Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченАндрей ПеттокиÇич çунатлă куракÇил-тăвăлПĕчĕк патшалăхӖмӗр вӗренИлле Тăхти

Тĕнчемĕрĕн яланлăх ĕмĕтне...


Тĕнчемĕрĕн яланлăх ĕмĕтне —

Тăнăçлăха — шанчăксăра ямасăр,

Эсир упратăр чунăр хăватне,

Çав аслă хăвата пĕтме памасăр.

 

Эсир упратăр пиллĕ çынлăха,

Çав пиллĕхе хĕрӳ ĕçре тупатăр.

Пулать хăш чух — кĕретĕр çылăха,

Хыт ӳкĕнсе çав çылăхран тухатăр.

 

Чун хăватне палăртакан йĕрсем

Ман сăвăра та палăрать — сисетĕп.

Кĕвĕлесе куллен ӳстернĕçем,

Эп хам та тӳпене çити ӳсетĕп.

 

Пĕтмерĕм зпĕ — Турă пăрахмарĕ.

Халаллă шанчăкăн вăйĕпеле

Манри вăйсенĕн ырă пархатарĕ

Çĕклерĕ ман сасса çӳлрен-çӳле.

 

Поэзийĕм вара, тӳпе пил янăн,

Кĕрлерĕ ирĕклĕн, тасан-тасан:

Чун кĕввипе эп сирĕнпе — тăванлă.

Хăвачĕпе те сирĕнпе — тăван...

Хăçан вăл пулнăччĕ çапла...


Хăçан вăл пулнăччĕ çапла:

Куç умĕнчех çуралнă пек —

Тĕнче, унăн çути? Кала,

Чĕрем, эп маннă пĕтĕмпех.

 

Чун кăна марччĕ пуль, кашни

Сисев тымарĕ таранччен

Кисреннĕччĕ эп, юн куçни

Туйнатчĕ çав тымарсенче.

 

Вара çывхарчĕ канлĕх те:

Чун тăнăçрĕ. Вăл, çӳллĕ чун, —

Кĕтрет çутийĕ те кĕтрет.

Çӳллĕреххи, тен, урăх çук.

 

Вăл кĕвĕллĕ кĕвве куçать,

Тĕнче ăс-тăнĕн сассипе

Чăн тӳпери пек калаçать.

Тĕнче çути — чуна сипет.

 

Тен, çав майпа, илем туйса,

«Эп» тенĕ халăн çутине

Таса саспа сăмах туса

Янратрăм килĕшӳллĕн эп?

Астумастăп халь, хăçан...


Астумастăп халь, хăçан

Хумлăн-хумлăн вĕри си

Ман юна хĕрӳн куçать —

Мĕн кĕвви, мĕскер сасси?

 

Кĕрлесе те янраса

Çавăрать пуçа вара.

Малтанхи хут, пуçласа,

Çавăрать те çавăрать.

 

Чун кĕвви пуль, ун сасси

Музыка пулса каять?

Хум çапать пек, вĕри си

Вăй вылять пек — чун туять.

 

Иртрĕç хурлăх хушшипе

Ытарайми самантсем —

Пĕтĕм ĕмĕр тăршшĕпе

Илтĕнсе тăрас сассем...

Ахăр самана


Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Шăхасана хăрушă хыпар çитрĕ. Шкул ачисен хăлхине те пырса кĕчĕ вăл, Вулăс пуçлăхĕпе чиркӳ çыннисем шикленсех ӳкрĕç. Земство начальникĕ Шалавин кăмăлне пытараймарĕ, тарăхнипе кăшкăрсах ячĕ:

— Пулемет çитмен! Пу-ле-мет! Акă мĕн кирлĕ пулнă вĕсене.

 

* * *

Шкул заведующийĕ Афанасьев ĕçе тунсăхлăн пырса кĕчĕ. Унпа пĕрле — Воскресенский пуп, вăл та питĕ кичем.

