Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йăмраллă ялАкăшсем таврăнаççĕХĕçпе çурлаЫтла та вăрттăн юратуХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхИлле ТăхтиТаркăн

Крыльца çинче


Эп тухрăм каç килсен крыльца çине.

Чĕвен тăрса юхать çил кĕрт çийĕпе,

Иртсе каян çамрăклăха чарас пек,

Иртнĕ куна çитме тухса чупас пек.

Йĕрет вăл лăпчăнса карлăк çумне,

Ӳкĕтлесе чĕнет мана хăйпе.

Ытла та шел: манран килес пулсан,

Эп чарăттăм, эп чупăттăм хыçран.

Чĕркуçленсе ларса, пĕр вăтанмасăр

Тархаслăттăм: «Тăхта, епле-ха сансăр?»

Çак паянхи хама ыталаса

Ĕмĕрлĕхех хăварăттăм хамра.

Гусар


Пĕр ĕмĕр çурă каялла

Çуралнă пулсанах,

Гусар эп пулнă пулăттăм,

Вутпа, хĕçпе, тен, çырмăттăм,

Шур хут, тен, тытмăттăм алла.

Гусар вăл — чăн çынах.

 

Гусар, гусар, гусар!

Халь ак çапла юрлар:

Пĕрле пулар, тăван пулар,

Пур тамăка кĕрсе тухар.

 

Гусар эп пулнă пулсанах

Вутпа, хĕçпе, юнпа, чунпа

Эп çырăттăм, эп юрлăттăм!

Тĕнче хĕрне эп тупăттăм —

 

Санпа эп пулăттăм чăнах,

Паян эп пулăттăм санпа...

 

Гусар, гусар, гусар!

Халь ак çапла юрлар:

Пĕрле пулар, тăван пулар,

Пур тамăка кĕрсе курар.

 

Гусар пулас килет пулсан,

Эс пул хастар та, чăрсăр пул!

Санран килет, санран килет

Телей те, тулăх та тивлет.

Савни калать тĕк: «Эпĕ — сан»,

Эс тух çула, сан вăрăм çул...

 

Гусар, гусар, гусар!

Халь ак çапла юрлар:

Пĕрле пулар, тăван пулар,

Пур тамăка кĕрсе курар.

 

Эп халь гусар, чăнах гусар.

Пĕр ĕмĕр çурă каялла

Малалла

Пурнăçра çул кăтарттăр ватти


Сывă чух вăхăт çук ватăлма,

Майĕ пултăр ĕçпе савăнма.

Иртнине хумханса асăнатпăр,

Малалла тинкерсех ватăлатпăр.

 

Пурнăçра çул кăтарттăр ватти,

Ватă çынсăр килте мĕн латти.

Кашни çыншăн пĕрех килет ватлăх,

Пурнас мар çĕр çинче кăшт çеç ятлăх.

 

Тарпа пиçнĕ эсир яшлăхра,

Ма ыр кун курас мар ватлăхра?

Ахальтен каламасть-çке ват халăх:

«Ватлăхра ан пăрахтăр патшалăх!»

 

Сывлăх пултăр сире, Ватăсем!

Ырлăх пултăр сире, Ватăсем!

Ман усрасчĕ сире ватăлмасăр,

Пурнăçран нихăçан татăлмасăр.

Арçури


I

Амбар умĕнчи вырăн çине выртса, Кавĕрле çывăрса кайма пуçланăччĕ, анчах калитке шăлтăрт туса уçăлни ăна кансĕрлерĕ. Калитке сасси хăлхана кĕрсенех, Кавĕрле куçне уçса ячĕ. Калиткерен хура мĕлке пек çын кĕчĕ, тӳрех Кавĕрле патнелле пычĕ.

— Кавĕрле! — тесе чĕнчĕ кĕнĕ çын хуллен. Сассинчен Кавĕрле хăйсемпе юнашар Микулана палларĕ. Кавĕрле, пуçне çĕклесе, минтер çине чавсаланчĕ. «Мĕн шутпа çӳрет-ши вăл çĕр хута? Мĕн каласшăн-ши вăл?..» — шухăшларĕ Кавĕрле.

— Эсĕ çывăрмастăн-çке, — терĕ Микула ăшшăн, Кавĕрлен ури вĕçне пырса ларса.

