Пепке çуралсан...


Тарăхнипе тулхăрнă Праски Çеменĕ карчăка хăйĕн çирĕп аллипе рак хаччи пек ярса тытрĕ. Чышкипе юнарĕ. Вара ăна хăй çумĕнчен вирлĕн тĕксе ячĕ. Ями месерле кайса ӳкрĕ. Те ыратнипе, те кӳреннипе вăл хурахлатса кăшкăрчĕ, унтан тытăнчĕ ӳлесе йĕме. Хĕрхенекенсем çук-и-мĕн? Пуçне пăрса иртрĕç-ши вара?

Тем самантран Ями аран-аран тăрса ларчĕ. Курчĕ: туйи çумĕнчех. Ярса тытрĕ ăна, çапасшăнччĕ хăйне кӳрентерекене. Анчах авланма хыпăнакан этем курăнмарĕ çывăхра.

Праски Çеменĕ çавăнтах манчĕ ватă Ямие. Тек евчĕ кирлĕ мар ăна. Çул çине тухрĕ те каялла çаврăнса пăхмасăр ĕрĕхтерчĕ килнелле. Унăн хыçĕнче тусан мăкăрланса тăсăлать, тупата, калăн, вăрăм хӳре.

Алкум картлашкипе хăпарнăçемĕн амăшне кăшкăрчĕ. Хирĕç сасă илтĕнмерĕ. Килте мар-ши? Пăшăрханнăскер пӳрте чупсах кĕчĕ. Шăп çак вăхăтра уçă тĕпсакай анинче амăшĕн пуçне курах кайрĕ. Унăн шурă тутăрĕ çумне эрешмен картисем урлă-пирлĕ çыпăçнă.

— Ме-ха, тыт витрене, — хушрĕ амăшĕ ывăлне.

— Мĕн хăтланан эсĕ тĕпсакайĕнче? — тĕлĕнчĕ Çемен амăшĕ аллинчи çӳп-çаплă, тислĕклĕ йывăр витрене тытса. Ăна урайне лартрĕ.

— Тĕпсакайне тасатрăм. Çĕрнĕ паранкă усал шăршă сарса выртать. Часах çĕннине хума вăхăт çитет.

— Пăрах-ха эсĕ кирлĕ-кирлĕ мар ĕçпе аппаланма. Часрах хăтана каяс пулать.

— Мĕн пит апла васкаварлă? Космоса вĕçтерсе яраççĕ-и-мĕн?

— Хе, хăçан вĕреннĕ эсĕ янкăс сăмахсемпе перкелешме? Космос тет. Унта вĕçме хапсăнакансем пур.

— Хĕрĕ ытла селĕм-и? — тĕпчет амăшĕ тĕпсакайĕнчен тухнă май.

— Чăн-чăн чĕкеç.

— Ашшĕ-амăшĕ кам?

Ывăлĕ вара Тиляр пирки ăнлантарса пачĕ. Амăшĕ хирĕç мар.

— Чи кирли, чĕкеçĕ хăвна юраттăр.

— Хăвăртрах авланмалла. Кайранхине куç курĕ.

Çеменпе амăшĕ сĕтел хушшине вырнаçсах ĕç-пуçа мĕнле канваласа тĕрлемелли пирки сӳтсе явнă хыççăн пĕр тĕле пырса тухрĕç. Вырсарни — канлĕх кунĕ, çемье килте. Хăтана пырса кĕме шăпах меллĕ.

 

* * *

Утар Мишшин килĕнче хаваслă самант хуçаланать. Чăн-чăн уяв кунта. Пӳрт-çурт çап-çутă. Сĕтел тулли тутлă çимĕç. Чĕресре — кăрчама.

Тиляр — шурă юс, çӳрет йăпăртатса. Юрату, ĕмĕтленни ума çитсен хĕр упраçа çапла çунатлантарать.

Кĕтнĕ вырсарни кун çитрĕ. Эппин, Илтимĕр амăшĕпе хăтана килет.

Иртнĕ кунсенчен пĕринче вăтаннипе куçран пăхма хăяймасăр сăмах хускатрĕ Тиляр çемье умĕнче. Тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарчĕ: вĕсем Илтимĕрпе мăшăрланма килĕшнĕ. Хăçан хĕр çураçма килес куна та палăртнă.

Аппăшĕ Элевер та, йыснăшĕ Мишша та хирĕçле пуплемерĕç.

