Пепке çуралсан...
— Хăраса мар-ха, — текелерĕ Тиляр, çывхарнă май сывлăх сунчĕ ăна.
Моряк та çынна сума сăваканскер пулас. Хĕр пикене ăшшăн саламларĕ. Хăйĕн хура куçĕ ахах чулĕ пек йăлтăртатать. Куç харши — хура хăю. Икĕ енчен тăсăлса сăмса кăкĕнче çинçелсе çыхăннă. Питĕнче хура çинçе хăю татах пур. Вăл çӳлти çӳхе тута хĕррине çыпăçнă.
Моряк ура çине тăчĕ. Яш пӳллĕскер. Çурăм хыçĕнче кĕпин йăрăм-йăрăмлă сарлака çухи çилпе вĕлкĕшсе илчĕ. Карттусне хывса чăматанĕ çине хучĕ те тура кăларса çӳçне якатрĕ. Çӳçĕ хура та кăтра, шыв хумĕ евĕр хумлă-хумлă.
Тиляр ун умĕн иртме пикенчĕ.
— Чим-ха, — чарчĕ ăна моряк.
Хĕр пĕрчи шикленчĕ. Тен, вăл усал шухăшлă этем?
— Эпĕ васкатăп-ха, — терĕ Тиляр.
— Мĕншĕн пĕччен çӳретĕн-ке ката çумĕпе?
— Манпа пĕрле ялтан никам та вĕренмест, çавăнпа район центрне хăраххăнах кайса килме тивет. Эпĕ бухгалтер курсĕнче вĕренетĕп те, — утма тытăнчĕ хĕр.
— Ан васка-ха çав териех. Хăвпа пĕрле утма хирĕçлемĕн-и?
— Тархасшăн, — терĕ Тиляр. Хăй хăранипе чĕтренех ерчĕ.
— Эсĕ хăш ял хĕрĕ-ке?
Тиляр каларĕ.
— Ĕненместĕп. Суян пулĕ? Пирĕн ялта санашкал хĕр çук. Яту мĕнле санăн?
Ăнлантарма, ятне калама тиврĕ хĕрĕн.
— Эсĕ — Илтимĕр. Йăнăшмарăм-и?
— Ăçтан пĕлен-ке ман ята? Эпĕ чăнах та — Илтимĕр.
— Эпир, хĕрсем, пĕр-пĕрин савнисене асра тытатпăр.
— Халĕ йăнăшрăн. Манăн савни çук.
— Суян! Вăл чиперкке сана чунтан кĕтет.
— Ха-ха-ха! — каçса кайсах ахăлтатрĕ моряк. Хăйĕн шăлĕсем пĕр тикĕс те шап-шурă. Кулнă май хура куçĕсем хĕсĕнчĕç. Лăплансан каларĕ: — Тиляр, вăйăра паллаштарăн-и мана хамăн савнипе? Ятне те халех пĕлсен аванччĕ.
— Мăшкăллан пулĕ, йĕкĕт, — йăл-йăл кулкаларĕ Тиляр. — Кам патне çаплах çыру çырса тăтăн?
— Пĕр хĕр патне те çыру çырман.
— Мĕн-ма пытаран? Ульти кашни çĕнĕ кун санран çыру илнĕ. Маттур каччă. Хăй пикине манман. Вăл сана кĕтет.
— Ав епле иккен, — тĕлĕнчĕ моряк.
— Каçарăр, тен, ытлашши пакăлтатрăм. Эпĕ каям-ха эппин.
— Мана пăрахса хăвармастăн пулĕ? Пĕрле утма килĕшнĕччĕ. Çапла-и?
— Тархасшăн.
