Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çил-тăвăлАслă халалЫлханлă хура çĕмĕртХĕрес хывнă хĕвелЮрату ҫӑлкуҫӗЮманлăхра çапла пулнăХĕрлĕ тюльпан

Лашасем


Урхамахсем çӳреç утса,

Тихасем тăраç тăпăртатса.

Пĕр лашипе пĕчĕк тихине

Хăваласа кайрĕç килне.

Амăшĕпе тихи пĕрле

Выртрĕç улăм çине çĕрле.

Лаша аса илчĕ амăшне,

Тиха курасшăн асламăшне.

Йывăр пурнăç лашасен.

Тарçăсем вĕсем çынсен.

Лашаран вăйлăраххи

Çут тĕнчере кам пур-ши?

Натали


Натали урок тăвать,

Чӳречерен пăхкалать.

Вăл тухасшăн урама

Ачасемпе выляма.

— Анчах пĕчĕк ĕçĕм пур,

Уроксем тумалла, мур!

Эх, тухасчĕ урама

Ачасемпе выляма.

— Ĕлкĕрĕп урок тума!

Халех чупап урама!

Çунашкапа конькипе,

Ярăнмашкăн йĕлтĕрпе.

Тĕттĕмленчĕ урамра

Юр туллиех урара.

Кайрĕç киле ачасем

Вĕренмешкĕн уроксем.

Утрĕ киле Натали.

Хатĕрленĕ ун валли

Çемçе минтерпе тӳшек,

Çывăрмашкăн меллĕ пек.

Натали урок туман,

Кĕнеке чиксе хуман.

«Иккĕ» илчĕ урокра.

Нумай ан чуп урамра!

Кĕтнĕ хĕл


Акă çитрĕ кĕтнĕ хĕл,

Урама тухса эс пĕл.

Савăнса шур пĕрчĕсем

Ӳкеççĕ çĕр çине вĕсем.

Ачасем хĕле саваççĕ,

Йĕлтĕрсемпе ярăнаççĕ.

Çунашкапа, конькипе

Хутаç çинче, кут çинче.

Кил умĕнчи Мучие

Ачасем юртан тăваççĕ.

Юнашар Юр пикене

Савăнсах капăрлатаççĕ.

Эпĕ те хĕле саватăп,

Туссемпе пĕрле вылятăп.

Питĕ лайăх япала,

Кĕтнĕ хĕл çитрĕ яла.

Мучи те мана савать,

Питрен чуп туса илет.

Хур аçи пек туйăнать,

Питĕ хытă чĕпĕтет.

Юр ăшне часрах чăматăп,

Пите юрпа явалатăп.

— Хĕл мучи, манран ан кул!

Хĕрлĕ йĕр, питре ан юл!

Тĕрĕс вĕт, тăвансем?


Каç кӳлĕм пирĕн çуртра пурăнакан Иван Иванович урамри сак çинче ларакан çынсене яланхи пекех çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕ.

— Паян, кĕске вăхăт хушшинчех, Мускавра пурăнакан йыснапа телефонпа калаçрăм. Ĕнер, вăт, Шупашкарпа, виçĕм кун Мурманскпа, ыран Владивостокпа калаçасшăн.

— Укçине ăçтан çитеретĕн вара çак хуласемпе калаçма? — ыйтрĕ унран вун çиччĕри Света.

— Ман, салиднăй оклад, плюс — премия, — хирĕç хуравларĕ вăл.

Чăн та, эпĕ тĕрлĕ хуласемпе калаçса курман. Пĕр кун, кăнтăр хыççăн, килти ĕçсем нумай пулнипе, Иван Иванович калашле, кĕске вăхăт хушшинчех «Канаш» хаçат редакцине «укçа тӳлемесĕрех» информаци пама шут тытрăм. Хавхалансах утатăп телефон будки патне. Телефонпа хура куçлăх тăхăннă пĕр çамрăк хĕрача хĕрсе кайсах такампа калаçать. Çумри тепĕр телефонĕ ĕçлемест. Кĕтсе тăрасси тесе автовокзал çумĕнчи лавкка патĕнчи телефон патне утатăп. Унти телефон кĕпçине касса кайнă тата. Вăхăта кĕскетес шутпа мороженăй илсе çирĕм, автовокзалти комиссионнăй лавккара пултăм. Пĕр çирĕм минут иртсен каллех телефон патнелле утатăп. Хайхи, куçлăхлă хĕрача, çавăнтах иккен-ха, хĕрсех калаçать. Кукăль илсе çиетĕп, автовокзалăн иккĕмĕш хутне хăпарса чей ĕçетĕп. Çур сехет те иртсе кайрĕ пуль ĕнтĕ. Ба! Татах çав хĕрача тăрать, черетре пĕр вунă çын тăраççĕ-тĕр. Çынсем пăшăрханнине кура эпĕ те чăтаймарăм:

Малалла

Шута ӳкни


Пĕлеймерĕм:

Мĕншĕн ӳпкелерĕ,

Çӳçренех лăскарĕ çил мана?

