Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнҪул юлташӗÇамрăк ĕмĕтИрĕк çилПограничниксемКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеПулать-çке пурнăçра

Çулла ку...


Çулла ку, анчах та çу иртнĕ тĕлте.

Асту-ха тухсан эс таса уй-хирте:

Часах та туятăн — уйсем урăхла,

Чечен çеçке-курăк çиçмест тавралла.

Е пыр вăрмана ак... Вăрман хушшинчен

Çĕр тĕрлĕ сас-юрă тухмасть кайăксен:

Шур хурăн çинче тек куккук авăтмасть,

Ĕшне хĕрринче те шăпчăк юрламасть.

Кас-кас вашлатса пĕр килет сĕврек çил,

Вăрман хумханать ак — сăна, сиссе ил:

Кашлать çӳллĕ чăрăш, суллать туратне,

Кашлать — ӳпкелет вăл васкан çу кунне;

Кăра çил вĕрсессĕн типшек çулçăсем

Вĕçсе вĕлкĕшеççĕ вăхăт-вăхăтран;

Типшек çулçăсем... çурхи çеçкесем! —

Пĕр сассăр ӳкеççĕ тăван туратран...

Шенкер тӳпе тăрăх хăмăр пĕлĕтсем

Хуллен шăвăнаççĕ хĕвел айнелле,

Унтах — çула тухнă хура хăлатсем

Майпе ярăнаççĕ тĕнче хĕрнелле...

Хĕвел йăлкăшать-ха, çанталăк вĕри, —

Анчах сенкерленчĕ çут тĕнче хĕрри.

Сив кĕр те çитмен-ха, инçе вăл, инçе,

Çавах ун чаршавĕ — çанталăк çинче.

 

Çаплах пурнăçра та, çур ĕмĕр иртсен

Темле сисĕм-туйăм тытать кăмăлна;

Малалла

Улăпсем


Те чăнах ку, те юмах,

Пулнă тет вăл авалах:

Аслă Атăл хĕрринче

Тĕрлĕ халăх хуниччен,

Ирĕк ĕшне-уйсенче

Çуртсем, ялсем курниччен,

Хусан хули лариччсн,

Мускав чапĕ сарличчен,

Инçе-инçе, пĕр çĕрте,

Çут çеçен хир варринче

Пысăк чатăр ларнă тет.

Ларнă вăл ту çумĕнче.

Аслă пулнă ку чатăр:

Урлăш-пирлĕш — пин хăлаç.

Çӳллĕш — пĕлĕт çӳллĕшех.

Курăннă вăл сăрт пекех.

Унта катмар пăхаттир —

Ахрат-улăп пурăннă тет.

Чиксĕр вăй та хыт ӳт-тир

Çак Ахратăн пулнă тет.

Пурăннă вăл пĕччен мар —

Ватă амăшĕпеле,

Тырă-пулă туса мар,—

Выльăх кĕтĕвĕпеле.

 

Ахрат пĕвĕ ачаллах

Иртнĕ вăрман пĕвĕнчен,

Ăсне-халне çамрăклах

Палăртнă вăл пур енчен.

Йышлă выльăх-чĕрлĕхрен

Мăн Улăпа çӳреме

Пулнă пĕрре уйрăмах

Çил çунатлă урхамах.

Урхамахăн кӳлепи

Пулнă таййăн ту пекех,

Патри çӳле ту тӳпи

Иртнĕ унран çухрăм çех.

Урхамахне утланса

Улăп çӳренĕ текех,

Малалла

Яков Ухсайне


Умăмра ман Ухсай кĕнеки –

Поэт сăввисенĕн пуххи.

Сикет ман чĕрем кăкăрта,

Вулатăп хуллен ăшăмра.

 

Часах çитерет вăл илсе

Ĕмĕтпе юнлă вăрçă хирне.

Е тата шухăша путарса

Çитерет самантрах Пушкăрта.

 

Ак умра вăл юратнă хирсем,

Вăрмансем, çарансем, улăхсем.

Ак кĕçех эпĕ палăк умне

Çывхаратăп хума чечексем…

 

Эп вулатăп Ухсай çырнине-

Хам куратăп поэт сăнарне.

