Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕллехи каçсенчеПолк ывӑлӗТаркăнШевле çутиПирвайхи юратуХусанТĕлĕнтермĕш юмахсем

Тупра


Ăсаннă ĕмĕр хыççăн ĕмĕр —

Чараймăн вăхăта чупма.

Çулсен тĕтри-чаршавĕ витĕр

Тухать ӳкерчĕк ман ума.

 

...Утать лаша пуçне ухмасăр,

Хуп сарнă пысăк урапа.

Тур ут ăçтан, епле чухлатăр —

Выртать çул Кăнтăр Урала.

 

Тавра — ем-ешĕл. Çул — тусансăр

Чечек те курăк витнĕрен.

Пырать лаша пуçне ухмасăр,

Каясшăн мар тăван çĕртен.

 

Кунта тиха чухне вăл чупнă

Ирпе, каçпа та кăнтăрла.

Сых ячĕшĕн хуçийĕ çакнă

Мăйне янравлă танкăрма.

 

Кайран ас тивнĕ: мĕн вăл хăмăт?

Мĕскер вăл вăрăм урапа?

Пăрлак çулпа та утнă хăвăрт

Хĕлле таканлă урапа...

 

Паян хистет пилеш хуллийĕ,

Çук канăç кăнтăрла, çĕрле:

Таçта васкать-çке ун хуçийĕ,

Тупасшăн тем таçти çĕрте.

 

Çул вăрăм пуль тиевлĕ лавăн,

Туятăп эпĕ мĕншĕнне:

Сĕм тĕттĕм каç пек тикĕт лакăм

Сулкаланать енчен енне.

 

Лавçин куçсем çиçеç кăваррăн,

Вăй пур ун, пур ун ĕмĕт те.

Ăна эп çийĕнчех палларăм:

Малалла

Пурăнăçран эп пытанман...


Пурăнăçран эп пытанман.

Хама, тен, упрама пĕлмерĕм,

çавна пула телей тупман.

Шăпам та пулчĕ йӳçĕ эрĕм.

 

Пурăнăçран эп хăраман,

хыпса çунса вăя ташлатнă.

Тен, çавăнпа халь пĕтрĕ ман

пĕр вăхăтра — халь кулăшла ку.

 

Поэзи сас паман пулсан,

вĕçнех çитетчĕ пуль шăпаçăм.

Хамра мĕнпур вăя пухса хама

çĕнтернĕччĕ шăпах эп.

 

Эп çĕкленсе çĕнтерессе

поэзи вучĕ ĕнентерчĕ:

кĕрлерĕ вут çавна пĕлсе —

чун терчĕлле поэзи терчĕ.

 

Хал пачĕ халсăр чух мана...

Вĕри хавхаллăхра кăна-тăр

поэзи — уншăн эп пурнатăп.

Чĕрем, упра хаваллăхна!

Сасса таса упрарăм эпĕ...


Сасса таса упрарăм эпĕ,

пĕчченçĕ юлтăм пурпĕрех.

Çавна сиссех-тĕр, чун-чĕре те

çунатланса вĕçмест, йĕрет.

 

Чун çулĕ ирĕклĕ, çапах та

шăп пулчĕ музыка манра.

Гармонисĕр калас сăмахăм

пуш-пушшăн та тӳрккес янрать.

 

Çавна сиссех пуль, тус-хĕрарăм,

халаллă туйăм вăйĕпе

эс çĕнĕ кĕвĕсем юрларăн

пĕр маншăн çеç юрланă пек.

 

Ах, шанчăкăм! Ах, чун-хăватăм!

Çĕклерĕн эс чун çӳллĕшне.

Чун çӳллĕшпех эс — мăн тăванăм:

сис — ирĕклĕ пĕлтерĕшне...

Поэт çăкăрĕ тутлă-ши?


Курипе Мишша час-часах кĕнекесем пирки калаçкалаççĕ. Шăллĕ Мамин-Сибиряк çырнисене ытларах кăмăллать.

