Пепке çуралсан...
Акă хапха уçăлчĕ аранах. Хăшĕ тухать? Ульти! Вăл пĕчченех. Праски Çеменĕн ăшне чуна ыраттаракан шухăш хĕсĕнсе кĕчĕ: сасартăк Тиляр килĕшмесен? Сахал-и чăрмав? Тен, аппăшĕ чарать вăййа тухма?
— Ульти, — сиксе тăчĕ пăшăрханнă каччă, — шаннă кайăк йăвара çук-и-мĕн?
— Ытлашши васканă пек туйăнмасть-и? — ихĕлтетсе илчĕ Улъти. — Ĕлкĕрĕн-ха хĕрпе выляма.
Лаштах пулчĕ Праски Çеменĕн чĕри. Унччен те пулмасть, вăл урине пĕрене çине пусрĕ. Кĕсйинчен татăк кăларса пушмакне сăтăркаларĕ. Каç пулса çитнĕ пулин те пушмакĕ йăл-ял çуталса илчĕ.
Самаях иртрĕ вăхăт. Кĕлет тăрринчен кармашса тулли уйăх пăхрĕ. Вăл тӳпенелле хăпарать этеме усал-тĕсел тĕшмĕшпе хур тăвасран çăлма. Уйăх çутинче çыннăн хăюлăхĕ ӳсет, çирĕппĕн утать вăл çĕр çийĕн.
Хĕре кĕтекен каччă пăшăрхануллă. Вăл Ультие кӳренет. Чăтаймарĕ текех çăвар уçмасăр:
— Эй, Тăват куç, манран мăшкăллама шут тытман-и эсĕ? Ăçта сан акаму? Сутрăн тăк асту, каçару ан кĕт.
— Чăт кăштах. Сумлă хĕр тӳрех ытамна ыткăнмĕ. Чăнах, тарăхтаран путсĕр сăмаххусемпе. Урпа хылчăкĕ.
— Асту: эпĕ — хисеплĕ хусах.
— Кун пирки ăнлантар пулас савнă хĕр упраçна.
— Ан вĕрент мана.
— Шăплан. Ав калинкке уçăлчĕ. Тухрĕ. Пул кавалер! Айванкка, мĕн туса ларан?
Праски Çемен ыйхи чалт! уçăлчĕ. Ыткăнчĕ хĕр патне. Çитрĕ çич-сакăр ярса пуссах. Аллинчен çавăтасшăнччĕ, анчах самант пăрахăçларĕ. Ярса тытрĕ вара тӳрех пилĕкĕнчен. Çийĕнчех хĕр çупкă çитерчĕ пит-куçран вут кăларса.
— Чим-ха, санăн аллу ытла çӳлте-çке, — каччăн çилли хăпарчĕ. — Кĕскетме тивет. Пусса ан сур — хăвăнах ĕçмелле пулĕ.
Çак ваттисен сăмахне ахалех асаилмерĕ Праски Çеменĕ. Пĕрлешсен, туй иртсен, ӳкĕнмелле пулса тухас пирки тĕкрĕ.
Тилярăн пуçĕнче ӳлĕмхи карталанмасть. Вăл тарăхрĕ. Чĕлхипе касса та татрĕ: «Нихăçан та мана тĕкĕнме ан хăй!»
— Тĕрĕс! Ятлаçса паллашакансем пурнăçра ыр кураççĕ! — терĕ Ульти. Вăл сисĕмлĕ. Самант тавçăрчĕ: хĕрпе йĕкĕт хушшинче вут хĕлхемĕ чĕл-чĕл чĕллетет. Туслашичченех тăшмана тухĕç. Капла пайта кураймăн. Ачашшăн чĕнчĕ вара ăна: — Акамçăм, кил кунта!
Тиляра хĕр юлташăн чĕнĕвĕ те килĕшмест, ытла пылак. Ку вĕçкĕн çыннăн ятне те пĕлмест вăл. Сĕмсĕрскер. Çиллессĕн сăмах вĕçертсех вара:
— Кам эсĕ? — терĕ.
— Эпĕ-и? Ха-ха-ха! — ахăлтатрĕ те каларĕ: — Эпĕ, чиперккем, Праски Çеменĕ.
— Мĕншĕн çулăхан эсĕ ман çумма, Праски Çеменĕ?
— Ăçтан шухăшласа кăлартăн кăна? Мĕн-ма çулăхап? Пĕл: эпĕ чăн-чăн кавалер, — мухтанать хайхискер.
Тиляр пырса ларчĕ пĕрене çине Ультипе юнашар.
Праски Çеменĕ те маххă памасть. Вăл сĕмсĕрленме шухăш тытрĕ. «Ку пике мăнкăмăллăхĕпе парăнтарасшăн. Пуçа усмастпăр. Хăрлатакан арăслан çурине алла вĕрентме лекет».
Тĕлĕнсе пĕтереймест Тиляр çак этемрен. «Кам патне килнĕскер ку? Нивушлĕ Ульти илĕртет ăна? Ара, унăн савни — моряк пур-иç? Ăна паян-ыран çартан таврăнасса кĕтет. Эппин, ман пата-и? Кунашкал савнирен — Тур çăл. Килĕшмест, чун йышăнмасть», — шухăшсем çаплаллисем Тиляр пуçне кĕчĕç.
— Шел, паян аслă вăйă çук, — ассăн сывласа илчĕ Ульти.
— Мĕншĕн? — кăсăкланчĕ Тиляр.
— Эпирччен пурăннă яш-кĕрĕм эрнере пĕр хут, вырсарнинче, аслă вăййа пухăннă.
— Чимĕр, тахăш урамра ташша çапаççĕ, — терĕ Праски Çеменĕ.
