Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхХурапа шурăӖмӗр вӗренҪул пуҫламӑшӗВатă чĕре — çамрăк чунПирвайхи юратуУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ

Сĕнче


Пĕр хулара, ятне астуса та юлман ĕнтĕ халь, пурăннă тет пĕр çамрăк ача Сĕнче. Унăн ашшĕ те пулман, амăшне те астумасть вăл. Ăна усраканĕ Акăш ятлă кинемей пулнă. Тен хăй ачи пулманнипе, тен кăмăлĕ ырă пулнипе ку хĕрарăм ăна юратса ӳстернĕ. Пурнăçĕ çăмăл мар пулсан та Акăш кинеми мĕн виличчен уншăн тăрăшнă. Çапах та этем пурнăçĕ вăрăм мар. Акăш кинемей вилсе каять. Сĕнче каллех пĕр-пĕччен тăрса юлать. Вăхăт иртсен çитĕннĕ каччă тĕнче курма тухса утать. Нумай утать е сахал, ăна пĕлме çук. Çула май тата икĕ юлташ тупать. Вĕсем кĕçĕнрех пулнă, пĕри Ӳси ятлă, теприне Мăкшă тесе чĕннĕ. Утсан-утсан пырса тухаççĕ кусем пуян вăрманлă та шыв-шурлă вырăна. Пăлхавăр вăрманĕ теççĕ ку тăрăхсене. Питĕ килĕшет вĕсене кунта. Ĕçрен хăраманскерсем çамрăксем хăйсене çурт тума та тытăнаççĕ. Пурăнсан-пурăнсан çамрăкраххисем ӳссе çитĕнсе уйрăлса тухаççĕ. Ку ачасене пĕчĕкренех сăрт-туллă вырăнсем килĕшнĕ. Çавăнпа, тен унпа та мар вĕсем кăшт аякрах, ытла аякка та мар хăйсене йăва çавăрса пурăнма пуçланă. Сĕнче япшар, кăмăллă та тăрăшуллă пулнипе ун йĕри-тавра ялан çынсем пуçтарăнма тăрăшнă, итленĕ ăна. Çумри çынсем тăрă шывпа юхса выртакан юханшыва та Сĕнче тесе ят панă.

Малалла

Юмăçа итлекен карчăксем


Юмăç килнĕ пирĕн яла

Хăй пĕлнине алама.

Çичĕ-сакăр карчăк утаççĕ,

Халăхсене калаççĕ.

Çак карчăксене пĕр карчăк хирĕç пулать:

— Кăçта каятăр? — тесе ыйтать.

— Юмăç пăхтарма каятпăр

Айта эсĕ те пыр, —

Теççĕ лешсем.

Хăпăл-хапăл тăхăнса

Хăвса çитрĕ лешсене.

Юмăç патне çитрĕç,

Пăхтарма тытăнчĕç:

Пĕрне виç çул пурнан тет,

Тепĕрне вун çул пурнан тет.

Карчăксем ĕненеççĕ,

Пилĕкшер пус параççĕ...

Юмăçа пăхтарни çирĕм çул,

«Эсĕ пурăнан виçĕ çул»

Тенĕ карчăк кăçал вилчĕ.

Пирвайхи юр


Çитрĕ пукрав,

Иртрĕ пукрав,

Сивĕтрĕ,

Ăшăтрĕ,

Çанталăк пăсăлчĕ.

Çывăрма выртрăм,

Çĕре ирттертĕм,

Ирхине тăрап,

Пăхатăп:

Уйра шап-шур,

Ялта çап-çут,

Ачасем хавасланаççĕ,

Сăрт хĕрне пычĕç,

Çунапа ярăнчĕç те,

Те пурте ахăлтатрĕç.

Çапла иртрĕ

Кайрĕ

Пирвайхи юр çунă кун.

Эс кайрăн, çĕнĕ юр çусассăн...


Эс кайрăн, çĕнĕ юр çусассăн,

ăсатрăм ал сулса пĕччен.

Çилсем çеç тунсăх пуснă саслăн

Çумра пуплетчĕç сан çинчен.

Юр çурĕ, çурĕ... Чарăнассăн

вăл туйăнмарĕ темĕнччен.