Илтимĕр чăматанне йăтса хĕрпе юнашар утрĕ. Хăй тăтăшах куç хӳрипе ун çине пăхрĕ ытарайми. «Япшар пике. Сăн-пичĕ — çырла. Татса илес килет. Пĕвĕ-сийĕ — хăва хулли. Тумĕ те ятуллă. Паянхи модăпа çĕленĕ — кĕске. Пурçăн çук ун çийĕнче. Çӳçе сарă та вăрăм, çурăм тăрăх ярт уснă. Чĕлхи те çепĕç, сăмах урапине кустарма ăста. Ара, самант Ультипе йĕкĕлтесе илчĕ. Пустуях шыв юхтарать. Çыру çӳретмен. Савни мар-çке-ха вăл, апла пулсан мĕншĕн пушă параппан çапмалла-ке? Ытла кăсăклă, мĕншĕн Ульти çумне хушрĕ? Нихăçан та вăл хĕр унăн тӳрри пулман. Тĕрĕссипе илсен ку тарана çитсе те пĕр хĕр умĕнче чуна уçса паман. Авланас пирки юмахлама та именнĕ. Анчах çав самант çитетех, ĕмĕр хусах пурăнаймăн. Ютра хĕрсем мăйран уртăнман мар. Нихăшне те киле илсе килме чун туртман. Тен, тăван ялăмрах тупăнĕ юрăхли. Тăван енче чул та ĕнчĕ теççĕ-ха. Чим, мĕнрен кая-ха юнашар утакан чиперук? Куçа илĕртет. Кăмăлĕ те аванах пулас. Калаçтарас май килнĕ чух. Тĕпчес. Пур-ши унăн варли? Чупатех-тĕр ăçтиçук лиска йытă. Эппин, хăратас та хăвалас, хĕр кăмăлне хам майлă çавăрас».
Çакнашкал ĕмĕт-шухăш пуç тавра çаврăнчĕ Илтимĕрĕн. Вăл чăматанне çĕре лартрĕ те хĕр аллине ярса тытрĕ, вара ыйтрĕ куçран пăхса:
— Тиляр, кала-ха, пур-и-ке сан савнă каччă?
— Хĕр чух хĕрĕх тус теççĕ те-ха...
— Ат-та-та! Мичман?! Таврă-на-а-тăн-и?
Кăна сулахай енчи сукмакран тухакан арçын кăшкăрса ячĕ. Хĕрĕнкĕскер, енчен енне тайкаланать хăй. Сывлăх сунма манмарĕ, алă тытрĕ. Анчах Илтимĕр аллине хăйĕн ывăçĕнчен кăларнă чухне лешĕ куçне чарса пăхрĕ те тытăнчĕ пакăлтатма:
— Эх, ачамккă, сан пӳрнӳсем кĕсье вăррисенни пек питĕ вăрăм-çке. Таçта çав ĕçпе çыхăнман-и эсĕ?
— Якур, мĕн кирлĕ мара лапăртататăн эсĕ? — кăтăрса кайрĕ Илтимĕр. — Эпĕ тĕрмерен мар, салтак хĕсметĕнчен — флотран таврăнатăп.
Ĕмĕт татăлчĕ морякăн. Пикепе путлĕн юмахлаймарĕ çак ăçтиçук этеме пула. Чăрмантарчĕ, кăмăла пăсрĕ хăямат çынни. Мĕн тăвăн? Ых-х, çав чăкрăш самант, кирек хаш кĕтесре те çапла ура хурать. Ытла кулянма кирлех-ши? Ку тĕнче вĕçленнине пĕлтермест. Малта — каçхи вăйă.
Илтимĕр шутсăр тарăхать ку путсĕре, ара, чиперккепе пуплеме май памасть тем те пĕр авăрса пынипе. Çитменнине, яла çитрĕç.
Укăлча хапхинчен кĕрсен Тиляр никама систермесĕр йăпăрт хăйсен урамĕ еннелле пăрăнчĕ.
* * *
Сунă сĕте ала витĕр юхтарса нӳхрепе антарса лартнă хыççăн Тиляр кантăк умне пырса тăчĕ. Урам пуш-пушах. Халăх яра кун уйра ĕçленĕ хыççăн кил-çурта тирпейлет, каçхи апат пĕçерсе сĕтел хушшине пуçтарăнать, вара канма выртать. Пуçра чăтăмлăх калинкки уçăлчĕ яриех. Тытăнчĕç вара куç умĕнче пулса иртнисем каркаланма. Çавăраççĕ вĕсем Тиляр кăмăл турамне каллĕ-маллĕ лăкама. Чи малтан вăл Ультие ăмсанчĕ. Юраттăр-ха сана çавнашкал хӳхĕм йĕкĕт. Ним те калаймăн — телейлĕ хĕр. Тиляра ку тарана çитсе те унашкал япшар каччă куç хывман. Самант асне типĕ тикенек пĕрчи хирĕнсе кĕчĕ те шĕвĕр вĕçĕпе тирчĕ: «Ха-а, Праски Çеменĕ саврĕ-çке!» Хĕр ку ни хура, ни шурă шухăш темелле марскере сирчĕ те курчĕ: «Ĕмĕт турачĕ çине мерчен куçлă сарă кайăк пырса ларчĕ. Шăрантарать вăл хаваслă юрă — каччă савни çеç çителĕксĕр, хĕрĕн хăйĕн юратмалла».
