Пепке çуралсан...
1
Йăмраллă ялăн хыçалти урамĕнче пăхса ытармалла мар ултă кĕтеслĕ çĕнĕ çурт куç хупса иличчен ӳссе ларчĕ. Хуçисем çап-çамрăк çав, вăйпитти çынсем. Тĕрĕсех, çемьене йĕркеллĕ пурăнма селĕм пӳрт кирлех. Илтимĕр Карлин çакна вунçиччĕрех ăнланнă. Тытăннă ĕмĕтленме. Унăн шучĕпе, тĕллеве пурнăçлама икĕ япала кирлĕ: укçа тата тирпейлĕ чипер арăм. Иккĕшне те шырамалла, тупсан алăран вĕçертмĕ.
Илтимĕр шухăшне Турă илтнĕ-тĕр, çав пулăшрĕ ахăр. Йĕркеллĕ иртрĕ унăн çар хĕсмечĕ. Срок тухсан киле каймарĕ вăл, çар карапĕ çинчех юлчĕ, укçаллă службăна. Амăшĕ вара ывăлне мар, çыру çеç кĕтсе илчĕ. Ах, тарăхрĕ вăл. Мăкăртатрĕ. Çын килте те питĕ кирлĕччĕ, ара, сахал-и арçын тытса тумалли ĕç. Хирĕлнĕ кăмăлне кӳршĕ-аршăпа пуплесе пусаркаларĕ вара майĕпен. Каярахпа, кăмăлĕ çаврăнсан, Илтимĕр амăшĕ, Минепи кинемей, ывăлĕ пирки мăнаçланма тытăнчĕ.
Пур ял-йышра лĕкĕрчĕксем. Илтимĕре çĕн ят тупса пачĕç — Мичман. Кам чĕлхинчен вĕçерĕннĕ-тĕр ку? Паллă мар. Путех флотра пулнă морякăн ĕçĕ. Пур вĕсем, темиçе те. Çак таврари сывлăш сиплĕ-тĕр. Ахальтен мар маттур яш-кĕрĕм çитĕнет. Ун йышшисем, паллах, флота юрăхлă. Унтан таврăнсан çӳреççĕ вара çиçтерсе морякăн илĕртӳллĕ тумĕпе пикесен чунĕсене хускатса. Вĕçкĕнленĕçин. Вĕсем тивĕçлĕ. Тиркеме никам та хăяймĕ.
Илтимĕр, паллах, Мичман мар-ха. Çак чина çĕнсе илме çар карапĕ çинчен улт-çич çул тухаймăн. Амăшĕ ăçтан пĕлтĕр çар пурнăçне.
Уйăхсен хăйсен виçи. Вĕсен — умрине хăваласа вăтăр-вăтăр пĕр кун тытăнса тăрасси. Çулталăк тулсан çĕнĕрен черет çитет. Çĕр çинчи этеме те парăнтарнă вĕсем хăйсен виçипе пурăнма. Çулталăкра вуникĕ уйăх. Кашни çын ĕмĕрĕ тахăш çулта, тахăш уйăхра, тахăш кун пуçланать, çав йĕркепех вĕçленет. Пурăнса иртни асра упранать.
Чакар-ха каялла. Ун чухне Илтимĕр флотраччĕ-ха. Ял çынни манман ăна. Хăш-пĕри унăн амăшне тĕл пулсан калаçнă май ывăлĕ пирки кăсăкланмасăр иртмен.
— Минепи Ивановна, Мичман мĕнле сывлать унта?
— Ишет çаплах, — мăнаçлăн хуравлатчĕ вăл. — Тăван çĕршыва тимлĕн сыхлать.
— Минепи инке, Мичман хăçан киле таврăнать? — вăлтатчĕ пĕр-пĕр чиперкке вăтаннипе куçне айккинелле тартса.
— Часах. Палăртнă кун çывхарать, — тетчĕ амăшĕ йăл-йăл кулкаласа. — Ăна таврăннă-таврăнман авлантаратăп.
Акă Илтимĕр флотран киле тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕ. Тӳрех калас — укçаллă. Хăйĕн тăван ялĕнчех ĕмĕтри хĕр тупăнчĕ. Вăл Тиляр ятлă. Чăнахах та ăслă, ĕçчен, чипер. Качча илчĕ ăна. Иккĕн тан туртма тытăннă пурнăç урапи кирлĕ пек йĕрпе малалла кăлтăртатрĕ. Тараватлă амăшĕ патĕнче пурăнаççĕ.
