Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сулпикепе Валĕм хунАсаттесемКĕтмен венчетВӗре ҫӗленПахчапа мунча хуҫиӖмӗр вӗренКăвак çĕмрен

Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана?


Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм, мĕн кирлĕ сана?

Мĕскер эс ыйтатăн? Мĕскер ăмсанан?

Пуянлăх, хаваслăх е ĕмĕрлĕх ят

Е иксĕлми паттăр, асамлă хăват?...

Караппăл


— Калаç-ха манпа! — Караппăл арăмне чарма тесе аллине тăсрĕ.

— Мĕ-ĕн? — Наçтук тĕлĕннипе куçне чарса пăрахрĕ. — Санпа калаçмалла-и? Çук, ан та кĕт. Ыран ирех тăмалла, ĕçе каймалла.

— Упăшкуна пăртак та пулин хĕрхенмелле ĕнтĕ. Кунĕ-кунĕпе килте пĕччен лар-ха. Никампа сăмах хушма çук.

Çывăрмалли пӳлĕм алăкĕн хăлăпне тытнăскер, Наçтук тăпах чарăнчĕ, каялла çаврăнса Караппăла тĕсесе пăхрĕ те сасартăк... ахăлтатса ячĕ.

— Ай, мĕскĕн! Тунсăхлать эппин кунĕ-кунĕпе ĕçсĕр ларнă май. Калаçакан çук унпа. Ха-ха-ха!

Пенсие тухнă хыççăн вăл килте ларас темерĕ, хăйсен çуртĕнче пурăнакан темиçе хĕрарăмпа пасарта тĕрлĕ япала сутма тытăнчĕ. Атту пенси пысăк мар. Хваттер укçи, ытти тӳлев çулсерен ӳсет — укçа ăçтан çитерĕн?

Малтанхи вăхăтра пасара Караппăл та тухкаланă. Тĕрĕссипе, ячĕ урăхла-ха ун — Куçук. "Караппăл" вара... Темиçе çул каялла. Куçук таçтан чăвашла кивĕ кĕнеке тупса таврăннă. Казах акынĕн Джамбул Джабаевăн пĕр сăввинчи "Эп хам та, караппăл пек ватăлнă çын, садпа пĕр танах ешереп" текен сăмахсем килĕшсе кайнă-ши ăна — ас туса юлнă вĕсене. Çынсен хушшинче те мăрла-мăрла çӳренĕ. Вăт çакланнă хайхи ят: Караппăл та Караппăл...

Малалла

Эпĕ сан


Ӳпкевпе çĕнĕрен

Кăмăла эс ан хуç.

Пĕр çавра чĕререн

Юрласа чуна уç.

 

Мĕн пулса иртнине

Маннă эп. Эс те ман.

Çыннăн мар малашне, —

Малашне эпĕ сан.

Кăшт систерсен


Эп çава туптанине

Пăхса тăтăм киленсе.

Умĕнчи хĕр çавине

Туптать каччă тимлесе.

 

Каччă йăпăрт сисиччен

Пăхса илчĕ хĕр çине.

Мăлатук кĕтмен çĕртен

Çапрĕ ун пуç пӳрнине...

 

Хĕрĕ хӳхĕм те ĕçчен.

Ĕçчен алăллă каччи.

Сăмах май кăшт систерсен,

Халех пулăттăм евчи.

Хĕрарăм


Йăпатать вăл,

Вăл сиплет.

Тухатать вăл.

Вăл йĕртет...

 

Арçынна та вăл хăйне —

Кирлĕ-тĕк — итлеттерет.

Хăй арçын чĕрçи çинче

Юр пĕрчи пек ирĕлет.

Сунас


Сунас ерчĕ такамран

Сăрт çамки çеремленсен,

Эп апчху! апчху! тусан:

"Сывлăха", - терĕç çемçен.

 

"Сывлăха", - темессерен

Сунас савăнчĕ чунран.

Каç енне кĕтмен çĕртен

Лап ӳкерчĕ ураран.

Сутнă пӳртри юлашки каç


Хăнасем тухса кайрĕç. Степан пĕчченех юлчĕ пушă çуртра. Кантăк патне пычĕ: «Хăшĕ ĕнтĕ халĕ тинех хăни: вĕсем—ши е вăл хăех?»

Çĕнĕ кил хуçипе арăмĕ тата Степан амăшĕн аппăшĕ, урам урлă каçса, Тимак Витти карти хĕррипе тăвăлла утрĕç. Тăкăрлăка пăрăнаспа арçынĕ тăпах чарăнчĕ, Степансен çуртне тимлесерех пăхма пикенчĕ. Хĕрарăмсем те çаврăнчĕç. Çарахви аппăш саппун аркипе куçне шăлкаларĕ. Упашки арăмне темĕн каларĕ, лешĕ кăмăлсăртараххăн ал сулчĕ те патлаттарса утса кайрĕ. Кĕçех весем Çарахви аппăшĕпе иккĕш тăкăрлăкра çухалчĕç. Арçынĕ çаплах çурт çинчен куç илмерĕ.

Степан кантăк патĕнчен пăрăнчĕ. Сутаканни мар, туянаканни хăй пулнăн, пӳрт ăшчиккине тĕсерĕ: пиçĕхсе ларнă пĕренесем, анăç енне самай сулăннă хĕвелĕн кантăкран карăнса ӳкен хĕрлĕрех çутинче вĕсем хĕмленсе тăнăн йăлтăртатаççĕ, çуттăн, тасан - Çарахви аппăш хăйăрпах сăтăрса çурăм терĕ; Кăмакине шуратнă, типсе çитичченех хутнă пулмалла та, тĕл-тĕл çуркаланнă; кантăк каррисем, турăш кĕтесне çакнă алшăлли чăлт-шурă, хĕррисене вĕттĕн-вĕттĕн тĕрленĕ, — Степан хăйсен кун пеккисем пуррине астумасть: Çарахви аппăш хăйĕннех илсе килнĕ-тĕр; йывăç кравать, пуçелĕк тĕлне эрешленĕ, ашшĕ ăсталанăскерех; çаптарккă çивитти; урайне кивĕ пир-пусма таврашĕнчен килте тĕртсе тунă палас пекки сарнă.

Малалла

Пурнăç лавĕ


"Çут тĕнче хĕрне санпа

Хатĕр эп кайма", —

Терĕн эс хавас саспа

Те хăпартланма.

 

Хăпартлантăм ачалла

Çав тери чунран.

Тапса сикрĕ малалла

Пурнăç вырăнтан.

 

Пурнăç лавĕ ман енне

Илчĕ сулăнса.

Ун енне эс ун çумне

Лартăн вăрт куçса.

Тăри


Пĕлет тенĕрен, юри:

"Тăри, - терĕм, - эй, тăри!

Юратать пулсан савни

Эс çӳле-е-е кай. Илтрĕн-и?"

 

Тăри тем çӳллĕшĕнче

Юрлать янкăр тӳпере

Ун юрри ытамĕнче

Савăнса тапать чĕре.

Çунса шăтнă чĕре


"Чĕрӳ сивĕ", - ӳпкелен

Пĕрле чух пĕрмай мана.

Мана мĕн йăлăхиччен

Пăхăнтартăн эс хăвна.

 

Пăхăнтарнă çем чĕре

Саншăн çунчĕ çав тери.

Çунса шăтнă чĕрере

Ăçтан пултăр-ха вĕри.

■ Страницăсем: 1... 779 780 781 782 783 784 785 786 787 ... 794