— Хăш çулпа утмалла-ши юратнă çынпа тĕл пулас тесен? — ыйтать Тиляр. Камран пĕлесшĕн вăл, хăй те чухламасть. — Çӳрет-тĕр таçта, манран аякра-аякра, тен, тинĕс леш енче. Хăш тинĕс? Паллă мар. Тем тесен те, вăл хăй те мана, савнă пикине, шырать? Тĕл пулайăпăр-ши?
Илтнĕ вăл аслă пикесенчен: пĕр-пĕрне савмалли хĕрпе каччă тĕл пулмасăрах ĕмĕрĕсене ирттереççĕ тет. Енчен эпĕ çавсен йышĕнче пулсан? Мĕншĕн вĕсен йышĕнче пулам? Эпĕ çамрăк-ха. Кĕтем. Шăпам акă çавăтĕ те килĕ ăна.
— Йăмăкăм! Тиляр! — чĕнет ăна аппăшĕ çенĕкре. Пӳрт алăкĕ уçăлса хупăнчĕ. Аппăшĕ Элевер кĕчĕ.
— Эсĕ кунта-çке, — чĕвĕлтетет Элевер тĕпел кукри-нелле иртнĕ май. — Хатĕр-и утара кайма?
— Паллах. Кĕтетĕп эсĕ чĕнессе.
Аппăшĕ часах чăлантан пушă бидон илсе тухса йăмăкне тыттарчĕ. Пыл юхтарать ĕнтĕ кунта аппăшĕн упăшки. Хăй, Элевер, çăкăр, кулач, кукăль татах тем те пĕр чикнĕ пысăк кушеле çурăм хыçне çакрĕ.
Картишĕнче пĕчĕк урапа ларать. Ун çине тиерĕç япалисене. Тухса кайрĕç вара килтен. Васкаса утрĕç.
— Элевер, паян çул çинче пĕр моряка тĕл пултăм. Эх-х, чиперскер! Чăн-чăн кавалер. Маначчĕ çавнашкалли, — терĕ Тиляр.
— Аппаях! Кам, ара, вăл? — тĕлĕнчĕ аппăшĕ. — Паллашмарăн-и?
— Сирĕн ял каччи. Ячĕ унăн — Илтимĕр. Çартан таврăнать, флотран.
— Э-э-э, пĕлетĕп. Вăл Минепи Ивановна ывăлĕ, — терĕ Элевер. — Мĕн калаçатъ?
— Чăрмантаракан тупăнчĕ. Ним кĕтмен çĕртен Павар енчи сукмакран Тякка Якурĕ пырса тухрĕ те морякран шăл йĕрме тытăнчĕ.
— Якурăн çынран тăрăхласа пултăр.
— Вирлех лекетчĕ-ха ăна. Юрать, хăйне мĕн кĕтнине вăхăтра тавçăрчĕ.
— Ахалех ăса кĕртмен ăна, емелккене. Ытлашши çăварне карать.
Кăшт чĕнмесĕр утрĕç. Умра — тарăн вар. Анса хăпарчĕç.
— Аппа, — терĕ те чарăнса тăчĕ Тиляр. Ăна тĕпчев ыйтăвĕсем иментерсе, çăварне хуптарса тутине тăп тыттарчĕç. Тунсăхăн вăйĕ пысăк. Вăл çумрах. Ирĕк пар кăна, çавăнтах тăлланан. Сĕлкĕше юрă кăна юрласа ячĕ.
Тиляр аппăшĕ илтмелле кăна юрласа ячĕ.
Çунат хушассăм килет,
Шăпчăк пулассăм килет.
