Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

УтартаЧапшăн пурăнмастпăрХĕн-хур айĕнчеХӗвел мулкачӗсемКуçа-куçăнПирĕн çулталăкҪул юлташӗ

Çĕрлехи тинĕс


Кĕрлевлĕ тинĕс, янравлă тинĕс,

Мĕн пек хăрушă эс çĕрле!

Пушшех хум-шавлă, пушшех сип-симĕс,

Пушшех хаяррăн эс кĕрлен.

 

Сан çыранна пырса эп тăтăм,

Эп тинкеретĕп сан çине.

Хăть паллă мар сана ман ятăм,

Анчах эп кирлĕ тĕнчене.

 

Хура кунсем килсе тухсассăн,

Çăлма тивсессĕн çĕршыва,

Сан пек кĕрлетĕр манăн сассăм,

Эп те пулам сан пек хăват.

 

Нимле тăшман, нимле хура вăй

Çĕнтерес çук нихçан пире.

Татах та селĕм, татах та савăк

Кĕрле, шавла эс вирлĕрех!

Тупа


Андрей Петтокие асăнса

Пуйăс кайрĕ васкаса

Хĕвел анăç еннелле...

Сывă пул, тăван уй-хир,

Сывă пул, çĕршывăм!

Çилĕпеле шăранса

Кăварланнă чĕрене

Вăй-хал пачĕ çакă ир

Çутă кĕмĕл сывлăм.

 

Сывă пулăр, тăвансем,

Сывă пулăр, сар хĕрсем!

Çĕнтермесĕр тăшмана

Тек мана ан кĕтĕр

Шăмăм-шаккăм ваниччен

Тĕпсĕр хăмăр пĕлĕте

Çутă ярăм чӳхессе

Тен, курма пӳрмен-тĕр.

 

Пурччĕ манăн тусăмсем,

Пурччĕ çамрăк тантăшсем.

Çут телейшĕн çапăçса

Вĕсем пуçне хучĕç.

Ах, çĕршывăмçăм-аннем,

Тулли пурнăç çыранне

Хумлăн-шавлăн хумханса

Тулчĕ хурлăху çеç.

 

Ман кун-çулăм та паян —

Тăвăл витнĕ океан.

Вутлă çумăр шавĕпе

Вăй-хала хистетĕп.

Чун хаярлăхĕпеле

Юн пăлхантăрччĕ тесе,

Тусăмсенĕн ячĕпе

Çиллĕме çĕклетĕп.

 

Манăн савнă тусăмсем!

Сирĕн хаклă ӳтĕрсем

Халиччен, тен, тахçанах

Тăпра пулчĕç пулĕ?

Малалла

Хĕллехи илем


Вăш-вăш, вăш-вăш ай çил вĕрет.

Каш-каш, каш-каш вăрман кашлать,

Шап-шур сухаллă хĕл мучи

Питрен-куçран, ай, хыпашлать.

Ух! шеремет.

 

Çил ачисем сиккипеле

Кĕртсем тăрăх чупкалаççĕ.

Мĕн пур хăрăк туратсене

Турта-турта хуçкалаççĕ.

Шарт! тутараççĕ.

 

Армак-чармак ват юманĕ

Шухă çилпе, ай, тавлашать;

Чĕрик-чĕрик чĕриклетсе

Аллисемпе сулкалашать.

Ух! тăрмашать.

 

Тулли уйăх пĕлĕт çине

Хуллен-хуллен шуса тухать.

Лăпкă-лăпкă ялсем çине

Ылтăн-кĕмĕл пĕрчи сапать.

Их! сапалать.

Кĕсле-купăс


Эп ĕнереп кĕсле-купăс,

Сирĕп хуйхă-суйхăма;

Савнă тусăм йăл кулсассăн,

Кĕсле-купăс эп хамах.

 

Хĕрĕх хĕлĕх, çитмĕл чĕлĕх

Вăранаççĕ чĕремре,

Чĕтренсе каяççĕ меллĕн —

Хӳхĕмрен те хӳхĕмрех.

 

Парнеле мана, тăванăм,

Пĕрчĕн-пĕрчĕн куллуна,

Хĕрĕх хĕлĕх, çитмĕл чĕлĕх

Янăраччăр яланах.

Ăсату


Ешĕр, хаваслăх,

Ăшшăн çу,

Чун çумăрĕ —

Таса куççуль!

 

Йĕрес килет. Куççуль тухмасть.

Пĕлетĕп: кирлĕ мар йĕме.

Халь нимĕн те пусараймасть

Тулса капланнă чĕреме.

 

Каятăп эп инçе-инçе...

Ан ман... Упран инкексенчен;

Кам юратать-ши — çав нумайччен

Кăвар усрать хăй чĕринче!

Шехеризадăна вуласан


Пулас пулсан манра,

Юмахри пек сезам,

Хальхи пек айванран

Эп пулăттăм-ши кам?

 

Ĕнче, мерчен, ахах

Е ылтăн-кĕмĕлтен,

Çук, кирлĕ мар пачах

Пĕрне те илмĕттĕм.

 

Эп илĕттĕм мĕн пур

Чечек сăмахсене,

Эп суйлăттăм мĕн пур

Янравлă сассене.

 

Вара çĕршыв, тĕнче

(Çапла пулсан шăпа!)

Мухтанĕ киленсе

Ман сăвă-юрăпа.

Руставелие асăнса


Ĕмĕр хыççăн иртнĕ ĕмĕр,

Пĕрре мар çĕнелчĕ юрă,

Ту-сăртсем те урăхланчĕç,

Тепĕр май юхаç шывсем, —

Эсĕ çав-çавах хĕрӳ, хăюллă,

Паян кун та янăраççĕ

Санăн чаплă юррусем.

 

Этем йăхĕ те, ăру та

Ĕмĕрленчĕ пĕрре мар, —

Эсĕ çав-çавах çап-çамрăк.

Эсĕ — чĕрĕ, эсĕ сывă,

Çĕнтерӳçĕ эсĕ халь те,

Сăввусем сан шĕл кăвар.

 

Юр ăсти — ялан та шăпчăк,

Çуркунне — ялан та аслă,

Çут хĕвел — ялан хĕрӳллĕ.

Çут уйăх — ялан чечек, —

Тĕксĕмленмĕн эс те, гени,

Эс ялан та пулăн чаплă,

Ма тесессĕн эс юрланă

Туслăх, паттăрлăх çинчен.

 

Хурлăх-хĕн килсе тухсан та

Пул мăнаçлă, пул эс çирĕп,

Тăшмана нихçан ан парăн,

Çапăçса вил — чыслăрах, —

Кĕрешмешкĕн, çĕнтермешкĕн

Йыхăрать сан муза-лира,

Тус пулмашкăн, юратмашкăн

Этеме вăл ăс парать.

 

Юратмашкăн вĕрентет вăл,

Дареджан — таса хĕрарăм,

Çĕнтермешкĕн вĕрентеççĕ

Тарпелпе Автандил.

Эс вĕсем çинчен юрланă,

Малалла

Канăç


Кĕр калчи кашма пек. Тӳперен

Кашласа иртеççĕ тăрнасем.

Янăрарĕ сывлăш, — кӳлĕре

Сӳс чӳхеççĕ шавлăн инкесем.

Пăрăнатăп çул çинчен: калча

Шăп та шай ура сыппи таран!

Сăрт çинчи вăрманĕ улача,

Сар хĕрсем çӳреççĕ кăмпара.

Кĕр çĕртми чуста пек кăпăшка, —

Тулĕ тепĕр кĕр каллех пӳлме!

Пыл пек тутлă ĕмĕт-шухăшпа

Харсăр пуç тулать, хуйха пĕлмес!

Чун тӳлек. Çанталăк та тӳлек.

Вăйăма ниçта хума та çук, —

Их! — чупса пăхатăп... Тен, кун пек

Ĕрĕхсе чупман-тăр пĕчĕк чух!

Кепкăна кăшт чалăшрах лартса,

Таврăнатăп канлĕн эп яла.

Кӳршĕ хĕрĕ, ăшшăн йыхăрса,

Хăналать мана сим пылпала.

Тăван Çĕршыв


Çурхи кунсем вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух

Чун савăнать, чĕрем сикет,

Çĕршыв çинчен юрлас килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Асран кайми юратнă Çĕршыв!

 

Тăван уй-хир тумланнă чух,

Тырри-пулли хумханнă чух

Чун савăнать, чĕрем сикет,

Татах та аван ĕçлес килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Никам çĕнми мухтавлă Çĕршыв!

 

Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,

Тулли черкке çĕкленĕ чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Пĕрле ĕçсе-çиес килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Асран кайми юратнă Çĕршыв!

 

Хитре хĕрсем юрланă чух,

Маттур яшсем ташланă чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Татах та маттур пулас килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Мухтав сана, юратнă Çĕршыв!

 

Ват стариксем юрланă чух,

Тулли кĕреке кĕрленĕ чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Татах та нумай пурнас килет.

Тăван Çĕршыв, Тăван Çĕршыв!

Тавах сана, мухтавлă Çĕршыв!

 

Тăван Çĕршыв мухтавĕпе

Малалла

Хĕллехи каç


Анне арлать. Вар сӳсĕн çипĕ

Йĕрлет пĕр вĕçĕмсĕр йĕре

Сĕм юмахри усал ачи пек,

Çилсем ӳлеççĕ мăрьере.

 

Пӳрт умĕнчи лаштра юманăн

Тураттисем вăрçаç çиле.

Ĕмĕрĕнче те шик пулман ун,

Ларать вăл тĕрĕс-тĕкелех.

 

Пирĕн лутра пахчалăк витĕр

Кил хушшине юр хĕвтерет.

Çутăласпа çил-тăвăл иртĕ.

Тухса çул уçăп иртерех.

 

Çемçен те ăшшăн йăлтăрать, ав,

Çап-çутă лампа, ĕмĕт пек.

Эп харсăр Пушкина вулатăп.

Çунатăп унăн хĕмĕпе.

 

Анне арлать

Вар сӳсĕн çипĕ

Йĕрлет пĕр вĕçĕмсĕр йĕре.

Сĕм юмахри усал ами пек,

Çилсем ӳлеççĕ мăрьере.

■ Страницăсем: 1... 659 660 661 662 663 664 665 666 667 ... 796