Пепке çуралсан...


— Тинĕсĕн тăварлă шыв яшки питĕ техĕмлĕ тесе çыраттăнччĕ-çке, — йĕплесе илчĕ шăллĕ Мĕтри. Ăна пиччĕшĕ çамкаран кашăкпа хытах лектеретчĕ. Анчах çав вăхăтра алăк уçăлчĕ те пӳрте Ульти кĕрсе тăчĕ. Аллинче хăйĕн пысăк чăматан.

— Ман киле-ес. Ырă-сывă пурăнаççĕ-и?

— И-и-ий Ульти! Салам! — терĕ Минепи Ивановна сĕтел хушшинчен тухса. — Апат тĕлне лекрĕн, пăянаму юратаканни пулать.

— Кун пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Нихăçан та сивĕ куçпа пăхман, ялан хавас кăмăлпа кĕтсе илекенччĕ.

Кил хуçи хĕрарăмĕ ку сăмах-юмаха ăнланмăша хыврĕ. Ывăлĕсем калаçăва хутшăнмаççĕ, яшка айлантараççĕ.

— Ульти, эсĕ ăçта та пулин кайма çула тухнă-и-мĕн чăматанпах? — кăсăкланчĕ Минепи Ивановна. — Унччен ларсам апата. — Сĕтел çине хăйма юрнă çăмах яшки лартрĕ турилккепе. — Апатран аслă пулма хушман.

— Тухса тăтăр манпа юнашар Илтимĕр. Эсĕ, амăшĕ, пире пил пар, телейлĕ пурăнма ырă сун. Эпĕ кĕтрĕм-кĕтрĕм Илтимĕре, вăл пымарĕ. Акă ĕнтĕ хам килтĕм унăн арăмĕ пулма. Сирĕн ăшă кăмăлăра шанатăп.

Сĕтел хушшинче ларакан Илтимĕр чыхăнчĕ, пырне çăмах капланчĕ мар-и. Мĕтри тхик! кулчĕ. Уншăн пулсан икĕ айкки те — тăвайкки.

Кил хуçисем сывлăшсăр антăхнăн самант шăпланчĕç.

— Хăраса ӳкмерĕр пулĕ те? — шăтарасла пăхрĕ Ульти виççĕшĕ çине те.

— Чим-ха, Ульти, манăн вунă ывăл мар, мĕнпурĕ те иккĕ çеç. Аслине епле-ха çапла упи-супи авлантарам? Этемле, йĕркеллĕ пултăрччĕ вăл, ĕç тени. Илтимĕр салтакран килнĕ хыççăн пăртак кантăр-ха. Вара хăтана пырăпăр хĕр çураçма. Унтах хут тутарас куна палăртăпăр. Туй — хаваслă самант. Унсăрăн качча кайни те, авланни те мар. Çук-çук, капла тĕпĕр-тĕпĕр килĕшместĕпех.

— Эх, мĕнле шел, — тет Мĕтри шăл йĕрсе, — пуса каччи пулса ташласшăнччĕ.

— Тĕк лар-ха, кĕçĕнни, — терĕ амăшĕ. — Санăн та хăвăн вăхăту çитĕ.

— Анне, мана авлантар çара кайиччен. Илсе пар акă Ультинех. Эпĕ тиркемĕп вăл кĕрченине.

— Ульти, ан итле ăна, камите. Халĕ эсĕ киле кай. — Минепи ăна çавăтса алăк патнелле уттарчĕ. Çавăнтах каялла çаврăнса кăчăк туртрĕ ывăлне: — Илтимĕр, ăсатса ярсам пикене.

Вăштăр-ваштăр сиксе тухрĕ ывăлĕ сĕтел хушшинчен.

— Эпĕ хатĕр! — терĕ хайхискер Ульти çумне пырса тăнăçем. Вара вăл хĕр туприне çĕклерĕ. Пӳртрен тухрĕç. Калинккене уçсан Илтимĕр малтан Ультие кăларчĕ тв ун умне чăматанне лартрĕ.

— Сывă пул, Ульти! Чипер çит! — калинккине шал енчен шăлтăр-шалтăр хупрĕ Илтимĕр. Пӳрте чупсах кĕчĕ. — Тур çырлахтăр, тем те кĕтĕн ку чухнехи хĕр упраçран. Йĕкĕте пусмăрласах качча тухасшăн.

