Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кулăшла калавсемХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхИрĕк çилКĕтмен венчетҪул пуҫламӑшӗКулăш кустăрмиКĕпер

Эп сан пата ытла ачаш...


Эп сан пата ытла ачаш,

Ытла та çепĕççĕн пырсаччĕ.

Сана телейлĕ çеç курас,

Улталас мар кăна тесеччĕ.

 

Улталама тата... Савса,

Хама мансах чуна парсаччĕ.

Улталас мар... Çапла,

Çак шухăшпах эп хам

улталансаччĕ.

Сан ыйхă килнине туйса...


Сан ыйхă килнине туйса,

Эп çăлтăрсем çӳретĕп пуçтарса.

Сана вĕсем пачах та ан вăратчăр.

 

Сана телей çеç кирлине туйса,

Эп хурлăхсем çӳретĕп пуçтарса.

Сана вĕсем нихçан та ан хуплаччăр.

 

Сана ачашлăх кирлине тӳйса,

Сив туйăмсем çӳретĕп пуçтарса.

Сана вĕсем нихçан ан чăрмантарччăр.

Эп чĕннине илтмĕш пулса...


Эп чĕннине илтмĕш пулса

эс кайрăн.

Эп кĕтнине сисмĕш пулса

эс кайрăн,

Эп кирлине курмăш пулса

эс кайрăн.

Халь вара...

Эс çуннине сисмĕш пулса

пурнатăп.

Эс савнине курмăш пулса

пурнатăп.

Эс туйнине туймăш пулса

пурнатăп.

Кай...


Кай.

Сана ман юрă кирлĕ мар пулсан —

Кай.

Сана ман ĕмĕт кирлĕ мар пулсан —

Кай.

Сана ман кăмăл кирлĕ мар пулсан —

Кай.

Вĕсемсĕр пушă эпĕ.

Вĕсемсĕр эп —

эп мар.

Шутлатăп, шухăшлатăп...


Халь эп утмăл икĕ çулта. Ку тарана çитсе сывлăх пирки шухăшламанччĕ, иккĕленменччĕ. Таçтан муртан-çке ман карчăк «Здоровье» журнал тупса пынă та:

— Ме-ха, — тет, — çакна вула.

Кулкаласа карчăк çине пăхса илтĕм, вăл кăтартнă «Минус минуты и годы» статьяна вулама тытăнтăм.

Ак тамаша! Унта каланă тăрăх, çын кашни пирус е сигарет туртмассерен хăй ĕмĕрне пилĕк минут е унтан ытларах чакарать. Кĕскетет, эппин. Вăт япала-а!

Ĕнени-ĕненми тепĕр хут вуласа тухрăм та... тытăнтăм шутлама.

Каларăм-çке, эпĕ халь утмăл иккĕре тесе. Вуниккĕре табак туртма пуçланă. Апла пулсан шăпах аллă çул хушши ăша йӳçĕ тĕтĕм ярса тĕтĕретĕп.

Пастай-ха, пастай. Кунне эпĕ пĕр пачка туртса яратăп. Çулталăкра миçе кун-ха? Ă-хă, ă-хă, виççĕр утмăл пилĕк кун, тейĕпĕр, унтан мăшăр кунлă кунсем тата... Чим-ха, чим, калама çук кăсăк япала пулса тухать мар-и?

Шӳтшĕнех тесе хутпа кăранташ тытса лартăм. Ай, мекешлентĕм!..

Курăр-ха, курăр! Эпĕ, паян куна çитсе, 18262 пачка пирус туртса янă. Çирĕме хутласан 365240 пирус пулать вăл. Кашни пирусĕ хам пурнăçăн 5 минутне кĕскетнĕ пулсан... виççĕр утмăл пилĕк пин те икçĕр хĕрĕхе пиллĕке хутлатпăр та... 1826200 минут пулать е 30436 сехет, е 1268 кун, е 42 уйăх... Апла эпĕ пĕтĕмпе виçĕ çулталăк та уйăх таран хамăн пурнăçăма кĕскетнĕ. Ăт, тĕнче-е!

Малалла

Мĕскер çитмест?


Мĕнле, тăван, пурăнмалла-ши

Çак кукăр-макăр пурнăçра?

Пуçа усса ларни кирлех-ши,

Тен, усалли юлтăр хыçра?

 

Шуйттан тĕнчи пек алхасаççĕ

Тем чул йăх-ях, тӳре-шара.

Кризис тесе лăплантараççĕ,

Çынсем кураççĕ тамаша.

 

Экран çинче пĕр намăс-симĕс,

Ытла сахал-çке чун апачĕ.

Тăрса çеç юлчĕ йӳçĕ кăмăс,

Этемлĕх пирĕнтен çухалчĕ.

 

Çĕршыв ятне мĕн-ма яратпăр,

Хăçан тĕп пулĕ çак тискер?

Виçесĕр Анăçа шанатпăр,

Мĕскер çитмест пире, мĕскер?

Савни савнийĕ


Тамаша! Савнийĕн савнине

тĕл пулни те маншăн халь — уяв.

Савнипе юмахласа çӳренĕнех

туяп.

 

Сăмахпа уçса пама хал çук

хаваслăх-хĕпĕртӳ хуплать вара.

Вăрçмашкăн, тыттармашкăн хăлхаран

манап ун чух.

 

Савнин савнийĕ... ман пекех этем:

сăмси — хăяр, хăй — лутака, чапрас.