Йĕрӳсене шăлса кайсассăн,

каларăм эп: «Тĕл пуличчен!..»

Сан йĕррӳне каллех эп куртăм

асаилӳ мехелĕпе:

сӳнмерĕ манăн шанчăк-туртăм

Тĕл пуличчен! Хаклийĕ çак-тăр?

Çĕн тĕлпулу çул-йĕрĕпе

уйрăлсанах утма пуçлатпăр.

Кĕçĕн Сĕнчел тăрăхĕнче…


Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçса ларнă. Çак яла пуçарса яракансем пурнăçа пурăнма çăкăршăн кăна мар, илеме курма пĕлнĕ çынсем пулнă пуль... Яла хăш енчен килсе кĕрсен те асамлă тĕнчене лекнĕн туйăнать. Вырăн ячĕсене каласан тата ĕлĕк-авалхи Пăлхар вăхăтне çитсе тухатăн.

Кăнтăр енчен килсе кĕрсен сылтăм енче сĕм-сĕм вăрманта Сапатри çĕр çырлисене, хурăн çырлисене тутанма пулать. Пăлхавăр вăрманĕнче, Якур картинче тата Шуйттан вылянă çырма хĕррипе чăн кăрăçĕсене тупсах каятăн, унсăрăн мар.

Сулахай енче вара таса та тĕрлĕ пулăллă Сĕнче юханшывĕ авкаланса юхать. Кунта вара, Ярмуш пичче каларăшле, атмана пусса кăна ĕлкĕр, Хĕрлĕ çыранта çупахне те, шуйăнне те туртса кăларма пулать. Ямашра каçма çинченех вăлта ывăтса çăрттанĕпе уланкине кăларма пулать. Учук хĕрринче кимĕпе пынă çĕртенех хĕрлĕ куçĕпе сазанне лектерме пулать.

Хĕвеланăç енче вара анлă Сĕнче, хĕррипе пырсан, мĕнле кăна кӳллисемпе илĕртмест пулĕ. Малле кӳлли кăна мĕне тăрать. Прухур пичче каласа панинчен шалт! тĕлĕнме пулать. Вăл каланă тăрăх пирĕн Сĕнче малтан шăп ял варрипе шкул çумĕнчен юхса выртнă. Халь вара яла çупăрласа-ытамласа илнĕ пек юхать. Çавăнпа вара каллĕ-маллĕ юхнипе Малле ят панă, тет. Çапла Маллерен иртсен Акăш кӳллине çитетĕн. Çакăнта вара акăшсем пырса ларнă, тет. Аслă кӳл — чи пысăк та тарăн шывлă кӳлĕ. Хĕрĕх йĕвен ярса тĕпне çитмен теççĕ ăна. Ку кӳлĕ кăшт шиклентерет вара, мĕншĕн тесен ватăсем «Аслă кӳл хĕррине кайсан...» тенине илтсен çапла ăнлантарнăччĕ, çак кӳлĕ çумĕнче ял масарĕ вырнаçнă, вăл вара «вилсен пытарнине» тесе ăнлантарать. Çак кӳлĕсем вара вĕсем пурте улăхра вырнаçнă. Пирĕн улăхран хитри нимĕн те çук тăр та, чăнах! Еплерех тĕрлĕ тĕслĕ çаранĕсем ешереççĕ кунта. Ĕлĕкренех çак улăха пĕтĕм таврари ялсенчен утă тума килнĕ.

Малалла

Кайичченех эс каяссăн хăраттăм...


Кайичченех эс каяссăн хăраттăм,

Кайрăн та — килессинчен хăратăп.

 

Килсен — татах кайĕ тетĕп,

Тепĕр асап курăп тетĕп.

Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?..


Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?

Пурăнатăп, апла, урăхла?

Вĕсем пек савăнса кураймарăм?

Йышра мар, ытларах — хырлăхра?

 

Манăн савнăç?! Хама майлă ман савнăç,

Килсе кур, ĕненместĕн пулсан.

Çаруран, çара пуçăн ман савнăç.

Кам тĕлнет мăйрака ун шăтсан?

 

Эсĕ мар, эпĕ хам та хăратăп,

Лăпкă çил те хăртать пек мана.