— Шантармалла пулман.

— Анне, эсĕ чăнласах çак хĕре илсе парасшăн-и-ке?

— Эпĕ тиркеместĕп.

Мĕтри ахăлтатса кулса ячĕ:

— Ха-ха-ха! Ух-х-и! Ку кăтай кĕпе çумне кĕрен кĕштек çĕлесе çыпăçтарнипе пĕрех пулĕччĕ.

— Кулакана ăçта мĕн çыпăçнă теççĕ-ха? Асту! — пӳрнипе юнарĕ амăшĕ кĕçĕн ывăлне.

— Анне, халĕ эпĕ юратнă хĕр шырама каятăп. Илтимĕр тумланнă хыççăн килтен тухса кайрĕ.

 

* * *

Аллине пуртă тытса ĕçлерĕ-и, амăшĕпе е шăллĕпе калаçрĕ-и, анчах пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмерĕ Илтимĕрĕн. Тĕлĕкре те канăç çук, çавăнпах супать. Хăшкăлсах çитрĕ çын. Мĕн амакĕ? «Юрату-и-ке? Юрату ку! — хăйне хăй ĕнентерет йĕкĕт. — Юрату — чир теççĕ. Тĕрĕсех пулас. Пĕрре курсах саврăм. Каччă шăрши кĕрсенех тытăннă эпĕ ăна шырама. Тĕл пултăм халĕ ним кĕтмен çĕртен. Флотран киле таврăннă чух, ката çумĕпе тăсăлакан сукмак хĕрринчи тунката çинче канса ларнă самантра пырса ыталарĕ çав юрату. Халиччен курман пике пăхса ытармалла мар чиперскер. Мĕнпе, кампа танлаштармалла ăна? Никампа та, нимпе те. Вăл чăн-чăн пирĕшти. Вăйăра ташланă хыççăн çухалчĕ. Тупăнсам! Юрататăп сана».

Илтимĕр каллех уя тухрĕ. Утакан сукмакĕ çавах. «Ăраскал тени яланах такăнтаракан марччĕ-ха. Хăш чух ăнăçу та парнелет», — мăкăртатать вăл. Акă хайхи тунката. Ларчĕ те чĕртсе ячĕ пирус. Шурă тĕтĕм çиппи, çăвартан вăркăнса тухаканскер, тӳпенелле хăпарать авкаланса. Аллинчи сехечĕ çине пăхрĕ. Кĕске йĕппи «5» тĕлĕнче, вăрăмми — палăрмаллах шăвать малалла. Куç шав район центрĕнчен тăсăлакан авкаланчăк çула сыхлать.

Иртнĕ кун колхоз председателĕ кĕрсе тухрĕ. Ĕçе чĕнет ăна. Авланма вăхăт çитнĕ. Çемье валли пӳрт-çурт çавăрма укçа-тенкĕ çителĕклĕ. Ара, вăл çар хĕсмечĕ вĕçленсен флота татах юлчĕ-çке-ха укçаллă службăна. Мăшăр пулмалли хĕре курчĕ. Пике хăйне сивлеменнине туйрĕ, анчах чи кирли — вăл хĕре чунне уçса пама ĕлкĕрейменни. Ун валли майлă самант тупăнман.

Сасартăк курчĕ Илтимĕр: аякра, çул çинче, пĕри мĕкĕлтетет. Пукане евĕрлех.

— Тупата, ку — Тиляр! — хăйне хăй ĕнентерчĕ каччă.

Хирĕç пулчĕç йĕкĕтпе хĕр.

— Тиля-ар! — хăлаçланчĕ Илтимĕр хĕр умĕнче тăп чарăнса.

— Ай-уй! — тĕлĕнчĕ хĕр. — Ăçта вĕçтерен?

— Сана хăтарма васкатăп.

— Ăнланмарăм. Эпĕ тыткăнра мар-çке. Камран, мĕнрен хăтарасшăн? — йĕри-тавра пăхса илнĕ пек турĕ Тиляр ихĕлтетсе.

— Ан шан! Ура вĕçĕнчи çĕр лаш-ш! çурăлса кайĕ те сиксе тухĕ усал-тĕсел, хаяр тăшман.

— Апла тăк ытла хăрушă-çке, — шӳтлесе йĕрем пек турĕ хĕр, вара пуçне каччă кăкăрĕ çумне тытрĕ.

Моряк ыталарĕ хĕр пĕрчие, лăпкарĕ, пуçĕнчен темиçе хут чăп-чăп чуптуса илчĕ. Çупкă çитермерĕ ăна чиперкке, хăй çумĕнчен те тĕксе ямарĕ.

— Паян мĕнле ырă кун!

— Килĕшетĕп санпа. Паян икĕ «пиллĕк» паллă илнĕ, — мухтанчĕ Тиляр — Чим-ха, нумайччен тăрăпăр-и капла?

— Эсĕ хирĕç мар пулсан мĕн ватăличчен.

— Ан мăшкăлла-ха, — ихĕлтетрĕ хĕр. — Эсĕ таçталла çул тытнăччĕ.

— Сансăр ăçта кайăп-ке? Ман çул — санпа.

— Эпĕ киле каятăп.

— Эпĕ те санпа.

— Тархасшăн. Мана иккĕн хаваслăрах пулĕ.

Илтимĕр чиперккене çавăтрĕ те, утрĕç ял еннелле.

Йĕкĕтĕн чĕлхи салтăнчĕ. Калаçрĕ, калаçрĕ вăл. Аслă вăйăра ташланă хыççăн ăна çухатни, шырани çинчен асăнчĕ. Утар Мишшин хапхайĕнче Праски Çеменĕпе тĕл пулни, унпа тытăçни пирки те сиктерсе хăвармарĕ.

— Мĕнле сăлтава пула?

— Ара, иксĕмĕр те сана шырарăмăр-çке. Вăл санăн савни имĕш.

— Эпĕ ăна килĕштерместĕп, унне ман тĕсне курас килмест, — терĕ Тиляр.

— Чăнах-и-ке? Ай, мана хĕпĕртеттертĕн.

— Мĕншĕн? — тĕлĕненçи турĕ хĕр.

— Эпĕ чунтан юрататăп сана, Тиляр.

— Ан суй! — йăл-йăл кулчĕ хĕр. — Кала-ха, моряк, юрату мĕн тĕслĕ вăл?

— Нумай тĕслĕ: хĕрлĕ, кĕрен, чакăр, кăвак, сенкер, симĕс, сарă, шурă... Пур тата куçа курăнман тĕс. Эсĕ хăшне кăмăллан? Суйла. Çав тĕсе е петĕм тĕсе парнелеме хатĕр, енчен те эсĕ мана качча тухсан.

Хĕрпе юнашар утакан йĕкĕт кап! ун умне тухса тăчĕ.

— Ну, кала! — хистет каччă хĕр пĕрчие.

— Сасартăк ăçтан тĕллесе кăтартма пултарăп?

— «Юрататăп сана, Илтимĕр. Качча ил мана», — те те — ĕçĕ те пĕтет. Пĕтĕм тĕс санăн пулать.

— Ай-ай, чее эсĕ. Вара хĕр ĕмĕрĕ вĕçленет-çке, — пуçне суллать Тиляр.

— Чунăм, кулянма кирлĕ мар, — тет Илтимĕр. — Ылтăн çĕрĕ хывăнса ӳксе çухалсан та пӳрне юлатех.

Малалла утрĕç. Кирлĕ мар чух вăрăм çул мĕншĕн кĕске-ши ытла та. Яла çитрĕç те ав. Халь-халь тăкăрлăкпа утса тухаççĕ. Кĕтесрен пăрăн çеç — уйрăлу.

— Тиляр, чи кирлине пĕлтермерĕн эсĕ, — чарса тăратрĕ ăна Илтимĕр. — Килĕшетĕн-и-ке?

— Килĕшетĕп. Юрататăп сана.

Илтимĕр савăннипе Тиляра ярса тытрĕ те пилĕкĕнчен çавăрчĕ хăй тавра пăлтăр-пăлтăр.

— Паян аннепе хăтана пыратпăр. Йышăнăр-и?

— Мĕншĕн çав териех хыпаланас? Васкакан арăмĕнчен савăнман теççĕ, — чăр-р пăхрĕ Тиляр йĕкĕт куçĕнчен.

— Сан тавра çунаттисене сарса хурчка-çăхансем вĕçеççĕ. Вичкĕн чĕрнисемпе чăрмакласа каясран пăшăрханатăп.

Тиляр ахăлтатса кулса ячĕ те каларĕ:

— Эпĕ чĕпĕ мар — эпĕ кăйкăр. Мана ирĕксĕр парăнтаракан çуралман. Хăтана пырăр высарни кун. Кĕтетпĕр.

— Ах, унччен виçĕ кун та, виçĕ çĕр. Мĕнле ирттерес вăхăта сансăр?!

— Пирĕн юнашар утмалли çулăн вĕçĕ çук.

Илтимĕр ăнланчĕ йăлтах.

 

* * *

Утар Мишшин килĕнче ытарлă калаçу сĕтел хушшинче, апатланнă чух, пуçланчĕ.

— Мишша, сисместĕн-и эсĕ, пирĕн пӳрт умĕнчи клумбăри гладиолус чечеке татасшăн аллине тăсакансем тупăнчĕç, — тет йăл-йăл кулкаласа Элевер.

— Ах, арăмăм, пĕлместĕн-и-мĕн, илеме кам хапсăнмĕ? Пирĕн тĕллев — ăна упрасси.

Тиляр ăнланчĕ: аппăшĕпе йыснăшĕ ун пирки сăмах-юмах тапратрĕç. Вăл ăнланмăша хыврĕ.

Сăмах çинех пӳрте Ями кинемей, ял купăсĕ, кĕрсе тăчĕ.

— Сисетне? — пăшăлтатрĕ Элевер.

— Туятăп, — шăппăн кулкаларĕ упăшки.

— Ылтăнтан та паха сывлăх, тăнăçлăх сунатăп! Хăна йышăнма хапăл-и? — сăхсăхма тытăнчĕ Ями. — Пурте килте-няк? Кусса тăран урапи.

— И-и-и, Ями вăртах, килсемĕр. Атя тӳрех çиме! — чĕнчĕ ăна Элевер.

— Хаваспах. Апатран аслă пулма хушман ваттисем, — пуплет карчами.

— Темех çук пулсан та, çăкăр пур. Сик, сик, — сĕнчĕ ăна кĕрекери кил хуçи — Мишша та.

Ями вашаватлăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Унăн умне самант çу куçĕ хывнă вир пăтти тултарнă чашăк шутарчĕç, вĕтӳ хучĕç. Кăп-кап хыпкалать карчăк, çав вăхăтрах евĕклĕ пуплеме тытăнчĕ. Вăл тына пăрушĕ шырать имĕш. Унăн халапне пурте часах тавçăрчĕç. Ку хĕрарăм — евчĕ. Камшăн параппанне тӳнклеттерет-ха вăл? Виççĕшĕ те хăлхисене кӳлчĕç. Чее кушак айван шăшие куçĕнчен вĕçертмен евĕр, сăмахне аякран сăптăрать.

— ...Çапла. Сирĕн çитĕннĕ хĕр пур, хăшĕсен — йĕкĕт. Пирĕн, ваттисен, чечек çыххи тумалла çураçтарса. Каччи шутсăр ăслă, сăпай, ĕçчен, тĕнчере çук — чипер. Ку самантра чи кирли — укçа! Унăн çав япала миххипех. Пĕр сăмахпа каласан — çĕрме пуян. Çăмăл машини сарайĕнче çуталса ларать. Амăшĕпе çеç пурăнать. Килĕ-çурчĕ — чаплă, чăх вĕçсе каçаймасть. Çурт-йĕр çавăрасси — асап. Ямăтти пурри — пысăк телей.

Ахаль каламан çав: евчĕ качака такине те авлантарать тесе.

— Питĕ килĕшӳллĕ çамрăк çын, — шахвăртать Эле-вер, — Ăна хĕр памасăр мĕнле тытăнса тăрăн? Питне уçса кăтартма вăхăт. Тархасшăн.

— Ух! Кусса тăран урапи, хамăр çын эсĕ, Элевер тăхлачă. Сирĕн пулас кĕрĕвĕр — Праски Çеменĕ.

— И-и, ара, шутсăр чаплă каччă. Анчах пире пăхас йĕкĕт мар пулĕ вăл?

— Мана шанăр, — савăнса ӳкрĕ Ями. — Йăлт майлаштаратăп. Кусса тăран урапи.

— Кун хыççăн пĕрер черкке ӳпĕнтерсен те юрать пулĕ.

— Тĕрĕс! — хавасланчĕ Ями. — Эпĕ хирĕç мар иккĕшне ӳпĕнтерме те.

— Тиляр, эсĕ нӳхрепрен сăра ăсса тух, эсĕ, йыснăшĕ, лаççа чуп. Эпĕ чăлана тухам. Хуплу-кукăль таврашĕ унта.

Виççешĕ те пӳртрен тухса кайрĕç.

Пĕччен юлнă Ями хăйпе хăй юмахлать: «Пултаруллă евчĕ эпĕ. Ĕç кăлартăм. Эсĕ, Праски Çеменĕ, хытса тăраймăн. Пурçăн кĕпе туянса пама тиветех».

Элевер кĕчĕ.

— Тăхлачă, туйне хăçан лартасшăн? Эх, кусса тăран урапи, — тутине саппун аркипе шăлкаласа илчĕ евчĕ.

— Ах, Ями тăхлачă, туй тени çав тери илĕртет, — терĕ Элевер сăмах ваклама тытăннă май пуçне усса. — Кайран-малтан ӳпкелешмелле ан пултăр. Халех пĕлтерем: пирĕн хĕр вăл — чăн-чăн арçури. Тиляр эпĕ çуратнă хĕр мар, вăл — йăмăк. Анне ăна ĕçлеме пачах вĕрентмен, шутсăр юлхав. Чĕлхи-и! Чĕлхи шăп та шай вичкĕн хĕç! Ним мар касать, татать, хăртать. Тата унăн алли çӳлте. Сиссе те юлаймастăн, пуçран пат! пырса çапать тукмакпа. Вара питрен-куçран хĕлхем сирпĕнет.

— Аппай, çаплах-и? — хыпăнса ӳкрĕ евчĕ. — Эй, кусса тăран урапи. Праски Çеменĕ ку хĕре ăна-кăна чухламасăр тĕсенĕ. Анра йĕкĕтсем çапла йăнăшаççĕ. Чиперкке пĕрре йăл кулса кăтарттăр çеç, вĕсем унăн умне ӳкме хатĕр. Сире чунтан ĕненетĕп. Йăмăкăр пирки тĕрĕссине пĕлтерсе ырă тăватăр.

— Эх, Ями аппа, — халь-халь йĕрсе ярасла тавăрчĕ Элевер, — пилеше ăçтан хурăн çырли тесе сутăн. Кайран хамăрăнах эрĕм чăмлама тивет.

— Ия, ия, санпа килĕшетĕп, — ура çине тăчĕ карчăк тухса каясшăн.

— Тилмĕретĕп, Ями тăхлач. Пирĕн хĕр пирки усал хыпар аласа çӳреместĕн пулĕ тесе шанатăп ĕнтĕ сана.

— Шарламăп. Тен, кăштах кити-митти параймăн-и? — Ырра кĕтсе Ями тутине чĕлхипе çуласа илчĕ. — Кусса тăран урапи. Çапах та сирĕн тинкеленсе тунă укçа мар, утар хуçисем пуян.

— Тем пекех парăттăмччĕ. Анчах та Мишша кашни пуса шутра тытать. Укçа салатнине самант сисет, вара иксĕмĕре те кăларса ывăтать. Ах, çиллес çын. Сывă пул! Ятласа ан кай.

Пӳрте Тиляр кĕчĕ. Ун çине евчĕ мĕл-л пăхрĕ шурă куçĕпе. Ями, паллах, тăртланчĕ. Вăл тек сăмах сĕвсе тăмарĕ. Илтнĕ хыпара хăвăртрах хуçи патне çитермелле-çке. Тухса кайрĕ сывпуллашма мансах.

— Тупата, эпĕ Праски Çеменне хĕрхенетĕп, — йăх-йăх кулкаларĕ Элевер йăмăкĕпе иккĕшех юлсан.

— Йăнăшан, аппаçăм. Çанталăк сивĕтсен хĕвелпе пиçнĕ ӳт самант шупкаланать.

 

* * *

Праски Çеменĕ тăкăрлăк кĕтесĕнче хурăн вулли çумне тайăннă та тăрать вут çинчи пек. Шутсăр пăшăрханать. Ара, Утар Мишши килне Тиляра качча илес ĕмĕтпе евчĕ кĕртсе ячĕ-çке. Мĕнле ĕç кăларĕ вăл. Мухтаççĕ-ха ăна ялта, пултаруллă имĕш, чĕлхи кăнттам мар, вичкĕн çĕçĕ: сахал мар йĕкĕте хĕр тупса парса авлантарнă вăл. Ăш вăрканă самантра пуçра чăпар шухăшсем çаврăнаççĕ. Пуç тăрринче, йывăç тураттисем хушшинче, ав тем каласа чĕвĕлтетет çерçи чĕппи. Тен, саламлать? Кăна ĕненме хавас Праски Çеменĕ. Мур шăтăкне ӳксе тĕп пулччăр пурнăçланман тĕллевсем! Çутă ĕмĕтсем кăчăк туртаççĕ. Тилярпа пĕрлешсен вăл хулана пурăнма куçасшăн. «Халĕ чаплă хваттер сутакансем йышлă. Ялта мĕншĕн хура çĕрпе асапланмалла? Хулара пурăнма шутсăр канлĕ. Ĕçрен таврăн та — кан. Çу кунĕсенче — ырлăх. Килен Атăлта шыва кĕрсе. Ĕç тупаймасăр нушаланакансен йышне лекессинчен хăрамалла мар. Пирĕн специальноçсем таçта та кирлĕ. Тиляр — бухгалтер, эпĕ — строитель». Çапла туйăмсем вылянаççĕ Праски Çеменĕн.

Куç каймарĕ унăн уçăлас хапха çинчен. Кĕтнĕ чух вăхăт мĕн-ма тимĕр шапа пек аран-аран шăвать-ши? Чим, Ями тухрĕ. Çавă! Туйипе шаклаттарса утать. Ăна хирĕç яртлаттарчĕ Праски Çеменĕ. Пырса тытрĕ ăна. Карчăк кăмăлсăррине асăрхарĕ те чутах сывлăшĕ питĕрĕнетчĕ.

— Ĕç тухмарĕ-и? — ыйтрĕ вăл.

— Тав ту мана, — терĕ евчĕ.

— Мана качча тухма хирĕç мар-и?

— Айван, кусса тăран урапи, çураçманшăн васкасах кĕпе тăхăнтарт мана. Асту, ан ман, пурçăннине туянма пултăн.

— Хĕр илме хăçан пыма хушрĕç? Мĕнле калаçса татăлтăр? — тĕпчет тӳсĕмсĕрленнĕ каччă.

— Тĕпчесе ан хăшкăлтар-ха мана, — Ями тутине, сăмсине алă тупанĕпе шăлкаласа илчĕ, — вăл хĕр сан валли мар.

— Мĕнле хăятăн эсĕ, тухатмăш, çапла калама?! — хăтăрчĕ карчăка Праски Çеменĕ. — Никама те памастăп ăна! Вăл манăн арăм пуласси!

Ями евчĕ ахăлтатса кулса ячĕ.

— Авлан ара, енчен те аннӳпе иксĕрĕн патак çисе пурăнас килсен. Катăк хĕр тет вăл. Аппăшĕ, Элевер, йăмăкĕн путсĕрлĕхĕ çинчен йĕре-йĕре тăхçаласа пачĕ. Путсĕрскер аппăшне хĕнесе пурăнать, йыснăшне те хирĕç тăрать. Тата тӳсмелле мар кахал. Мĕн тума кирлĕ сана юлхав арăм? Чиперлĕх вăл, ачам, пасара кайма çеç юрăхлă. Суртăм та тухрăм, кусса тăран урапи.

— Эх, айван карчами. Сана аппăшĕ суйнă, чике таран лартса ăсатнă. Тиляртан паха та чипер хĕр таврара урăх çук! — шутсăр кăмăлсăрланчĕ Праски Çеменĕ. — Евчĕпе хам пыманшăн кӳреннĕ вăл. Аннепе иккĕн тан каятпăр хăтана. Тулĕккĕш тăхăрса юлас марччĕ.

— Хурăн хуппинчен кĕпер хыватăн, кусса тăран урапи, — карчăкăн сасси çиллессĕн тухрĕ, — Çемен, укçуна халех кăларса панă пул! Кĕпе туянма каятăп.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Полина (2015-06-15 12:22:53):

Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: