Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ПограничниксемТом Сойер темтепĕр курса çӳрениЧакăл-туМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Çил-тăвăлПепке çуралсан...Кăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

Муркаш


Балкана çур кунĕ çитрĕ —

Кайăк юр юрлать,

Çарансем симĕсленеççĕ,

Слива çурăлать.

 

Çӳл Муркаш хура курнать-ха —

Аптратать суран.

Пулăшу кӳме ыйтать вăл

Тинкерсе куçран.

 

Тăвансемĕр те Балканăм! —

Тет вăл таврана. —

Тĕттĕмленчĕ те çанталăк,

Каç хуплать куна.

 

Тек тӳсмешкĕн пултараймăп

Тыткăн асапне:

Турккă штыкĕсем чикеççĕ

Ман ачамсене.

 

Турккăсен чури пулмашкăн

Халăм çук пачах.

Ирĕклĕ, телейлĕ пурнăç

Эп курасшăнах...

 

"Манахсем, çук, хăтараймĕç", —

Халăх кăшкăрать.

Экзарх мар, Караджа кирлĕ,

Вăл çеç хăтарать!"

Эх! Çут çăлтăрсем!..


Эх! Çут çăлтăрсем!

Эсир ултавлă.

Эсир çуталнă манпа чух...

Е теприне вăл ăсатсан та —

Çаплах çуталнă.

Эх! Çут çăлтăрсем!

Эсир ултавлă.

Эсир телейлĕ манпа чух.

Вăл теприне кăмăлласан та —

Çаплах телейлĕ.

Эх! Çут çăлтăрсем!

Эсир ултавлă.

Шухăшларăм...


Шухăшларăм,

Хĕлле — хĕллех терĕм,

Хĕл кунĕнче

Çумăр çумастъ терĕм.

Чухлаймарăм:

Вăрантăм та —

Чашлаттарса çумăр çавать.

 

Шухăшларăм,

Çулла — çуллах терĕм,

Çу варринче

Шур юр çумасть терĕм*

Чухлаймарăм:

Варантăм та —

Тунсăх сапса шур юр çăвать.

 

Çапла пулать иккен,

Пурнăç — пурнăçах нккен.

Хура кунтсен тĕлĕкĕ


Гипноз... Гипнотизер... Чăвашла каласан, куç пăвакан этем ĕнтĕ. Ăраскалсăр шăпаллисем яланах асамçăсене шыраççĕ. Хăйсен хуйхи-нушине каласа парса çăмăллăх тупасшăн вĕсем. Анчах асамçăн е тухатмăшăн япшар чĕлхипе телей тупнă çынсене халиччен те асăрхаман-ха Мишша. Пурах-ши çавнашкал телейлĕ çын? Пурах пулсан мĕншĕн йăлттин-ялттин сиккелесе çӳремеççĕ вĕсем ял урамĕнче?.. Мишша çывăрса каяймасăр енчен енне çаврăнкаласа выртрĕ. Унтан вырăн çинчен тăчĕ те кантăкран çĕрлехи урама тинкерчĕ. Тулта çил ачисем çеç ӳлесе макăраççĕ, чуна çӳçентереççĕ. Мишша сасартăк кулса ячĕ. Çук, ахăлтатса кулмарĕ вăл. Сасăпа куласран çăварне аллипе хупларĕ. Амăшĕпе Кури шарт сиксе вăранасран хăрарĕ. «Ха! Мишша ухмаха тухнă-çке!» — тесе калĕç тата.

Мишша çывăрма выртрĕ, тарăн шухăша кайрĕ. «Ытла та айван-çке эпĕ! Куç пăвакан пулма ĕмĕтленетĕп! Хамăра, телейсĕрсене, мĕнле чĕлхеçĕ çăтмах тĕнчине тупма пулăшĕ-ши? Мĕнле усал вăй пирĕн çемьене инкек-синкек илсе килчĕ-ха? Куç пăваканĕ кам пулчĕ-ши? Пире тăлăха тăратса хăварчĕ вăл: аттесĕр юлтăмăр! Тĕрмене ячĕç ăна. Хăрушă айăпа кĕчĕ вăл. Хăйĕн пысăк çылăхне пула тамăк çулĕпе утрĕ атте. Çӳлти Турă пире çак хура инкекрен сирсе яма пултараймарĕ...»

Малалла

Хитре иккен колхоз утарĕсем!..


Хитре иккен колхоз утарĕсем!

Йĕри-тавра ал çупрĕ улмуççи.

Чăмăртанаççĕ йышлă улмисем:

кĕренленсе çитсессĕн татса çи!

Профессорсем-ши тетĕн аптраса

кунти шап-шур халатлă çынсене.

Ĕçлеççĕ мучисем канашласа:

çил пытанать сухалĕсем ăшне.

Çынсен ĕçне ыр ĕмĕр пулăшать.

Çакна кунта туллин туятăн эсĕ:

Сар тулă çеç-им кирлĕ ялйыша?

Кашни килте нăк лартăр пыл чĕресĕ.

Пуян иккен колхоз утарĕсем,

çĕклеççĕ ĕмĕте татах вĕсем.

Атăла алтăрпа айтараймăн!...


«Атăла алтăрпа айтараймăн!»

Чи малтан кам каланă çапла?

Урăхла ниепле çавăраймăн, —

Калăпланă чăн-чăн сăвăçла.

 

Халăх ăсĕ, чĕлхемĕр хăвачĕ

Шăратса хывнă пек курăнать.

Çавнашкал сăмахсем ман хывасчĕ,

Чун пĕр çав ĕмĕтпе пурăнать.

Поэзи вăл — уйрăм патшалăх...


Поэзи вăл — уйрăм патшалăх,

Ăна чинпала эс виçеймĕн:

Ĕнер тиркени — халь пахалăх,

Паян мухтани — тен, пиçеймĕ...

 

Сăмахăн тĕп ылтăнĕ — чăнлăх,

Ăна хурласа хуратаймĕç.

Поэзи вăл çамрăк яланлăх,

Ни пенси çук уншăн, ни канăç.

Çук! Килĕшеймĕп ĕмĕрне!..


...Çук! Килĕшеймĕп ĕмĕрне!

Мĕнле ан пултăр-ха манпа

Çак хыр, улатакка е чĕмсĕр

Çак чĕрĕ, е çĕрĕшĕн

Кив çулçă айĕнчи кăмпа?

Пур чĕрĕ чун — ман тус вăл ĕмĕр!

 

Çак чарлана та курмăп-и,

Хупланĕ-и çак ким вĕçни

Хумхантарса çак Атăла?

Пĕлетĕп: Гамлетăн шăпи

«Пулатăп-и е çук?» — тени

Халь «çук» тесе вăл татăлать,

Çапах... çапах та ман пуласчĕ,

Май пур пулсан -

кунтах юласчĕ!

Йăван патша хĕрне качча илни


Пĕр карчăкпа старикĕн ватлăхра ача çуралнă тет. Ачине ят пама пĕлмен. Карчăкĕ старикне пасара кайма хушать. Унта илтнĕ пĕрремĕш сăмахах ывăлне ят хума шутланă. Старик пасаралла утнă чух пĕр ачана ашшĕ шыранă тет. Кăшкăрнă чух «Йăван!» — тесе чĕннĕ. Киле килсен карчăкне мĕнле сăмах илтнине калать. Вара ывăлне Йăван ят хураççĕ. Вăл сехетрен сехете çитĕннĕ тет. Ялта пуринчен те вăйли пулнă. Карчăкпа старик хăйсем виличчен Йăвана хĕр шырама яраççĕ. Утсан-утсан вăл патша хĕрне курать тет. Патша хĕрне питĕ килĕштерет Йăван, лешĕ те яша кăмăллать. Хайхискер патша патне калаçма каять тет. Патша ахаль парасшăн пулмасть хĕрне. Пĕр михĕ ылтăн килсе пама ыйтать уншăн. Пуçне чиксе тухса каять Йăван. Утса пынă чухне такăнать те ӳкет. Çамки çине тӳрех мăкăль тухса ларать, тем самантрах çав мăкăльрен мăйрака шăтса тухать. Хăранипе хăрушă саспа çухăрса ярать каччă. Мĕн тумалла? Кирлĕ мара епле пĕтерес халĕ? Сасартăк Йăван хăйĕн умĕнче икĕ мăйракаллă шуйттан тăнине курать. Лешĕ те каччăна тĕлĕнсех сăнанă, ара, çамрăкăн çамки çинче пĕр мăйрака çеç, унăн вара — иккĕ. Хайхисем çакăншăн çапăçсах каяççĕ тет. Шуйттан Йăван икĕ мăйракаллă пулнă-тăк пĕр михĕ ылтăн пама пулнине систерет. Йăван шутласа тăмасть, тепре ӳкет те тепĕр енче мăйрака шăтса тухать. Шуйттанăн ирĕксĕрех ăна пĕр михĕ ылтăн памалла пулать.

Малалла

Çула тухрăм, тăтăм...


Çула тухрăм, тăтăм:

каяс çул — инçе,

чăтлăх-чăтлăх

витĕр,

йĕп вĕç пек çинçе.

Пурпĕр

йăлтăр кулă

куç хупанкинче.

Пурпĕр

çăлтăр çулĕ

куçăм умĕнче.

Ансăр çул та —

çул вăл.

Иывăр çул та —

çул.

Кашни утăм —

хамăн,

Кашни кунăм —

ман.

■ Страницăсем: 1... 604 605 606 607 608 609 610 611 612 ... 796