Аппăшĕ те хутшăнчĕ:
Садран сада çӳре-çӳре
Юрă юрлассăм килет...
Пысăк, сатур вăй пур çак юрăра. Пăсăк кăмăлăн хылчăкне йăлт шăлса ывăтать. Чăтаймарĕ Тиляр сăмах тапратмасăр каллех моряк пирки.
— Мĕнле йĕкĕт вăл — Илтимĕр?
— Япăххине илтмен. Амăшĕ — Минепи Ивановна — ялти чи йĕркеллĕ хĕрарăмсенчен пĕри. Шăллĕ Мĕтри пирки те çынсем ырă калаçаççĕ.
— Илтимĕр чăнахах та Ультие юратать-и?
— Çамрăксене ăçтан пĕлсе çитерĕн? Вĕсене пĕр-пĕрне юратни килĕшет те. Ялта каланă пек, кушак ачху тусан та хавха кăлараççĕ. Э-э-э, астурăм. Ульти: «Эпĕ салтакăн пулас арăмĕ», — тесе каласа çӳрет тетчĕç-няк. Кам пирки çуйхашнă? Тупата, кăсăкланман.
Пуçăннă калаçăва тек тăсасшăн пулмарĕ Тиляр. Паçăрхи, çул çинче Илтимĕрпе пуплени, пĕвене татнă шыв юххилле пуçа çĕмĕрсе кĕчĕ. Ăнланма хĕн ку çамрăксене. Вăл Ультие ни ырламасть, ни хурламасть. Çыру çӳретнине йышăнмарĕ.
Утара çитнĕ çĕрелле тĕттĕмленчĕ. Кунта тĕлĕнтермĕш пĕчĕк хула. «Урамĕсенче» речĕ-речĕпе хитре шурă çуртсем — вĕллесем. Сывлăшĕ — хăй сим пыл.
Вĕсене хаваслăн кĕтсе илекенĕ — Мишша — Элевер упăшки тата унăн юлташĕ. Чи хаклă сăн — тулли карас. Çирĕç вара умран юличчен. Тăрансан пыл та йӳçĕ теççĕ. Тĕрĕсех.
Аппăшĕпе йăмăкĕ кунтах çĕр каçрĕç. Вĕсен ĕçĕ — утар пӳртне, кĕлетне çуса тасатасси тата аслатнă картишне чечек акасси. Хурт-хăмăр аякка вĕçсе вăйне усăсăр ан çухаттăр, çывăхрах чечек тупса сĕткен пухтăр.
Тепĕр кунне илĕм-тилĕмпех пуçланнă ĕç яра куна тăсăлчĕ. Тилярпа Элевер яла хĕвел ансан тин çитрĕç.
* * *
Урам енчи кантăк чĕтренсе тăнкăртатать. Такам тăкăртаттарать чĕрнипе. Çывăрма пуçтарăннă Тиляр чупса пырса чӳречене уçрĕ.
— Кам унта? — пуçне тулалла кăларсах унталла-кунталла пăхрĕ вăл. Курчĕ: чие йывăççи айĕнче Ульти ларать «ивуклатса». Хăтăрчĕ вара ăна: — Мĕн хăратса çӳрен?
— Тух часрах урама! — çывхарчĕ чӳрече патне Ульти. — Кĕçĕр аслă вăйă пухăнать.
— И-и-и! Эпĕ кун пирки пачах маннă. Халех! Тиляр чӳречене хупрĕ.
Ял вăййинче ял хĕрĕ пек тумланмалла.
Тăрать вăййа тухма тумланнă хĕр тĕкĕр умĕнче тăпăртатса. Çийĕнче чечеклĕ çитсăран нумай та пулмасть хăй çĕленĕ икĕ аркаллă кĕпе. Вăл чух çеç, ни вăрăм мар, ни — кĕске. Пилĕке сарă çыхрĕ. Ку — кукамăшĕн парни. Темиçе теçетке çул çӳпçе тĕпĕнче выртнăскер, анчах пăхса ытармалла марскер. Ăна тĕрлĕ тĕслĕ пурçăн çипсемпе чăваш тĕррипе тĕрленĕ тата вĕтĕ-вĕтĕ çутă шăрçасемпе эрешленĕ, çӳçинче — хурткуççисем. Пуçра — вĕр çĕнĕ тухья. Каситине тĕкĕнмерĕ, йывăр пуласран шикленчĕ, ара виçĕ рет шултра тенкĕ-çке ун çумĕнче. Мăй çыххипе çырлахрĕ. Качча кайнă чух шурă пĕркенчĕк айĕнче çак тума тăхăнса икĕ (тăван тата аппăшĕпе йыснăшĕ пурăнакан) ял урамĕсем тăрăх тăрантас е машина çинче тăрса хӳхлесшĕн вăл. Ĕмĕтĕн вĕçĕ-хĕрри çук теççĕ.
Хапхаран тухма çеç ĕлкĕрчĕ Тиляр, ăна Ульти ыталаса та илчĕ.
— Атя кайса ларар, — пуплет Ульти. — Пире илме часах купăсçăсем килĕç. — Шăппăн юрласа ячĕ:
Эс те чечек, эп те чекек,
Ма ик чечек уйрăм-ши?
Эс те пĕччен, эп те пĕччен,
Ма ик чĕре уйрăм-ши?
«Хаваслă ку хĕр. Эппин, вăл Мичманĕпе курнăçнă», — шухăшларĕ Тиляр. Анчах хăй вăл виçĕм кун унăн каччипе çул çинче тĕл пулни, унпа калаçни, яла пĕрле çитни пирки шарламарĕ. Малтан морякĕ пирки Ульти мĕн калаçнине илтесшĕн вăл.
Иккĕшĕ те яланхи пĕрене çине вырнаçрĕç. Тиляр шăши пек шăп. Вăл Ульти савнă каччи çинчен сăмах пуçласса кĕтет. Лешĕ пур, мăшкăлланăнах, шăлне çыртатъ. Мĕне пĕлтерет? Юрĕ-çке. Пурпĕрех вăрах тӳсеймĕ, салтăнĕ чĕлхи.
Хăямат темерĕн. Ĕлкĕреймерĕ Ульти сăмах тапратма. Ара, ума Праски Çеменĕ хура мĕлке евĕр яш! тухса тăчĕ. Ытла чее этем вăл, çул леш енчи пура хыçĕнче пытанса хĕрсем урама тухасса паçăртанпах вăрттăн сыхларĕ. Тутине ейсе пăрахнă. Пылак ĕмĕтсемпе тулнă хăй тĕнчинче рехетленет мар-и? Кунĕпе пĕр ĕмĕтпе айланчĕ. Авланма шут тытрĕ-çке-ха вăл. Ăнах, çак иртнĕ кунсенче çыхăннă хĕр пĕрчинех, качча илесшĕн. Тиляра нихăшĕ те çитеймест. Ытла хитре-çке-ха вăл. Чунне кĕртрĕ те укаран йăва çавăрчĕ ун валли. «Куштантарах, танлăрах ĕнтĕ хĕрĕ. Тепĕр тесен, хĕр упраçа çапла пулни кирлĕ те ахăр. Тĕкĕннĕ-тĕкĕнмен парăнаканнинĕ хĕр тесе те хаклас килмест. Каччăсен аллинче сарăхнă хĕре кам пит хăпсăнтăр?»
Тилярăн тата пуринчен ытла пахи, хакли пур. Чухăнлăх унран аякра тăрать. Вăл часах колхоз бухгалтерĕн пуканĕ çине лармалли çын. Колхоз бухгалтерĕ яланах укçаллă, тыр-пуллă. Ку чи кирлисенчен пĕри — хĕрĕн чаплăран та чаплă парнийĕ.
Пĕччен, амăшĕсĕр, Çеменĕн тĕллевĕ пурнăçланаймĕ. Çавăнпа та ăна йăлт тăхçаласа пачĕ.
— Э-э-э, пĕлетĕп сана, каскăна, — алне сулчĕ лешĕ. — Куçу хитрине, туту пылаккине хапсăнать. Çăва тухнăранпа миçемĕш хут панă сакас ĕнтĕ ку санăн?
— Тавлашма пăрах. Çуса тасат тенĕ сана кĕлет урайне. Вырăн майла. Шурă простынь сарма ан ман.
— Ăна сарăп-ха. Хама та кăсăклă: пулас арăму таса е...
— Пĕл çав. Вăл тăрă шыв пек тап-таса.
— Эппин, мĕн ма йĕркеллĕ качча тухмасть? Малтан хăтана каяр. Калаçса килĕшмелле: туй кунне палăртас. Вара унччен эрех юхтарăпăр, сăра тăвăпăр.
— Кая юлнă çын эсĕ, анне, — мăкăртатать Çемен. — Халĕ çамрăксем ĕлĕкхи пек шараçланмаççĕ. Мĕн-ма туйсем туса тăкакланмалла?
— Хĕрĕн ятне-шывне пĕлтер иçмасса.
— Утар Михали арăмĕн йăмăкĕ — Тиляр. Кĕçĕр вăйăран çавăтса киле илсе кĕретĕп те ăна, ме сана — кин!
Халĕ хĕрсем умне пырса тухнă Праски Çеменĕ ытахальтен ал парса тухрĕ вĕсене. Пуçĕнче хăватлă шухăшсем шыв сиккилле сикеççĕ: васкасах палăртнă ĕçе тытăнмалла. Ниепле те ырана хăварма юрамасть, ара, кая юлсан каю шăтать тесе ахальтен каламан чăваш. Чунĕ лăпкă мар унăн. Ялта çăхан куçлисем самант тупăнаççĕ.
— Пирĕн хушша ларсам, Çемен, — сĕнчĕ Ульти.
— Тепĕртак ӳсем-ха, — тутине пăркаларĕ каччă, — лутра тесе ан тиркеччĕр хĕрсем.
— Пирĕн хушăра унашкаллисем çук, — пат! татса хучĕ Ульти.
Вĕсен калаçăвне пачах хутшăнмарĕ Тиляр. Вăл хăйĕн тĕнчинче.
— Паян ларса шăм-шак хытрĕ. Кун каçа та машинăран тухман, — тытăнчĕ вĕçкĕнленме Праски Çеменĕ.
— Катаччи чупрăн-и? — шахвăртать Ульти.
— Каккуй унта катаччи ярăнма, ĕç хăвалать. Унтан-кунтан укçа пухмалли нумайччĕ.
— У-у-у, эппин, эсĕ пуйрăн, — ихĕлтетсе илчĕ Ульти. Чимĕр-ха, пуян пулма çыннăн енчĕкĕнче миçе тенкĕ упранмалла? — терĕ Праски Çеменĕ. Вăл васкасах хĕртен ыйтрĕ: — Тиляр, эсĕ мĕн тейĕн?
— Пĕлместĕп.
— Ман шутпа, сахалтан та çур миллион, — хастарланчĕ Ульти.
— Ха-ха-ха, — ахăлтатса илчĕ Праски Çеменĕ. — Эх, эсĕ те çав, Ульти. Кĕсйинче çур миллион тытакан çын халĕ — чухăн çын.
— Эсĕ, эппин, Çемен, «Манăн темиçе миллион укçа, эпĕ — кулак» тесшĕн-и?
— Тус юлташăм, Ульти, хальхи вăхăтра кулаксем çук, — Праски Çеменĕ тăрса ывăнчĕ ахăр, вăл Тиляр çумне пырса ларчĕ. — Ĕлĕк те пулман, вĕсене, ĕçченсене, йăнăшпа тĕп тунă. Туртса илнĕ тупăшĕсене паян тавăрса параççĕ. Ман мучин чаплă çуртне район центрне куçарса кайнă пулнă. Кăçал уншăн темиçе миллион тавăрса пачĕç.
— Сана-и? — кăсăкланчĕ Ульти çийĕнчех.
— Паллах. Йăхра эпĕ çеç тăрса юлнă. Пĕтĕм кити-митти мана лекрĕ. Туятăр, ăçталла çаврăнать пурнăç?
— Каласам, çамрăк çыннăм, ăçталла çаврăнать-ке пурăнăç? Пĕлтерсем, тархасшăн, — терĕ çав вăхăтра çул урлă каçса вĕсен умĕнче чарăнса тăнă çын. Пурте чăр-р пăхрĕç ун çине. Çийĕнче унăн моряк тумĕ.
Полина (2015-06-15 12:22:53):
Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.