Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑАслă халалÇут пайăркаКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеÇăлтăрчăксемВӗре ҫӗленТĕлĕнтермĕш юмахсем

Пĕрремĕш утăм


Кам çул çӳренĕ, çав пĕлет:

Эс, сăмахран, кĕтетĕн пуйăс.

Кĕçех сутаççĕ-ши билет?

Çĕр хут та ĕнтĕ ыйтрăн пуль эс.

 

Пĕр вырăнта лара-тăра

Эс тунсăхлатăн хытăрах.

Утса çӳрес — зал пушă мар,

Табак туртас — çын юнашар.

 

Çумри сăпайлă сар инкен

Чăрмавĕ хăйĕн пур иккен:

Чĕрçи çинче — утман ача,

Йĕме вăл чарăнмасть пачах.

 

...Вăрнар ваксалĕ. Çурçĕр тĕлĕ.

Хĕрсем шавлаççĕ паçăрах.

Ача сасси çинçе хăй тĕллĕн,

Пур сасăран вăл уçăрах.

Тапса сирет çивиттине,

Вăл урайне анасшăн,

Ура çине тăрасшăн.

Ак кур — çырлахрĕ вăл тинех,

Кĕлеткине хытарчĕ тӳрĕ,

Ман еннелле пĕр утăм турĕ.

Унтан тепре. Унтан татах.

Алри кĕнекене куçларĕ,

Хуллен çывхарчĕ ман пата...

Пĕчĕк чăваш ута пуçларĕ!

 

Миçе ал тăсăлчĕ ачашшăн?

Пур çын та хĕпĕртет ачашăн.

Чĕрем тулли салам екки.

Ача куçланă кĕнеке

Парнелĕх пултăр-и, инке, —

Вăл аслă Ленин кĕнеки.

 

Малалла

Сăмах тĕшши


Юр-çумара сисет суран,

Пĕлет тĕп-тĕрĕс, хăямат...

 

Ни утпала халь, ни çуран

Чĕнмест мана военкомат.

Шăп уйăх вĕçĕнче пĕрре

Сывмар укçи килет кал-кал.

Çук, çырлахмасть кунпа чĕре,

Ку çеç — ман пурнăçшăн сахал.

 

Чунпа, юнпа та эп — хресчен,

Хура çĕрпе эп пĕр тăван.

Хирте çан-çурăм хĕриччен

Йышпа суха тăвасчĕ ман.

Вырасчĕ тырă. Пĕр çĕре

Ăна пухсассăн кĕркунне,

Тулли те хĕмлĕ пĕрчĕре

Курасчĕ ĕмĕт çитнине.

 

Акса тăваймĕ çав тыр-пул

Вут çилĕ шăлтăр хуçнă хул.

 

Сăмах тĕшши акасчĕ ман

Хастар çынсен чĕрисене.

Пĕлесчĕ —

манăн вăрлăхран

Телей калчи ӳсессине.

 

Ыйтассăм çук хам ĕçшĕн хак —

Пулас килет каллех салтак.

Ман юнăмри кашни тумлам

Çак ĕмĕтпе хĕрет паян.

 

Ахаль салтак кăна пулам —

Салтак малта пырать ялан.

Тавах, анне


Тавах, анне, çуратнăшăн,

Юрла-юрла сиктернĕшĕн.

Лăпканăшăн, юратнăшăн,

Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн.

 

Тавах, анне, çуратнăшăн,

Ятла-ятла вĕрентнĕшĕн.

Ятланăшăн, юратнăшăн,

Шăпчăк юрри пилленĕшĕн.

 

Тавах, анне, çуратнăшăн,

Салху чухне хĕрхеннĕшĕн.

Хĕрхеннĕшĕн, юратнăшăн,

Чечек сăнне пилленĕшĕн.

 

Тавах, анне, çуратнăшăн,

Мăшăр çунат ӳстернĕшĕн.

Ӳстернĕшĕн, юратнăшăн,

Сӳнми телей пилленĕшĕн.

Сана юратрăм


Тăван çĕршыв, сана юратрăм

Мĕн пĕчĕкрен, мĕн ачаран.