— Хăтана килни аван-ха, хĕр чапне ӳстерет, — терĕ аппăшĕ.

— Илтимĕре хĕр пама килĕшетĕп, — йăл-йăл кулкаларĕ йыснăшĕ. — Вăл пиçсе çитнĕ лайăх йĕкĕт. Салтакра пулнă.

— Пăянаму пулмалли хĕрарăм ытла кăмăллăскер. Киншĕн ку — телей, — мухтать Элевер пулас кĕрĕвĕн амăшне.

— Илтимĕр амăшĕ Минепи Ивановна ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăрать, — тет Мишша. — Вăл упăшкасăр юлнăранпа çулсем самай иртрĕç, анчах ывăлĕсене пĕччен йĕркеллĕ пăхса ӳстерчĕ. Часах кĕçĕннине çара ăсатать. Ун çумĕнче пурăнса ху та ăс пухан.

Сăмах татрĕç: Тиляра çураçма килекенсене ырă кăмăлпа йышăнса хăналас.

Хĕвеллĕ уяр кун. Кăмакаран кукăль-пӳремеч пиçсе тухрĕ.

— Ай-уй, мĕнле хитре, — тет Тиляр, — пурте хĕрлĕ çырла. Çу сĕрем-ха кукăль пичĕсене.

— Ку сире телейлĕ пурăнăç кĕтнине пĕлтерет, — йăл-йăл кулкалать Элевер.

Сехет вуник хут çапрĕ. Шăп çак вăхăтра хапха умне çăмăл машина, сенкер тĕслĕскер, çитсе чарăнчĕ. Кăшкăртрĕ. Кил хуçисем чӳрече умне чупса пычĕç. Анланчĕç тӳрех: Илтимĕр çитрĕ.

Элевер упăшки унăн машинине пуçласа курать, сăмахне пĕлтĕрех илтнĕччĕ. Илтимĕр машина туянма укçа ярса панă тетчĕç. Вăл киле таврăннă чух машини ăна сарайĕнче кĕтнĕ. Тăрăшаканĕ амăшĕн шăллĕ пулнă.

Машинăран виççĕн тан тухрĕç: Илтимĕр — морякла тумланнă, амăшĕ сурпан сырнă. Уринче хăмăр тĕслĕ пушмак. Илтимĕр шăллĕ Мĕтри çийĕнче хура сукна костюм. Хайхискерсем хăюсăртараххăн калинкке уçса картишне кĕчĕç. Унччен те пулмарĕ, теме пĕлтерсе сасартăк чăх-чĕпсем хушшинче çӳрекен хĕрлĕ киккириклĕ автан ху-рахлатнă пек авăтса ячĕ: ки-ки-рук-ку-у-у-к!

— Пирĕн килес-с, — терĕ Минепи Ивановна пуç тайса.

— Килĕр, килĕр! Атьăр, атьăр пӳрте, — текелесе Элевер хăнасене алă парса чĕнчĕ.

Вĕсене йышăнма Тиляр йыснăшĕ Мишша та алкум вĕçне тухрĕ. Ăна килнисем алă тытса сывлăх сунчĕç, хăйсене ăшă кăмăлпа йышăннине туйрĕç. Пӳрте кĕрсен Минепи Ивановна сĕтел çине хуплу кăларса хучĕ. Илтимĕр — эрех кĕленчи, Мĕтри сăра тултарнă кăкшăм лартрĕ.

Элевер те ахаль пăхса тăрĕ-и, вăл та сĕтел çине сăй туртрĕ.

— Тиляр, сана кĕтетпĕр, — чĕнчĕ ăна аппăшĕ. Чăлан алăкĕ уçăлчĕ. Унтан хĕвел пек çуталса хĕр тухрĕ. Вăл пурне те сывлăх сунчĕ.

Илтимĕр хăйĕн савнă пикине курсан нар пек хĕрелчĕ. Унăн часрах Тиляра пырса ыталас килчĕ. Чуптăвĕччĕ тăраниччен. Анчах юрамасть, йăла-йĕркене пăхăнмалла.

Ĕнтĕ пурте апат-çимĕçлĕ сĕтел хушшине вырнаçрĕç.