Умăмра ман Ухсай кĕнеки –

Ухсай çырнисенĕн пуххи.

Паскаль виçкĕтеслĕхĕ


Туратсемпе сарăлса кайнă йăмра айĕнче шалпар шăлаварлă, çаруран, кĕпине йӳле янă арçын ача кăшкăрать.

— Леша! Леша тетĕп! Мĕншĕн чĕнместĕн? Манран çавах пытанаймастăн. Эсĕ анасса кĕтсе илетĕпех!

Çӳлте нимĕнле сасă та çук. Юнашар йăмра çинче çеç виçĕ-тăватă курак кранклатать. Кăштахран ача йывăç айĕнче патак тупрĕ те ăна йăмра тăрринелле вăшлаттарчĕ, унтан татах итлерĕ: сас-чӳ халĕ те илтĕнмест.

Лăпăска йăмра айĕнче тăракан ача, Эртиван ятлăскер, çӳлтинчен виçĕ çул аслăрах. Леша Красков пĕрремĕш класа кайнă чухне вăл виççĕмĕшне çӳретчĕ. Улттăмĕшĕнче Эртивана хăваласа çитрĕ-çитрех Леша. Ачи вăл кашни класра тенĕ пек япăх вĕреннĕшĕн икĕ çул лармаçть. Сысна вити пек пĕчĕк çуртра амăшĕпе çеç пурăнаканскерĕн кунсерен шкула утас вырăнне пуян ялсем тăрăх ыйткаласа çӳреме тивет. Аслă вăрçă пуçланиччен унăн ашшĕне ялти кулак тесе Шупашкара тытса кайнă теççĕ. Унта илсе каякансем ăна çăмăллăн çеç тумлантарнă имĕш. Çавăнпа çанталăк сасартăк чăтмалла мар сивĕтсе лартсан Эртиван ашшĕ Канашран иртсенех ӳпке чирĕпе йывăр чирлесе ӳкет те, каялла унăн виллине çеç турттарса килеççĕ. Çапах та кайăк вĕçсе каçайми пĕтĕм хуралтине сутаççĕ, тăлăха юлнă арăмĕпе Эртивана аслă çуртран сысна витине хăваласа кăлараççĕ.

Çĕнĕ çул


Çăн халавлă çĕн çулталăк

Çитрĕ — шăппăн пуçланать;

Çĕнĕ çулăн çĕнĕ алăк

Систермесĕр уçăлать.

 

Алăк витĕр ĕмĕр куçĕ

Пăхрĕ, кулчĕ аякран;

Çутă ĕмĕт — пурнăç пуçĕ —

Чăмрĕ ун патне малтан.

 

Ĕмĕт хыççăн пур чĕр чун та

Харăс кĕчĕ Çĕн çула.

Тĕттĕм каç та, çутă кун та

Илĕртеççĕ малалла.

 

Ĕмĕр сыппи çĕн çулталăк

Вăрăм çурт пек вăл тăрать:

Виç çĕр утмăл пилĕк талăк —

Йышлă пӳлĕм ун пулать.

 

Йышлă пӳлĕм-пӳлĕм витĕр

Утса пирĕн тухмалла...

Мĕн курнийĕ — юлтăр, ирттĕр

Пирĕн пурнăç малалла.

 

Килех, Çĕн çул! Малаш енĕн

Тикĕс çулне уçса пар!

Пур чĕр чуншăн, этемсемшĕн

Канлĕ, çутă пурнăç яр!

 

Кив çулталăк, яланхи пек,

Юлтăн эсĕ хыçала...

Сывлăх сун та, — çултан-çул тек

Тăрса юлах авала!

Хĕлле


Килсе çитрĕ сив хĕлле,

Ӳкрĕ юр та çĕр çине.

Шур пĕркенчĕк айĕнче

Лăпкăн тĕлĕрет тĕнче.

 

Сивĕ-сивĕ Хĕл мучи

Питрен-куçран чĕпĕтет.

Пит алхасать çил ачи —

Хĕл çитнине систерет.

 

Тӳпери салху хĕвелĕн

Пит кĕске-çке урисем.

Çутатсассăн та илемлĕн

Çук ăшши текех вĕсен.

