Пепке çуралсан...
Тепĕр тесен, Ультие качча илесшĕн пĕр йĕкĕт те хăтана пыман. Ытлашши харсăрланнăшăн хăш-пĕри тиркет ăна. Уйрăмах лавккара ĕçлекенсем ĕненмеççĕ Илтимĕр унпа мăшăрланасса.
— Килне пырса ларать! — тет пĕри.
— Ых, тăват куç! — ятлать тепри ăна кӳлешĕве хутшăнса.
— Вăтанулăха пачах çухатнă.
— Хăйĕн талайĕ çаплалла.
* * *
Çул кĕскелчĕ. Укăлча хапхи те курăнать ав. Анчах Ультин халап-юмах хутаççи нимĕн чухлĕ иксĕлмен.
— Ĕнер Минепи Ивановна патне кĕрсе тухрăм. Вăл çыру илнĕ, — пăлтăр-пăлтăр çаврăнкаларĕ, урисемпе тăпăртатрĕ Ульти. Ăна савăнăç ташлаттарать. — Илтимĕр таврăнать, ыран-паян çитмелле. Урпа хылчăкĕ.
— Туй кĕрлеттеретĕр ĕнтĕ. Çапла-и? — ытахальтен кăсăкланам пекки турĕ Тиляр. Ара, уншăн пулсан хуть пуçхĕрлĕ тăр. Вăл Илтимĕре нихăçан та курман. Пĕлесчĕ çак хĕр упраçăн, ку — унăн пуласлăхĕ. Шел, çитес кунсен алăкĕ çук çав, атту уçĕччĕ те курĕччĕ тепĕр темиçе кунран хăйне мĕн кĕтнине.
— Йăлтах Илтимĕртен килет. Тен, вăл туйсемпе аппаланас темĕ, хăвăртрах пĕрлешесшĕн пулĕ. Тинĕссем тăрăх ишсе пайтах тунсăхланă-тăр хĕрсемшĕн, — ихĕлтетсе илчĕ Ульти.
— Сана Илтимĕр шутсăр юратать-и?
— Вăл салтака кайнă чух ялта ун валли хĕр юлмасран хăранине пĕлтерчĕ. «Эпĕ кĕтетĕп сана», — терĕм. «Ан кĕт», — тесе каламарĕ.
— Апла пулсан сана тиркемест ахăр. Шел, юрататăп темен.
— Мĕн вăл юрату тени? — Ультин сассинче пăшăрхану сисĕнчĕ. — Пустуй сăмах.
— Пĕлместĕп çав хам та, — ассăн сывласа илчĕ Тиляр. — Юрату хĕр упраçа вилмелле савăнтарать те, хыпса та çунтарать теççĕ. Пĕр кĕнекере вуланине халĕ те астăватăп: «Юрату тени вăл — сĕм вăрманта компассăр çӳрени».
— Ху-ху! Айван çын çырнине ăша чĕптĕм те илместĕп! — пат татса каларĕ Улъти. — Эпĕ Илтимĕре шанатăп. Эпир пĕр-пĕрне юрататпăр.
— Сасартăк вăл шухăшне улăштарать. Ялта пĕр-пĕр çамрăк хĕре юратĕ те сана хытхура вырăнне хурса пăрахĕ, лешне качча илĕ. Вара мĕн тăвăн?
— Суда паратăп! Мана шантарнă. Анчах суйнă — акă сăлтавĕ.
— Суд ирĕксĕр юраттараймасть.
— Эпĕ хам суд тăвăп. Пакартине кăларса илсен пурăнаймĕç.
— Ай-уй-й! — тĕлĕнчĕ Тиляр унăн хаярлăхĕнчен. Асăрхарĕ: Ултин сăн-пичĕ самант пĕрĕнчĕ, тăрса юлчĕ суха касси йĕррисемлĕ маска. Куçĕсем айĕнчи хура пăнчăсем çĕр айĕнчи тинĕсрен ишсе тухрĕç тейĕн, ваштах йӳç кăшман вăрри пысăкăш сарăлчĕç. Вăл каллех тăватă куçлă.
Тиляр сăмахĕ, чăн-чăн сăнă пек, Ульти чĕрине пĕр шелсĕр пырса тăрăнчĕ. «Кама качча илме пултарĕ Илтимĕр? — Ял хĕрĕсене аса илсе суйласа тухрĕ вăл ваштах. Тупăнмарĕ. — Кам çав вĕлтĕркке? Кам? Сасартăк Ульти хăйпе юнашар утакан юлташне тинкерчĕ. — Тур çырлах, мĕнле хитре хĕр иккен вăл, — кĕвĕçӳ вĕресе хăпарчĕ унăн. — Тен, ман тăшман ку? Ых-х, йĕксĕк! Тем тусан та парăнмастăп! Илтимĕр — манăн!» Ультин самант пĕтĕм нĕрĕ улшăнчĕ. Унра паттăрлăх вĕрет. Çапĕ те хуçĕ, çĕнтерӳ унра пулĕ. Пуçĕнче ваштах тĕллев меслечĕсем тĕрленчĕç. Чухларĕ çавăнтах, ку ĕçе пурнăçлама çăмăл мар. Васкамалла. Пĕр тăхтамасăр каçалăкне вырма халех пуçламалла.
Пĕрремĕш утăм. Ярса пусрĕ:
— Тиляр, кĕçĕр вăййа тухăпăр-и?
— Татса калаймастăп. Аппа таврăнсанах ĕç хушакан.
— Пулăшма хам каçăп.
3
Яра кун уйра тăрмашнă «Сурат» ял хуçалăх çыннисем. Хĕвел хăйĕн анăç çулĕ çине тухнине хапăлласа йышăнчĕç. Ир пуçласа каçчен пĕшкĕнсе ĕçлесси ывăнтарать мар-и. Вĕсем тулă анине çум курăкĕнчен тасатрĕç. Вăрăм тымарлă пиçен ашкăратчĕ çĕр сĕткенне тырра памасăр сăрхăнтарса. Çăткăн курăксенчен хăтăлнă тулă куç умĕнчех юсанни кунта ĕçлекенсене савăнтарать, ара, кăр-р тытăнчĕç ӳсме.
Ĕçлекенсем киле кайма çул çине тухрĕç. Уçă сасли пуçларĕ те юрă:
Кӳршĕре кил урлă
Çамрăк каччă пур.
Пуринчен хăюсăр,
Пуринчен маттур...
Тиляр çывхаракан юрăçсене тилмĕрсе пăхрĕ. Вĕсем унăн юратнă юррине шăрантараççĕ. Тӳсеймерĕ вара хăй те хутшăнмасăр:
Эх, çĕрĕпех яр уçă
Манăн чӳрече.
Çĕр хута çӳрет вăл
Çуртăм умĕнче.
Часах Тиляр юрăçсемпе пĕрлешрĕ. Ульти те уйăрăлса юлмасть. Пурте пĕрле укăлча хапхинчен ял кĕтĕвĕпе хутшăнса кĕчĕç.
Ĕнесем хăйсен хуçисене палларĕç-тĕр, макăраççĕ тусанлă сывлăша янăратса. Ку вĕсен саламлани, çиллисем сĕтпе карăннине пĕлтерни ахăр.
Районтан таврăнакан хĕрсем те хăйсен ĕнисене тупса вĕсене килелле хăваларĕç. Чи малтан Тиляр хапхине уçса кĕрсе юлчĕ. Ультисен килĕ икĕ пӳрт урлă. Пĕччен юлсанах ăна каллех чунне ыраттаракан шухăшсем сырăнчĕç.
«Йăлăхтармăшсем! Кĕтӳре тем тĕрлĕ выльăх! Мĕн-ма сирĕн юлас мар вĕсен хушшинче аташса?! Ах, Илтимĕр, мана пăрахса тепĕр хĕрпе туслашăнах-ши? Пĕрре те ĕненес килмест, анчах мана темшĕн Тиляр пăшăрхантарать. Хам айăплă. Никам та чĕлхерен туртман мухтанма ун умĕнче. Илтимĕр манăн савни, вăл мана качча илет тесе мăнаçлантăн. Мичман киле таврăнсан Тиляр сĕмсĕрленсе ун патне киле кайĕ. Тĕл пулĕç те хайхискерсем — уйрăлаймĕç».
Ульти сăхсăхса илчĕ. Вара тытăнчĕ Турра тилмĕрме: «Илтимĕре мансăр пуçне никампа та тĕл ан пултарах». Хуйхă-суйхă Ультие çĕнĕ шухăш тупса пачĕ. «Тиляра каччă тупса парас! Савниллĕ хĕр çумне моряк çулăхма хăяймĕ. Ылтăн тупсăм! Ал паратăп хама, маттур! Анчах кама килĕштерме пултарать Тиляр? Тупата, хамăр касра ун валли йĕркеллĕ, хитре йĕкĕт çук. Урпа хылчăкĕ».
Çапла хăйпе хăй мăкăртатса пынă самантра хыçалта хыттăн мăш-мăш сывланине илтрĕ Ульти. Çаврăнса пăхрĕ — хура ĕне, çамкинче шурă çăлтăр. «Мĕншĕн мана хăратма ĕмĕтленетĕн? Ха-а-с-с! Иртсе кай! — хăлаçлансах хăваларĕ ĕнене. Леш выльăх пулсан та ăнланчĕ ахăр, уттине хăвăртлатрĕ те хĕр умне тухрĕ, вара сарлакан пусса малалла кайрĕ. — Кам ĕни пулчĕ ку? Э-э-э, палларăм. Праски Çеменĕсен. — Унччен те пулмасть, куçа ӳпре пырса тăрăннăн Ульти пуçне çĕнĕ шухăш пырса çапрĕ: — Çе-е-ме-ен! Акă кам кирлĕ. Чи юрăхлă çын. Тупăнчĕ Тиляр валли. Тавтапуç сана, му-у-ук!»
Умри ĕнене хуса çитсе ăна мăйĕнчен ыталарĕ, ăшă сăмахсем тăкрĕ. Çавăнтах Çеменсен ĕнине Ульти хăмсарчĕ, ара, хапха умĕнче хăйсен ĕни кĕтет. Уçса кĕртмелле, унсăрăн пăрăнать каскăнланма, ют пахчасене кĕрсе купăста пуçĕсене вăтăрма. Ĕнине картишне кĕртсе хăварма тиврĕ. Сăвасси тарама. Унăн тĕллевĕ халĕ — Праски Çеменĕпе тĕплĕн калаçасси.
Çеменĕн ашшĕ çук, пулман та. Вăл вĕлтрен кайăкĕ. Çавăнпа та амăшĕн ячĕпе Праски Çеменĕ тесе сăпатлаççĕ. Айпарăш йĕкĕт теме çук ăна, çапах та пăхмалăх пур. Лутрарах. Мăнтăр питлĕ. Тути тачка. Сарă, çăра çӳçне вирелле турать. Куçĕ — хăмăр. Ăс-тăн енчен малти ретре мар. Çăмăлттайрах. Сĕмсĕрлĕхĕ те çителĕклĕ теме юрать. Укçаллă. Уйрăмах юлашки вăхăтра енчĕкĕ тулнăçем тулса пычĕ, пĕтĕмпех хăйĕн специальноçне пула. Вăл Шупашкарти строитель техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Строитель. Праски Çеменĕ шабашник пулса тăчĕ. Çӳрет хула-ял тăрăх. Кам мĕн тума тара тытать, вăл — кĕрĕшет. Пӳрт, мунча, кĕлет, сарай, дача пуралатъ, ăсталать. Ун пирки ял-йыш ахальтен сăмах кăларман: «Праски Çеменĕ — миллионер. Кĕсйине укçа шыв юххилле шăнкăртатса кĕрет». Тĕрĕсси пурах халăх сăмахĕнче. Çăмăл машина туянчĕ. Хӳхĕм тумланса çӳрет.
Ульти васкать, утмасть тейĕн, кайăк пек вĕçет. Вăл çитсе чарăнчĕ. Пӳрт, кивелнипе кăшт тайăлнăскер, ларать ав çырма хĕрринче. Унăн кĕтессинче — ватă йăмра. Вăйлă çил тулашнă самантра унăн çăра çулçăллă тураттисем каш-ш кашлаççĕ чуна хăратса. Çак пӳртре пурăнать Çемен хăйĕн хĕрĕх пилĕк çула çитнĕ амăшĕпе. Амăшĕ çавăрман ку йăвана, вăл ашшĕ-амăшĕнчен юлнăскер.
— Çăмăл машина туяниччен пӳрт юсамалла марччĕ-ши? — теççĕ кӳршĕсем Праскипе калаçăва хутшăнсан. — Ишĕлсе анса хăвăра тăм тумĕ-и?
— Эй, çырлах, кирлĕ мара мĕн-ма питлес? Ара, ĕлĕкех ваттисем каланă: пӳрт тени нихăçан та хуçисене пусарса вĕлермест, — тӳрре тухать Праски. — Çамрăклăх пĕрре килет, савăнтăр ывăлăм. Ярăнтăр машинипе. Ăна вăл хăй ĕçлесе тунă укçипе туяннă. Вăхăт иртнĕçемĕн авланĕ. Пусăрăнсан чул çурт та лартĕ. Пурнăç малалла. Хам та ватах мар. Пулăшатăп. Укçам пур.
Шăкăр-шакăр шакăртаттарчĕ Ульти питĕрĕнчĕк хапха шашулккине. Касмăкри йытă тытăнчĕ сиксе вĕрме, картишне кĕрсен ниме уямасăр тытса çурать.
— Йытă кăкарса усрать. Миллионер! Машинине вăрласран сыхлаттарать. Урпа хылчăкĕ, — ятлаçать Ульти.
Чӳрече уçăлчĕ те, пуçне кăларчĕ пĕри. Çемен хăех иккен. Ульти курчĕ те ăна чӳрече умнелле утрĕ.
— Эй, тăват куç! Хапхана мĕн шутпа çĕмĕрес терĕн?
— Ых-х, тукмак чĕлхе, — кӳреннипе мăкăртатрĕ Ульти чӳрече умне утса пынă май. — Эпĕ пĕлтерес хыпаршăн ял тавра виçĕ хут чупса çаврăнсан та çылăх мар. Йĕксĕк, тух урама. Васканă пул. Чăтма çук, ӳпресем вĕтелентереççĕ ав.
Тухрĕ урама хайхискер.
— Мĕншĕн кирлĕ пултăм? — кăсăкланчĕ Праски Çеменĕ. Çавăнтах хăй шухăшне пĕлтерчĕ: — Вите-сарай тума килĕшместĕп.
— Мĕн сăлтава пула? — ытахальтен ыйтрĕ Ульти.
— Эсир, хыт кукарсем, йӳнĕ хакпа ĕçлеттересшĕн.
— Ан сӳпĕлтет кирлĕ мара. Ӳпресене хăвалама йăмра туратти хуçса кил-ха. Эпĕ лайăх хыпар илсе килтĕм сан валли.
— Йăмрана шар кăтартмастăп. Сана, шăлапир пекскере, хăрăка, ӳпресем тиркеççĕ, — Ульти çумне пырса тăчĕ Праски Çеменĕ. — Хăвăртрах тытăн сăмах урапине кустарма.
— Юрĕ-çке, — килĕшрĕ Улъти. Вăл сăмах хутаççине салтрĕ. — Çемен, сана пĕр чиперкке вилесле юратса пăрахрĕ.
— Ан суй!
— Эйпух! — Ульти хăй çине хĕрес хурса илчĕ. — Питĕ юрататăп тет.
— Чиперкки кам? — хыпăнса ӳкрĕ йĕкĕт.
— Тиляр! Утар Мишши арăмĕн йăмăкĕ.
— Тиляр! Ай-уй! Вăл хĕрача шутсăр вичкĕнскер — каснă лартнă чĕрне айне кĕнĕ шăрпăк. Нумаях та пулмасть тĕл пулма тиврĕ унпа. Лавккаран тухрĕ. Аллинче — пакет. Пĕремĕк туяннă пулас. Эпĕ кап! пырса тăтăм умне. «Ырă кун пултăр, чиперкке!» — алă тăсрăм саламлама. Вăл, пур, ман çине уйран куçне ывăтрĕ те каларĕ: «Сирĕл, алхарин!» Евĕккĕн калаçмарĕ.
— Хăçан пулнă ку мыскара? — парăнмасть Ульти. — Кутемĕн çав тĕлпулăвăн йăлакки те юлман. Тен, çавăн чухне вăл сана килĕштерсе пăрахнă та пулĕ. Кулянса пурăнать мĕскĕн. Сана кĕтет, эсĕ пур, айванскер, çӳрен пăрăнса. Паянах пыр.
— Ăçта тупăн ăна?
— Йыснăшĕ хăйĕн пахчи çумне вăрмантан тиесе килнĕ пĕренесем йăвантарнă. Унта ларăпăр Тилярпа иксĕмер сана кĕтсе. Хитре тумлан, хăвна асар-писер ан тыт.
— Мана вĕрентмешкĕн сан, ачамккă, тепĕр хут çуралмалла. Пĕлетĕн-и эсĕ, мана Вăтакас учительницисем куç хывнă.
— Вĕçкĕн! Вĕсем Тилярăн чĕрне хури тĕшне тăмаççĕ, — ятланçи пулчĕ Ульти. Анчах та вăл çапла каласа Тиляра мар, хăйне хӳтĕлерĕ. Пăлханнă кăмăлĕ йăвашланчĕ кăшт. Кун пек чух халăхра çапла калаççĕ: ĕçне тунă, ял куласси çеç юлчĕ.
Ульти килелле чавтарчĕ. Вăл никама та асăрхамасть. Калăн, хапха айĕнчи сак çинче Илтимĕр кĕтсе ларать ăна. «Эсĕ манăн. Никама та пама килĕшместĕп, — мăкăртатать. — Пĕрне тĕксе ятăм-няк. — Ухутапах Илтимĕр çумне çыпăçма килĕшĕччĕ вăл».
* * *
Праски Çеменĕ лĕп шывлă кӳлĕрен ишсе тухнăнах туять хăйне. Чунра ырă-ырă. Пуçа ула-чăла шухăшсем пыра-пыра кĕреççĕ. Акă машинине кĕрсе ларчĕ. Юнашар — Тиляр. Каяççĕ питĕ кирлĕ, ĕмĕрлĕхе пĕр-пĕрин çумне çыхакан çĕре — хут тутарма. Тути хăй тĕллĕнех ирĕлет.
Пӳрте кĕнĕ май Çемен юрласа ячĕ:
Хитре кăна, хитре
Хамăр ял хĕрĕ.
Мĕншĕн хитре пулнă-ши?
Шифоньер алăкне уçрĕ. Ав çакăнса тăрать иртнĕ эрнере туяннă костюм, çыран хĕрринче выртакан хăйăр тĕслĕскер. Çак костюма тăхăнасшăн вăл. Малтан мăйне амулет çакрĕ — хурткуççи, кукамăшĕн çӳпçи тĕпĕнче тустарнă чух тупнă шăрçа. Тĕшмĕш йĕркине тĕпе хурать мар-и. Капла телей, ăнăçлăх юнашар çӳрет, инкек çыпăçаймасть.
Амăшĕ кĕчĕ пӳрте. Вăл çиллес, ятлаçас кăмăллă.
— Çемен, мĕншĕн ку таранччен пахчана тислĕк çĕклемерĕн?
— Ан йăсла-ха. Мана ав пĕр хĕр юратса пăрахнă. Чĕнет. Вăл манпа паллашасшăн. Чухлатăн-и, ывăлна мĕнле хапсăнаççĕ, — мухтанать Çемен.
— Кам унăн ашшĕ-амăшĕ. Тӳрех калатăп вăл хĕр мĕн тĕшне тăнине. Тивĕçлĕ-и вăл уншăн ура тĕпне якатни?
Ирĕксĕрех Çеменĕн тĕпĕ-йĕрĕпе тăхçалама лекрĕ. Ывăлĕн тĕллевĕпе кăмăллă юлчĕ амăшĕ.
— Анне, хăш кĕпине тăхăнас?
— Чи чаплине. Хĕрсем капăр тумланакансене килĕштереççĕ, — терĕ амăшĕ. — Кăлар-ха мĕнпур тумна. Акă çак сарă кĕпе шăпах çуллахи каçра килĕшӳллĕ. Тăхăн, — тăсса пачĕ вăл ывăлне.
— Юрĕ, — тет Çемен, — хура галстук çыхăн. Иккĕшĕ те çакăнпа çырлахрĕç. Çĕнĕ костюма тĕкĕнмерĕç, уйрăм паллă куна кĕтсе вырăнтах çакăнса юлать вăл. Унашкал самантсем ӳлĕм пулĕç.
Япаласене амăшĕ майлать. Çеменĕн кирлĕ ĕç пур. Пĕчĕк тĕкĕр илсе сĕтел хушшине ларчĕ. Çӳçне пайăркан-пайăркан уйăрса хут татăкĕсемпе чĕркет. Кăтра çӳçлĕ пуласшăн мар-и?
Тĕкĕрте йĕкĕт хăй сăнне тĕмсĕлсе пăхать. Пĕчĕк кăлтăклăскер. Ара, çутçанталăкăн вăрттăн ӳнерçи унăн пит-куçĕ çине хăйĕн сăрăллă мелкине силлесе сирпĕтнĕ. Сăрă пĕчĕк пăнчăсемпе пит çăмарти тăрăх тĕрленнĕ. Темĕн чухлĕ тăрă шывпа çусан та тасалакан йышши мар. «Ан пăшăрхан, ывăлăм, — тетчĕ ăна амăшĕ, — кук тĕрри сана чиперлетет кăна. Хура тутлă çын телейлĕ». Ĕненсе ӳснĕ Çемен амăшĕн сăмахне. Пит çăмартисем — нăк. Тепле юн пĕрĕхмест. Ку йăлтах амăшĕ тутлă çитернĕрен. Ара, вăл унăн пĕртен-пĕр ачи-çке.
* * *
Ульти килĕнче лара-тăра пĕлмест. Вăл паян евчĕ-çке, хĕрпе каччăна туслантармалла вăйăра. Хĕвел ăна йĕкĕлтенĕнех анăçалла ерипен шăвать, вăл путех турта хушшине тимĕр шапана кӳлнĕ. Ним туса вăхăта ирттереймест. Хитре кĕпе тăхăнса тĕкĕр умĕнче хăй тăрăх пăхас йăла çук, джинс тӳсет, вăл кирек хăçан та модăра. Килти ĕçпе айхашас кăмăл çук. Тек тӳсеймерĕ, тухрĕ урама. Утрĕ. Никама та куç тĕлне пулмарĕ. Паллах, вăййа тухма иртерех. Карта хушшинчен курчĕ: Тиляр купăста шăварать. Пулăшма тивет, унсăрăн вăл çурçĕрччен те пушанаймасть, апла тĕллевĕ вутра çунса кĕлленĕ. Ирĕксĕрех кĕчĕ пахчана Ульти, вара пушă витре ярса тытрĕ. Купаста йăранĕсем темиçе, вĕсен тăршшĕ, тупата, çур çухрăм. Пайтах шыв йăтма тивет. Юрать-ха, ăна пахча вĕçĕнчи çырмаран мар, кăнтăрлах ăшăнма тултарнă каткаран йăтмалла. Тепĕр чух пулсан Ульти тем тусан та мĕскĕнленес çук. Чухлать çакна Тиляр та.
— Ан чăрман, Ультя, — унăн аллинчи витрене тытса илме пикенчĕ Тиляр. — Кан луччĕ.
— Пĕччен тул çутăличчен те муталанăн.
Ультие çĕнтереймĕн сăмахпа. Ĕрĕхсех чупкалама тытăнчĕ. Купăста тĕпĕсен лакăмĕсем тулаççĕ шывпа. Хăйĕн куçĕ карта хушăкĕсенчен курăнакан урама сăнасах тăрать. Сасартăк курах кайрĕ Праски Çеменне. Пуçне çĕлек тăхăннă тейĕн. Кăтра. Çӳç пайăркисене хут татăкĕсемпе чĕркенĕ хыççăн çапла хăпартать мар-и. Утти шăп качака такин, пушмак кĕлли тротуара шаклаттарать.
Праски Çеменĕ курчĕ пахчара чупкалакан хĕр упраçа. Кĕтме тивет. Çӳрерĕ каллĕ-маллĕ. Вара хапхан тепĕр енчи карта çумне йăвантарнă пĕрене çине ларчĕ.
Полина (2015-06-15 12:22:53):
Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.