕк мулкач хăраса

Йывăç айĕнче ларать.

 

Хĕл Мучийĕ шăхăрса

Çил тăмана хускатать.

Выçă кашкăр уласа

Чĕрчунсене хăратать.

Çăлкуç


Çĕр тĕпĕнчен тапса тухса

Пĕчĕк çăлкуç шăнкăртатать.

Вăй пуçтарса мăнаçланать,

Пĕтĕмĕшне пурнăç парать.

 

Кунран-кунах ӳссе пырса

Çăлкуçĕнчен юханшыва,

Юханшывран тинĕселле,

Унтан вара пĕлĕтелле.

 

Вăл талпăнать, вăл çул хывать,

Çумăрпала çĕре анать.

Йывăр çулне пăхмасăрах

Чупать вăл малалла часрах.

Çуралнă кун


Тулта тăрать шартлама сивĕ,

Чунра паян ман питĕ ырă,

Мĕншĕн тесен Çуралнă кун,

Эп кĕтнĕ, тем пек кĕтнĕ кун.

 

Çулталăкра пĕрре пулать,

Сĕтел тавра хăна пухать,

Телейлĕ вăхăт парнелет,

Чуна вăл техĕмлĕх кӳрет.

 

Çуралнă кун, хаваслă кун,

Асран кайми чи паллă кун!

Ун чух мана атте-анне

Сунаç чи çепĕç сăмахне.

 

Ĕçре ялан хастар пулма,

Килтисене чунтан савма,

Аслисене хисеп тума,

Вĕренӳре малта пыма.

 

Çуралнă кун, телейлĕ кун

Нихçан манми хаваслă кун!

Ялан вăл пултăр çĕр çинче,

Унпа илемлĕ çут тĕнче!

Аслати


Тӳпе шăпăртатса юхать.

Тӳпе шатăртатса тăрать.

Уй-хирĕм çумăра сăхать.

Калча ем-ешĕл хăпарать.

 

Кĕлеткеме çӳçентерсе,

е çутатса, е сӳнтерсе,

теме тем урлă чĕнтерсе —

аçа çапать кисрентерсе.

 

Çап, çап, аçа! Çĕре чĕтрет!

Хĕвеллĕ пурăнăç ятне

кирлĕ мара ватса тĕпрет.

Эс — ман ратне. Эс — ман ратне.

 

Шухăшăмсем çуралнă чух

пуçра — хăватлă аслати.

Аслатипе анчах эп — чух!

Кĕрлевсĕр чунăн мĕн латти.

Каçхи хурахсем


Куçран чиксен те нимĕн курмалла мар сĕм тĕттĕм каç тăван хула çутисене аякка-аякка хăварса пушă трассăпа ыткăнчĕç вĕсем. Фара çутинче çулăн икĕ енĕпе тăсăлакан электролини юписем хăвăрт-хăвăрт мĕлтлете-мĕлтлете юлаççĕ. Руль тытса пыракан Сергей малалла ӳпĕнсех тĕттĕмлĕхе тинкерчĕ. Пуçне сырса илнĕ шухăшĕсем çине хурав шыра-шыра тарăхсах çитрĕ ĕнтĕ вăл: «Мĕскер пулчĕ? Ăçтан килсе тухрĕ вăл? Мĕншĕн ăна çавăн пек шăпа пӳрнĕ-ши? Кам айăплă?» Çине-çине килеççĕ вĕсем, пăт-пат хуравĕ те курăнкалать те, анчах епле çаклатса илес ăна? Епле уйăрас?

Руль тытса пыракан алăсем вĕттĕн чĕтреççĕ, сунарçăсенчен тарса хĕсĕннĕ чĕр чунăнни пек тĕлсĕр чупакан куçĕсем шала путнă.

— Руль умне лар! — чăтăмлăх çитереймерĕ Сергей, юнашар ларакан Митька çине кăшкăрсах пăрахрĕ. Çын мар, пĕрер пысăк йытă харлатса вĕрчĕ тейĕн. Çапасран хăранă Митька пĕтĕм кӳлепипе чĕрĕп пек хутланса ларчĕ.

Сергей машинăна чарчĕ, 200 çинче выртакан спидометр йĕппи нуль çине анса ларчĕ,алăкĕсене уçса хыçри ларкăчсем çине куçса ларчĕ. Çак вăхăтра салона ĕннĕ резина шăрши кĕчĕ, фарăсен çутипе асфальт çинче кустăрма йĕрĕсем хуралса выртрĕç. Çак вăхăтра Митька водитель вырăнне куçрĕ, руль тытма сайра-хутра кăна тӳр килнĕ ăна, çакă тӳрех сисĕнчĕ — мотор чăх-пăх турĕ те сӳнчĕ.

Малалла

Анданте-Ариетта


Ăсатрăм çулçă — сарăм хыççăн сарăм.

Мана ăсатрĕ çулçă, ыр сунса.

Умри çул кăкăрне нумай таптарăм,

Ыран патне çитесшĕн ăнтăлса.

 

Мĕн чухлĕ шухă ĕмĕт парнелерĕм!

Мĕн чухлĕ парнелерĕм чĕр вăй-хал!

Анчах Ыран —

— Çитет! — теме пĕлмерĕ.

Мĕн чул парсан та... Пурпĕрех — сахал.

 

Çул иртнĕçем ӳссех пырать-çке парăм...

Те тупсăм ытларах?

Те çухату?

Умри мăн çул...

Шавах чупать, мăнтарăн...

Унпа пулмарĕ пурăнса тату.

 

Умри мăн çул...

Ытарлă ăш çунтармăш —

Чуна вăратнă, сывă ырату.

Ăçта-ши яшă чухнехи пултарăм?! —

Текех ман пулмĕ ĕнтĕ çухату!

 

Каллех тапса килет ума хĕв шухăш!

Кĕрхи сăнра пĕр чĕптĕм çук синкер.

Унчченхиллех пулам-и, акă, шухă?! —

Вак-шак нушашăн тухмĕччĕ тинкем!

 

Пĕлӳ те, вăй та ĕнтĕ халĕ хаклă.

Пĕлетĕп эпĕ перекет мĕнне.

Кун-çул ăшши илемлĕ те артаклă,

Шав илĕртет вăл, шантарса çĕнне.

 

Анчах каять карти-карти хур кайăк...

Малалла

■ Страницăсем: 1... 323 324 325 326 327 328 329 330 331 ... 796