Ачасене зала пуçтарчĕç. Анчах хальхинче «Боже, царя храни» гимна юрлаттармарĕç. Кăшт тăхтасан вĕсене патшана вырăнĕнчен кăларнине, вăл хăй ирĕкĕпех влаçа халăх аллине панине пĕлтерчĕç. Ку Петербургри рабочисемпе большевиксен ирсĕр ĕçĕ имĕш. Малашне патшасăр пурăнасси пурне те хăратать иккен. Вăхăтлăх правительство тунă-ха, унăн пуçлăхĕ — Керенский. Вăл министрсене уйăрса лартнă ĕнтĕ.

Иван Афанасьевич ачасен шухăшне пĕлме кăмăл турĕ.

— Кам тухса калаçасшăн? — ыйтрĕ вăл.

Ик-виçĕ ача алă çĕклерĕ.

— Титов Григорий сăмах илет, — пĕлтерчĕ Иван Афанасьевич.

Титов нумай шухăшласа тăмарĕ, тӳрех политикăна кĕрсе кайрĕ:

Малалла

Алăсем


Эп чылай çынна ал тытнă.

Чăмăртанă киленсех

Çĕр ĕçченĕн ĕçре хытнă

Аллине силле-силлех.

 

Акăш тĕкĕ евĕр кăпăш

Алă лекнĕ тепĕр чух.

Çук ăна вăрçмашкăн шухăш,

Ятламашкăн кăмăл çук.

 

Харпăр хăйĕн ĕç. Ку — паллă.

Тумалли ĕçсем хистеç.

Ĕç тумашкăн панă алă

Ал çупса ан лартăр çеç.

 

Çупрăмăр пĕр харăс, шавлăн,

Пит пулмарĕ пархатар.

Халĕ те ун евĕр алă

Ĕç патне пырасшăн мар.

 

Ал-ура ĕçре çеç ыртăр —

Çакăн пек тĕллевĕм халь.

Мĕн тери çупсан та хытă,

Тек илеймĕпĕр медаль.

Хăват


Кашни çырман пур ик çыран.

Çав ик çыран вăл — ик тăван.

Çав ик тăван пĕр ĕç тăвать —

Ак ма хухмасть çырман хăват.

 

Тӳпешĕн тунсăхлан чуна

Ахаль-им панă ик çунат?

Çунат пĕр харăс сулăнать —

Тӳпе хăлачĕн çул ăнать.

 

Этемĕн пысăк ăраскал.

Пур унăн вăйлă мăшăр ал.

Тытать вал пĕр ĕç ик алла,

Ĕçпе утать çын малалла.

Юрă


И калам-и, калам-и?

Элкеш хĕрпе пĕр ирпе

Сĕве хĕрне тухрăмăр,

Сĕрен кĕпер куртăмăр,

Савни сӳтрĕ, çип турĕ,

Çитмĕл тĕспе тĕр турĕ.

Çавăнпа та ун тĕрри —

Çутă сĕрен кĕперри.

 

И, калам-и, калам-и?

Элкеш хĕрпе — сар хĕрпе —

Çӳл ту çине ухрăмăр,

Хĕвел шевли пухрăмăр.

Элкеш хĕрĕ тĕр турĕ,

Йăл кулăран йĕр турĕ.

Тĕрри-тĕрри — хĕр кулли,

Хĕвел кулли, йăл кулли.

 

И, калам-и, калам-и?

Элкеш хĕрпе — савнипе —

Туйралăхпа утрăмăр,

Илен кайăк куртăмăр.

Элкеш хĕрĕ тĕр турĕ,

«Асăнмалăх — ил», — терĕ.

И-и, тĕрри капăрри —

Кайăк сикки, чун юрри.

Пирĕн яла пырса кĕрсен


Пирĕн яла пырса кĕрсен —

Калла тухма пĕлĕр-и?

Çутă аслă урамĕсен

Вĕçне тухса пĕтĕр-и?