Ăнланмарăм:

Мĕншĕн йуçĕ эрĕм

Кăтăкларĕ йĕпхĕртсе чуна?..

 

Мĕншĕн анăç антăхса юнарĕ?

Хĕрлĕ хĕм хĕлхемĕ пĕрхĕтсе!

Мĕншĕн кĕр тăманĕ пит васкарĕ?

Сив хĕле тăмарĕ вăл кĕтсе?..

 

Шурă хут — мĕн пурĕ — йăлт пĕлесшĕн.

Хуравне хывасшăн — сĕвемшер.

Тăранми ыйтать-çке, мур илесшĕ!

Кĕвĕçĕ арăм евĕр кӳлешет.

Тăван çĕршыв


Çак çут тĕнчемĕр ик хĕвеллĕ:

пĕри куллен çиçет çӳлте,

тепри талăксерен шевлеллĕ

кашни пӳртре, кашни килте...

 

Тăван çĕршыв — хĕвел вăл пирĕн.

Ăшши, çути ĕçчен валли.

Хулан та ялăн, сăртăн, хирĕн

çӳрет çынсен хитре кулли.

 

Тăван çĕршывăма пăхаççĕ

планетри континентсем,

вăл уçнă çул çине тухаççĕ,

Çĕре хăюллăн çĕнетсе.

 

Тăван çĕршыв — телей çĕршывĕ,

чăн çамрăклăх çĕршывĕ — вăл.

Ялан пурнасчĕ ырă-сывă,

ялан хĕвел çуталтăр йăл!

Пытарни


Коммунизм хĕрлĕ ялавне

Чун тухиччен çĕре ӳкермен.

Çеçпĕл Мишши

 

Хурланатпăр.

Çемçелен кăмăла

шăл çыртса хытаратпăр.

Шăп пыратпăр.

Йывăр сывă чуна!

 

Мучие юлашки хут çула ăсататпăр,

мучие ялĕпех чыс туса пытаратпăр,

пытаратпăр — Çынна.

Пичĕ шурă,

 

çĕнĕрен вăранаймĕ унта уçă кулă,

ĕнĕ урăх

çунас çук хĕрелсе...

Тупăкра... хускалми... Чуна çывăх

салхулăх,

чуна çывăх сăпайлăх, таса ыратулăх

çухалать тĕлкĕшсе.

Пĕтереймĕ,

 

тĕппипех пĕтереймĕ

шăнтса сивĕ вилĕм,

çук, çĕртеймĕ

унăн чаплă ятне.

Чĕнтĕрленĕ тупе хальхиллех

илĕм-тилĕм,

 

хальхиллех ăна ăшшăн кашни аса илĕ,

мухтаса кун-çулне.

Урасемсĕр

тăрса юлнă пулин те çĕршывшăн,

Мускавшăн

вăл ӳкмесĕр

Малалла

«Каçса кайса вулатпăр-и роман...»


Каçса кайса вулатпăр-и роман

е каласа парать-и ветеран —

 

чун-чĕрене хыватпăр: чăннипех,

фашист йăхне хăюллăн çĕннипе

 

çуралнă вăрçăра пăхаттирсем —

çĕршывшăн ĕмĕр-ĕмĕр чĕррисем.

 

Хисеп те чью мухтавлă паттăра!

Анчах та урăххи те пур асра:

 

васканă хăшĕ юнлă вăрçăрах

сутма та сутăнма, хăра-хăрах.

 

Сутма васканă — пурнăç илемне,

тупма васканă — йытă вилĕмне!

Хĕçпе çурла


Пĕрремĕш пайĕ

«Эп ачаччĕ...»


Эп ачаччĕ,

Лайăх астăватăп.

Асанне чĕрçи çинче ларса:

«Асаннем, хăçан-ши

пысăк пулăп?» —

Теттĕм чăр-р! ăна

Куçран пăхса.

 

Шухă çиллĕ,

Тĕксĕм кĕрхи каç,

Ăшăнмах чĕртем кăмакана.

Яшлăхпа ачалăх ытаруллăн

Аякран ал сулчĕç те мана —

Ăмăртсах чупаççĕ, уйрăлаççĕ,

Аякра-а-ан салам ярса тăраççĕ.

Саламне эп йышăнма хавас,

Вăхăчĕ иртет-çке, мĕн тăвас?

 

Ватлăх кăчăк туртрĕ те мана:

«Хĕрĕм, кĕр-ха, — терĕ, — хăнана».

Ах, суятăн, кинеми, суятăн,

Иртерех хăв алăкна уçатăн.

Ан сыхла,

Тархасшăн, ан васкат...

Çитĕп сан патна эп пурпĕрех,

Кĕрĕп каярах, чĕнмесĕрех.

■ Страницăсем: 1... 326 327 328 329 330 331 332 333 334 ... 796