Кăрчама тултарнă стакан кашнин умĕнче. Пĕри те алла тытман-ха ăна. Кашнинех ăнланма хĕн темĕскер тыткăнлать. Мĕтри вара уйрăмах пăшăрхануллă. Чунĕ ытла çамрăк-çке-ха унăн. Вăл пиччĕшĕ валли хĕр çураçма килнĕ. Пулас инке чăннипех те — чечек. Пур-мĕн тĕнчере çав тери хитре хĕр. Халех илсе каяс килет ăна. Темшĕн халь-халь кĕмсĕртетсе аслати авăтассăн, витререн тăкнăн çумăр çăвассăн, тăвайккисенчен шыв капланса анассăн, çирĕп пĕве татăлассăн туйăнать.

— Тытар мар-и стаканне? Йĕпетер мар-и çăвара? Юхтăр ăшă калаçу хушăмăрта, — сĕнчĕ хăнасене кил хуçи Утар Мишши.

Илтимĕр амăшĕ ура çине тăчĕ. Унăн сылтăм аллинче — кăрчама тултарнă стакан.

— Каçарăр, юмарт чĕлхем çук манăн. Калаçăва çавракалатса илемлетеймĕп, — пуçларĕ вăл сăмахне. — Хамăр килнĕ сăлтава хӳтĕлеме ирĕк парсамăр.

Минепи Ивановнăна итлекенсем унăн сăмахĕпе килĕшнине пĕлтерсе пуçĕсене сĕлте-сĕлте илчĕç.

— Стаканри тур юнне тута патне илсе пырасси сирĕнпе пирĕн тĕллев, килĕшӳ çырлахнинчен килет. Эпĕ ывăлăмсемпе хĕр пăхма килнĕ. Манăн асли авланасшăн. Вăл сирĕн йăмăкăра Тиляра куç хывнă. Тĕрĕс-и, Илтимĕр?

— Сăмах паратăп сирĕн умăрта: эпĕ Тиляршăн лайăх упăшка пулма тăрăшăп.

— Хĕр мĕн тейĕ? — Минепи Ивановнăн куçĕ Тиляр çине куçрĕ.

— Питĕ шел. Çак сĕтел хушшинче аттепе анне пулмаллаччĕ, вĕсен пире пил памаллаччĕ. Анчах вĕсене çак куна çитиччен пурăнма пӳрмен.

— Каçарччĕр ĕнтĕ, — сăмах хушрĕ йыснăшĕ. — Вĕсен вырăнĕнче — эпир.

— Илтимĕр арăмĕ пулма килĕшетĕп, — вăтаннипе пуçне пĕкрĕ Тиляр. — Эпĕ юрататăп ăна.

Качча каяс, авланас йăла халь тин тухман, ĕмĕртен пыракан йĕрке.

Элевер, сĕтел хушшинче лараканскер, хаш та хаш сывлать. Кулянать мар-и? Ара, йăмăкĕ çамрăк-çке-ха, тепрер çул тăхтасан та юрамалла. Мĕн тăвăн, хĕрĕн хăйĕн ирĕкĕ. Аппăшĕпе йыснăшĕн хăват çитеймест ăна чарма. Илтимĕре шанаççĕ пурнăç йĕркеллĕ пуласса. Вăл çапах та тин вунçиччĕ тултарман, пиçĕхсе çитнĕ хусах. Килĕштерсе пурăнма, ача-пăчаллă пулма пил пачĕç вара. Мăшăрлă пурăнăçра телей амаланма сунчĕç.

Ĕнтĕ тултарнă стакансене тинех шаккаса пушатрĕç. Илтимĕрĕн те черет çитрĕ хăйĕн кучченеçĕпе кил хуçисене сăйлама. Черккесене эрех тултарчĕ. Анчах тута патне илсе пымарĕç-ха. Унччен чи кирлине палăртмалла. Ку ыйту чылай вăхăт сӳтсе явăнчĕ. Тепĕр уйăх кĕтмелле. Унччен Тилярăн бухгалтер курсĕнчен вĕренсе тухса ĕçе вырнаçмалла.

Çурла уйăхĕн малтанхи кунĕнче туй пуçланать.

 

* * *

Утар Мишши килĕнче чылайччен пычĕ сăй. Вăхăт иртрĕ. Хăнасем каяççĕ, вĕсене ăсатаççĕ кил хуçисем. Кăшт хĕрĕнкĕ пурте. Калаçу хаваслă пырать. Акă урама тухрĕç.