Çĕр çинче ютă çыннăн пыратăп,

Ма çапах та чăтать вăл мана.

 

Килсе кур, килсе кур та — ĕненĕн,

Эпĕ хам паллаймастăп хама.

Çакăн пек пулмалла-и этемĕн?

Ылханни сан, тен, çитрĕ мана?

 

Ылханни пуле çитрĕ, пĕлетĕп.

Алă çуп, пултаратăн пулсан.

Алă çул, эп пĕтеп, ирĕлетĕп...

Мĕн асап ман пек çын çухалсан...

 

Çухалсан та — кайран эп килетĕп,

Шур тĕтре сăнĕпе шуралса.

Пурпĕрех сан çумна тĕршĕнетĕп,

Иртсе кайнă куна шыраса.

Пĕлĕт çинчи çут çăлтăр...


Пĕлĕт çинчи çут çăлтăр,

Çĕре çутатса тăран.

Манăн хуйхă сирĕлтĕр.

Санăн çутуна курсан,

Кăвак çутă пĕлĕте

Хура пĕлĕт хупласан,

Çав вăхăтра, çут çăлтăр

Сан çутуна курмасан,

Чуна йывар пек пулать.

Куçăм сана шырать-çке.

Сан çутуна курмасан,

Чуншăн хуйхă пулать-çке.

Эсĕ пĕлĕт хыçĕнче,

Манăн хуйха пĕлмесĕр,

Пĕлĕт хыçне пытанса,

Ун хыçĕнчен тухмасăр,

Эс шăппăн çеç тăратăн,

Ман çинелле пăхмастăн.

Манăн ешĕл сад пурччĕ...


Манăн ешĕл сад пурччĕ,

Садра шăпчăк юрлатчĕ,

Нумай юрă пĕлетчĕ,

Пĕри питрех лайăхчĕ.

Ах, çав юрра илтсессĕн,

Чĕрем хытă сикетчĕ.

Халь илтĕттĕм çав юрра!

Пĕрмай итлес килетчĕ.

Çурçĕр енчен сасартăк

Сив çил вĕре пуçларĕ,

Манăн садăн ăшне лăк

Шур юр çуса тултарчĕ.

Çав юр çусан, ман садран

Хайхи шăпчăк çухалчĕ.

Тĕрлĕ кайăк сасси пур,

Анчах шăпчăк сивĕнчĕ.

Илтместĕр-и, юлташсем,

Манăн садăн ăшĕнче

Юрламасть-ши ман шăпчăк

Çĕрле çур çĕр тĕлĕнче?

Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, господасем!


Çут тĕнче — аслă!

Эпĕ — пĕчĕк…

Килтен тухиччен эпĕ çакна ăнланман та.

Пӳрт урати урлă каçса пĕр утăм тăватăп çеç — мана шăрчăксем те сывлăх сунаççĕ.

Ĕнер çĕр çырли «садĕнче» уçăлса çӳрерĕм — Африкăри джунглири пек çĕтсе кайрăм.

Пăхатăп — чакак вăрă чаклатса илчĕ те чана чĕпписен ушкăнне ертсе килчĕ. Вĕсене салтаксем пек йĕркипе тăратса тухрĕ. Çак эшкер çырла йăранне тасатма тытăнчĕ.

Эпĕ тӳрех сарлака купăста çулçи айне чăмрăм.

Кусем, курсан, чĕррĕн çисе ярĕç — выç кашкăрсем!

Выртатăп купăста çулçи айĕнче чĕтресе. Чĕлхе çинчех — усал сăмахсем…

Кăравул!

Ял çыннисене, халĕ хуларан вăхăт-вăхăтăн (тырă акнă-вырнă чух, аш-какай хатĕрлесе çитерсен) килсе çӳрекен виçĕ пуслăх «ырă тăвакансем» çаратнă евĕр, тĕп тăвать çырла анине чана чĕпписен ушкăнĕ.

Купăста çулçи айĕнчи хӳтлĕхрен лайăххи ним те çук…

Чăнах, селĕм пĕчĕк çын пулма!

Çапла мар-и, господасем!

■ Страницăсем: 1... 577 578 579 580 581 582 583 584 585 ... 796