Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сар ачапа сарă хĕрКулăш кустăрмиКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томЙышăнман сăмахсемШăплăхри аслатиСана ҫырма сӑмах ҫитет

Вилсен те усăллă пуласчĕ


Вилсен те усăллă пуласчĕ,

Хĕвел пулса çӳлтен куласчĕ.

Хам халăха ялан куласчĕ,

Хам халăха ялан юрасчĕ.

Чун ăшшине ăна парасчĕ,

Чун çутине ăна ярасчĕ.

Эпир кашни — хĕвел хĕлхемĕ.

Турă ачи — чăваш этемĕ.

Чăваш чĕлхиллĕ турăсем

Çут тĕнчене кӳнĕ илем.

Кам иккенне эпир манман.

Çӳл тӳперен ахаль анман.

Турăсенчен илнĕ пехил,

Çĕр чăмăрне тума ЫРКИЛ.

Телейлĕ пул


Куçунта — тĕтре.

Сивĕ сĕм — питре.

Сăмахласшăн мар, эс, манпалан.

Хам апла пулсан,

Пĕчченех паян,

Чунрине уçса, сана калам.

Халиччен сана

Эпĕ, курсанах,

Савăнса тăраттăм ача пек.

Чĕрере ялан

Çуралатчĕç ман

Кĕвĕсем çут туйăм ячĕпе.

Эсчĕ ĕмĕтре,

Саншăн çеç чĕре

Ăнтăлса тапатчĕ кăкăрта.

Эсĕ çеç, анчах,

Ман валли пачах

Ăшшуна памарăн хуть пăртак.

Тертленсе, шанса,

Вĕресе, шăнса

Шухăшлаттăм эп çине-çине

Сан çинчен кăна,

Çунтарса чуна,

Ăнланмасăр эсĕ юттине.

Юрĕ, тавтапуç!

Уçăлчĕ ман куç,

Сăрхăнать пулсассăн та куççуль.

Ан çилен мана.

Пар хуть аллуна —

Мансăрах, эппин, телейлĕ пул.

Кам-ши эсĕ?


Сан сăну тирпейлĕ,

Капăр та илемлĕ,

Хĕм çапать санран.

Куçă — йăлтăр-йăлтăр.

Калăн — çутă çăлтăр

Курăнать таçтан.

Шанчăклă эс арăм,

Чунă санăн тарăн:

Пур асам унта.

Уçă та вăл ырă,

Камшăн та пур вырăн

Сан кăмăлунта.

Упăшка тесессĕн,

Ун ятне илтсессĕн,

Эс çиçсе тăран.

Ачусем сан тутă,

Пӳрт-çурту та çутă,

Эс тăрăшнăран.

Юратма пĕлетĕн,

Кăмăла çĕклетĕн.

Кам-ши, эс, теес?

Чĕвлти чĕкеçĕм,

Манăн арăм, эсĕ!

Ку вăл — эсĕ, эс!

Ĕненмерĕç


— Пурнăçра сахал мар тĕлĕнмелле ĕçсем пулаççĕ, — терĕ пĕри, хăрах аллипе ларакан чей стаканĕнчен тытса, тепĕр аллипе кăлпасси тирĕпе выляса. — Пĕрре манăн хĕрĕх çулхи кĕлеткеме йăтса Атăл леш енчи хăма çуракан заводран таврăнмалла пулчĕ. Тĕттĕм. Хам ăçтипе вăрман ăçтине те уйăрма çук. Ура айĕнче юр кăчăртатать, пуçра унччен пыр шăтăкĕ витĕр янклаттарнă эрех шавлать. Пынă хушăра сасартăк мана такам кавлесе ярасшăннине сисрĕм. Манăн чĕлĕм шăрши çапнă аша кам астивсе пăхасшăн-ши тесе, шăрпăк сутса пăхрăм та хам умра хаяр тигр «краковяк» ташласа тăнине курах кайрăм. Икĕ куçĕ — икĕ шĕл-кăвар. Карнă çăварне патефон е баян кĕрсе каймалла. Эпĕ унăн хырăмне кĕрсе выртассинчен хăтăлас тесе, ăна, алла чĕре патне тытсах, тархаслама тытăнтăм:

«Ак тив-ха мана. Килте манăн арăм пур, ачамсем те пур. Эсĕ мана тытса çисен, вĕсем макăрма пултараççĕ», — терĕм.

Тигр хăнк та тумарĕ. Ман пата тата тепĕр утăм ярса пусрĕ.

«Тархасшăн, ан тив мана. Çитăр Иванча вăтăр сакăр тенкĕ укçа памалли пурччĕ. Санăн хырăмна парăма тӳлемесĕрех кĕрсессĕн, вăл мана çилленме пултарать», — терĕм.

— Çапла чăнахах каларăн-и? — терĕ итлесе ларакансенчен пĕри —тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хура çын. — Мана тӳлес парăм çинчен ун пек хăрушă вăхăтра та аса илтĕн пулать, ай-ай! Апла пулсан, эсĕ аван...

Малалла

Эпир — Турăран!


Эй, çĕр çинче пурнакан этемсем,

Эпир пурте пĕр аттепе пĕр аннерен çуралнă.

Уйăх çинчен çĕр çине турăсем евĕр аннă,

Çĕр чĕрçинче этемсем пулса аталаннă...

Эпир упăтерен пулман.

Эпир — Турăран!

Пĕр-пĕрне курмасан, илтмесен, туймасан,

Пĕр-пĕрне тăванла савмасан,

Упăте пулĕ çынран!..

 

* * *

Поэт юратăвне тивĕçнисем —

Ĕмĕрлĕх-вилĕмсĕрлĕхе вĕçнисем

Пулаççĕ Вĕçсĕрлĕх-пуласлăхра,

Мухтавлăхра, хăватлă Аслăхра.

 

* * *

...Пĕрисем килеççĕ сăвăсем çырма...

Теприсем килеççĕ... вĕсене çурма...

Тĕттĕм пултăр каç


Эп сана тĕттĕмлĕхре

Лайăхрах куратăп.

Тутампа шăп сĕмлĕхре

Тутуна шыратăп.

Алăпа аван туятăп

Сан кĕлеткӳне,

Ăшшăн-ăшшăн ачашлатăп

Хуп-хура çӳçне.

 

Эс хуллен туртăннине

Ман енне сисетĕп.

Тĕттĕм каçăн çутине

Куçăмпа ĕçетĕп.

Аллăн пӳрнисем чĕтреççĕ,

Час тапать чĕре.

Ман çумра тăратăн эсĕ

Тĕттĕм сĕмлĕхре.

 

Тĕттĕм-тĕттĕм каçхине

Юрату сăмахĕ

Çепĕçреххĕн илтĕнет,

Çупăрлать вăраххăн.

Çавăнпа, эс, вăтанмасăр,

Тĕршĕн ман çума.

Ил хăвна, пĕр хăвармасăр,

Манăн туйăма!

Эс — аякра


Чӳрече кĕленчи

Çийĕнче юр шăвать.

Ирĕлсе, шыв пулса,

Тусана вăл çăвать.

Мана çеç салху чух

Никам та йăпатмасть,

Пĕр çын та кăмăлтан

Ăш сăмах каламасть.

 

Эпĕ мĕншĕн салху?

Эсĕ çук ман çумра.

Эсĕ халь — инçетре,

Эсĕ халь — аякра.

Сана пуль ачашлать

Юратса урăххи.

Ман чуна çеç хуçать

Юратун йӳç хуйхи.

 

Сивĕ юр пĕрчисем

Ӳкнĕ чух, чалăшса,

Çапăнаççĕ вĕçсе

Ман умри кантăка.

Манăн чун çеç, çавах,

Ыратса, йынăшса,

Тунсăхлать, туртăнать

Сан патна — аякка.

«Санпа пĕрле чухне тĕнче епле хитре...»


Санпа пĕрле чухне тĕнче епле хитре.

Санпа анчах кĕтесчĕ ман ире.

Шуçам çути ачашшăн сĕртĕнĕ пире,

Аш савăнăç çурапĕ сăн-питре.

 

Хушса юрламалли:

Санпа пĕрле, санпа пĕрле

Улăх тăрăх чупас килет,

Санпа пĕрле, санпа пĕрле

Çӳл тӳпене вĕçес килет.

Санпа пĕрле, санпа пĕрле

Тăри юрри итлес килет.

Санпа пĕрле, санпа пĕрле

Хĕвел шевли тытас килет.

 

Санпа пĕрле чухне кулать, юрлать чĕре,

Çут куççуле çăтап йĕре-йĕре.

Эс маншăн вĕçсĕр уçлăхра пĕртен пĕрре.

Санпа анчах вĕçлесчĕ ĕмĕре.

 

Хушса юрламалли:

Санпа пĕрле, санпа пĕрле

Сипетлĕ шыв ĕçес килет,

Санпа пĕрле, санпа пĕрле

Малалла

Мĕскĕн Упанкка


Ну, юлташсем, сире эпĕ пĕр истори каласа парам. Эпĕ ăна хамăн кукша пуçран шухăшласа кăларман. Манăн ватăлнă пуç мими ăна шухăшласа кăларма пултарас çук.

Тӳрех кăласан, çав истори хамăр ялти Упанкка çинчен пулать. Çав Упанккана пĕрре мелке пуçлă пуп хăй патне чĕнсе кĕртсе:

— Хуйхă сана, турă мĕн-мĕн тума хушнине тытса пыман Упанкка! — тенĕ.

Упанкка турăсемпе ангелсем çинчен нумай шухăшланипе шуралнă пуçне кăтăрт-кăтăрт хыçса илнĕ те:

— Халĕ ĕнтĕ сан сăмаххунтан тухмастăп. Пĕрмай чиркĕве çӳретĕп. Мĕн çитмест-ши мана? — тенĕ.

— Акă мĕн, — тенĕ пуп. — Пирĕн хушăра хальхи вăхăтра çветтуя тухнă çын ниçта та çук. Сана эпĕ çветтуя кăларма шухăш тытрăм. Ма куçна чарса пăрахрăн? Акă сана евангели кĕнеки. Унта çырнисене пĕтĕмпех тытса пурăнсан, пилĕк çултан пирĕн чиркӳре Упанкка сăнĕ умне пĕтĕм халăх çурта лартĕ.

Пуп панă евангелие тытса, Упанкка вĕренме ларнă. Пĕр эрне вĕреннĕ, ик эрне вĕреннĕ, виç эрне вĕреннĕ. Тăваттăмĕш эрнен малтанхи кунĕсенче Упанкка, ирех тăрса, аслă урам варринчи ватă йăмра тăрне хăпарса, хăлат пек сарăлса ларнă.

Кĕтӳ яракан хĕрарăмсем ăна курсан малтан вăл турат касма хăпарнă пулĕ тенĕ. Кайран, вăл ним тапранмасăр ларнине кура, унран мĕн тума хăпарни çинчен ыйтнă. Упанкка хирĕç пĕр сăмах та чĕнмен.

Малалла

Чĕнӳ


Эй, чăваш ывăл-хĕрĕ,

Тăван чĕлхешĕн хĕвелле çунăр!

Эй, чăваш ывăл-хĕрĕ,

Юратăр, çуратăр, хунăр!

Эй, чăваш ывăл-хĕрĕ,

Хĕвеллĕхпе тултăр сирĕн чунăр!

Тусăрсене, тăванăрсене ырă çеç сунăр, —

Вара — вĕçсĕр вăрăм пулĕ сирĕн кунăр!..

■ Страницăсем: 1... 302 303 304 305 306 307 308 309 310 ... 796