Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томСинкерПĕчĕк патшалăхКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеХĕрес хывнă хĕвелХура çăкăрТом Сойер темтепĕр курса çӳрени

Шаннă панулми


Хĕвел пулмарăн эсĕ маншăн.

Эс пултăн уйăх.

Çутатсан та ăшăтайманшăн

Сана ман урăх

Курас килмест текех, савниçĕм.

Санран чун писрĕ.

Куçусенче çиçсен те çиçĕм,

Ман чунăм сисрĕ

Эс пулнине ют çын çеç маншăн.

Сап-сарă çӳçĕ

Вĕлкĕшсен те çилпе ачашшăн,

Куллу сан йӳçĕ.

Эс панулми пулсан, эс — шаннă.

Тути çук темшĕн.

Ăш туйăму чунра арканнă.

Ма-ши? Мĕскершĕн?

Ниме тăман çын-шим эп саншăн?

Чунра — йӳç турăх.

Каçар мана курнăçайманшăн

Санпа эп урăх!

Эпир — пăлхар тăхăмĕсем


Чăваш тĕнчи — сап-сар хĕвел пекех,

Эпир — хĕрӳ хĕвел пайăркисем!

Чăваш пулма эс ан вăтан текех,

Эпир — хастар пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш кĕвви — ахах-мерчен пекех,

Эпир — паха мерчен пĕрчийĕсем!

Чăваш пулма эс ан ӳркен текех,

Эпир — патвар пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш юрри — çурхи шыв-шур пекех,

Эпир — çап-çут таса тумламĕсем!

Чăваш пулма эс ан хăра текех,

Эпир — маттур пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш ташши — вĕçен тăрна пекех,

Эпир — ĕлккен черчен çуначĕсем!

Чăваш пулма эс ан шиклен текех,

Эпир — сатур пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш тĕрри — капмар юман пекех,

Эпир — пин-пин çинçе вуллийĕсем!

Чăваш пулма эс ан имен текех,

Эпир — ĕçчен пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш чĕлхи — кăвак тӳпе пекех!

Эпир — инçет сенкер çăлтăрĕсем!

Чăваш пулнишĕн ан пăлхан текех,

Эпир — вĕри пăлхар тăхăмĕсем!

 

Чăваш мехелсĕр нишлĕ халăх мар,

Пуласлăхĕ пуян та çутă ун!

Тăван, хăюллăн малалла утар,

Çут уçлăхра пур саншăн та ыр кун!!!

Юп çăлтăр


«Чечен вăрçинче» вилнĕ салтаксене асăнса

 

Ум çаври

 

Эп — çул çӳревçĕ атом.

Курмасть манна этем.

Пурне те эп куратăп:

Манн куçăмсем — хĕлхем.

 

Эп — чĕрĕ пĕчĕк атом.

Илтмест сасса этем.

Локаторла тăнлатăп:

Ман хăлхасем — хĕлхем.

 

Эп — Космос пайĕ Атом.

Туймасть манна этем.

Ӳт-пӳ туллии хăватăм,

Манн сисĕм те — хĕлхем.

 

Манран хăрать чун мурĕ...

Эп — чĕрĕлĕх пĕрчи.

Хамах обсерватории,

Кунтăрăм тĕпчевçи.

 

Кам пĕчĕккĕ, çав нишлĕ

Тени суя сăмах.

Ӳт-пĕвĕм пĕчĕккишĕн

Кулянас çук пачах.

 

Пур хисепе картаймăн —

Ун çук виçе чикки.

Хĕвре пурнать-ха пайрăм.

Пиншер хут пĕчĕкки.

 

Мана çын-мĕн курман-ха

Ăс-тăн тĕпелĕнче:

Планетăпа пĕр тан эп

Этемлĕх умĕнче.

 

Вăйран ӳксе пуç усмăп —

Ăс-тăн хушать хăват.

Вĕç-хĕрсĕр чĕрĕ Космос

Малалла

Юрату паркĕ


Ял хĕрри. Ял хĕррипе юхан шыв юхса иртет. Çыранĕсем çӳллĕ, тĕпĕнче тĕрлĕ йывăç кашласа ӳсет. Пĕр айккипе çӳллĕ тăвайкки таçта çити тăсăлать. Учук сăрчĕ теççĕ ăна ял çыннисем. Унта авал уй чӳкĕсене ирттернĕ. Чӳк тумалли вырăнта капмар хурама, патвар юмансем ӳснĕ.

Пĕррехинче çуллахи вăхăтра ялта туй пулнă. Ватă асатте-асаннесем тата ашшĕ-амăшĕн пилĕпе çамрăк мăшăр çемье çавăрма хатĕрленнĕ. Туя ял-йыш тахçанах кĕтнĕ. Туй иртесси йăлтах хăйĕн йĕркипе пынă. Малтан туй каччă килĕнче пуçланнă, хăнасем пуçтарăннă, лашасене кӳлсе тăратнă, хĕре илме кайма хатĕрленнĕ.

Хĕр енчисем те кĕттермен, качча тухас хĕре арçын туйĕ çитнĕ çĕре тумлантарнă, юлашки самантра та хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантарнă.

Акă каччă туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлешрĕç. Ĕçрĕç те çирĕç, ташларĕç те юрларĕç, пил сăмахĕсемпе, саламсемпе чысларĕç. Кайран Учук сăртĕнчи хурама патне Киремете парне пама тухса кайрĕç. Пĕрер те икшер лаша кӳлнĕ темиçе урапа çине ларса тулнă туй халăхĕ чӳк вырăнне çитет. Парнине те панă, те паман та, анчах анаталла аннă чухне çутçанталăкпа темле ăнланмалла мар пулăм пулса иртет. Малтан хуллен кăна вĕрнĕ çил сасартăках улшăнать: вăйланать, çаврăнать, пĕтĕрĕнет. Çынсем çинчи япаласене хывса илес пек тулашать. Лашасем хартлатма, тулхăрма пуçлаççĕ. Сасартăк çĕр çурăлса каять те, çавăнта пулнă пĕтĕм çын, ачасем, лашасем — пурте çĕр айне анса каяççĕ те çĕрпе хупланаççĕ. Çĕр çийĕ малтанхи пекех тӳрленсе ларать, анчах нимле туй йĕрри те юлмасть.

Малалла

Чĕн эс мана


Ман асăмран, тархасшăн, эс ан тар:

Ху пуррине мана час ан мантар,

Хуть пĕчĕк çеç хыпар эс ху çинчен

Пĕлтер мана сана эп маниччен.

Ăçта утсан та канăçсăр уру,

Ан ман мана çырмашкăн эс çыру.

Шăнкăравла ăçтан та эс мана,

Чĕн инçетрен мана эс ху патна!

Васкавлăн килĕп-çитĕп хуть çĕрле

Йывăрлăха çĕнме санпа пĕрле.

Ăна хастаррăн сирĕпĕр эпир,

Вара пире йăл кулĕ çутă ир.

Чуна амантрăн


Аслати пек хыттăн кĕмсĕртетрĕ

Мана эсĕ шăппăн: «Кай!» — тени.

Пăрлă шыв пек ӳт-пĕве чĕтретрĕ

Маншăн чунă темшĕн сивĕнни.

Тĕнчери чи хаклă манăн çыннăм!

Ма мана амантрăн сăмахпа?

Такăр çул çинче хавассăн пынăн

Туйăнатчĕ-çке мана санпа!

Анчах, акă: «Кай!» — тесе каларăн

Эс кĕскен те татăклăн паян.

Куçри ыйтăва хуравлаймарăн,

Утса кайрăн хăвăрттăн çумран.

Эпĕ çеç каймашкăн васкамарăм,

Тăрса юлтăм хыçăнтан пăхса.

Хуйхăма çĕнме пултараймарăм:

Куççуль тухрĕ куçăмран юхса.

Савнă ен, Чăваш Ен!


Мĕн тери эс чипер, Чăваш Енĕм,

Улмуççи çеçкисем çурăлсан.

Тĕнчере эс пĕрре, савнă ен, тăван ен

Пурăнассăм килет эс пуртан.

 

Мухтанатăп санпа, Чăваш Енĕм,

Юрататăп сана чĕререн.

Пил парса ыр сунсам, пуян ен,анне ен

Йышăнсам салама, атте ен.

 

Эс ĕçчен те патвар, Чăваш Енĕм,

Сан куллу — уçлăхри çут шевле.

Сăнупа çуталап хаклă ен, тăван ен,

Ырлăх-сывлăх, телей эс пилле!

Тăван çĕршывăм


Атте-аннеллĕ,

Пархатарлă,

Тăван çĕршывăм, эсĕ ман!

Хĕвел хĕлхемлĕ,

Ешĕл варлă!

Чечекленет уй-хир, вăрман.

 

Çурхи çанталăк

Вăй-хăватлăн

Чĕртет чунри ăс-хакăла.

Ĕçчен ман халăх —

Пин-пин аллă,

Тем чухлĕ унăн ыр йăла.

 

Сывлăм шăрçиллĕ,

Уçă çиллĕ —

Сывлать ирхи улăх-çаран.

Сим пыл тутиллĕ,

Çутă пиллĕ!

Чунра эс асамат каран.

 

Пин-пин сăмахлă,

Пин-пин саслă —

Юратупа çунат саран.

Чунпа хăватлă,

Вĕçсĕр аслă!

Тусусене эс вăй паран.

 

Тăван çĕршывăм —

Араскалăм!

Ман пурнăçăн сӳнми тĕвви.

Эс вăйлă, сывă,

Çирĕп халлă!

Хевтеллĕ ташшусен кĕвви!

 

Тăван çĕршывăм,

Хĕр те ывăл

Çурат, ӳстер эс кунсерен.

Ман юрă-сăвă —

Чĕлтĕр ăвă.

Савап сана эп чĕререн!

Шыв туррине ирĕке кăлартăм


Иртнĕ çул çанталăк çав тери шăрăх тăнипе ялти пĕвесем типсе ларчĕç. Пусăсем типрĕç. Халăх шыв ăсма ял вĕçĕнче ларакан кӳлĕ патне кашни кун бидонпа çӳрет, выльăхсене валли те шыв кирлĕ-çке! Хĕвел хĕртсе çунтарать, сывлама сывлăш çитмест, шăна-пăван анратать. Пахчари çимĕçсем ирех типсе ларчĕç, улмуççисем ирех тăкăнса пĕтрĕç.

Пирĕн пӳрт умĕнчи çăл та, пахча хыçĕнчи пĕве те типсех ларчĕç. Шыв ăсма ял вĕçĕнчи кӳлĕ патне кайма тивет.

— Ах, кашни каç йывăр урапа туртса ывăнсах çитрĕмĕр, ачамсем, айтăр пĕрле пухăнса пĕвене тасатăпăр! — сĕнчĕ анне пĕр ирхине.

— Хаваспах! Хăçан?

— Эпĕ те сирĕнпе пĕрле пыратăп! — тет пĕчĕк шăллăм.

— Эпĕ те пулăшатăп! — тесе хăй йăвинчен сиксе тухрĕ Мухтар.

— Эпĕ те пулăшма хатĕр, енчен те каçхине мана тутлă сĕтпе хăналасан, — тет Мурка мăрлатса.

Çав каçхине чăтмалла мар шăрăх пулчĕ. Урам тăрăх тĕтĕм йăсăрланать, аякра вăрмансем çунаççĕ, тĕтĕмĕ пирĕн тăрăхах çитет, сывлăша пӳлĕнтерсех лартать. Çывăрма выртрăм — çывăрса каяймастăп.

— Ыранччен кĕтсе пулмасть, — тесе пĕчĕк кĕреçе йăтса пĕве хĕрнелле васкарăм.

Малалла

Кӳренӳ


Юрататăп пулсан та сана,

Халĕ эсĕ мана кирлĕ мар.

Паянтан эпĕ санăн умна

Тухмăп. Утмăп санпа юнашар.

Ма тесен эсĕ, кутăнлашса,

Йăлăхтартăн мана мăй таран!

Юратса, çынсем пек йăл кулса,

Чăтăм çук калаçма санпалан.

Чĕнсен пĕр-пĕр çĕре эп сана:

Хăнана, уçăлса çӳреме —

Пăртăн эс яланах сăмсуна,

Тĕксĕм сăн сана çапрĕ темме.

Ху калаттăн мана пулсан та:

— Юрататăп сана çеç. Шансам!

Пурпĕрех маншăн сан чунунта

Ăшă туйăм пулмарĕ нихçан.

Е хăратăн-ши эс такамран?

Е хăюлăх-ши çук чĕрӳнте?

Юрату эпĕ кĕтрĕм санран.

Анчах пулчĕ вăл маншăн тӳнтер.

Чĕрере — кӳренӳ, тарăху!

Мана çакăншăн ан айăпла!

Ма тесен, айăпли — эсĕ ху!

Саншăн манăн сăмахăм çапла.

■ Страницăсем: 1... 294 295 296 297 298 299 300 301 302 ... 796