Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑХуркайăк çулĕКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнекеХĕллехи каçсенчеТăм ӳкнĕ ирЧипер Анна

Çуллахи каç


Шурă-шурă çеçкине

Çурнă чух палан,

Аслă кӳлĕ хĕррине

Тухрăм санпалан.

Çулнă утă шăршипе

Иккĕн, йăпанса,

Çав кĕске çĕр тăршшĕне

Виçрĕмĕр санпа.

Акă ĕнтĕ шурăмпуç

Канлĕн карăнать.

Вăхăт, вăхăт, савнă тус,

Пирĕн таврăнма.

Анлă кӳлĕ çийĕпе

Çил хуллен вĕрет.

Ирхи курăк йĕп-йĕпе,

Ах, çӳçентерет!

Урасене йĕпетсе,

Сывлăмпа утар,

Юратап, савап, тесе

Куçран-куç пăхар.

Çумăр айĕнче


Çил силлерĕ пĕлĕте,

Çӳлтен çумăр шăпăртатрĕ.

Аслати те инçете

Сассине хыт янăратрĕ.

 

Тĕттĕмленчĕ самантрах.

Сулхăнланчĕ час. Ачашшăн

Сана чĕнтĕм хăвăртрах

Хам çума эп. Ăшăнмашкăн.

 

Иккĕн çумăр айĕнче

Куçран-куç пăхса тăратпăр.

Тулхăрать, шавлать тĕнче...

Эпир çеç... чуптăвашатпăр.

Асамлă каç


Çуллахи асамлă каç ытамĕнче

Эп ларатăп пахчари пĕр сак çинче,

Шухăшлатăп иртнĕ пурнăçăм çинчен,

Аса килеççĕ темшĕн-çке тата ачалăх кунĕсем.

 

Ачалăх кунĕсем… Хаваслăччĕ вĕсем…

Юнашарахчĕ яланах тантăшăмсем, туссем.

Ытарайми çак савăк вăхăтсем

Чунра çĕклеççĕ ырă туйăмсем.

 

Юратнă вырăн пурччĕ ман ача чухне,

Хĕвел ансан тухаттăм эп пĕве хĕрне.

Турчка пĕви тесе калатчĕç аслисем ăна.

Пĕлместĕп, мĕншĕн килĕштереттĕм-ши ăна.

 

Пит интереслĕ туйăнатчĕ ячĕ ун мана.

Пĕлес килетчĕ: ма чĕнеç ăна çапла.

Темçе те ыйтнă эп ваттисенчен

Ăнлантарса пама çак ят çинчен.

 

Анчах та темшĕн-çке темле ыйтсассăн та

Пĕлекенсем пит тупăнмарĕç çав ялта.

Ӳссе çитсен ялтан эп тухса кайрăм та,

Çак вырăн майĕпен пырайрĕ манăçса.

 

Шухăшăмсем вĕçеççĕ малалла,

Каллех эп хам çуралнă ялăмра,

Каллех ларатăп хам юратнă вырăнта,

Турчка пĕви выртать ав сарăлса халь ман умра.

 

Йăлтăртататать-çке шывĕ сарă уйăх çутипе,

Малалла

Юратнă шывăм — Пушанар


Тапанар — ман кукаçипе кукамай çуралнă ялĕ. Çак йăмраллă ял Пушанар шывĕ хĕрринче вырнаçнă.

Пирĕн кукаçи питĕ пулла çӳреме юратать. Пĕррехинче вăл мана хăйпе пĕрле пулă тытма илсе кайрĕ. Ларатпăр çапла иккĕн Пушанар шывĕ хĕрринче вăлтапа. Ир тăма хăнăхманнипе питĕ çывăрас килет. Çакна кукаçи те сисрĕ пулмалла. Вара вăл шăппăн, ман ыйха уçăлтарас шутпа çак илемлĕ юхан шыв пирки каласа пама пуçларĕ.

Пушанар шывĕ пысăк юхан шыв. Вăл Тептикасси ялĕн çырминчен пуçланать. Ун хыççăн Йăванкасси, Пушарпуç ялĕсен çырмипе юхса килет те, Тапанар ял пуçĕпе юхса иртет. Çак Пушанар шывĕ хĕрринче Пушанар вăрманĕ илемлĕн курăнса ларать. Те йывăçсен сулхăнне пула, те лапсака йывăçсен çулçисем ун патне хĕвел çутине сайра янăран — çăл шывĕ хура тĕслĕ курăнать. Анчах йĕкĕр ывăçпа ăсса илетĕн те — вăл тап-таса, ывăç тупанĕ çине ӳкнĕ уçăлăхĕ пĕтĕм ӳт-пӳ тăрăх ыррăн каять, ывăннине вара хăвăртах ирттерет.

Пушанар шывĕ курăксем хушшипе малалла çул хывать; вăрмантан тухса Киремет сăрчĕн айлăмĕнче Урпаш çăл шывĕпе пĕрлешет. Икĕ çăл шывĕ тĕл пулсассăн — хаваслансах ӳкеççĕ пулмалла — шăнкăртатса юрлама тытăнаççĕ. Ара, икĕ вăй, икĕ тап-таса шыв хастарланса малалла хăюллăн чуптараççĕ-çке. Вĕсем пĕрлешнĕ тĕлте сăнаса тăратăн та — икĕ пĕчĕк ача пĕр-пĕрне алăран тытса урам тăрăх чупса кайнăнах туйăнса каять.

Малалла

Упра эс çепĕç чĕлхене


Сĕм-сĕм вăрман таçтан кашлать,

Вăл ăс парса çапла калать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Аçу-аннӳн чун пехилне».

 

Ав çавра çил те ӳкĕтлет:

«Вăю сан хăвăнтан килет,

УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Манпа вăл вĕçтĕр инçене».

 

Сăваплă Атăл хумханать,

Вăл шавласа мăнаçланать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Çĕкле куллен ун хăватне».

 

Çап-çутă уйăх çуталать,

Унти пике çапла калать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Мала хур унăн илемне».

 

Сап-сар хĕвел йăл-йăл кулать,

Савса пăхса çапла калать:

«УПРА ЭС ÇЕПĔÇ ЧĔЛХЕНЕ!

Çын туйтăр унăн ăшшине».

Çапкаланчăк


Эп çӳрерĕм тĕнче тăрăх,

Пултăм тинĕс леш енче.

Кăнтăрта çунтарчĕ шăрăх,

Шăнтăм сивĕ çĕрсенче.

 

Инçетри çулсен тусанĕ

Ларчĕ манăн ӳпкене.

Сивĕ тинĕс-океанăн

Лекрĕм эп штормĕсене.

 

Килсе çитрĕм — эс чĕнмерĕн,

Пăхрăн сиввĕн куçсенчен.

— Кая юлтăн эсĕ, — терĕн, —

Тĕнче касрăн çак кунччен.

 

Маншăн эсĕ — çапкаланчăк,

Ĕçсĕр-тĕлсĕр ăçтиçук!

Кай кунтан эс — килсĕр анчăк,

Ăш сăмахăм саншăн çук.

 

...Тинĕс шывĕ пит тăварлă.

Йӳç тăварлă ман куççуль.

Ăçта-ши ман шĕл-кăварлă

Юрату? Çухалчĕ пуль!

Танăç пурнăç шевли


Ав вылять тăнăç пурнăç шевли,

Сăрхăнать пӳлĕме ун çути.

Илĕртет пек кун-çулăн утти

Çук та пуль халь манран телейли!

 

Çак шевле парнелет çĕн вăй-хал,

Вăл çĕклет кăмăла, туйăма.

Хăйне питĕ телейлĕ туйма

Çынна кирлĕ иккен пит сахал.

 

Пурăнма кăна çиттĕр ăс-хал,

Чĕресем пулччăр ĕмĕр кăвар,

Пур чухне пуррипе савăнар,

Çакă мар-и-ха вăл ăраскал?

Каç


Хитре те капăр хĕр упраç.

Илемлĕ пирĕшти пекех,

Илемлĕ хĕрĕн ячĕ — каç,

Ытла та чаплă çак пике.

 

Хура кĕпе. Кĕпи çинче

Сап-сарă йăлтăр çутăсем,

Тĕнче хĕрнех инçе-инçе

Сапаланаççĕ пек вĕсем.

 

Хăйне ытла та килĕшет

Çап-çутă кĕмĕл шӳлкеми.

Утмасть хĕр, акăш пек ишет.

Илемлĕх — куçăм виçейми!

Кăвак çĕмрен


Авал хура çĕртен кимĕ шунă, йытă йĕрĕпе çул пулнă, çĕлен йĕрĕпе шыв юхнă, çырмасемпе варсемпе вара этем юнĕ юхнă...

Халăх каларăшĕ.

 

Вăл пăхма арçын, чун-чĕрипе — арăслан, чăннипе вара хĕр пулнă.

Авалхи легендăран.

 

Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман юпа,

Авăнмасть, авăнмасть, тееççĕ...

Тем чул авăнсан та утсем каçаççĕ...

 

Çинçеех те пĕвĕм, çамрăк пуçăм,

Хуçăлмасть, хуçăлмасть, тееççĕ...

Тем чул хуçăлсан та — çынсем курмаççĕ.

 

Чĕнтĕрлĕ те кĕпер чалт! та тумасть,

Пирĕн çамрăк чунсем пусăрăнмасть.

Эмине юрри.

 

1963-1974 çç.

«Нăйкăшма, макăрма...»


Нăйкăшма, макăрма

Эп килмен çĕр çине.

Йăлкăшма, савăнма

Тухнă çын хушшине.

 

Пурăнма, ăнтăлма

Вĕрентетчĕ анне.

«Ыратсан та кулма тăрăш», — тетче куллен.

 

Туссемпе тăвансем

Ал парсан инкекре

Çын усал суннисем

Çухалаççĕ сĕмлĕхре.

 

Ырлăхра-хурлăхра

Ярас марччĕ ята.

Лăпкăн çеç ватлăхра

Пурăнасчĕ ялта.

■ Страницăсем: 1... 289 290 291 292 293 294 295 296 297 ... 796