Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Акăшсем таврăнаççĕӖмӗр вӗренХĕçпе çурлаКулăшла калавсемҪул юлташӗТăм ӳкнĕ ирКăра çилсем. Виççĕмĕш кĕнеке

Суя сăмах...


Суя сăмах

Тухать те çын çине —

Ун ĕмĕлки —

Пуш-пушă ахрăм —

Суя сĕмне илсе,

Янрать пĕр хушă

Çурса чĕресене.

 

...Ял вĕçĕнче,

Çул юппинче,

Сив çил çинчех

Тăрать хĕрарăм.

Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ...


Чăваш сăмахлăхĕн вăрманĕ

Ялан та чĕрĕ, ешерет:

Унта кĕрсен, чуну сан канĕ,

Вăй пухĕ шанчăксăр чĕре.

 

Чăваш сăмахлăхĕн уй-хирĕ

Сап-сар пучахĕпе вылять:

Кашни пĕрчин хĕвеллĕ ирĕ

Туптавлă куншăн вăй пухать.

 

Чăваш сăмахлăхĕн çыранĕ

Чечексемпе çуллен пуян:

Чечек çине пыл хурчĕ анĕ

Чăн пыл пухас тесе ялан.

 

Чăваш сăмахлăхĕн çăлкуçĕ

Хĕр юрринче те ват çынра:

Йăхран йăха тăванлăн куçĕ, —

Чĕлхем шăнкрав пек янăрать.

Чăваш сăмахлăхĕ — вăл Атăл,

Ун хăй йĕрки те хăй екки,

Çавăнпала савса калатăп:

«Çуках тăван чĕлхе пекки!»

Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать...


Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать

Ват йăмра хашлатса тайăлан айлăмра?

Асатте-ши вара ассăн-ассăн сывлать,

Çиле май хашлатса тайăлать те йăмра.

 

Шăпчăк мар каçсерен,

каçсерен çил-тăман

Çăлтăрсен ушкăнне хурала хăвалать.

Шăпчăк мар каçсерен,

каçсерен çил-таман

Кайнисен сассипе тем калать,

тем калать:

 

«Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем

Паян кун та — эпир — çут тĕнче куçĕнче.

Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем

Паян кун парăмра сар хĕвел умĕнче».

 

Вĕриленнĕ, кăвар юнтымар çулĕпе

Иртнипе паянхи малалла çул виçет.

Вĕриленнĕ, кăвар юнтымар çулĕпе

Пирĕн парăм ӳсет,

пирĕн парăм ӳсет.

Е ыран-и,

кайран...

 

Эпĕ мар-и унта ассăн-ассăн сывлап

Ват йăмра хашлатса тайăлан айлăмра,

Эпĕ мар-и унта ассăн-ассăн сывлап,

Çиле май хашлатса тайăлать те йăмра:

«Çĕр çинчех çуралса та çĕре кĕнисем

Малалла

Тăр! чĕтрет хушăран хĕрӳ шанчăк...


Тăр! чĕтрет хушăран хĕрӳ шанчăк,

Хĕлĕхле, халь-халь татăласла,

Чăл та пар саланнă ĕмĕт-ванчăк

Чĕрене лексе шăтарасла.

 

Çăлтăр курăнсан-и тĕтре витĕр,

Илĕртет пулсассăн-и умра —

Мĕн пуласси пулĕ тенĕ евĕр

Ларас çук никам та вырăнта.

 

Карăнтарнă çĕмрене чуна хурса,

Çĕнĕлле çунса çула тухатпăр.

Янравлă сăвăсен ытамĕнче...


Янравлă сăвăсен ытамĕнче

Туссемпеле тăванланса ларатпăр.

Салхуллă та хаваслă çут тĕнче

Куç умĕнчех Уçăлнине куратпăр.

 

Чăнах та, сăвăсем вуланă май

Чун-чĕресем ырăланса пыраççĕ.

Хурлăхĕсем пулсассăн та нумай,

Куçăмăрсем телей енне пăхаççĕ.

 

Юмахри пек асамлă сар хĕрсем

Çич пĕлĕт тӳпине çитме чĕнеççĕ,

Сĕрен кĕперĕ тĕслĕ кĕписем

Кăчăк туртса та илĕртсе çиçеççĕ.

 

Сăвăç ача пек ĕненет йăлтах,

Суйма пултараймасть вăл нихăçан та.

Кĕç тытĕ ылтăн пулă Атăлта,

Çавах кун-çулĕ унăн пулмĕ янтă.

 

Хăй паккусне те хăй каçалăкне

Вăл тĕплĕн çулĕ, тĕплĕн пухса кĕртĕ,

Тăрсассăн тăван халăхĕ умне

Чысне те упрĕ, хăй ятне те çĕртмĕ.

 

Чăваш сăмахĕ унăн çӳпçинче

Пур ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă питĕ.

Салхуллă та илемлĕ çут тĕнчен

Хуйхи-суйхи тухать ун чĕри витĕр.

Чечек çураççĕ чиесем...


Чечек çураççĕ чиесем,

Кӳкен те шап-шурах ларать.

Çĕн уйăх — тӳпери илем —

Тĕтре ăшне путать.

 

Шап-шур сеске пуç тăррине

Ӳкет те шуратать.

Çур каçĕ, тен, кĕркуннене

Асра тытма хушать.

 

Анчах та шурă çеçкене

Çил вĕçтерсе ярать.

Мĕн тăвăн! — Çӳçĕн кĕмĕлне

Кун-çул сыхлать, упрать.

 

Этемĕн те хăйне виçе —

Чечек çурать... кун-çул тăвать...

Малтан вăл ĕмĕтпе вĕçет,

Пуласлăхне курса çиçет, —

Кайран... туяланать.

 

Чечек çураççĕ чиесем.

Юлать-и улмуççи!

«Çĕре ялан илем кĕртсем», —

Пăшăлтатать ăш çил.

Юманпа Чĕкеç


Темиçе ĕмĕр каярах Çавал тăрăхĕнче, Матьшу хĕрринчи пĕр ялта, питĕ çиллес те хаяр чăваш Ахмат пурăннă тет. Ӑна Хусан мăрси хан валли халăхран хырçă-алман пухма хушнă. Çавăнпа ку чăваша алманçă тенĕ, вăл пурăнакан яла вара Алманч ят панă. Алманçă кĕрĕс-мерĕс кĕлеткеллĕ, пичке хырăмлă, кӳпшек питлĕ пулнă. Çавскер ял халăхне хăй аллинче тытнă, пуйнăçемĕн пуйса пынă.

Пуянни пуян, анчах телейĕ пулман унăн: ачи-пăчи, пĕрин хыççăн тепри, ураланичченех çĕре кĕнĕ. Юлашки ывăл çуралсан, ăна Юман ят панă. Вăл çав йывăç пек çирĕп пултăр, чир-чĕре ан парăнтăр тенĕ ĕнтĕ. Чăнах та, ача патвар ӳссе çитĕннĕ. Каччă çулне çитсен, ялти тимĕрçĕ хĕрне — ĕçчен те сăпайлă Чĕкеçе — килĕштернĕ вăл. Ку хĕр çурхи хĕвел пек ырă та ăшă кăмăллă, чечек евĕр чечен те чипер, пĕвĕпе ятуллă, кăмăлĕпе савăк, ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе çутă пулнă. Чĕкеç чунĕ Юманшăн çуннă. Каччă чĕри те Чĕкеç еннеллех туртăннă, анчах Ахмат шыв арманĕ хуçин самăркка хĕрне, Эминене, кин тума тĕллев лартнă: ăна кăкăр ĕмнĕ чухнех çураçса хунă-мĕн.

Алманçă та сăхă пулса çуралман. Малтанхи вăхăтра вăл та ыттисемпе пĕрлех хан улпучĕ-вăйпучĕ пусмăрне тӳснĕ. Чăн ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ утар тытнăран кӳршĕ-аршăран кăшт тутăрах пурăннă.

Малалла

Кун килет те каять çаврăнса...


Кун килет те каять çаврăнса,

Шуçăмпа çĕнĕ кун çуралать.

Шăнкăрав сассилле çывхарса,

Кайăк хур сассилле çухалать.

 

Кĕрхи кун кĕрхилле те — хитре —

Пăтăр-пăтăр ӳкет сар улма.

Улма мар та-и, тен... тĕтрере

Минутсем патлатаççĕ ума.

 

Кам курать ман чунри хĕлĕхе?!

Тунсăхпа тулнăскер, кĕрхилле

Янăратăр-и вăл халлĕхе

Нихăçан çитмесле сив хĕлле.

 

Кун килет те каять çаврăнса.

(Вăхăта вăхăт çеç хăвалать.)

Шăнкăрав сассилле çывхарса,

Кайăк хур сассилле çухалать...

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп...


Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп,

Ютшăнмастăп çынран та хамран.

Çут хĕвел вăййипе,

Çутă кун юррипе

Пурăнса —

юлас çук халăхран.

Çĕр те çич çăрапа кăмăла питĕрместĕп.

Тĕссĕр тунсăх сăнне

чунăма ирттерместĕп,

Ӳкĕнместĕп паян та ыран.

Аслă çул варрипе,

Шурă юр юррипе

Антăлса —

хăрас çук ют куçран.

Тĕссĕр тунсăх сăнне

чунăма ирттерместĕп.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп,

Култармастăп тусран, тăванран.

Савнă кил çутипе,

Асатте пилĕпе

Пурăнса —

тухас çук çынлăхран.

Суя кун ытамне йăнăшса вирхĕнместĕп.

Сăвăç мар эп паян...


Сăвăç мар эп паян.

Çулçӳревçĕ.

Елĕкхи самантсен авалхи ĕмринче

Эп çӳретĕп,

Елĕкхи ĕмĕтсен ĕмĕрхи сĕмлĕхне

Тинкеретĕп.

Ăруран ăрăва юнтымар çулĕпе

Асаттен мăн аслашшĕ патне те

Çитетĕп.

Юррине,

Куллине,

Мĕн калас тенине

Йăлт куратăп,

Илтетĕп,

Тимлетĕп.

Пĕр суймасăр вара,

Ун манукĕн мăнукĕ,

Тĕп чăвашăн таса чĕлхипе

Паянхи çут куна,

Паянхи ыр куна мухтаса —

Килентерĕп.

Е кайран,

Темиçе çĕр çултан,

Ман мăнукăн мăнукĕ

Ман ума килессе,

Чăвашлах пуплессе

Ĕнентерĕп!..

■ Страницăсем: 1... 662 663 664 665 666 667 668 669 670 ... 796