— Çывăрсах каяйман-ха, — терĕ Кавĕрле, анасласа илсе.

— Итле-ха, эсĕ маншăн пĕр ĕç тума пултараймăн-ши? — терĕ Микула.

— Мĕнле ĕç?

— Кĕлтесем çухалкалама тытăннăранпа хир хуралне комсомолецсем черетпе тăма пуçланине пĕлетĕн вĕт-ха эсĕ?

— Пĕлетĕп, вара?

— Ман вырăна пĕр каçлăха хир хуралне каймастăн-ши тетĕп.

— Ху ăçта каятăн, ху мĕншĕн тăмастăн?

— Мана пусă хуралĕ тăма черет тивнĕ, вăл каç эпĕ килте пулаймастăп пулĕ. Йăлăма каю çулма каятăп: те килейретпĕр çав каç, те килейместпĕр. Çумăр пулсан, тен, килеймĕпĕр те, çавăнпа эпĕ сана, хам çитеймесен, ман вырăна хурала каймăн-ши тетĕп.

Малалла

Пур!


Пур чăвашра чăн-чăн арçынсем, пур!

Кăвар чĕреллĕ, сисĕмлĕ, маттур!

Чăваш йăхне кăшларĕ-ватрĕ мур,

Çапах та чăвашра чăн-чăн арçынсем пур!

Хĕрарăм хул пуççийĕ çийĕнче

Ларсассăн та асаплă çут тĕнче,

Çут ĕнчĕ çиçнĕн хăйăр хушшинче

Пур — ĕненетĕп! — чăваш арĕ çĕр çинче.

Чăн-чăн чăваш арçынĕ пулнăран,

Ăна чунтан, савса, юратнăран,

Хĕрарăма хăратмĕ хура-шур.

Чăваш пики ĕçре вут пек маттур.

Пур чăвашра чăн-чăн арçынсем, пур!

Кăвар чĕреллĕ, сисĕмлĕ, маттур!

Вĕсене курма çеç пĕлмелле!

Вĕсене савма çеç пĕлмелле!

«Ах! та «ах»! тесе çеç çӳрес пур...»


«Ах! та «ах»! тесе çеç çӳрес пур,

Пурăнас та çук çут тĕнчере!

Курмаллах этемĕн хура-шур,

Унсăрăн аталанмасть чĕре.

Асапа çĕнсе, этем, йăл кул!

Хуть хăçан та савăнăçлă пул.

Шырасассăн кукăр, çăмăл çул,

Ырлăх сĕнмĕ пурăнăç — кун-çул...

Тĕл пулмалли тĕл пулусем çинчен


Каллех ак каç ман алăк умĕнче,

Çăл пури пек шăпланнă подьездра.

Тытса чарас пек шăннă çанăран,

Юра силлет пальто çухи çинчен.

 

Кун каçипе упранă шанчăка

Кĕтсе илмесĕр, хам кӳлешĕре

Каллех эп хупрăм чĕмсĕр кантăка,

Тӳпе çухалчĕ манăн пӳлĕмрен.

 

Кĕтмен чăнах, кĕтменччĕ ку каçа

Ман тĕл пулман тĕл пулусемшĕнех.

Ыран кăна... вăл çеç чуна уçать.

Каллех темччен, темскер кĕтнишĕнех.

 

Чунри хĕлхем, санран ыйтас килет:

Кам тĕл пулу кĕтет ыран манпа?

Никам та, тен, никам та, кам пĕлет?

Тĕл пулăп, тен, ыран эп Никампа.

 

Эп калăп, тен, салам, ку эп-ха, эп.

Ман ăраскалăм эсĕ, тен, — пĕрех!

Епле-ха сансăр, хăть те кам хăех

Сана ал тытнă пулĕччĕ тӳрех...

 

Ах, мĕн тери пĕччен-çке эп, пĕччен.

Тăхта, тăхта, çывхарнă ир мĕлки.

Çак сăввăма çырса пĕтериччен.

Тăхта, эс пулăн сăвă юлашки.

 

Ыран куна кĕтсе, ун умĕнче

Çырса пĕтмен сăвва вуланă пек,

Тĕл пулмалли тĕл пулусем çинчен

Шанса та хĕмленсе шутлатăп тек...

Алăксене уçсассăн


Уç алăксем çĕрле ялан хăрушшăн курăнаççĕ.

Тен, çавăнпах çынсем каçа алăксене хупаççĕ.

Çырлахтарман Турра çынсем ялан çырлахтăр теççĕ,

Инкек килсессĕн, чи малтан вăл иртессе кĕтеççĕ...

Тĕнче вылять, тĕнче кулать, тĕнче вилет ир-каçăн.

Тĕнче хăрушшăн курăнать алăксене уçсассăн.

Пĕчĕк колхозниксем


Кăркуç çĕрле, вунă сехет тĕлĕнче, килне таврăнчĕ. Çывăрма выртнă амăшĕ Кăркуçа кăмăлсăр мăкăртатса, ахлатса тăрса уçрĕ. Краççынне кăштăртатса пырса çутрĕ. Хĕсĕкрех куçĕсене уçса ярса, çутта пăхаймасăр, питне-куçне пĕркелесе илчĕ те Кăркуçа ӳкĕтленĕ сасăпа:

— Шартлама сивĕре те таçта чупса çӳретĕн. Тумтирӳ ытла та çӳхе. Шăнса пăсăлăн, ачам! — терĕ.

— Эпир урамра çӳремен вĕт. Шкулта пухăнса лартăмăр, — терĕ Кăркуç. Унтан, саплăклă пиншакне хывса, пăтана çакса ячĕ.

— Çĕрулми, ав, сĕтел çинчех, çи! — терĕ те амăшĕ вырăнĕ çине кĕрсе выртрĕ.

Кăркуç вуникĕ çулхи лутрарах, хура пуçлă ача. Мăйĕнче пионер галстукĕ. Шур пир кĕпе, кăвак йĕм тăхăннă. Урине çĕтĕкрех çăм тăлапа çăпата сырнă.

Кăркуç, аллине çуса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Алшăллипе витсе хунă çăкăра касса илчĕ те сивĕ çĕрулмине тăварпа пуçса çиме тытăнчĕ. Уй улми пек вĕтĕ çĕрулми, кăмакана хывса пĕçернĕскер, чĕн пек, пĕрре те тутлă мар. Шуратнă чух алла çыпăçать. Кăркуç ялхуçалăх выставкинче курнă çĕрулмине аса илчĕ. Мĕн тĕрлĕ шултăра, таса çĕрулмисем! Çиме те вĕсем тутлă, кĕрпеклĕ пулмалла! «Кĕл сапса лартнă çĕрулми» тесе çырса çапнăччĕ. «Эпир те колхозра килес çул çĕрулмине те, тырра та кĕл сапса туса пăхар-ха», — терĕ Кăркуç хăй ăшĕнче. Хăйĕн шухăшне унăн амăшне пĕлтерес килчĕ.

Малалла

«Этемлĕх çийĕн хĕç тăрать çакăнса...»


Этемлĕх çийĕн хĕç тăрать çакăнса...

Хĕç ӳксен татăлса,

Этемлĕх выртĕ кăнса...

Кам çакнă çак хĕçе?

Этемлĕх — хăй!

Хĕç ӳкĕ кĕçех —

Чармасан Ырă Вăй.

Этемлĕх пурнăçĕ —

Этемлĕх аллинче.

Айван этемлĕх

Шутламасть кун çинчен.

Хăйне хăй пĕтерӳ —

Этемлĕх пуçĕнче...

Пурнать этемлĕх иртĕхсе-ĕрĕхсе:

Паян пултăр ĕçмелли, кӳпмелли, киленӳ!..

Варлать уçлăха — тав-шава пĕрĕхсе...

Этемлĕхре çук этеплĕх — таву, ĕненӳ...

Эп — çакна калакан —

Этемлĕхе çăлма тăракан.

Ан пул, этемлĕх, ухмах, таракан!

Чарăн, урма-ахăрма!

Ан тивтĕр сана макăрма!

Вилĕм — сывлан сывлăшу!

Наркăмăш — çимĕçӳ, аш-пăшу!

Сыхла хăв килне — çут çанталăка!

Сыват хăв чунна — ĕмĕрлĕх палăка!

Пис вăрçăран! Хур ан ту хăвна!

Пусар хăвăнти вĕчĕрхенчĕк тăвна!

■ Страницăсем: 1... 303 304 305 306 307 308 309 310 311 ... 796