Илтимĕрпе Тиляр айккинерех пăрăнчĕç. Çураçнă хĕрĕн пурах-тăр пулас упăшкипе чунтан тухакан сăмах каламалли. Илтимĕр тата ăçтан тӳстĕр чуптумасăр уйрăлма? Ыталанчĕç. Тутасем пĕрлешрĕç.

— Чарăн-ă-ăр! — аслати пек кĕрлесе кайрĕ сасă. — Ти-ля-ар! Тута ан пар ăна, йĕксĕке. Пăх-халĕ, çын савнине хапсăнать. Мур илесшĕ!

Кам хурахлатать? Сас илтĕннĕ еннелле пурте пуçĕсене карах пăрчĕç. Курчĕç вара: çулпа Праски Çеменĕ тĕрлеттерсе çывхарать. Унăн аллинче пысăк коробка — торт тата витĕр курăнакан кукăр-макăр савăтра хĕрлĕ шĕвек, путех пылак шыв е улма-çырла сĕткенĕ. Вăл паян илĕм-тилĕмпех хулана тухса вĕçтерчĕ пысăк сăлтавпа: хĕр çураçнă çĕре хуплу йăтса кайни ытла айванла, кивĕлле; хĕр килĕнчи сĕтел çине торт хурсан ăна культурăллă çын вырăнне йышăнĕç. Туянчĕ вара мĕн ĕмĕтленнине.

— Эх, ывăлăм, кая юлтăмăр-няк! — кăшкăрать Çемен амăшĕ, ывăлĕ хыççăн йăпăртатса пыраканскер. — Çӳрен хула тăрăх сĕтĕрĕнсе.

Праски Çеменĕ çиçĕмле хăвăртлăхпа ĕрĕхсе çитрĕ Илтимĕрпе хĕр умне.

— Тиляр! Ан чупту теп ăна, — тилмĕрет Праски Çеменĕ. — Сана эпĕ качча илетĕп.

— Ха-ха-ха! — кулса ячĕ моряк. — Чуп, килте кĕт пулас арăмна, ăна халех машинăпа лартса пыратăп.

— Эсĕ, ăçтиçук, ман савнине вăрласшăн! — Праски Çеменĕ тортпа шĕвек тултарнă савăта амăшне тыттарчĕ те Тиляра аллинчен ярса тытрĕ. Сĕтĕрет кăна. Куншăн лекрĕ вара хăйне. Илтимĕр самант çĕклесе çапрĕ çĕре. Аран тăчĕ лешĕ. Çывăхра амăшĕсĕр пуçне никам та çук. Вара Праски Çеменĕ чышкипе юнаса пĕтĕм тĕнче илтĕнмелле кăшкăрчĕ: — Сĕренсĕр этемсем! Ку мăшкăла тӳсместĕп, тавăру пулатех! Асту, Илтимĕр, çурăму тирне сӳсе параппан тăватăп!

— Ывăлăм, ватă асаттесемпе ылхан, — ăс парать Çемен амăшĕ. — «Ман савнине илекен сарра кайтăр сакăр çул», — те, «Тăрайми вырттăр тăхăр çул!» — те. Чĕркуçленсе çĕре пуççап.

Алне сулчĕ те Çемен ута пачĕ çулпа. Ун хыçĕнче амăшĕ тĕпĕлтеттерет торт ӳкесрен сыхланса.

 

6

Пурнăç ырă та лăпкă чух çемьере кам ытларах савăнать-ши? Путех, ашшĕ-амăшĕ.

Минепи Ивановна аслă ывăлне авлантарнăранпа вăхăт самай иртрĕ. Унăн килне Тиляр кин хĕвел илсе пычĕ тейĕн. «Анне! Анне! Анне!» — виççĕн тан çапла чĕнеççĕ-ха ăна. Пĕтĕм кил-çурт кĕмĕл тенкĕ пек чăнкăртатса тăратчĕ. Пурте хаваслă, пăхса ытармалла мар хитре, чупса ĕçлесе çӳретчĕç.

Илтимĕрпе Тиляр хăйсем валли йăва çавăрчĕç. Урам илемĕ — вĕсен чул çурчĕ. Ял-йыш пулăшрĕ тăрăшса. Тупата, нимене пыман çын юлмарĕ-тĕр. Мĕншĕн? Çамрăк мăшăра хисеплесе паллах. Çурт тăрланса çитсен çĕнĕ пукан-сĕтел туянса вырнаçтарчĕç. Урай та витĕнчĕ тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ӳкерчĕклĕ паласпа. Кавирсем тăсăлчĕç стенасем çумĕпе. Шкапра хăйсен вырăнне йышăнчĕ чашăк-тирĕк.

Пысăк пӳлĕмре чӳречене шурă чĕнтĕрпе карнă чух пилĕк тытрĕ. Хăраса ӳкрĕ Тиляр, йĕрсе ячĕ. Айван, ма шикленмелле? Пур хĕрарăм та çакнашкал ыратнине тӳсет. Турă хушнă-тăр çапла. Юратса йăпатакан, ачашлакан упăшка çумĕнче нимрен те хăрама кирлĕ мар-тăр. Вăл акă машинипе вăштах ăсатрĕ больницăна. Эрне иртсен киле таврăнчĕ те Тиляр пепкепе.

Çемьере телей тени хĕрринчен тăкăнса тăрать. Пурте ăмсанчĕç Илтимĕрпе Тиляра. Пурăнмаллаччĕ савăнса çеç. Çапла пурăнчĕç те-ха. «Эпĕ сана юрататăп! Эпĕ те сана юрататăп!» Çак сăмахсене Минепи Ивановна кун каçа ывăлĕпе кинĕнчен çĕр хут та илтнĕ пулĕ. Чăп-чăп чуптуса тăратчĕç пĕр-пĕрне. Телевизорпа ют çĕршыв сериалĕсене пăхса хăйсем те çавсене хăнăхаççĕ-тĕр.

«Эпир ытла та айванла пурăнса ирттернĕ», — хашлатсах кулянать вара Илтимĕр амăшĕ. Ăна упăшки пĕр хут та «Эпĕ сана юрататăп», — тесе каламан. Пĕрлешиччен çар хĕсметĕнче пулнă чух сайра хутра çыру çыркаланă. Çав чуна савăнтаракан, вăтантаракан сăмаха нихăçан та асăнман. «Мĕнле пурăнан? Эпĕ лайăх пурăнатăп. Сана та çавнах сунатăп». Çырури пĕтĕм уççи-хуппи çак çеç. Салтакран таврăнсан улахран, вăйăран ăсатса янă самантсенче, Турă сыхлатăр, çавтăнса утас йăла пулман.

Качча кайсан та Минепи Ивановна «Юрататăп!» сăмах илтмесĕрех икĕ ывăл çуратнă. Упăшки ăна нихăçан та сивĕ куçпа пăхман. Ку ĕнтĕ, путех, «Сана юрататăп» тени пулнă-тăр.

Минепи Ивановнăн упăшки ир çĕре кĕнĕ. Вăл чутах çурхи шыва путман. Çакăн хыççăн хĕне кайнипе сывалайман. Хĕрарăмăн икĕ ывăлне пĕччен ӳстерме тивнĕ. Амăшĕн вĕсене пула ку таранччен усал ят илтмен, пит-куçа хĕретмен. Мĕн пулчĕ аслине?

Хăйсем çурт лартса уйăрăлса тухнăранпа вăхăт нумаях та иртмен-ха. Илтимĕр амăшĕ патне килчĕ те пурăнать те пурăнать. Виçĕ çĕр выртрĕ. Килне кайма шухăшламасть те. Хăй хуйхăллăн, ассăн-ассăн сывлать. Пурте пĕрле пурăннă чух Илтимĕрпе арăмĕ нихăçан та ятлаçман, ытла туслăччĕ.

«Лăпкă кӳлле те шуйттан иленет теççĕ», — аса илчĕ амăшĕ ваттисен сăмахне. Усал ерсен çынсене сăлтавсăрах уртарать, ухмаха ертет имĕш. Ахальтенех сĕлкĕш мар-тăр Илтимĕр.

Тӳсеймерĕ Минепи Ивановна ывăлне тĕпчемесĕр:

— Эсĕ ытла та кăмăлсăр. Пĕрре те ĕлĕкхи пек хаваслă мар. Кинпе хирĕçмерĕр пулĕ те?

— Чиперех-çке. Мĕн-ма унашкал шутлан-ке? Тиляр аппăшĕ патне пĕчĕккине кăтартмалла хăнана кайрĕ. Çĕнĕ çуртра пĕччен пурăнас килмерĕ те сирĕн пата килтĕм.

— Апла-и? Мана япăх шухăшсем пăшăрхантараççĕ. Аванах пулсан каçар, — килĕшрĕ амăшĕ. — Сирĕн пепкĕр хăвăр пекех чипер, пăхса ытармалла мар. Кăмăлĕ амăшĕнни пек ăшă пултăрччĕ. Тиляр кин вăл — чăн-чăн хĕвел, йăл кулать те сан çине ăшă сирпĕнет, хăвăнтан та вара çутă хĕлхем пĕрхĕнет тавраналла. Килĕштеретĕп ăна. Пĕрле чылай пурăнтăмăр, унран сивĕ сăмах илтмен, анне, анне! тесе çеç çӳретчĕ. Ачине курас килекен пулчĕ. Хăçан таврăнать?

— Часах таврăнаççĕ, — лăплантарать Илтимĕр амăшне.

Илтимĕр тĕрĕсне каламарĕ. Хăйĕн ăшĕнче шĕл кăвар амаланать, хыпса çунать. Ара, вăл Тиляр ачапа аппăшĕ патĕнчен таврăнас умĕн килĕнчен тухса тарчĕ-çке-ха. Ульти тыттарса хăварчĕ ăна Праски Çеменĕ Тиляр патне яна çырăва. Вуларĕ те мĕнле хăрушла хыпар пĕлчĕ. Вĕсен тин çуралнă Энтюк унăн ывăлĕ мар иккен, ача ашшĕ — Праски Çемене. Ырă мар шухăшсем юр кĕрчĕ евĕр купаланаççĕ Илтимĕр пуçĕнче. Унăн куçĕ умне каллех çав йĕплĕ çыру шуса тухрĕ: «...Тиляр, эсĕ ача çуратнă — ывăл. Унăн ашшĕ эпĕ. Савăнатăп. Урра!»

— Ых, явăл! — шăлне качăртаттарса илчĕ Илтимĕр. Акă ăна, вăрман хыçĕнчен шуса хăпарнă тăхлан пĕлĕт евĕр, иккĕлентерекен самантсем килсе хупларĕç. Вара хăйпе хăй калаçрĕ: — Пĕрлешиччен пĕр эрне пек маларах Тиляр ларакан колхоз бухгалтерĕ пӳлĕмĕнчен Праски Çеменĕ нар пек хĕрелнĕ пит-куçпа тухнине курнăччĕ. Мĕн пулса иртнĕ вĕсем хушшинче? Чим, Энтюк пĕр эрне маларах çуралчĕ мар-и? Çапла, пĕр эрне маларах çуралчĕ. Тупата, ку шăла качăртаттаракан пулăм. Тӳрех хыпăнса ӳкем мар-ха. Хĕрарăмсене кам пĕлсе çитерĕ? Тен, çурт лартнă чух Тиляра йывăр çĕклени юраман? Çакна пула ача иртерех тапранма та пултарнă. Пăрахса кайсан, пĕлсех тăр, Праски Çеменĕ ман арăма хăй патне илсе каять. Çук! Ирĕк памастăп! Эпĕ Тиляра хам юрататăп. Вăл ман арăм. Халĕ киле каятăп та айванла хут татки çырса хăварнăшăн каçару ыйтатăп».

Хаваслă туйăм çавăрса илчĕ Илтимĕре. Пит-куçĕ хĕвел пек ялкăшать. Пахча енчи чӳрече патне пырса тăчĕ. Амăшĕ ав çĕрулми йăранĕсем хушшинче тем мĕшĕлтетет. Ăна флотран таврăннăранпа пĕрремĕш хут курнăн тинкерсе пăхрĕ. «Эпĕ киле каятăп», — теесшĕнччĕ.

Сасартăк чун шуйханчĕ. Мĕн амакĕ? Уçă кантăкран усал-тĕсел вĕçсе кĕчĕ-ши? Чăннипех тытамак тытăнчĕ кисретме. Ăшра темле сасă йĕкĕлтесе калаçма пуçларĕ. «Ха-ха-ха, — ахăлтатса кулать хайхискер, — арăму патне каятăн-и? Айванланни ку. Ани уçă тĕпсакайне ӳкнипе пĕрех. Унта, нӳрлĕ тăпра çинче, хура çĕлен авкаланса выртать. Сăннине кăларать сăхма. Ача ашшĕ хăвах-и? Ĕненетне?»

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Полина (2015-06-15 12:22:53):

Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: