Пепке çуралсан...


— Кам вăл овацине тивĕçсĕр çын?

Тиляр ялт! пăхса илчĕ хыçалалла.

Ульти иккен. Халĕ вăл чăнахах та тăватă куçлă пек туйăнчĕ. Тăваттăшĕ те шăтарасла пăхаççĕ. Ыттисем курманнине витĕр кураççĕ, çын вăрттăнлăхне пĕлеççĕ. Ку хĕр упраçăн икĕ куçĕ айĕнче те вир пĕрчи пысăкăш хура пăнчă пур. Усал чĕлхеллĕ çынсем, уйрăмах ятланă чух, ăна «тăватă куç» тесе хăртаççĕ.

— Мĕн кирлĕ сана? — çиллессĕн ыйтрĕ Тиляр.

— Алăкăр яриех уçă та хăвăрăн, — текелерĕ Ульти. Такама, теме шыранăн куçне йăл-ял вылятса илчĕ. — Хуçи килте çук тем?

— Кам вăл саншăн хуçи?

— Мĕнле кам? Илтимĕр ĕнтĕ.

— Сăлтавне кала, ма кирлĕ вăл сана?

Ульти явап памарĕ. Сĕтел çинче çыру выртнине асăрхарĕ те ярса илчĕ.

— Кам çырнă сан пата? Вулам-и?

— Ан хăйнă пул! — Ульти аллинчи çырăва кап! тытса илчĕ Тиляр. Вара сĕтел сунтăхне уçрĕ те çырăва унта хучĕ, самант питĕрчĕ, уççине çири пиншак кĕсйине чикрĕ.

— Санăн кăмăлу пăсăк, эсĕ манпа хуруласасшăн-няк, урпа хылчăкĕ, — вăрт-варт çаврăнчĕ Ульти каялла. Хăй çаплах мăкăртатма чарăнмарĕ. — Ĕлĕкхи тус тантăшна шанманни, манни ырă мар.

Тиляр ним те чĕнмерĕ. Ульти урама тухнине кантăкран пăхса тăчĕ. Тĕлĕнтермĕш, вăл ахăлтатса кулнине илтрĕ. Мĕне пĕлтерет ку?

 

2

«Ĕлĕкхи тус тантăш» терĕ Ульти Тиляра. Вăл тĕрĕссине каларĕ темелле. Анчах пĕчĕк чухне вĕсем пĕр-пĕрне илтмен-курман, палламан. Ара, Тиляр пачах урăх ялта ӳснĕ. Унăн аппăшĕ Элевер çак ялăн йĕкĕтне качча килнĕ. Амăшĕ вилсен ăна аппăшĕ (пĕртен-пĕр йăмăкне ĕнтĕ) хăй патне пурăнма куçарса килнĕ. Тиляр ют ялта хăйне телейсĕр туйнă. Ăнланмалла ĕнтĕ: пĕтĕм тус тантăш тăван ялта. Кичемлĕх нумая тăсăлмарĕ, часах тупăнчĕ вăхăта ирттермелли ĕç.

«Сурат» колхоз бухгалтер тупайманнипе хăшкăлнă. Шута тытăнса пăхнисем нихăшĕ те йĕркеллĕ чухлаймарĕ. Çавăнпа та колхоз хăй шучĕпе пĕр çынна ятарласа вĕренме ярасшăн.

— Ман лайăх çын пур, — терĕ Элевер упăшки колхоз председательне.

— Кам пирки пуплен? — тытăнчĕ хайхискер тĕпчеме.

— Ман арăмăн йăмăкĕ — Тиляр. Ялтан кăларса ярас марччĕ ăна. Çамрăксем ял хуçалăхра та питĕ кирлĕ.

Хĕр пĕрчине правление чĕнтерчĕç. Пуплесен-пуплесен ĕненчĕç хĕр упраç шанчăклине.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, район центрĕнче бухгалтерсем хатĕрлекен курс уçăлчĕ. Парта хушшине ларчĕ вара Тиляр пачах палламан çынсемпе. Кашни кун киле çӳрет, хваттере вырнаçни — пăлахая пени тесе шутлать. Чăнах та ĕнтĕ, çул ытлашши вăрăм мар — вунă çухрăма яхăн. Ку çамрăк çынна пĕрре сывласа илмелĕх кăна. Ир кӳлĕм вăрман кати çумĕпе утасси хăй мĕне тăрать! Тăнлан кайăксен ирхи концертне. Ытла илемлĕ юрлаççĕ. Путех, вĕсем кун пуçласа тӳпенелле хăпаракан çутă хĕвеле, тутлă шăршă саракан тĕрлĕ чечексене, ешĕл çулçăллă чечен йывăçсене тав туса мухтаççĕ. Çамрăк хĕр çутçанталăкăн пыллă шерпетне кашни ир тутанать. Çавăнпах-тăр ырă кăмăл, вăй-хал çителĕклĕ кун каçа.

Пĕррехинче, Тиляр киле утнă чух, ăна Ульти хуса çитрĕ.

Вĕсем пĕр-пĕринпе иртнĕ эрнере паллашнă. Пĕр урамрах пурăнаççĕ-мĕн. Чи малтан урамри колонкăна шыв ăсма пырсан сăмах хушрĕç. Витрене шарлаттарса юхать шыв, пикесен — хĕр юмахĕ. Пĕр-пĕрин ячĕсене те ыйтса пĕлчĕç.

— Эпĕ санăн тус юлташу пулма хирĕç мар.

— Юрĕ, — килĕшрĕ Тиляр. — Эпĕ никама та палламастăп.

— Пирĕн, çамрăксен, кашни вырсарнинче ял виркесĕнче аслă вăйă пулать. Унта пĕрле çӳрĕпĕр. Ахаль кунсенче ав сирĕн пахча карти çумĕнче выртакан пĕренесем çине тухса ларăпăр. Каччăсем вăштах шыраса тупаççĕ, — ăнлантарчĕ Ульти...

— Ух-х! Утатăн та вара эсĕ! Хуса çитрĕм аран-аран.

— Эпĕ — Улăп. Пĕрре ярса пусатăп, çичĕ çухрăм малалла, — йăл-йăл кулкалать Тиляр.

— Шел. Сирĕн бухгалтерсен курсĕ тин пуçланчĕ, пирĕн — вĕçленчĕ.

— Эсĕ мĕнле курса çӳренĕ?

— Газовщиксем хатĕрлекен çĕре. Çĕнĕ специальность. Халиччен чăвашра çакнашкал специалистсем пулман, — мăнаçланать Ульти. — Газ кашни яла тенĕ пек çитрĕ.

— Савăнмалла. Газ халăх пурнăçне çăмăллатать ĕнтĕ. Вут-шанкă тупма çулран-çул йывăрланса пырать.

— Газ вăл хăрушла япала, — тет Ульти. — Унпа тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Эпир, газовиксем, çынсене вĕрентетпĕр. Тата газ приборĕсене те пăхса-юсаса тăратпăр. Ĕç укçи мана аванах параççĕ. Пурăнма пĕлекенсем халĕ çĕрме пуян. Урпа хылчăкĕ.

Ульти хăюллă хĕр упраç. Нумай калаçать, Чеелĕхĕ те пур. Вăтанас йăла çителĕксĕртерех. Усаллăхĕ те малта. Ахальтен мар ĕнтĕ халăх хушшинче сăмах-юмах пурăнать ун çинчен: «тăват куç». «Тăват куçлă йытă питĕ усал». Пăхма вăл ытла хытанка. Кăкăрĕ палăрмасть те. Ялан шăлавар джинс тăхăнать. Кофта вырăнне — шурă майка. Халĕ те çак тум унăн çийĕнче. Çӳçне ӳстермест вăл, кĕске кастарать. Тепĕр чух палламаннисем ăна: «Эй, арçын ача!..» — тесе чĕнеççĕ. Чăн-чăн куçĕ симĕссĕн-саррăн курăнать, таçта сăрт айне вырнаçнă пек туйăнать. Çавăншăнах хĕсĕк куç теççĕ.

— Тиляр, санăн савни пур-и? — ним кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Ульти.

Юнашар утаканни вăтанчĕ ку хĕрĕн именӳсĕрлĕхĕнчен. Çакна та сисрĕ: хăй пĕр-пĕр йĕкĕтпе юрату кăлтăрмачне кустарать. Пытарса усракан вăрттăнлăха кама та пулин, шанчăклăрах çынна ĕнтĕ, уçса парасшăн. Алкум вĕçне туй килсен хыпалантарать.

Ытахальтен çеç сăмах вĕçертрĕ вара Тиляр:

— Йĕкĕт пăхмалăх çитĕнеймен-ха эпĕ.

— Ан тыттар. Сан пек чипер хĕрĕн савни çуккине кам ĕненет. Урпа хылчăкĕ.

Тиляр чăнах та хăйне май чипер хĕрача. Тумланма ăста. Вăл хăйне мĕн килĕшнине пĕлет. Çыннăн ку — ырă енĕ. Костюм темиçе те: шурри, хури, кăвакки, чăпарри. Вĕсем хальхи модăпа татуллă — кĕске. Чĕркуççине витмеççĕ. Халĕ те-ха ун çийĕнче шупка кĕрен çитсăран çĕленĕ юбкăпа кофта. Урисем — черкке. Туфлийĕ çӳллĕ кĕлеллĕ. Тĕсĕ — сарă. Çӳçĕ вăрăм. Вăл тĕсĕпе пыл карасне асаилтерет. Вĕреннĕ хушăра çӳçĕ çивĕтре, ахаль чух — ирĕкре: çурăм тăрăх янă та тутăр çӳçи тейĕн. Пысăк куçлă тееймĕн Тиляра. Хăрпăкĕсене тушьпа хуратать те хăйне май илĕртӳллĕ куç, кăнтăр енче пурăнакансем унашкал куçа миндаль мăйăрĕпе танлаштараççĕ.

— Эсĕ, Ульти, ман савни çуккине ĕненместĕн-и? — йăл-йăл кулкаларĕ Тиляр. — Ахалех. Ман кăмăла килĕшекен каччă çуралман. Унсăрăн ку таранччен пĕр хут та пулин тĕл пулаттăмăрах. Питĕ шел. Санăн савни пур. Тĕрĕс-и?

— Ăçтан пĕлен? — ихĕлтетсе илчĕ Ульти. — Эсĕ асамçă пулĕ, хальхилле каласан — экстрасенс.

— Чухлатăп ăна-кăна. Пуçла! Хаваспах итлетĕп.

— Пур ман савни. Пур. Анчах вăл паян ман çумра мар. Çарта вăл. Тинĕсре ишет.

— Эппин, сан вăл моряк!

— Моряк, — ассăн сывласа илчĕ Ульти. — Мичман.

— Мĕн ятлă-ха?

— Илтимĕр.

— Çыру çӳрететĕр пулĕ? Хăçан таврăнать?

— Çаплах çыратчĕ-ха. Часах хăй персе çитет.

Ульти суйрĕ. Морякран вăл пĕр çыру та илсе курман. Анчах каччă ăна юратнине чунтан ĕненсе пурăнать. Мĕншĕн-и? Ĕç-пуç акă мĕнле пулса иртнĕ.

 

* * *

...Кĕркуннеччĕ ун чух. Çара илсен Илтимĕр ытти салтака каякан çамрăксемпе пĕрле тутăр сулласа ял тăрăх юрласа çӳрерĕ. Клуб умĕнче чарăнчĕç. Кино курма кĕресшĕн тăракан хĕрсен пулкки илĕртрĕ имĕш вĕсене.

— Шел, — терĕ Илтимĕр сасăпах юлташне каланăн: — Чипер хĕрсем юлаççĕ. Эпир каялла таврăнсан пĕрне те тупаймăпăр. Вĕсем пурте упăшкисен хӳтлĕхĕнче пулĕç.

— Эсир пурте качча кайса пĕтсен эпир кăмăлсăра юлатпăр.

— Хĕрсем, хĕрхенĕр пире! — пĕри те тепри сăмах хушаççĕ пулас салтаксем.

— Илтимĕр! Эпĕ сана кĕтетĕп! — яш тухса тăчĕ Ульти çара каякан йĕкĕтсем умне. Ун чухне вăл тăххăрмĕш класра вĕреннĕ.

Илтимĕре пурте саламларĕç. Хăй вара хĕр пĕрчине тав тумарĕ темшĕн. Унăн сасси, путех, ытти чиперккесен сасси айне пулчĕ, ара, сасартăках пурте хăюланчĕç, тытăнчĕç хăйсен шухăшне пĕлтерме:

— Çара ырă-сывă кайса килмелле пултăр!

— Ан кулянăр! Эсир киле таврăннă çĕре ешĕллисем ӳсĕç.

— Пире тиркĕр, кĕрченĕскерсене.

Пурте ахăлтатрĕç. Ара, ку сăмахсенче чăнни пур-çке-ха...

Ульти çак темиçе çул каялла пулса иртнине ĕненсе те шанса кун кунлать. Ах çав çулсем, тупата, ытла шелсĕр, чăкраш, ниме те уямаççĕ. Мĕн-ма чăрмаласа хăварас чипер çамкана? Хĕр упраçăн ялан вунçиччĕре çеç тытăнса тăмалла. Сăн-пичĕ яп-яка, мăнкун çăмарти пек пултăр хĕп-хĕрлĕ. Шел, çутçанталăка ӳпкелешсе çĕнтереймĕн.

Пурпĕрех кĕтет Ульти хăйĕн телейне. Анчах ку апат-çимĕçлĕ сĕтел хушшинче кашăксăр ларнипе пĕрех...

 

* * *

— Тиляр, эсĕ чăннине каламастăн ахăр. Çак тарана çитсе сан çине никам та ăшă куçпа пăхман-и вара? — вăлтать Ульти. — Мĕнле пуç вăл санăн кутемĕн те никам пирки те шутламасть.

— Юрату, акамçăм, пуçра мар, чĕрере çуралать теççĕ.

— Савни тупас пирки малтан пуçра шухăш аталанать, — парăнмасть Ульти.

 

* * *

Пулнă-ха Тилярăн чĕре кĕтесĕнче темĕскер. Те юрату темелле ăна, те пĕчĕк шĕкĕ. Чылай хушă çав хурт чуна кăшларĕ. Пурна киле типрĕ, хăрчĕ, кĕлленчĕ пулас юрату сĕткенĕпе киленеймесĕр.

Янук ятлăччĕ вăл. Вăтам шкулта пĕр класра вĕреннĕ. Халĕ те час-часах асаилет Тиляр ăна. Нихăçан та унпа иккĕн çеç çӳресе курман. Ялан виççĕмĕш пурччĕ: е пĕр-пĕр хĕр пĕрчи, е арçын ача. Култаратчĕ Янук. Пуçĕнче унăн тем те çуралатчĕ. Астăвать-ха Тиляр пĕр ăслайне: «Туссем, пурăна киле эпĕ çĕр çине тăрă шывлă тарăн кӳлĕ пулса выртатăп çӳлелле пăхса, тӳпе çеçен хирĕнче куçакансене хĕрӳллĕ салам каласа».

— Кам пурăнать вара унта? — тĕпченĕччĕ Тиляр ăна.

— Хĕвел! Вăл ман пата хăнана анмасăр тӳсеймĕ. Тытăнĕ манпа вăйă выляма. Чӳхенĕ, ишĕ хумсем çийĕн.

— Татах пур-и тӳперен анса санпа вылякан?

— Тупăнаççĕ. Янкăр тӳпе тăрăх ишекен пĕлĕт татăкĕсем. Мана култарасшăн камитленеççĕ: акă тырă ани. Шерепеллĕ сĕлĕ, вăрăм пучахлă урпа. Каçалăк умĕнче — çĕмел. Эпĕ — тĕкĕрлĕ кӳлĕ. Вĕсем, çӳлтисем, хăйсен сăнĕсене курасшăн айкашаççĕ. Сенкер чаршав хыçĕнчен шуса тухать мыскараçă сысна çури, вăкăр, качака. Вĕсене хăваласа каякан кĕтӳçĕ те пур, аллинче вăрăм чăпăркка.

Янукăн çапла хăтланăвĕнчен кулса ахăлтатас килместчĕ. Ытларах шухăша яратчĕ ăнланма хĕнрехшĕн. Вĕренекен ачасем мăшкăлласа ăна валли ят тупса кăларчĕç — Кӳлĕ.

Вăтам шкул пĕтерсен Тиляр ерсе кайрĕ Янук йĕкĕтпе Хусана. Юрату çиппиех хăвармарĕ ĕнтĕ. Вĕсемпе тата Зоя ятлă хĕрача та пычĕ. Зойăпа Янук университета вĕренме кĕчĕç, геолог пулма, Тиляр — мединститута. Зойăпа Янук ялан иккĕш çӳретчĕç. Сайра хутра çеç виççĕшĕ кинона кайкаланă. Хĕрпе каччă çывăхланнă, пĕр-пĕрне юратаççе пек туятчĕ Тиляр. Кулянатчĕ те. Ытлашши хыпса çунма май та сахал. Лекцисем, хăв тĕллĕн тумалли ĕçсем хыпкăчласах лартатчĕç. Çитменнине, Тиляра инкек сырăнчĕ. Вăл юн курсан сиксе чĕтреме тытăнчĕ. Лекцине профессорсем çын пайне: чĕрине, ӳпкине е тата урăххине илсе пырсан хăстарнипе хăшкăлатчĕ. Вĕренме пултараймасть Тиляр кунта. Пурнăçра ун пекки те пулать. Сывă пул, тухтăр ĕçĕ! Урăх специальноçа вĕренме тивет. Анчах ăçта? Тĕплĕн, пайăн-пайăн хурса тухма май килмерĕ. Телеграмма тыттарчĕç ăна. Çак самантрах киле тухса каймалла. Пĕчченех пурăнакан амăшĕ йывăр чирленĕ, выртать вырăн çинче тăраймиех. Таврăнчĕ Тиляр киле.

Уйăхсем иртрĕç те иртрĕç. Тиляр пĕччен тăрса юлчĕ, амăшĕ ĕмĕрлĕхех пăрахса хăварчĕ ăна. Темĕн чухлĕ кулянсан та, кунĕ-кунĕпе вилтăпри çинче куççуль тăкса ларсан та усси пулмĕ, юратнă амăшĕ чĕрĕлсе тăрса кĕçĕн хĕрачи патне таврăнаймĕ. Малашне пĕччене тăрса юлнăскере мĕн кĕтет? «Ытлашши ан кулян, хĕр пĕрчи, — илтет вăл кӳршĕ хĕрарăмĕсенчен. — Санăн тăван аппу пур. Вăл пăрахĕ-и вара? Тăван тăварпа пиçнĕ теççĕ».

Аппăшĕ Тиляра, тĕрĕсех, хурлăха хăвармарĕ. Хăй урăх яла качча тухса пурăнакан килне куçарса кайрĕ ăна. Сывă пул, тăван ял. Паллах, хурлантарать. Пурте кунта юлаççĕ: туссем, тантăшсем, тăшмансем — енчен те унашкаллисем пулсан. Чим, темĕскер чун кантăкне шаккать. Мĕн вара? Ах-у-у, чи кирлĕ çын юлать. Ка-а-м? Мĕнле кам? Савни! Кулăш. Савни мар та-ха...

Вăйлă çил ахăрать. Тинĕсре тăвăл. Хумсем урнă. Вĕсем çырана пыра-пыра çапаççĕ. Сăнчăрланă кимĕ вĕçеренчĕ. Ишрĕ, юхрĕ ниçталла мар унталла. Тиляр пуçĕнче те — хумсем. Вĕсем те кăкарăнса тăракан шухăшсене вĕçертеççĕ те çавăрттараççĕ ним манерсĕр.

Тăлăха юлнăскере ăраскал шеллерĕ-тĕр, çавăнпа ăсатрĕ ăна юта. Енчен те Янук каникул вăхăтне ирттерме яла таврăнать? Вăл студент — пулас геолог. Хайхискер урампа пыруçăн сасартăк Тиляра тĕл пулать, анчах пуплесшĕн мар, пуçне пăрса иртет. Акă сана — ăшçунтармăш. Ирĕк-сĕрех халĕ çапла шухăшлаттарать: телей ăна аякка ăсатнă. Хурлăх — аллине тăсса ярса илеймест.

«Иçмасса, выртинччĕ, хăй каларăш, икĕ сăрт хушшинчи çеремлĕ лапамра çавра кӳлĕ пулса. Пырса ларăттăм ешĕл курăклă çыран хĕррине. Çара урасене чӳхĕттĕм лĕп шывунта. Мана усал куçсенчен пытарĕччĕç çӳллĕ хăмăшсем. Ун чухне, тен, туйăпăр чунăмăрсенче чĕрĕлеймесĕрех сӳнесшĕн аран-аран йăлтлатакан юрату хĕлхемĕсене, — явăнаççĕ çакнашкал шухăшсем Тиляр пуçĕнче. — Янук ман чĕрери вăйсăр юратăва чĕртсе ялкăштарасси йăлтах санран килет. Эпĕ çаплах санпа аташатăп-ха. Сăлтавĕ тен, эпе урăххине тĕл пулманнинче...»

Ульти шав калаçать, Илтимĕре мухтать. «Вăл çав тери хӳхĕм каччă. Флотран татах якалса килет. Сирĕн ялта пурччĕ-и япшар каччăсем?»

Тиляр ним те чĕнмест. Ара, вăл хăйĕн тĕнчинче çӳрет-çке-ха.

— Эсĕ утнă çĕртех çывратăн-и-мĕн? — тарăхнипе Ульти тытса силлерĕ Тиляра.

— Ай, каçар. Мĕн терĕн эсĕ? — айăплăн ыйтрĕ хĕр çумра пыракан Ультирен. — Эсĕ хăв çинчен каласа пар-ха ытларах. Сăмахран, Илтимĕр амăшĕ эсĕ унăн ывăлне юратнине пĕлет-и?

— Амăшĕ çеç мар, пĕтĕм ял пĕлет.

— Чăнах-и?

— Пирĕн Илтимĕр амăшĕ Минепи Ивановнăпа иксĕмĕр хушăра туслăх тахçанах çуралнă, — Ульти аллисене авăсса илчĕ.

Тĕрĕсех, Ульти юрама тăрăшать каччин амăшне. Мĕнпе-и? Ĕçпе. Пулăшма ӳркенмест вăл. Кил-тĕрĕшĕнче йывăр ĕçсем сахал мар. Кĕпе-йĕм çумах акă вăй, вăхăт сахал мар кирлĕ. Уйрăмах чӳхеме колонкăран шыв йăтса хăшкăлан. Çак самантра Ульти йăш! кĕрсе тăрать пулас пăянам патне.

— Вăй патăр! — саламлать вара вăл.

— Спаççипă! — тав тăвать хĕр упраçа Минепи Ивановна. — Ывăнтарчĕ-ха. Канса ларатăп. Шывне Мĕтри ывăлăма йăттарасшăн. Армана ятăм та çаврăнса çитеймерĕ-ха. Таçта çӳрет ĕрĕхсе.

— Çамрăксен чупса пултăр. Урпа хылчăкĕ.

— Итлесшĕнех мар. Пиччĕш таврăнсан йĕркене кĕртĕ-ха.

— Хăçан киле çитет Илтимĕр?

— Паян-ыранах килсе кĕрессе кĕтетпĕр.

— Ай, савăнăç, — ихĕлтетет Ульти. — Минепи Ивановна, хурăр ухнă япалăрсене карçинккана. Самант çырмана кайса чӳхесе килетĕп.

— Сана кашнинчех чăрмантарас килмест. Çынсем тем калĕç.

— Эпĕ сирĕншĕн ют мар-иç. Тен, кинӳ пулăп.

— Ăна пĕлме çук. Флотран таврăнсан мĕн калĕ, — çапла пуплекелесе Минепи Ивановна карçинккине тултарчĕ. Часах ăна йăтса тухса каять Ульти.

Ял çумĕпе тăсăлнă çырмара хĕрарăмсене килентерекен калама çук ырă вырăн пур: çăлкуçĕнчен палкаса тухакан тăрă шыв валашка çийĕн шарлаттарса юхать. Чӳхе кăна ухнă япалусене кăмăлу туличчен.

Илтимĕр моряка Ульти юратнине, ăна кĕтнине пĕтĕм ял пĕлет. Кун пирки вăл хăй кашни кĕтесрех шуйхашать. Мыскарасем те сахал мар кăтартать. Акă ял лавккине салтак амăшĕсем, арăмĕсем валли сайра хутра тавар е çимелли мĕн те пулин кӳрсе килеççĕ. Кун пек чух чи малтан чупса пырать вăл лавккана. Сутасшăн мар ăна ним те. Пурпĕрех Ульти пушă алăпа лавккаран тухса каякан йышши мар. Тавлашать, ятлать, хăратать, ĕнентерет! Паян хĕр упраç, ыран — салтак арăмĕ. Пурте пĕлеççĕ: вăл Илтимĕре кĕтет, çавăнпа никама та качча тухмасть.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 ... 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Полина (2015-06-15 12:22:53):

Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: