Пепке çуралсан...
— Таврăнать. Йытă та хăйĕн килĕ тĕлне пĕлет.
— Ют ачана пăхса ӳстерме-и?
— Мĕнле ют ача пирки сăмах ваклан эсĕ?
— Пăшатана михĕре пытарса усраймăн. Ачу ашшĕ Илтимĕр мар, Праски Çеменĕ. Ырăранах унран алимент шыраса илмĕн.
— Ха-ха-ха, — кулса ячĕ Тиляр. — Ара, Праски Çеменĕ пирĕн Илтимĕрпе иксĕмĕрĕн ачана юратать. Кун пирки хăй çыру çырса янă ман пата. Укçа кутран тапмасть теççĕ.
— Ых-х, юхха! Икĕ упăшкапа пурăнасшăн!
— Манăн икĕ упăшка, санăн пĕрре те çук.
— Хуть тăватă упăшкапа пурăн, йытă ами. Анчах мана Турă çырнине тавăрса пар.
— Мĕн каларăн эсĕ мана? Сана суда памаллаччĕ. Эпĕ урăхла тавăратăп сана, — Тиляр унталла-кунталла пăхрĕ, çын курăнмасть. Вара чăмăрĕпе пĕтĕм вăйран хырăмĕнчен хăп! чышрĕ. Лешĕ хурах кăшкăрса авăнчĕ. — Хуп çăварна, — терĕ Тиляр, — унсăрăн санран нимĕр тăватăп. Эсĕ манран пĕр упăшкине пама ыйтатăн. Тархасшăн. Чармастăп Праски Çеменне илме.
— Ан йĕкĕлте! Мана вăл мар, — нăшăклатать Ульти. Халĕ вăл ыратнипе мар, чунĕ хурланнипе йĕрмешет, — Илтимĕр кирлĕ. Качча каймасăр ăна флотран таврăнасса кĕтрĕм. Эсĕ туртса илтĕн. Пар тавăрса ăна.
— Ха, вăл манăн кĕсьере лармасть. Шыраса туп. Пурăнăр, чармастăп.
— Çыру çырса пар, — тилмĕрет Ульти.
— Мĕн тесе?
— «Сана, Илтимĕр, пачах юратмастăп. Ультие качча ил», — тесе.
— Ах, епле чее эсĕ, — кулса ячĕ Тиляр. — Манран евчĕ тăвасшăн! Тасал куç умĕнчен.
Тиляр палт! çаврăнчĕ те тăкăрлăкалла пăрăнса туххăмрах куçран çухалчĕ.
— Кайрĕ, — алне сулкаларĕ Ульти. — Тав тăватăп сана, Тиляр, шанчăк парнеленĕшĕн. Чун туять, Илтимĕр авланатех. Эпĕ унăн арăмĕ. Çак самантра вĕçсе çитĕттĕм, анчах çунат çукки касать.
Хăйне Ульти халĕ çĕнĕрен çуралнăн, валакра лĕп шывра чăпăл тунăн, амăшĕ ăна шурă юркапа чĕркенĕн туйрĕ. Вăл паянах вăрăм çула тухасшăн. Илтимĕр Владивосток хулинче пурăннине илтнĕ вăл. Адресĕ çук ĕнтĕ. Кашни киле кĕрсе тĕпчесе тухасшăн. Ырă ĕмĕтпе йăпанса хур аçи пек пĕр вырăнта тапăртатса илчĕ.
Тилярпа калаçнă хыççăн тепĕр икĕ кунтан ял çыннисем Ультие Канаш чугун çул станцийĕнче курнă, тухăçалла пуйăспа ларса кайрĕ терĕç.
* * *
Повестка. Ав выртать вăл Праски Çеменĕн килĕнче, сĕтел çинче. Хут татăкĕ кăна вăл, анчах каткари пыл çине пĕр кашăк тикĕт янăн пĕтĕм пурнăçа пăсать, чун-чĕрене чарăнусăр ыраттарать.
Суд... Никама та сиксе ташлама хĕтĕртмест çак сăмах тĕшши. Ăна, Праски Çеменне, каччă шутĕнчен тухманскере, суда чĕнеççĕ, Тиляр унран алимент шырать. Тĕнче мăшкăлĕ-çке ку! Ара, вăл унпа пачах çывăхланман. Эппин, мĕншĕн судлашмалла? Ят каять-иç. «Чим-ха, — чарчĕ Праски Çеменĕ шуйланнă шухăшне çырма тĕпĕнчи вак чулсем çийĕн шăнкăртатакан шыв юххине тăпра сапса пӳлнĕн, — эпĕ мар-и вара шурă пир тăрăх лапăртаннă атăпа утса тухаканĕ? Таçтан Ульти тупăнчĕ хура ĕç тума, çав ĕслетрĕ Тиляр патне çыру çырса унăн пепкине хамăн ача тесе йышăнма. Тĕл пулсан, тупата, хăлха чикки тыттарма тиветех ăна. Йăнăшнă эпĕ. Тепĕр тесен, пуриншĕн те юрату айăплă. Çавă ыррине те, усаллине те тутараканĕ. Тиляр мана юратмарĕ, Илтимĕре качча тухрĕ. Мĕншĕн? Эпĕ унран япăх-и? Мана та Тур папай ăс-хакăлтан, сăн-сăпатран, пӳ-сирен катăк туман. Пурте пур. Специальность тесен — строителъ. Илтимĕр кам? Килчĕ флотран, çӳрерĕ карттус çумне çыпăçтарнă йăрăм-йăрăм лентине вĕçтерсе. Моряк! Тупăнчĕ хĕрсен чунне тыткăнлакан. Çăмăлчак! Юратса пурăннă-çке-ха ăна Ульти. Çу-ук, унпа килĕшмерĕ. Лекрĕ унăн капкăнне çамрăк айван хĕр — Тиляр. Пурăнăç вăл хай евĕрлĕ: юратупа юнашарах хаяр тавăру чуптарать. Кам хĕрхенчĕ мана кăвар çине пăрахнă ăман пек авкаланнă чух? Никам та. Мĕн тумаллаччĕ манăн? Ирĕксĕрех мăшкăла, чун ыратăвне вĕсене те тутантарас килчĕ».
Çырчĕ вара Тиляр патне элеклĕ çыру, ăна мар, тĕрĕссипе каласан, унăн упăшки Илтимĕре вулама. Çак таса мар ĕçпе Тиляра хăй майлă çавăратăп терĕ-ши?
Пурте тăрăхласа шăл йĕреççĕ халĕ Праски Çеменĕнчен.
— Эй, алиментщик!
— Ӳлĕм асра тыт: ют арăм алăк умĕнче — капкăн.
— Тĕкĕнмен эпĕ Илтимĕр арăмне, — хирĕçлесе çитереймест мĕскĕн йĕкĕлтекенсене.
Хĕрсем ăна хăйсен çывăхне ямаççĕ.
— Ан çулăх, ман ята варлан! — тет пĕри.
— Кăтарт-ха ачуна, куçĕ санăнни пек-и? — тет тепĕр чиперукĕ.
— Курман, — урăх самах та тупаймасть çын. Юлашки вăхăтра ыйхă вĕçрĕ Праски Çеменĕн. Аптранă енне турăш умĕнче кĕлтурĕ: «Эй, Пӳлĕхçĕм, мана алиментран хăтар, лăпкă ыйхă пар».
Утиял айне чăмрĕ хайхискер. Кĕтет канлĕ ыйхă çупăрласса. Чăнах та, тахăш вăхăтра куç хупанкисем усăнчĕç. Тытăнчĕ чиперех хуп турттарма. Тĕлĕк, кино пуçланчĕ. Тĕп геройĕ — хăй. Юнашар ялти фермер патĕнче ĕçлеççĕ пек. Тырă упрамалли кĕлет туса пĕтерчĕç. Хуçа ĕçшĕн укçа тӳлерĕ. Чи нумай укçа илекенĕ вăл — Праски Çеменĕ. Хĕпĕртет çын, ихĕлтетсе кулать, ытарайми пăхать укçа тăрмакласа тытнă ывăçне. Унччен те пулмасть, пăтĕрĕнчĕк мăйăхлă хура тете унăн укçаллă аллине кап! ярса тытрĕ.
— Халех ирĕклĕн панă пул! — хăмсарать хурах. — Ку йăлт алимент укçи!
— Кунта манăн тăватă пин тенкĕ! — ăнлантарасшăн Çемен, сасси тухманнипе хăшкăлать. — Ку шутран мĕнпурĕ те пин çеç тӳлемелле.
Хăлăхсăр этем ниме те уямасть, тăпăлтарать кăна.
— Ху-ра-а-ах! — кăшкăрса ячĕ Праски Çеменĕ. Ку хутĕнче сасси янăравлах тухрĕ ун.
Амăшĕ ывăлĕ кăшкăрнипе вăранса кайрĕ.
— Ай турах! — вырăнĕ çинчен сиксе тăчĕ. — Вăрăсем кĕнĕ! — çари-и çухăрса ячĕ, ывăлĕ çывăракан пӳлĕме тĕлкĕштерсе пырса кĕчĕ. Ун-кун пăхкалать, анчах никам та курăнмасть. Ывăлĕ вырăнĕ çинчех. Вăл хăрушла хăрăлтаттарать темшĕн. — Вĕлерчĕç-и-мĕн? — ӳлесе йĕрсе ячĕ хайхискер. — Çемен?! Сывлатăн-и эсĕ?
— Анне! Эсĕ-и ку? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. — Лешĕ, пĕтĕрĕнчĕк мăйăхлă хура çын, ăçта?
— Нимле çын та курмарăм. Тухса тарчĕ ахăр. Мĕн хĕстерчĕ-ши? — çутă çутрĕ Праски. — Тăр, ывăлăм, пăхкала, мĕн çук.
— Ан пăшăрхан, анне, — терĕ ывăлĕ, — тĕлĕк курнă эпĕ. Ĕçшĕн тӳленĕ укçана пĕтĕмпех алимент тесе тытса илесшĕн тăрмашрĕ.
— Эх, ухмах этем, — куляннипе ахлатрĕ амăшĕ. — Ямăт укçана тытса илме пурте ухута.
Лайăххăн çывăрасси пулмарĕ çав каç.
Майĕпен тул çутăлчĕ. Ку — суд пулмалли кун. Амăшĕ какайпа çĕрулми ăшаласан канăçсăр çывăракан ывăлне ыйхăран вăратрĕ.
— Тăрсам, Çемен. Суд таврашĕ кая юлнине каçармасть. Штраф тӳлеттерсе тинкелентерĕç, — мăкăртатать Праски. — Ах, пуриншĕн те укçа, укçа пар. Хĕрарăмĕпе те ирĕклĕн выляма памаççĕ. Япала пулать-и çак?
Апатлансан Çемен чи хитре тум тăхăнчĕ: шурă кĕпе, чăпар галстук, çырма хăйăрĕ тĕслĕ костюм, хура плащ, шлепке. Унăн тĕсĕ те — хура.
Тухрĕ Çемен çула. Утать. Ял хыçа юлнăçем юлать.
Çул тăршшĕпех Праски Çеменĕ хыçалалла-малалла пăхрĕ тинкерсе. Кăлăхах. Тиляра курмарĕ, Шел, тĕл пуласса шаннăччĕ. Ăçта вăл? Тен, суда пымасть? Енчен те... нинай. Путех, район центрне ĕнерех вĕçтернĕ, çĕр выртрĕ-тĕр унта.
Акă çитсе тăчĕ Праски Çеменĕ кирлĕ çурт умне. Паянччен ку тĕлтен тротуар тăрăх вĕлт! çеç иртсе кайнă. Нихăçан та чарăнса тăман, тинкермен çурт çумĕнчи вывескăра мĕн çырнине, çапах та куç хĕррипе пĕр сăмахне курнах, вуланах — суд. Нихăçан та çак çурт алăкне уçса шалалла кĕме тивессе пуçа шухăш пырса кĕмен. Хаваслă пурнăçпа киленнĕ самантра кам шырлăх пирки пуçа ватать? Суд тытăмĕ уншăн мар, урăххисемшĕн, палламан путсĕр этемсемшĕн, кирлĕ тенĕ. Халĕ ĕнтĕ Праски Çеменĕ хăй те çав ăçтиçук çынсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кăмăлĕ хуçăлчĕ шутсăрах. Куçĕсем кӳлле путрĕç. Вăштăр çил сĕртĕнсе иртрĕ темшĕн. Эрешлĕ юр пĕрчи куç хăрпăкĕсене чăрăш йĕпписем терĕ-шим, ларчĕ пырса. Куççуль тумламĕ, хăйĕн вĕри чунĕпе мăнаçланчĕ-шим, ăна самант ирĕлтерчĕ, вара пит çăмарти тăрăх çийĕнсе юлнă шырланкăри шыв пек йăр-р! йăрлатрĕ.
Çурăмĕ хыçĕнче ура сасси илтĕнчĕ. Картлашка тăрăх пĕри хăпарать. Праски Çеменĕ çаврăнса пăхма вăтанчĕ. Хăй йĕнине çынна кăтартасшăн мар. Вăл ывăç тупанĕпе питне шăлма тытăнчĕ. Çак самантра ун çумне сĕртĕнсех иртнĕ хайхи çын — хĕрарăм. Вăл йăпăрт алăка уçрĕ те куç хупса иличчен шалалла кĕрсе çухалчĕ.
— Чим, — ыйхăран вăраннăн туйрĕ хайхи Çемен, — ара, ку Тиляр пулчĕ-иç! Мĕнле вара пĕр сăмах та хушмарĕ? Хам та тăм камит евĕр хытса юлтăм.
Плащăн сулахай çанни вĕçне хăпартрĕ вăл, пăхрĕ алă тунине çыхнă сехете. Палăртнă вăхăт çывхарать. Эппин кĕмелле. Вара ун хыçĕнчен алăк шатлатса хупăнчĕ. Пӳлĕм алăкĕсем çумне çырса çапнă тăрăх тупрĕ суд пулмалли пӳлĕме.
Малалла ĕç-пуç тĕлĕкри пек тĕр-тĕр пулса иртрĕ.
Чи малтан судья Тилярăн заявленине, унтан Праски Çеменĕн çырăвне, лешне, Тиляр ачин ашшĕ эпĕ тесе пĕлтернине, ара, вуларĕ.
— Хирĕçӳ таврашĕ çук пулĕ тетĕп? Пурте паллă, — терĕ судья.
— Йă-нă-ша-тăр! — кăшкăрчĕ Праски Çеменĕ. Сасси ăша кайнипе судьясем ăнланмарĕç пулас ăна. Вĕсем, судья тата икĕ заседатель, тăчĕç те хыçри пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Куç хулса иличчен каялла тухрĕç те. Судья хучĕ çине пăхса вуларĕ. Праски Çеменĕн çак самантран пуçласа Тиляр ачине пăхса ӳстерме, урăхла каласан, вунсакăр çула çитиччен, кашни уйăхра алимент тӳлесе тăмалла. Сывлăшĕ пӳлĕнчĕ унăн. Ара, çăлăнаймарĕ, типшар курчĕ. Чăнах та, вăйăран вăкăр тухрĕ.
Суд çыннисем, ĕçне вĕçленĕскерсем, çийĕнчех урăх пӳлĕме кĕрсе çухалчĕç. Зал та пушанса юлчĕ. Урама тухрĕ алиментщик. Ăçталла каймаллине чухлаймасăр ытахальтен пăхкаларĕ йĕри-тавралла. Тротуар çине ярса пусрĕ. Шăп çак вăхăтра ун çумĕнченех Тиляр, пĕр яш-кĕрĕмпе çавтăннăскер, иртсе кайрĕ. «Йĕкĕчĕ кам? Илтимĕр таврăннă-и-мĕн?» — шăтарасла тинкерчĕ Праски Çеменĕ. Палларĕ: геолог иккен.
— Ых, сыпăксăр кĕпçе, — мăкăртатса юлчĕ Çемен. — Пĕринчен алимент илет, тепринпе ыталанса çӳрет!
* * *
Минепи Ивановна, хăйĕн мăнукне Энтюка чунтан юратаканскер, кашни кунах кĕрсе тухать кинĕн çĕнĕ тăпăл-тăпăл кил-çуртне. Тиляр тĕлĕнтерчĕ ял халăхне паттăрлăхĕпе. Маттур хĕрарăм теççĕ ăна. Тĕрĕсех, унăн пӳртне кĕрсен тухас килмест, ара, ытла хăтлă. Пурнăç вĕресе тăнине туйтарать. Мĕн кирли пурте пур. Йăлтах е туяннă, е хăй аллипе тытса тунă. Упăшкин çуртĕнчен ним те, улăм пĕрчи те, илсе килмен.
Амăшĕ Илтимĕр ывăлĕн кирпĕч çуртне пăхкаласах тăрать. Кĕрсе тухмасăр чунĕ тӳсмест, анчах кашнинчех куççуль шăпăртатать унăн. Пĕрле пĕтĕм пӳрт ăш-чикки ӳлет пек. Вара йĕри-тавра пăхкалать васкавлăн. Пурте хăй вырăнĕнче. Часах алăк хупăнать шалтлатса.
Мăнукĕ Минепи Ивановнăн чиперех ӳсет. Ĕнтĕ утакан та пулчĕ. Асламăшне юратать, арки çине хăпарса ларать йăпăр-япăр.
Мăнукĕ патне Минепи Ивановна кăнтăрла пырать, ятарласа кинĕ апата пынă вăхăтра. Хальхинче те шăп çапла пулчĕ. Мăнукне чăкăтпа сăйлама тытăннăччĕ кăна, Тиляр таврăнчĕ те. Сывлăх сунчĕç пĕр-пĕрне. Вăл алă çукаланă вăхăтра Укахви кинемей сĕтел çине кăмакара пиçнĕ купăста яшки антарса лартрĕ. Яшка хыççăн сăйламалли Укахвин тутли пур — какайпа пĕçернĕ шаркку.
Апатра та сăмах-юмах шăпланмарĕ.
— Паян хыçалти урамри Матви Михали патне кайса килтĕм, — терĕ Тиляр. — Вĕсем ĕнине сутаççĕ. Туянас шухăшăм пур. Тата икĕ уйăхран пăрулать иккен.
— Вĕсен ĕнин сĕчĕ çăра. Çу лайăх ӳкет тесе пуплетчĕ арăмĕ. Туянма юрать, анчах икĕ киле пĕр ĕне çитмĕ-ши?
— Анне (Тиляр Минепи Ивановнăна «анне» теме пăрахман. Ку пăянамăшне чунтан савăнтарать), халĕ те хăвăр çиес юр-вара пирĕн пата çĕклетĕр. Эпĕ çамрăк, мана ĕне пăхма çав териех йывăр пулмĕ.
Кинĕпе пăянамăшĕн калаçу татăлчĕ. Алăка шаккарĕç. Почтальон кĕчĕ пӳрте.
— Укçа илсе килтĕм, — терĕ хайхискер.
— Мĕнле укçа? — кăсăкланчĕ Тиляр.
— Тахши санăн ятупа куçарнă. Мейĕр, — хут тыттарчĕ почтальон Тиляра. — Вулăр та алă пусăр.
— Э-э-э, ара, алимент, — терĕ Тиляр тыттарнă хута вуласан. — Укçи ытлашши сахал.
— Миçе тенкĕ? — тĕпчет Укахви кинемей йăл-йăл кулкаласа.
— Виççĕр тенкĕ çеç.
— Çитет, — хутшăнчĕ калаçăва Минепи Ивановна. — Ку çын кĕсйине алă чиксе вăрланипе пĕрех.
Почтальон калаçăва хутшăнмарĕ. Манăн ĕç мар тепĕ ĕнтĕ. Вăл часах тухса кайрĕ.
Хăйсем çеç юлсан сăмах-юмах çĕнĕрен чĕрĕлчĕ.
— Виç çĕр тенкĕ ытла сахал. Алимент темелĕх те çук, — пуçне сулкаларĕ Тиляр.
— Эх, кинĕм, нивушлĕ сан çак кĕлмĕç укçине илсе тăрас килет? — тет Минепи Ивановна кăмăлсăррăн. — Луччĕ хам парса тăратăп ытах начар пурăнатăр пулсан. Халĕ эпĕ пуян. Хăмла сутрăм хаклă хакпа. Праски Çеменĕнчен алимент илсе çылăха çеç кĕрен. Ачи унăн мар. Энтюк пирĕн. Пăхăр клейми çине, — асламăшĕ арки çинче ларакан мăнукĕн сылтăм уринчи тур паллине кăтартать каллех.
— Энтюк ăçтан Праски Çеменĕн ывăлĕ пултăр? Эпĕ унпа çывăрман. Ман чунăм таса. Анчах вăл хăйĕн ирсĕр ĕçĕшĕн асап тӳсет. Мана варлама тытăнса патак икĕ вĕçлĕ пулнине маннă. Ирсĕр ĕçшĕн явап тытмаллах.
— Праски Çеменĕ хыт кукар, амăшĕ пекех, — калаçăва хутшăнмасăр тӳсеймерĕ Укахви кинемей. — Вăл укçине хĕрхеннипе кунĕн-çĕрĕн йĕрет имĕш. Чире кайнă, вырăнпах выртать. Тиляра ылханаççĕ тет.
— Ман еннелле кăларса янă ылхан йĕпписем хăйсен чĕрисенех каялла пырса тăрăннине сисĕç-ха.
— Укçипе мĕн тăватăн? — кăсăкланчĕ пăянамăшĕ. — Нивушлĕ ача валли мĕн те пулин туянан?
— Пĕр пусне те тĕкĕнмен, тĕкĕнместĕп те. Тăлăх ачасен çуртне кайса паратăп.
— Сур ун укçи çине. Пар хăйне тавăрса. Малашне алимент илме чарăн. Халĕ çынсем пурте Энтюк унăн ачи тесе шутлаççĕ. Капла çын умне тухма намăс.
— Кам чăрмантарать Праски Çеменне, туптăр алимент тӳлеттермелле мар сăлтав, — кулкаласа илчĕ Тиляр.
* * *
Минепи Ивановнăн ăшĕ çунать, ара, Илтимĕрĕ пачах сас-хура памасть-çке-ха. Вилмен-ши? Чĕрĕ пулсан çыру çырмасăр мĕнле тӳстĕр?
— Мĕтри, килсе лар-ха ман çума, — чĕнчĕ вăл кĕçĕн ывăлне.
— Санпа ларма вăхăт çук. Клуба каятăп.
— Нумай тытмастăп. Пĕр сăмах çеç ыйтса пĕлетĕп.
— Мĕн-ха? — амăшĕ çумне тĕршĕнчĕ Мĕтри.
— Кала-ха тĕрĕсне: пиччун адресне пĕлместĕн-и?
— Çу-у-ук, — суйрĕ ăна ывăлĕ. Тилярпа Праски Çемене, Ульти çинчен йăлт çырса тăрать хăй. Илтимĕртен те икĕ хутчен çыру илчĕ. Кун пирки никам та пĕлмест, ара, çырăвне кил адресĕпе мар, район центрĕнчи почтăна «До востребования» тесе ярать. Пиччĕшĕн шухăшне Мĕтри çеç пĕлет. Тиляр алимент илнине пĕлсен питĕ кулянчĕ. Ят кайрĕ-çке-ха. Праски Çеменне те ятлать. Ачи унăн маррине судра кăтартса парайман. Мемме вăл. Халăх Тиляр ачи чăнахах та Праски Çеменĕн тесе йышăнчĕ ĕнте. Халĕ ĕнтĕ арăмĕ патне таврăнма хăюлăх çитмест. Пите кĕççе çĕлесе яла пырса кĕреймĕн. Намăс. Тата çĕнĕ хыпар чĕрине шăрпăк пек тăрăнчĕ. Мĕнле геолог çӳрет Тиляр патне? Сасартăк ăна качча тухсан? Йĕп çинчи пек пурăнать Илтимĕр.
— Ульти пиччӳ патне тухса кайнă теççĕ. Кутемĕн çитрĕ-тĕр.
— Ненай. Вăл Илтимĕр адресне пĕлмест-иç.
— Тен, вĕсем çыхăну тытнă. Тухса каять тенине илтсен мĕн-ма курса калаçмарăм-ши? Илтимĕр патне чиперех çитсен ман пата çыру яр вара темеллеччĕ. Адресĕ пулсан киле килме илĕртсе çыру çырăттăм. Таврăнатчех.
Ирхи апат хыççăн, чашăк-тирĕк çунă чух, сасартăк кăвак хуппи уçăлнăнах туйрĕ Минепи Ивановна. Хап! хыпса илчĕ ăна çĕнĕ шухăш хĕлхемĕ. Ялкăшать вăл, кăчăк туртса илĕртет. Пĕр тăхтаса тăмасăр çитмелле. Тумтир тăхăнса тухрĕ вăл килĕнчен. Çĕркаç тăман асрĕ. Çул çине ав епле кĕрт хывса хăварнă тĕл-тĕл. Тĕллев çавăтнă васкакан çынна çул такăр марри нимĕн чухлĕ те тарăхтармасть. Кăчăртаттăрах, нăтăртаттăрах ура айĕнче юр. Тен, вăл пуплет? Юр пĕрчисем ĕçпе утакан асаннене ăнăçу сунаççĕ. Хирĕç тулли лав килет. Фермăна ĕнесем валли апат турттараççĕ ĕнтĕ. Лавçи сывлăх сунчĕ тилхепине карт-карт турткаланă май. Çул çинче çуна çинчен тăкăнса юлнă тăлăмсем хура алса тулĕ евер курăнаççĕ. Çерçисемпе чакаксемшĕн — ырлăх. Чакаланаççĕ кăна. Апат шыраса тупаççĕ мар-и утă-улăм пĕрчисем çинче.
Полина (2015-06-15 12:22:53):
Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.