 

Çӳллĕ çуртсем тĕлне çитсен —

Хулари пек темĕр-и?

Йăл-йăл çунать кантăкĕсем —

Хула çути темĕр-и?

 

Вĕçсĕр-хĕрсĕр хирпе иртсен —

Юрламасăр чăтăр-и?

Тăван халăх ĕçĕпелен

Савăнайса тăмăр-и?

 

Пирĕн колхоз садне çитсен —

Вăй картине кĕмĕр-и?

Çут орденлă хĕрсемпелен

Выляс, кулас темĕр-и?

 

Чипер хĕрсем ăшшăн пăхсан —

Савни теес килмĕ-и?

Пирĕн яла пĕрре пырсан —

Татах килес темĕр-и?

Кĕнеке хыççăн кĕнеке


Василий Николаевич Евсеев шкулта библиотекарь ĕçĕсене туса пырать. Ыт ахальтен тенĕ пек, Мишша тавăрса панă кĕнекесене илчĕ те уçкаласа пăхма пикенчĕ. Ак тата, страницăсене вараласа пĕтернĕ — ыйтупа кăшкăру паллисем, виç кĕтеслĕхсем лартса тултарнă. Тепĕр кун Василий Николаевич Лесковăн кĕнекине Мишша илсе пынă-пыман хăй умĕнчех тĕрĕслерĕ. Страницăсем тап-таса. Юлашки таса листи патне çитрĕ те такăнчĕ: пĕтĕм страницăна алăпа çырса тултарнă. Тепри пулсан тӳрех кăшкăрса пăрахмалла. Евсеев вара вĕриленсе каймарĕ, мĕн çырнине ăшра вуласа тухрĕ.

— Пит тимлĕн вулатăн-çке эсĕ, — терĕ юлашкинчен. — Анчах та страницăсене ан варала. Таса хут ил те çырса пыр шухăш-кăмăлна. Е хăв вуланă кĕнекесен дневникне пуçла.

— Юрĕ, — килĕшрĕ Мишша. Ăçта кайса кĕрĕн. — Хăш-пĕр кĕнекисем пирки ахаль те çырса пыркалатăп.

Мишша килне пуш алăпа каймарĕ. Вербицкая çырнă «Телей уççисем» кĕнекене ыйтрĕ.

— Пирĕн библиотека пысăк мар. Эс вуламан кĕнеке юлмарĕ пулĕ, — терĕ Евсеев.

— Çук та пулĕ. Халĕ учительсем панисене вулатап, — тавăрчĕ Мишша.

Тепĕр эрне иртрĕ. Мишша библиотекăна тепĕр хут çитрĕ.

Малалла

Слакпуç


Йĕри-тавра сăрт-ту та улăх,

Вăрман, шур хурăн кăтрисем.

Кунта çуралнă икĕ улăп,

Кунтах сăваплă тăприсем.

 

Слакпуç пирки пырать сăмахăм.

Сана манаймĕ сăвăç чун.

Кунта килме епле пăрахăн

ЧĂВАШ СĂМАХĔ сывă чух.

 

Слакпуç... Ял ячĕ хăй поэзи.

Поэзипе сывлать тавра.

Кунта, салтак-и эс, поэт-и,

Çыратăнах пĕр-ик çавра.

 

Мĕскер мана француз Парижĕ?

Мĕн-ма мана чап илнĕ Рим?

Эс вĕсемпе тăванлă мар-и,

Чăвашшăн эсĕ Рим мар-им?

 

Кĕçтук тăванăм, лăпкă çывăр,

Эп пуç таятăп тăпруна.

Йăмра ал çупрĕ шăпăр-шăпăр

Итленĕн санăн сăввуна.

 

Ухсай патне сăрта хăпартăм.

Поэт, татмастăп канăçна...

Слакпуç, Слакпуç! Хăçан кăтартăн

Пире эс тепĕр сăвăçна?

■ Страницăсем: 1... 568 569 570 571 572 573 574 575 576 ... 796