Пĕр саншăн çеç юрра шăратрăм

Чун савнăран, чун туртнăран.

 

Тăван çĕршыв, сана юратрăм

Ӳссе çитсен, салтак пулсан.

Пĕр саншăн çеç савса усрарăм

Хам ятăма та хам чыса.

 

Тăван çĕршыв, сана юратрăм:

Хам çуртăма, хам килĕме.

Сан ятупа алла ĕç тытрăм,

Вутра çĕнсессĕн вилĕме.

 

Тăван çĕршыв, сана юратăп

Мĕн виличчен, куç сӳниччен.

Вилсен, юрра шанса хăварăп,

Янратăр ĕмĕр сан çинчен.

Кайăк тусĕ


Пролог

Тул çутăлма пуçланă. Çырма-çатраллă, тăвайккиллĕ, айлăмсемпе тӳрем çĕр лаптăкĕллĕ Атăлпа Сăр шывĕ хушшине вырнаçнă Чăваш çĕршывĕ ерипен ыйхăран вăранса пырать. Васансемпе шырлансенче çĕрĕпе шăнкăртатнă шыв сасси çумне кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетни, выльăх-чĕрлĕх ĕнĕрлени, уçăлса хупăнакан алăк-хапха чĕриклетни, йытă вĕрни, автансем каçса кайса авăтни, çынсем çуйхашни тата ытти çĕр тĕрлĕ сасăсем хушăнаççĕ. Инçетре мотор кĕрлет, хутран-ситрен завод гудокĕпе пăравус шăхăртни илтĕнкелет. Мал енчен сисĕнмесĕр сарăлса килекен кăвак çутă ӳкнипе хура вăрмансем, йăмраллă ялсем, чул çуртлă хуласем, çĕлен пек авкаланса тăсăлакан вăрăм çулсем, шупка хăю евĕр курăнакан юхан шывсемпе сарса хунă симĕс кĕççене аса илтерекен ыраш калчиллĕ анлă уйсем уççăнах палăракан пулчĕç. Тĕттĕм каç хĕвел анăç енне чакса пырать, хĕвелтухăç енчен тин çеç çуралнă çамрăк кун çĕнтерсе килет.

Çак вăхăтра Хусан енчи хĕрлĕ сăн çапнă мамăк пек çăмăл пĕлĕтсем тĕлне хура хăю евĕрлĕ тĕксĕм йĕр тухса карăнчĕ. Çав йĕр пăртан тасалма хатĕрленсе çитнĕАтăл тăрăх шăвăнса Чăваш Республики патне çывхарать. Ку — хур кайăк карти. Çирĕм виçĕ хур кăнтăрти шыв-шурта хĕл каçнă хыççăн Çурçĕрти Пăрлă океан патне çитсе çын çук тундрăра йăва çавăрма васкать. Çуркунне кая юлса килнĕ пирки ăшă çĕрсенче хĕл каçнă кайăксен кăнтăрта ытларах чарăнса тăма лекрĕ. Халĕ ĕнтĕ Аçтăрхантан пуçласа Архангельска çитиччен пур çĕрте те юр хăвăрт ирĕлет. Юхан шывсемпе кӳлĕсем пăр тыткăнĕнчен хăтăлма пуçланă, уй-хирпе улăхсене симĕс сăн çапнă, вăрманти йывăçсем те кăчкă кăларнă. Çавăнпа та пирĕн патра çу каçакан кайăксем Африкăпа кăнтăр Азирен кунта килме васкаççĕ.

Малалла

Сан хăвату патне хам кăмăла хушса...


Сан хăвату патне

хам кăмăла хушса —

Никам курман сăпайлăх парăттăм.

 

Сан юрату патне

хам туйăма хушса —

Никам курман телей эп парăттăм.

Эс шутлатăн пулас...


Эс шутлатăн пулас:

«Эп кайсан — тĕнче пушанать,

Çĕр чарăнать çаврăнма,

Пурнăç хăрать,

Вăхăт тăрать...»

 

Çук, эсĕ кайсан,

Эсĕ манран пăрăнсан,

Тĕнче улшăнмасть,

Сывлăш чакмасть.

Эп кăна пулмастăп,

Ĕмĕлкем — юлать...

Санпа тĕл пулнă вăхăтсем...


Санпа тĕл пулнă вăхăтсем,

Санпа калаçнă чĕмсĕр тĕлĕк,

Хуллен те лăпкăн сас парса

Пулчĕç те хуркайăксем —

Кайрĕç.

Тап-таса халь пĕлĕт.

Чунра та пушă. Тап-таса.

Çур кунĕсем çитсен

Килместĕр-и-мĕн каялла?

Эсĕ ман мар пулсан...


Эсĕ ман мар пулсан —

Сан сывлăшу ман,

Эсĕ ман мар пулсан —

Сан ĕмĕтӳ ман,

Туту çинчи ăшă куллу,

Сан шухăшу та ӳкĕнӳ,

Вăйсăрлăху, хавшаклăху...

Пĕтĕм тĕнче, тен, пулĕ ман.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Пĕр хам анчах яланлăх Сан.

Хура çăкăр


Пролог

Ĕмĕр сакки сарлака!

Ваттисен сăмахĕ

 

Ларма хĕр пек капăррăн курăнать çурт умĕнчи лаштра хурама. Парка турачĕсем кивĕ пӳртĕн улăм çивиттине ешĕл чатăрăн карса илнĕ. Урамалла тухакан пĕчĕк чӳречесем иккĕш икĕ еннелле чалăшнă та, пĕри урам урлă, тепри хăй умĕнчи тăпрас çинелле пăхать. Пӳртпе юнашар чăнкă пусмаллă крыльца пур, çуртне кура мар каçăрăлса тăрать: çӳллĕ, сарлака та чечен; кивĕ пӳрт çумĕнче вăл — çĕтĕк сăхман çине хаклă пустав татăкĕ лартса янă саплăк пек. Крыльца тăррине кĕтеслекен хăмасене чăвашла касса тĕрленĕ. Пусма аяккипе чĕнтĕрленĕ карлăк анать. Чаплă крыльцапа юнашар çĕрĕшнĕ юпасенчен тыттарнă çил хапхи пур, вăл лаптак витнĕ лаççа тĕкĕнет. Лаçă умĕнче армак-чармак тараса каркаланса тăрать.

Лутра лупасайĕнче чăпар чăхсем чаваланаççĕ. Хӳме çумне хăрах турталлă юман акапуç таянтарса хунă. Сăлăп янă витере хушка çамкаллă çӳрен юпах кĕçенкелесе илет, хушăран вăл малти сакăл урипе урайне канăçсăр кукалет.

Картишĕнчен пӳрте кĕме пăлтăр умне тăвăр пусма сарнă. Пӳрчĕн, урамалла тухакан икĕ чӳречерен пуçне, пахчаналла тепĕр чӳрече пур, унăн çĕмрĕк куçне, çил кĕресрен, çĕтĕк ланчашкапа питĕрнĕ. Пăчă. Тăкăскă та чĕрĕ сывлăш. Алăк патĕнчи йăрхахсенче — тĕрлĕрен тумтир. Урлă сак çинче маччана перĕнес пек тӳшек-минтер купаланса выртать, тенкелĕ çинче — сăран питле минтер — хуçа вырăнĕ. Килти çынсем тĕпел кукăрне пуçтарăннă; пурте салху та шăп — сăмах хушма хăраса тăраççĕ. Кансĕр шăплăхра пĕрене çурăкĕнчи хĕрлĕ таракан çăтăртатни çеç хутран-ситрен илтĕнет. Алăк патĕнчи йывăç пуçелĕклĕ лутра путмар çинче Çамакка выртать. Юлашки сывлăшне халь-халь кăларас пек, вăл хăвăрт-хăвăрт сывлать. Питĕнчен юн тарнă, йĕтĕн чӳпĕкĕ пек кĕске сухалĕ çак кунсенче тата ытларах шуралнă.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 573 574 575 576 577 578 579 580 581 ... 796