— Ăçтан çапла çырма пултарнă-ха вĕсем? — тĕлĕнет Кури.

Мишшан пĕртăванне ăнлантарма тивет:

— Пурнăçа тимлĕ сăнаççĕ вĕсем, писательсем. Паккай мучи ав виçĕм кун килĕнчен ыйткалакана çăкăр памасăр, ятласа кăларса янă. Пирĕншĕн ку нимĕн те мар пек, писатель вара çак хыпара илтсен тарăн пĕтĕмлетӳ тăвать: Паккай мучи пирки — пĕр майлă, ыйткалакан çинчен — тепĕр майлă. Поэтсен тата çивĕчрех пулмалла: сахал сăмахпах нумай шухăша уçса памалла.

Мишша кĕнеки айĕнчен хут татки кăларчĕ. Унта тăватă строфаллă сăвă иккен — «Песня солнцу». Вулама тытăнчĕ.

— Питĕ лайăх, хĕвел тухнине чăн-чăн сăвăçă çеç çапла сăнлама пултарать. Кам çырнă? — кăсăкланчĕ Кури.

— Çырасса эп çырнă, анчах ним пахи те çук, Кольцов евĕрлĕ çырма тăрăшни çеç, сăнсене хитре кăларма пултарнă пек ĕнтĕ. Рифмисем ниме те тăмаççĕ сан хăлху çавна та илтмест, — тесе хучĕ Мишша.

Малалла

Кĕрсе тухрăн, апла, васкаса ман чуна...


Кĕрсе тухрăн, апла, васкаса ман чуна,

Халь каятăн шап-шур тăман витĕр.

Кĕçенет те лаша, чĕтренет шуç çуна

Шăнкăрав сассипе тунсăх витĕр.

 

Шух лаша васкатсах шур юра авăсать,

Тĕлĕнсех тĕмсĕлет шупка уйăх.

Кама кам-ха вара халь çаплах ăсатать,

Эс пĕлетни, кала, шупка уйăх?..

 

Йышăнман сăмаха тунсăхпа хупласа,

Шуç çуна хĕрринех хурса ярăп.

Пĕрле пулнă куна асăмра çутатса,

Çăлтăрсен ушкăнне çакса ярăп.

 

Тем хĕсет-ха çаплах, тем хĕсет кăкăра,

Шур лаша, шуç çуна аякра, аякра...

Пин çул...


Пин çул

Ман çурт айăккипе,

Тата пин çул —

Ман патăма.

Килетĕн эс —

Хăш çулĕпе,

Хăш хĕррипе?

Тухасчĕ ман

Сана хăна тума.

Тухасчĕ ман

Каçпа...

Мăн алтăрпа.

Пур-çук телейĕме

Тултарăп та —

Тыттарăп...

Ӳсĕртме мар,

Савтарма мар,

Пур кăмăлпа

Ĕçсе янă телей

Тутине туйтарма.

Эс маншăн — пĕрре мар...


Эс маншăн — пĕрре мар,

Эс маншăн — хĕрĕх.

Çук, пăлан мар эс,

Пăлан мар,

Суятăн эс,

Эс — хĕлĕх.

Ман алăра гитара чух

Эс — хĕлĕх.

Хĕлле эс — юр пĕрчи,

Чи йăлтăркки,

Чи илемли,

Хирте — ыраш пусси

Е тăри юрри...

Эс маншăн — пĕрре мар,

Эс маншăн — хĕрĕх:

Илтетĕп юрă —

эсĕ юрăра,

Куратăп кулă —

эсĕ кулăра...

Хĕр чухне-çке

хĕрĕх теççĕ,

Ман вара —

Хĕрĕхре те — эс —

пĕррех.

Эпĕ — Хуп-хура тĕттĕм каç...


Эпĕ —

Хуп-хура тĕттĕм каç.

Çăмламас мăн упан

Чӳречӳ çумнерех

Тĕршĕнетĕп.

Эсĕ —

Шурă çуртри

Шурă çурта çути.

Чунунта

Эпĕ мар, эпĕ мар —

Тӳпери

Çутă çăлтăр кулли.

Эпĕ —

Хуп-хура тĕттĕм каç...

Эсир

Ман чун витĕр

Пĕр-пĕринпе киленетĕр.

Эсир...

Икĕ çутă...

Эпĕ —

Хуп-хура тĕттĕм каç.

Тус çумне тус


Шкулта «Çăлтăр» журнал кăларма пуçланăранпа Мишша канăçне çухатрĕ. Çур çĕрчченех ларакан пулчĕ. Хушăран урама тухкаласа кĕрет. Пуçĕнчен Тарье тухмасть. Кассăн-кассăн кăмăлĕ пăтранкалать.

Семен Яковлев аса килчĕ ав таçтан. Ăнсăртран çывăхланчĕç вĕсем. Пĕррехинче Çимун çу сĕрнĕ çăкăр чĕлли тăсса пачĕ Мишшана. Лешĕ илмерĕ, Çимун вара кӳренчĕ: ыр кăмăлпа сĕнчĕ-çке. Лайăхмарланчĕ Мишша, анчах та Çимуна ытларах хаклакан пулчĕ. Кĕçех иккĕшĕ туслашса кайрĕç, юлташĕ патне хăнана та кайса килчĕ Мишша.

Çимун, аслă класра вĕренекенскер, кĕçĕн классенчи Гришăпа, Петьăпа тата Германпа пĕр хваттерте пурăнатчĕ. Мишша пырса кĕнĕ чухне пĕрисем тепĕр кунхи уроксене хатĕрленетчĕç, ыттисем илемлĕ ли-тература кĕнекисем вулатчĕç.

Мишша тӳрех Герман аллинчи кĕнекене асăрхарĕ:

— Мĕн вулатăн, пепкеçĕм?

Герман пичĕ хĕрелчĕ.

— Э-э, Ник Картер... «Вунвиçĕ пулă»... Мĕн тăвăн, эпĕ хам та çылăхлă, çакăн пек ăçти çука сахал мар вулакаланă. Ахаль ларасран. Миçере-ха эсĕ? — терĕ Мишша пысăк çын пек. — Тытăн-ха, шăллăм, Жюль Верна, Майн Рида вулама. Усăллăрах пулĕ.

Çимунăн хăйĕн интересĕ. Унăн Аксаков повеçĕн пĕр сыпăкне вуламалла.

Малалла

Чăваш вăййи


Чăваш пикисене, ĕлккен тенкисене

Вăй картинче курсан,

Сар улăхри сап-сар чечек пек тенине

Илетĕп эп аса.

 

Чăваш ачисене, пуса каччисене

Ташланине пăхсан,

Çут çăлтăрсем сиксе илемлĕн çиçнине

Сăнатăп савăнса.

 

Ай-хай, маттур яшсен хĕлхемлĕ куçĕсем,

Кăмăлĕсем çурхи!

Вăрр! çаврăнсан пĕр кас çӳç-пуçĕ вĕçнисем —

Йĕс çиçĕмĕн çилхи!

 

Хаваслăн çĕкленсе ура хуçса илсен,

Тăпăртатсан юри, —

Хăлат пек каччăсен хĕреççĕ пĕвĕсем,

Янра тăрать юрри!

 

Ик алăпа хуллен сулкаласа, шуçса

Чипер хĕрсем иртсен,

Çинçе пилĕк çине тирпейлĕн вырнаçса,

Яшсен алли ӳксен, —

 

Хам халăхăм юнне, хам халăхăм чунне

Туйса эп савăнатăп.

Умра çиçсе тăран тăванлăх тĕнчине

Ялан малаш сунатăп.

■ Страницăсем: 1... 569 570 571 572 573 574 575 576 577 ... 796