Тĕллеври иккĕмĕш пысăк ĕç вăл — çурт лартасси. Укçа пур. Илтимĕр завода кайса кирпĕч туянчĕ.
Çуркунне, çĕр типсен, пĕр хĕвеллĕ кун ял-йыша нимене чĕнчĕ Илтимĕр. Пĕр вăйпитти арçын пымасăр юлмарĕ-тĕр. Хĕрарăмсем те хутшăнчĕç çак йышлă ĕçе. Çурчĕ те хăпарчĕ самантрах. Ахаль каламан ваттисем: халăх сурать — кӳлĕ пулать.
Çурт ăш-чиккине мая килтересси кăшт вăраха тăсăлчĕ. Тӳлевлĕ ăстаçсем те самай вăй хучĕç. Ĕçĕ ытларах Илтимĕре лекрĕ. Апла пулсан та ывăннине туйсах каймарĕ. Арăмĕ Тиляр çунатлантарса тăчĕ мар-и хăйĕн ырă кăмăлĕпе, юратăвĕпе. Хăй те ниме уямасăр (йывăр çын-çке-ха) ĕçлет — стенасене штукатуркăлать. Тăхтав вăхăтĕнче вăл упăшки çумне пырать, ачашланать.
— Тиляр, мĕнле пирĕшти çавăтса килнĕ-ке сана ман пата? — ăшă сăмахсем тăкать вара Илтимĕр. Ванса каяс черккене сыхланса тыткаланăн арăмне çепĕççĕн хăй арки çине лартать. — Телейлĕ эпĕ санпа. Юрататăп. Ĕмĕрте те ан çухал эсĕ ман çумăмран.
— Эпĕ сан ятна çуралнă, — тет Тиляр, — ман куçăмсем санран хӳхĕм каччă курман. Эсĕ манăн ăмăрт кайăкăм.
— Савăнтаран эсĕ мана, — тав тăвать Илтимĕр арăмне. — Эсĕ, Тиляр, çав тери хитре. Эсĕ — мăкăнь чечекĕ. Кăшт шикленетĕп те, ара, чипере пурте хапсăнаççĕ. Ют çын куçĕ — хурчăка-çăхан.
— Йăнăшан, Илтимĕр, — йăл-йăл кулкалать Тиляр. — Пирĕн хушша никам та пуçне пырса чикеймест. Пирĕн юрату вĕри, ютта кĕллентерет.
— Санпа килĕшетĕп, юратăвăм. Пире айванланма юрамасть. — Илтимĕр пуçне арăмĕн хырăмĕ çумне тытать. Шӳтлĕн ыйтам пек тăвать: — Тук-тук! Кам пурăнать-ке кунта?
Тиляр илтнĕ, упăшка тени ывăл кĕтет. Çавăнпа та хырăмри ача явапланăн çинçе сасăпа каларĕ:
— Йĕкĕт! Паттăр йĕкĕт эпĕ!
Иккĕш те ахăлтатрĕç вара пĕр кана. Упăшкин куçĕсем шывланчĕç.
— Илтимĕр, вăл шăп та шай — эсĕ. Сан пекех çĕмĕрт куçлă. Çӳçĕ те санăнни пекех йĕпхĕн хура та шыв хумĕ евĕр — кăтра. Сан пекех çирĕп пӳ-силлĕ — кĕрнеклĕ ӳсĕ.
— Спаççипă, чунăм, юратăвăм, — Илтимĕр каллех пуçне арăмĕн хырăмĕ çумне тытать. — Тапăлтатать. Илтрĕм: «... атте, сана шутсăр юрататăп. Хатĕрле хăвăртрах мечĕк, футболла вылятпăр!» — тет. Ах, шăпăрлан. Çурал кăна, санăн пурте пур. Çăмăл машина та кĕтет.
Мăшăрсем ĕçе тытăнчĕç каллех. Васкаççĕ мар-и. Вĕсем пепкене çĕнĕ çуртра йышăнасшăн. Анчах та ĕçĕн вĕçĕ пăхса курăнмасть. Куç хăрать те, алă тăвать теççĕ те-ха. Кунсем иртнĕ май штукатурка типрĕ, ăнăçлах шпалер çыпăçтарчĕç. Сĕтел-пукан вырнаçтарсан хăтлăх кĕчĕ те пӳрт ăш-чиккине. Чӳрече карри тăвасси хĕрарăм ĕçĕ. Шăп чĕнтĕр карнă чух пилĕк касса кайрĕ Тилярăн.
Иккĕшĕ те хăраса ӳкрĕç. Ним тума пĕлмеççĕ. Илтимĕр тапăртатса тăрать. Вĕçĕмсĕр: «Пĕтрĕмĕр!» — тет.
— Хăвăртрах больницăна илсе кай, — хушать мăшăрне Тиляр. — Машина кирлĕ.
Аранах тăна кĕчĕ Илтимĕр. Вăл урама чупса тухрĕ, кӳршĕ ачине Мĕтри шăлле патне чуптарчĕ.
— Сарайĕнче ларакан çăмăл машина кунта хăваласа килтĕр вăл. Кала: васкатăр!
Каллех пӳрте вĕçтерсе кĕчĕ Илтимĕр.
— Питĕ ыратать-и-ке? — кăсăкланать вăл.
— Вилетĕп пулĕ. Сывă пул! Тимĕр! — хутран-ситрен Тиляр упăшкине çапла Тимĕр тесе чĕнет.
— Апла ан шухăшла. Тӳс. Кашни ача çуратакан вилсен тĕнче пĕтет, — лăплантарма тăрăшать Илтимĕр арăмне.
Ыратни пурăнас шанчăка чакарать.
Ыратни ырă ĕмĕтсене сирет.
Ыратни вилĕм çывхарнине аса илтерсе тăрать.
Ыратни хăратать хаклă çынсенчен уйрăласран.
Ыратнă чух вăхăт иртмест, ĕмĕр тăсăлнăн туйăнать. Апла пулин те кирек-мĕнĕн те вĕçĕ пур.
Машина килчĕ.
Тепĕр темиçе сехетрен тĕнчене килчĕ Тиляр ĕмĕтленни, упăшки хăраххи — арçын ача.
Илтимĕр ывăл кĕтнĕ. Унăн кăмăлĕ тулчĕ.
Ачана памалли ят шыраса путрĕ шухăша. Йăхри пурăнса ирттернĕ асаттесемпе кукаçисене аса илчĕ. Тупăнчĕ килĕштерни. Авалхи чăваш ячĕ — Энтюк — Андрей.
Тиляр больницăра пĕрремĕш хутра выртать. Вăл пепкине кантăк витĕр темиçе хут та кăтартрĕ упăшкине. Ача ытла та пĕчĕккĕ, ашшĕне курасшăн куçне пачах уçмасть. Юрĕ-çке ĕнтĕ, килте паллашĕç.
Шутлă кун часах иртет. Илтимĕр арăмĕпе ывăлне киле илсе таврăнчĕ. Хĕвел пайăркипе çуталнă пӳртре чăпăл турĕç ачана лĕп шыв янă таканара.
— Чунăм, ун çӳçĕ манăнни пек мĕншĕн кăтра мар-ке? — тет Илтимĕр ачана шурă кипке çине вырттарнă май.
— Ан кулян. Ачан çуралнă çӳçĕ тăкăнать, — пуплет арăмĕ. — Арçын ачасем ытларах амăшне туртаççĕ. Мана пăхнă-тĕр.
Килĕшет Илтимĕр. Тепринче хĕр пĕрчи çуралĕ, вăл ашшĕ пек кăтра çӳçлĕ пулĕ. Ку пикесене уйрăмах кирлĕ. Нумайăшĕ кăтра çӳçе илем шутне кĕртеççĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ майĕпен сывалса çитрĕ. Халĕ ĕнтĕ ачана ят хумалла, çĕнĕ пӳрт ĕçки ирттермелле. Ниме халăхне тав тăвасси аякка кайрĕ, кĕтсе ывăнчĕç-тĕр.
Асăннă кун çитрĕ. Ырă кӳршĕсем пычĕç пулăшма. Вĕсем апат-çимĕçлĕ, сăра-эрехлĕ сĕтелсем лартрĕç картиш варрине, çумĕсенче — вăрăм тенкелсем. Кĕтнĕ хăнасем чĕннĕ вăхăта пуçтарăнчĕç. Пуçланчĕ вара аслă ĕçкĕ. Пĕтĕм ял пухăнчĕ пулас. Юрă, ташă, купăс сасси ял тăрăх ян! кайрĕ. Çапла вăл, икĕ савăнăç пĕрлешсен шеп те пулать уяв.
Çамрăк çемьен пурнăçĕ пыл та çу. Телей тулса тăкăнать.
Ай турах! Чим, мĕн пулчĕ? Кам куç ӳкерчĕ, кам вăрларĕ вĕри юратупа телее? Хурах! Хуса çитĕр ăна! Каялла тавăрасчĕ-çке. Пур-ши унашкал вăй? Ӳксе ваннă чашăк пуçтарăнса хăй сăнне тавăраймасть çав.
* * *
Эсрел кĕрсе ăша пушар чĕртсе хăварнă кун, хĕвел йăл-йăл кулса петĕм тĕнчене шерпет пĕрĕхсе тăнă. Пурте хаваслăх ытамĕнче.
Тиляр ачипе ирпе ирех хăнана кайрĕ. Аппăшĕ вĕсене чунтан савăнса кĕтсе илчĕ. Сăйпа тултарнă сĕтел кун каçа та пушанмарĕ. Аппăшĕ пĕлет, йăмăкĕ ача шутĕнчен тухман, вăл пыл çисе тăранаймасть.
— Çи-çи, пыл эрĕм тути калама пуçличчен, — тет аппăшĕ Элевер. — Киле парса яма пĕр чĕрес тултарса лартрăм. Ма шеллес, пасарта сутăн туянмастпăр-иç.
Тĕрĕснех калать аппăшĕ. Вĕсем темиçе çын эртелленсе вăрманта темиçе çул хушши ĕнтĕ нумай вĕллеллĕ утар тытаççĕ. Пылне сутма хулара ятарласа ларек уçнă. Тупăшĕ пысăк.
Энтюк çаплах тутлă ыйхăра. Унăн нимле хуйхă-суйхă та çук.
— Ытла кунĕ ача ку сан, Тиляр, — мухтать пепкене йыснăшĕ те.
— Айĕ типĕ ахăр, — аллине кипке ăшне чикрĕ амăшĕ. — И-и, лӳшкентернĕ. Кĕтсех тăр, халех вăранать.
— Шыв ăшăтма лартатăп, чăпăл тăватпăр, — кухньăна кĕрсе кайрĕ Элевер.
Илтимĕр киле пĕчченех юлнă. Куншăн вăл хавас та. Туса пĕтермен ĕç пур, алли кĕçĕтетчĕ-ха. Кухньăри чӳрече хашаккисене сăрламалла. Пĕчĕк çынна çамрăк амăшĕ юри килтен илсе кайрĕ, атту сăрă шăрши пуçне ыраттарĕ.
Шăхăра-шăхăра юрланă май Илтимĕр çĕкленӳллĕ кăмăлпа ĕçлет. Уншăн сăрă шăрши чăрмав мар, ăна шурă хашакаллă чӳрече илемленни хĕпĕртеттерет. Иккĕмĕш чӳречин аялти куçĕсен хашаккисене юлашки хут кистьпе белилăна пуçса каллĕ-маллĕ сăтăркаланă самантра алăк уçăлса хупăнни илтĕнчĕ.
— Кам-ке унта? — кăшкăрчĕ те Илтимĕр кистьпе сăрă банкине чиксе кухньăран тухрĕ. Курчĕ вара: алăк патĕнче ял хĕрĕ Ульти тăра парать.
— И-и-и, урпа хылчăкĕ, эсĕ килтех-çке, чутах каялла тухса каяттăм.
— Мĕн тесшĕнччĕ-ке?
— Тиляр килте-и?
— Эпĕ пĕчченех-ха.
— Илтимĕр, — ун-кун чеен пăхкаласа илнĕ май Ульти сумкинчен çыру кăларчĕ те ăна сулкаласа каларĕ:
— Ку Тиляр ячĕпе килнĕ. Хăй çук терĕн. Почтальон мана çула май кĕртсе пама ыйтрĕ те. Мĕн тăвас?
— Хăвар. Çухатмастăп ĕнтĕ, — Илтимĕр çывхарчĕ Ульти умне.
— Шанатăп. Арăмна аллинченех тыттар вара. Çухатсан мана ят лекĕ.
— Ан пăшăрхан, Ульти. Пĕлен ĕнтĕ эпĕ шанчăклине.
— Эсĕ шанчăклă-и? Кун пирки урамри йытта тухса ĕнентер. Нумай юхтартăн куççулĕме, кӳл пулчĕ, — терĕ те тухса кайрĕ Ульти. Хăй хыçĕнчен алăка шарт! хупса хăварчĕ.
— Ульти, каланă-çке сана: эсĕ ăнланман мана! — кăшкăрса юлчĕ Илтимĕр. — Çӳреççĕ аташса. Ăçтан сана Тилярпа танлаштаратăп-ке. Эпĕ ăна çеç юрататăп. Унсăрăн пĕр кун пурăнасси пулаймĕ.
Чим-ха, кам çырать вара унăн арăмĕ патне? Конвертне Илтимĕр тирпейлĕ уçрĕ. Хут листине туртса кăларчĕ те чĕрсе пăрахасран шикленсе ерипен сарчĕ. Темшĕн тӳрех вĕçне пăхрĕ. Курчĕ: «Праски Çеменĕ». Тĕлĕннипе чĕри самантлăха тапма чарăнчĕ пулас.
— Мĕн кирлĕ-ке ку ял купăсне? Мĕнле хăять? — усал сăмахсем пере-пере ячĕ те куçĕ çыру пуçламăшне куçрĕ, вара йĕркесем тăрăх шурĕ. Вуласа пĕлни Илтимĕре уртарса ячĕ. Мĕнпур сассипе ӳхĕрсе ячĕ: — Хурах! Ултав! Ултав! Вăрларĕç пурне те! — Ăшĕнче тăвăл çĕкленнипе урама чупса тухма пикенчĕ. Вăл Çемене тупса пăвса пăрахасшăн. Алкум картлашки тăрăх аннă чух ури чăлханнипе чутах тăрăнса ӳкмерĕ. Çак самантра çилли чакрĕ. Пуçне урăхла шухăшсем пырса кĕчĕç: — Тен, Çемен тĕрĕсне çырнă? Ытахальтен йышăнма çав териех айван мар-ха вăл. Эх, Тиляр, Тиляр... Пĕтертĕн эсĕ мана. Ахаль каламаççĕ иккен: хитре арăм пасар тăрăх курнăçланса çӳреме çеç лайăх. Ку намăса тӳсейместĕп, тухса таратăп килтен.
Илтимĕр лӳчĕркесе ывăтнă Çемен çырăвне пукан айĕнчен тупрĕ. Сĕтел çине хурса якатрĕ. Ун çине хăй çырнă хут таткине хучĕ. Вара тухса вăркăнчĕ хĕрлĕ тутăр курнă вăкăр пек.
Пушанса юлчĕ пĕр-пĕрне çав тери юратнă мăшăрăн хăтлă пӳрчĕ. Кĕтрĕ, кĕтрĕ вăл хуçисене. Икĕ çын хушшинчи пĕтĕм лайăххи, ырри пĕтрех-ши-мĕн вара ывăçран хăйăр юхса тухнăнах?
Вăхăт çитет. Хĕвел анма васкамасть. Вăл путех çĕр чăмăрне хуллентерех çаврăнма тилмĕрет пулас, çаплах йăмра тураттисем хушшинчен Илтимĕр çурчĕ çине пăхать. Шеллет мар-и. Пурте ун умĕнче пулса иртрĕ-çке-ха. Вăл курчĕ Ульти çыру кĕртсе панине, курчĕ пӳрт хуçи Илтимĕр тухса кайнине. Хăçан таврăнать вара Тиляр хăйĕн пепкине йăтса?
Анать хĕвел, парашют кантрисем карăннă. Аранах курчĕ. Ав вăл — Тиляр. Пĕр аллинче кипкепе чĕркенĕ пепке, тепĕр аллипе пыл тултарнă чĕрес йăтнă.
Пӳрт алăкĕ яриех уçă.
— Атте, юратнă атте, — тет Тиляр ачи калаçнă пек. — Эпир çитрĕмĕр. Сасă памастăн-и? Эппин, эсĕ пытаннă. Халех тупатпăр сана.
Тĕпелелле иртнĕ чух асăрхарĕ: сĕтел çинче хут листи выртать. Унăн ятне «Тиляр!» тесе пысăк саспаллисемпе çырнă. Ырă мара сиссе чĕри тăлт-тăлт тăпăлтатрĕ. Аллине илчĕ хайхискере. Курчĕ:
«Тиляр!
?????
Илтимĕр».
Çырура мĕнпурĕ те пилĕк ыйту палли. Пилĕк хура юпа! Ултав! Айăплани! Чĕрене шĕвĕр йĕп пек пырса тăрăнчĕç. Ыраттарчĕç шутсăрах. Пăчăр-пăчăр юн тумлать. Кăкăрта тăвăр. Сывлăш çитмест. Кĕпе çухине уçса ярасчĕ, анчах чăрмав — алăра ача.
— Тен, эпĕ тĕлĕк куратăп? Тен, чирлерĕм? — упăшкине чĕнчĕ вăл: — Илтимĕр! Ăçта эсĕ? Капла ан шӳтле-ха. Тытсам пепкене! Вăл ав йĕрмĕшет.
Сас паракан пулмарĕ.
Тиляр упăшкин ыйту паллисемлĕ çеç çырăвне уямасăр-тумасăр пиншак кĕсйине тĕркелесе чикрĕ. Хут листи айĕнче ун ячĕпе килнĕ çыру выртать-мĕн.
Пĕчĕк ача часах алăра ывăнать, ăна сăпкана вырттармалла. Чăлана кĕчĕ Тиляр. Кунта ачин вырăнĕ, сĕтел-пуканĕ. Çи виттисем чăлт шурă. Кантăкĕ те чечеклĕ чĕнтĕрпе карăннă. Тупата, пукане пӳрчĕ тейĕн. Энтюк самант тупрĕ канлĕх, ыйха путрĕ те пĕчĕк чăваш.
— Тĕлĕкре мана, аннӳне, аçуна кур, юратнă пепкем. Тутлă ыйхă сунатăп, — Тиляр чăп-чăп чуптурĕ те ачи пӳлĕмĕнчен тухрĕ.
Сĕтел çинче выртать ылханлă çыру, Тиляр ячĕпе килнĕскер, Илтимĕре хăй килĕнчен хăваласа кăларнăскер. Çыру çыраканĕ ял каччи — Праски Çеменĕ.
Тиляр, нихăçанхи пек мар, куçне чарчĕ, вара мĕн çырнине пĕр харăс курчĕ:
«Тиляр! Юратнă савниçĕм, ырă хыпар мана питĕ хĕпĕртеттерчĕ. Эсĕ ача çуратнă — ывăл. Вăл манăн ача! Унăн ашшĕ — эпĕ. Урра! Савăнатăп! Часах пепкемпе паллашăпăр. Çав кун çывăхрах. Ыталаса чуптăватăп.
Санăн ачу ашшĕ — Праски Çеменĕ».
— Ых-х, йĕксĕк! Хăйне килĕштерменшĕн мĕнле майпа тавăрма шутланă. Сана, Праски Çеменĕ, хыр çулçи тăкăнсан качча тухăп! — ятлаçать Тиляр. — Ăçта-ши эсĕ? Сана таракана таптанă пек ура айне хурса имĕрĕттĕм.
Ула шухăшсем пăтранаççĕ хĕрарăм пуçĕнче. Сĕтел çинче хăрушла çыру выртать. Чăн-чăн вулкан вăл. Унран йĕри-тавра хĕлхем пĕрхĕнет. Кĕлпе хутăш кăварлăскер. Васкасах шыв сапса сӳнтермелле ăна, унсăрăн таса чунлă çынсене мăйран пăвать, элекпе хупласа куç уçми тăвать. Упăшка пайтасăрскер иккен. Вăл усал çын çăварĕнчен палкаса тухакан пакăç шăрша сирмен, ăна пыл тесе йышăннă. Арăмĕпе ачине ывăтса хăварнă кăткă йăви çине.
Тулашать çамрăк арăм. Пуçа пин тĕрлĕ шухăш кĕрсе çаврать. Пурăнмалли чăн-чăн мăшăрах-ши Илтимĕр? Кирлĕ мар иккен ăна ни арăм, ни ача.
— Сăлтав тупрăн, пăрахса кайрăн. Юратман пулĕ эсĕ арăмна. Кайрăн пулсан кай. Хыçран чупмасть çемйӳ. Ан та кĕт. Каялла килес тесен сан валли алăк паян çеç уçă. Ыталаса, чуптуса йышăнĕç. Мана кӳренме çылăх. Эпĕ Турă амăшĕ пек таса. Айван этем айĕнче пулман. Хăймана хăв сĕрсе пуçтартăн. Çакна хаклама та пĕлместĕн-и? Эппин, эсĕ айван-тăр. Тен, хăçан та пулин ăнланăн, каçару ыйтăн каялла çемьене таврăнма, анчах алă çупса, оваци туса кĕтсе илмĕп. Çакна асту. Пĕр паян çеç пирĕн пата çитме çул такăр. Кая юлсан каю шăтать теççĕ. Ман сăмах çирĕп. Килсем халех...
Полина (2015-06-15 12:22:53):
Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.