Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кĕмĕл кĕперТом Сойер темтепĕр курса çӳрениАсамат кӗперӗ сӳничченШăплăхри аслатиЫлтăн вăчăраÇăлтăрчăксемĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

Этем


Çĕр çине тĕренсе тăтăм çирĕп,

Ал çинче çĕклерĕм хĕвел.

Курăнатăп çапла: мăшăр чăмăр,

Эпĕ– вĕсен хушшинче.

Миме тĕпĕ, миме сийĕ

Питĕ тарăн, руда сийĕ майăн.

Вĕсенчен кăларап кăмрăк евĕр,

Вĕсенчен шăратап хурçă евĕр

Карапсем, сухалантăр шыв-шурĕ,

Пуйăссем, явалантăр тип çĕрĕ.

Самолечĕ – этем чĕртнĕ кайăк,

Ракети – çын алли чĕртнĕ çиçĕм.

Çаксене пĕтĕмпех эп кăлартăм

Çаврака Çĕр пек пуçăмран.

Хĕвел чăмăрĕ пек пуçăм:

Телейпе кун çути шевлелет,

Вĕртерет Çĕр питне чĕрĕ сывлăш,

Тĕнчене тултарать çынсемпе.

 

Мĕн вăл мансăр çав çĕр?

Çап-çара,

Вĕçсĕр уçлăх сĕмне кĕрсе çĕтнĕ

Шатра питлĕ, лапчăк çăмха,

Катăк уйăх çинче сăнне курнă

Тĕкĕрти

Виле – ĕмĕлке…

 

(вырăсларан куçарнă)

Тем йывăрăш пулсассăн та инкек...


Тем йывăрăш пулсассăн та инкек

Арçын ӳкмест.

 

Сăрта хаярлăн ватĕ чăл та пар,

Арçыншăн ку вăл нимĕнех те мар.

 

Çĕр пек капмар пулсассăн та хĕн-хур,

Арçынăн кĕрешме хăвачĕ пур.

 

Тата çапла арçын вăл ĕлĕкрен:

Курать вăл хур пĕр пĕчĕк элекрен.

Каçар, аннем...


Асран кайми, аннем-хĕвелĕм

Каçар мана, каçар мана.

Сан ӳкĕте кĕме пĕлмерĕм,

Кил пăрахса ютра çӳрерĕм

Касар, аннем, каçар мана.

 

Асран кайми, аннем-хĕвелĕм,

Каçар мана, каçар мана.

Аттем çукран ачаш эп ӳсрĕм,

Мĕн ачаллах килтен эп писрĕм,

Каçар, аннем, каçар мана.

 

Асран кайми, аннем-хĕвелĕм,

Каçар мана, каçар мана.

Ютра юрла-юрла çӳрерĕм,

Юррăмсене, тен, илтеймерĕн,

Каçар, аннем, каçар мана.

 

Асран кайми, аннем-хĕвелĕм,

Каçар, аннем, савсам, аннем.

Юрла-юрла килех эп килтĕм,

Юррăмсене санран эп илтĕм,

Юрлар, аннем, юрлар, аннем.

Атте çĕççи


Хĕвел çути ачан пичĕ çине ӳкрĕ, ăшшăн-ăшшăн ачашларĕ, ыйхăран вăранма хистерĕ. Вун икĕ çулхи Сережа тутлăн карăнса илчĕ те тăрса ларчĕ. Сĕтел çинче тутлă апат-çимĕç ларать, юнашар шурă хут листи выртать. «Ывăлăм, апат çи те вутă çурса купала», — вуларĕ арçын ача. «Эх, килĕ-çурчĕ вут хутмасăрах ăшăнсан çав тери лайăх пулмалла та», — ĕмĕтленчĕ хăй.

Хăпăл-хапăл çирĕ те çуршар метр татнă каскасене эхлетсех çурма тытăнчĕ. Пĕр каски çинчи йĕрсем лайăх палăрнă пирки тишкерме пуçларĕ. Ĕнер вĕсене шкулта çав йĕрсем çинчен вĕрентнĕччĕ. «Ку тĕлте йĕрсем хушши сарлака — çул лайăх пулнă пулас, кунта вара — ансăр, типĕ çу пулĕ, кунта тата... Хуп-хура. Мĕнле инкек пулнă-ши. Чим-ха, пушар пулман-ши, çуннă пек туйăнать», — хăйпе хăй калаçрĕ ача.

Сăмсана тĕтĕм шăрши чаках çапрĕ. Сережа вăрман варринче тăрать. Ӳссе ларакан хурăнтан инçех мар кăвайт çунать. Çулăм чĕлхи вулла çула-çула илет. Çывăхра никам та çук. Çунакан туратсене айккалла турта-турта илчĕ, хăшне таптаса, хăшне çĕрпе хупласа сӳнтерчĕ. Хăй хуп-хура пулса пĕтрĕ. Ĕç вĕçленсен хăй ăçтине пĕлесшĕн унталла-кунталла çаврăнса пăхрĕ. Инçех те мар çăл куç пур иккен, курки те юнашарах выртать. Анчах та çăл куçне тахăшĕ аркатнă. Ача çăл куçне майларĕ, хăй те çăвăнса тасалчĕ, тăраниччен таса та тутлă шыва ĕçрĕ. «Кам иртĕхсе çӳренĕ-ши кунта, курсан хăлхине пĕтĕретĕп, — шухăшларĕ хăй, — вăрмана, халăх пуянлăхне, кĕле куçарать вĕт».

Малалла

Уй-хир хĕрне


Сан çинчен пуль юрлатчĕç юрăра.

Сан ятна пуль мухтатчĕç ирсерен

Вĕлтрен кайăкпа шăпчăк хĕрсе...

Лĕпĕш евĕр, эс мар-и вăйăра

Тек вĕçеттĕн каçхи сулхăнра,

Ешĕл симĕс тури урамра?

 

Сана марччи тĕллетчĕ ман куç,

Саншăн мар-и йĕретчĕ чĕрем,

Чун хавалĕ сĕретчĕ «сĕрен»?..

Тинĕс евĕр тĕпсĕр кăвак куç,

Эпĕ туйрăм сана инçерен,

Сар ырашлă уйри сар хĕре...

 

Ыраш пусси çулсерен хирте

Мăянпа витĕнетчĕ ялан,

Тек кăшлатчĕ вичкĕн çил хăмăла...

Кашни кун – каçхине те, ир те

Уттараттăм тăван уялла,

Хускатмашкăн чуна-кăмăла...

 

Каç-каçсерĕн лараттăм ирччен,

Лăп лăпкатчĕ тăрă çил пĕвĕме,

Ĕнерепчĕ пулман кĕввĕме...

Сарăлатчĕ хастар кĕввĕмĕр,

Чĕлхе вĕççĕн ирĕлетчĕ сăмах,

Ĕмĕтре чĕрĕлетчĕ юмах.

 

Уй-хир хĕрĕ, уй-хир чечекки!

Саншăн тулăх ман чунăн тӳпи,

Саншăн сарăлнă тĕнчен кӳлепи...

Çур ак сарнă савăнăç сĕреки,

Çур çинче юратăвăн кĕпи,

Çура парăннă яшлăх тĕвви.

Малалла

Урамăрсем çутă пулнăран


Урамăрсем çутă пулнăран,

Чӳречĕрсем уçă пулнăран,

Кĕрсе тухас, терĕм, тус-тăван,

Чĕрем çапла хушать, мĕн тăван.

 

Кăмăлăрсем ылтăн пулнăран,

Мĕн ачаран пĕрле тăнăран,

Хыпар тăвас, терĕм, тус-тăван,

Килйыш çапла хушать, мĕн тăван.

 

Пирĕн яшсем ятлă пулнăран,

Сирĕн хĕрсем хитре пулнăран,

Хăта пулас, тетпĕр, тус-тăван,

Йăли çапла хушать, мĕн тăван.

 

Кĕрекĕрсем тулли тăнăран,

Сăрисене сĕрсех тăнăран,

Тухса каяс килмест, тус-тăван,

Курки çапла калать, мĕн тăван.

Шурăмпуçăм-çăлтăрăм...


Венера Большовăна

Шурăмпуçăм-çăлтăрăм, Венера,

Эс манран мĕн-ма-ши пит инçе?

Шухă чунăм сан сăнна сăнарĕ

Çăлтăрпа çуталнă ир çинче.

 

Шурăмпуçăм-çăлтăрăм, Венера,

Çăлтăр пек çунан эс ир çинче,

Пĕр-пĕрне юрла-юрла чĕнер-и,

Тĕл пулар-и каччă килĕнче?

 

Шурăмлуçăм-çăлтăрăм, Венера,

Камшăн эсĕ, камшăн-ши çунан?

Кам-ши саншăн купăсне ĕнерĕ, —

Юрри парĕ юрату-çунат?

 

Ĕмĕтсем мĕльюн çухрăм вĕçеççĕ.

Эс манран урам урлă кăна.

Вĕçсе каçчĕ, çăлтăрăм-чĕкеçĕм,

Пурнăçри пĕртен-пĕр тус-хăна.

 

Шурăмпуçăм-çăлтăрăм, Венера,

Туй валли ман çук-и пыл-сăра?

Пурçăн витĕр сăрине сĕрер-и, —

Чыс тăвар-и ылтăн алтăра?

 

Шурăмпуçăм-çăлтăрăм, Венера

Иккĕн çеç юрлар-и çак юрра?

Юрăпа хăна-вĕрле ченер-и

Пил тумашкăн мăшар çалтăра?

Улпут чапĕ — хресчен йывăр кунĕ


Улпут çĕрĕсем нумай çĕрте хресченсем хĕлле улпутран час-часах çулла тырă ĕçлесе памалла укçа илеççĕ. Теçеттинине сухаласа, сӳресе, акса пама, хыт суха тума, вырса-турттарса пама вĕсем 5 тенке килĕшеççĕ. Çулла, ĕç вăхăтĕнче, кĕрĕшсе ĕçлесен, вĕсем 10-15 тенкĕ илме пултарĕччĕç. Улпутсем, тен, çапах та уссине курайман-и? Уссине курнă-и, курман-и, анчах процентне кăна 100-200 тенкĕ илсе пурăннă. (Процент вăл ак мĕнле: хĕлле эсĕ улпутран 1 тенкĕ илнĕ иккен, уншăн ăна çулла çав хака икĕ е виçĕ тенкĕлĕх ĕç ĕçлесех паран.) Хресченсем ăна-кăна пăхман, вĕсем ĕçе тĕрĕс туса пурăннă. Мăнтарăн хресченĕ, вилет те ĕçлет улпута. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. Лаши вилет — сухаласа параймасть; çемйи, арăмĕ вилет — выраймасть.

Тырă пулса çитрĕ. Улпутăнне вырма чĕнме килнĕ. Хресченĕн хăйĕн те çĕр ĕç пулĕ. Кăна та тумалла, тепĕрне те тумалла. Улпут чĕнет. Йĕрет те каятъ хресчен. Çуллен-çул çапла пулса пырать. Хресченĕн хăй хирĕнче темĕн чухлĕ ĕç тăсăлса выртать. Аки-сухи те вăхăтлă тăвăнмасть, тырри-пулли те вăхăтлă пуçтарăнмасть. Анчах çак ĕç пурте законлă. Улпут пур ĕçе те закон тăрăх тăвать. Вăл закона аван пĕлсе тăрать.

Малалла

Сăмах пани


Эс юхан шыв пулса юхса кайсан

Хăва пулса куççуль юхтарăттăм.

Сан умăнта салхуллăн пуç тайса

ĕмĕрĕпех çапла эп тăрăттăм.

 

Эс килĕшсен, сенкер шурăмпуçчен

Пăхмасăр сăвăсем те вулăттăм.

Шыв çийĕн ишекен çăлтăрсенчен

Хĕвел йышши пуçкăшăль пухăттăм.

 

Иксĕмĕрте, тен, пĕрлĕх те пурах,

Хура каçри черченкĕ уйăхăм.

Эс хурлансан санран эп хурлăрах,

Сан хуйăху та манăн хуйăхăм.

 

Пĕлĕтсемпе хĕвелĕм хуплансан

Чуна çапах та сулхăнлатмăттăм,

Эс юхан шыв пулса юхса кайсан

Сана çапах хамран çухатмăттăм.

Çылăхлă хĕрарăм


(Иоанн. VII, 7)

 

Хĕвел аннă вăхăтра

Ирсĕр халăх хушшинче

Никам çине пăхмасăр

Христос Турă умĕнче

Ирсĕр арăм ĕсĕклет...

Еврей сучĕ пулнипе,

Моисей хунă йĕркепе

Ăна персе вĕлерме

Халăх хытă пăлханса

Унăн çине суд хурать:

«Ăна персе вĕлерсен

Хăй юнĕпе çăвăнса

Вăл çылăхне тасатĕ!»

Çапла халăх пăлханса

В(ĕ)лерсе тăнă вăхăтра

Христос Турă туйипе

Хăйăр çине йĕрленĕ,

Халăх ăна каланă:

«Турă, Эсĕ мĕн калăн?

Моисей йĕрки пултăр-и?

Ăна персе в(ĕ)лерер-и?»

Халăх чĕри усалтан

Христос Турă хуйхăрнă...

Арăм чунне хĕрхенсе

Вăл халăха каланă:

— Йĕрке пултăр тесессĕн,

Çылăхсăрри пулсассăн

Хăй чĕрине хытарса

Ар(ă)ма персе вĕлертĕр!..

Христос çапла каласан

Еврей халăх хăраса,

Хăй çылăхне ас туса

Пĕррĕн-пĕррĕн саланнă...

Унтан Христос арăма

Акă çапла каланă:

— Мĕскĕн арăм! Каласам —

Айăплакан тупрăн-им? —

Малалла

■ Страницăсем: 1... 714 715 716 717 718 719 720 721 722 ... 796