 

Ачасен çеç ирĕн-каçăн

Лăпланмаççĕ сассисем.

Çил вĕрсен те кассăн-кассăн

Шăнас çук вĕри чунсем.

 

Иртенпех, ак, çил ачи те

Маннă тейĕн хăй ĕçне.

Мĕн усси, вăл чĕпĕтсен те

Кĕрес çук никам килне.

Кĕркунне


Йывăçем ытарми халь курнаç,

Кăнтăра çул хываç кайăксем.

Чечексем те текех ешермеç,

Чарăнми çеç лӳшкеç çумăрсем.

 

Вăрманта чĕр чунсем пĕрех май

Хатĕрлеç çимĕçсем хĕл валли:

Йĕкел, мăйăр, кăмпа, тем çырли

Сĕтĕреççĕ вĕсем пит нумай.

 

Уй-хирте ав ĕç шавĕ кĕрлет,

Кĕлете тырă-пулă кĕрет,

Нӳхрепе пахча çимĕç кĕрет,

Хăй ĕçне кашни вăхăт пĕлет.

 

Иртсе кайрĕç хуллен çу кунсем,

Асра юлчĕç шыва кĕнисем.

Тумланать ав вăрман сарă тум,

Сывă пул эс, çулла, сывă пул!

Яков Ухсая


Чăн чăваш çыравçи эс, Ухсай,

Тав тăватпăр эпир кăмăлтан.

Сăввусем çав тери сан нумай,

Манас çук сан ятна нихăçан.

 

Юратса эс чăваш халăхне

Сăвăпа тек мухтарăн çуллен.

Парнелерĕн манми туприне,

Паллашатпăр унпа халь куллен.

 

Сăввусенче чăвашăн чапĕ —

Вĕсем сăнлаç чăваш вăйне.

Сан сăввусем çăл куç пек тăрă,

Йĕрлеç чăвашăн кун-çулне.

Сывпуллашу вальсĕ


икĕ пайлă пьеса

 

Вылякансем:

Иван Яковлевич Яковлев — Чăваш шкулĕсен инспекторĕ, авланман каччă.

Екатерина Григорьевна — учительница, качча тухман хĕр, Иван Яковлевичăн çамрăк чухнехи савнийĕ.

Павăл — ямшăк, çамрăк арçын.

 

1877 çул. Çĕртме уйăхĕ.

Аслă çул хĕрринчи трактир. Трактирта купăс кĕвви илтĕнет. Пĕр ватă çын пуçĕнчи карттусне хывса хунă та пукан çинче купăс каласа ларать. Трактира апатланма кĕрекенсем ватă çыннăн карттусĕ çине вак укçасем пăрахаççĕ. Яка тумланнă Яковлев килсе кĕрет. Вăл çара пуçăн пичĕ таса, мăйăхсăр. Аллинче портфель. Хыçĕнчен унăн ямшăкĕ Павăл кĕрет, аллинче кĕске пушă. Ямшăкăн çи-пуçĕ кивĕрех пулсан та, пĕрех хула çыннин тумĕ.

 

Яковлев (ямшăкне). Павăл Константинович, эс манса кайрăн-им, ку лаша вити мар, трактир! Пушшуна лав çине хăвармаллаччĕ, шаларах чиксен никам та йăтса каяс çук.

Павăл. Чĕн пушă-çке-ха вăл, такам пĕçертсе кайсан, алăсăр тăрса юлнă пекех пулĕ, çавăнпа хамран хăвармастăп ăна.

Малалла

Асанне


Асаннен кăпăшка та çемçе аллине

Сĕртĕнсе ачашлассăм килет.

Пĕчĕк чух ун аркийĕ çинче сикнине

Каялла тавăрассăм килет.

 

Пурăнма вĕрентсе ыр сĕнӳ панине

Манас çук эп нихçан, асанне.

Вĕренни яланах çут маяк пулнине

Ăнлантарнă эсех, асанне.

 

Кăвакрах-шурăрах кăшт сайралнă çӳçне

Шухă çил те хăш чух сĕртĕнет.

Шырас çук эп тепре сан пекех хаклине,

Ырлăху сан пурне те çитет.

■ Страницăсем: 1... 312 313 314 315 316 317 318 319 320 ... 796