Эп тĕлĕнеп: пике иксĕмĕртен

мĕн-ма ăна савать, мана савмасть?

Тракторист


Çурт умĕнче чие чечекленет,

Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ ун çинче.

Каç сулхăнĕ хуллен шуса килет,

Хĕрсен юрри юхать инçе-инçе.

 

Яра куна юрланă тăр-тăри

Каçалапа, чул пек, çĕре чăмать.

Яра куна ĕçленĕ тракторист

Ял еннелле пăхса темскер сăнать.

 

Вăл ывăнман, вăл такама кĕтет,

Ĕç шавĕ май хăй тĕллĕн йăл кулса...

Апат кӳрет чипер хĕр йĕкĕте

Хĕвел анса ларас чух, каç пулсан.

 

Пике васкать, утти ун пит ĕлккен,

Çиçсе выляççĕ хăмăр куçĕсем.

Сăнне ăçтан, ăçтан кăна иккен

Илме пултарнă çакăн пек илем!

 

«Çисем, çисем...» — хуллен сĕнет пике,

Именнипе кăштах хăй пăрăнать.

Хĕре ытараймасăр пăхнипе

Çимесĕрех каччийĕ тăранать.

 

Каллех хирте мотор сасси кĕрлет,

Мĕн чухлĕ вăл сухалĕ çĕр каçа!

Кĕçех, кĕçех, нумай вăхăт иртмест,

Кунта ешерĕ тинĕс пек калча...

 

Çурт умĕнче чие чечекленет,

Пике уçса ярать чӳречине...

Мотор шавне чун-чĕререн итлет,

Чĕреренех савать хăй каччине.

Çурхи илем


Кăнтăртан вĕçсе килсен сар кайăк,

Савăнса кашлать хура вăрман.

Сывлăш уçă, ĕçлеме те лайăх,

Кун пек чух пĕлместĕн ывăнма.

 

Çурхи сывлăш чĕрене вăй пачĕ,

Ешерет умра хĕвеллĕ май.

Чечекре колхозăн капăр сачĕ,

Улмуççи, чие унта нумай.

 

Кăкрисем умне татса тиреççĕ

Сар хĕрсем шур çемĕрт çеçкине.

Кăмăлтан хавасланса итлеççĕ

Шăпчăксен хĕрӳллĕ юррине.

 

Юрласа хире тухать сухаçă,

Çĕн сухаçă — çамрăк тракторист.

Калчасем çăра шăтса тухаççĕ,

Ир-ирех юрра ярать тăри.

 

Савăнса çынсем ĕçе пикеннĕ,

Вĕсене хĕвел лăпкать хуллен.

Тăван ял чечекленет илемлĕн,

Хитререх вăл курăнать куллен.

 

Килĕрен итлетпĕр ирĕн-каçăн

Инçетри Мускавăн сассине.

Урамрах çут çăлтăрсем çунаççĕ,

Çутатаççĕ лăпкă каçсене.

 

Çуркунне! Хĕрсе юрлать сар кайăк,

Савăнса кашлать кăтра вăрман.

Мĕн тери илемлĕ пурнăç, лайăх —

Кун пекки вăл ĕмĕрне пулман!

Ялтан çерçи çухалнă


Малтан çакна никам та асăрхаса илеймен-ха. Кукăртурта ялĕнче пурнăç пĕр майлах шуса пынă. Хайхи пĕррехинче Катăк йĕм Лариванĕ, яланхи пекех, картишне тухатъ те выльăх-чĕрлĕхне арпа тăкса парать. Мăйракаллă сурăхĕпе шăши тĕслĕ ĕни, хур-кăвакалĕ, чăххи-чĕппи васкаса ыткăнса пыраççĕ ун патне. Катăк йĕм пăхăр чĕлĕмне тивертет, техĕмлĕн паклаттарма тытăнать. Таврара шап-шурă çĕнĕ юр. Сывлăш уçă. Кăшт уçăлкаласа тăрам-ха, тет Лариван. Тăрать-тăрать те вăл çапла картишĕнче, сасартăк ăна тĕнчере темĕскер çитмен пек туйăнса каятъ. Хальчченхинчен темĕскер катăкрах пек. Мĕн амакĕ ку?

Лариван канăçне çухататъ, шухăша каятъ. Чĕлĕмĕ те сӳнсе ларатъ. Унтан, темле майпа-çке, кĕçех асăрхать Катăк йĕм: çерçисем çук. Чив-чив-чив туса арпа патĕнче сиккелекен, карта çумĕнчи çапăсем çинче тĕкĕсене тăраткаласа ларакан çерçисем ниçта та курăнмаççĕ. Чăнах, ĕмĕртенпе ялта пурăннă çерçисем тăмăч çухалнă. Вăт тамаша! Ниçта та çук. Лариванăн ăш-чикĕ хускалчĕ, чĕркуççийĕ лĕнчĕрех кайрĕ. Аллинчи чĕлĕмĕ те юр çине ӳкрĕ. Мĕне пĕлтерет ку? Тен, пĕр-пĕр инкек-синкеке мар-и? Тен, кĕçех çĕр чĕтренмелле мар-и ку вырăнта, вулкан тухмалла мар-и? Катăк йĕм васкасах кӳршĕри Сĕрĕм Михали патне каçрĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 571 572 573 574 575 576 577 578 579 ... 796