Тĕрĕсех, купăс калани, алă çупни илтĕнет.
— Анаткасра. Унта хĕр нумай. Вĕсен кашни каç — аслă вăйă, — кулянса пуплет Ульти. — Кунта кичемленсе лариччен атьăр вĕсем патне.
Юнашар ларакансем хирĕçлемерĕç.
Праски Çеменĕ хĕрсене вĕçертмерĕ, хулран çавăтнă та пырать вĕсене талкăштарса. Кĕрсе кайрĕç çырмана тăрăнакан Ультисемпе кӳршисен пахчисен хушшинчи тăкăрлăка.
— Эсир, йăмăкăмсем, темшĕн кичем, — тет Праски Çеменĕ. — Сире пĕр кулăш каласа парам-и?
— Тăрăшсах итлетпĕр. Ихĕлтетме яланах хавас.
— Савăнтартăр. Итлĕр эппин.
...Ун чухне эпир пиллĕкмĕш класра вĕренеттĕмĕр. Чăваш чĕлхипе литератури учительници, çап-çамрăкскер, пĕрремĕш çул вĕрентет, урок пуçларĕ. Япала ячĕсем ăçтан пулса кайни çинчен ăнлантаратчĕ пулас. Чи хыçалти парта хушшинче ларакан Мишша Юманов аллине çĕклерĕ.
— Мĕн каласшăн эсĕ, Юманов?
— Ыйту пур.
— Тархасшăн, итлетĕп.
— Тăватă сас паллинчен тăракан япала. Эсир ăна кашни кунах тытатăр. Мĕн вăл?
Учительница сасартăках хĕрелсе, тарăхса кайрĕ.
— Вон класран! Халех тухса кайнă пултăр! — кăшкăрса ячĕ учительница. — Ыран шкула аннӳпе е аçупа килетĕн.
Мишша çав тери аванмарланчĕ. Япалисене пухнă чух вăл йăл-йăл кулкаларĕ темшĕн. Тухса кайма алăка уçрĕ те класалла пăхса тăнă май калаçрĕ:
— Вера Ивановна, ахалех кӳрентĕр. Тăватă сас паллиллĕ япала вăл — пурă. Анчах та эсир мĕнле япала пирки шухăшлани мана питĕ килĕшрĕ. — Алăка хупрĕ те шкултан тухса кайрĕ Мишша.
Мĕн шухăшларĕç-ши Тилярпа Ульти, анчах ахăлтатса кулчĕç.
Тăкăрлăкран тухрĕç вĕсем. Ĕнтĕ çырма урлă каçмалла. Тĕпĕнче юханшыв шăнкăртатса выртать. Лаптак чулсем выртаççĕ. Ку — каçă. Кĕтмен инкек! Ульти мелсĕр пуснă имĕш, урине ыраттарнă. Айлатать.
— Эсир иксĕрех кайăр ĕнтĕ вăййа, — тет Ульти. — Ура шутсăр сурать. Пĕрре ярса пусасси — вилĕм. Вырăнтан хускалаймастăп. Ай-ай.
— Сана киле çĕклесе каятпăр, Ульти, — пĕлтерчĕ Тиляр. — Çеменпе аллăмăрсене хĕреслетсе тытатпăр та — саншăн пулчĕ те наçилкка. Улпут майри пек пырăн ларса. Юрĕ-и?
— Эпĕ килĕшетĕп, — пĕлтерет хăй шухăшне Праски Çеменĕ.
— Тавтапуç. Анчах эпĕ кукамайсем патне кĕрсе юлатăп. Ав вĕсен килĕ, — аллипе тĕллесе кăтартрĕ Ульти çывăхри кил-çурт хапхине, — аллă хăлаçран ытла мар.
Сылтăм урине пачах пусайманскере Тилярпа Праски Çеменĕ икĕ енчен çавăтса хапха умне çитерчĕç. Вара Ульти хăрах урипе сиккелесе калинккене уçрĕ. Тăпсисем — музыкант. Чуччу ярăннă май яраççĕ юрласа: чĕри-и-ик!
— Каçар ĕнтĕ мана, Тиляр, вĕçне çити пĕрле пулаймарăмăр, — кулянанçи пулать Ульти.
— Инкек-синкек хăш тĕлте çапса ӳкерессине чухлаймастăн, — чăнласах хĕрхенет ăна Тиляр.
— Ан пăшăрхан, Ульти, — йăпатать ăна Праски Çеменĕ. — Ыйхă аптратсан паппа ту ырă тĕлĕксем курса. Тус тантăшушăн ан кулян, ăна вылятса та култарса килне çитиех ăсатма сăмах паратăп.
— Шанатăп, санăн хăюлăху мана савăнтарать. Тăмана ан пул! Хĕр тени ăмăрт кайăка паттăр пулнăшăн çывăха ярать. Ан ман!
Ульти хапхине хупнă май ахăлтатса кулчĕ.
Вĕсен халап-юмахĕ, кулли Тиляра килĕшмерĕ çеç мар, тарăхтарчĕ те. Чунĕ сисет: чеескерсем тискер ĕç тума айланаççĕ ахăр.
— Пĕччен каятăп эпĕ. Кил тĕлне манман, — терĕ Тиляр çырманалла чупнă май.
Хĕр сăмахĕсем Праски Çеменĕн чĕрине тикенек пек пырса тăрăнчĕç: «Шăл катайман мăйăрах-ши вара эсĕ? — шухăшлаттарчĕ ăна. — Эпĕ мар, хăй мана юратнипе чĕнтернĕ, анчах ялан вирелле тăрать. Тиркеместĕп-ха хăйне. Килĕштеретĕп. Тĕрĕссипе каласан, юрататăп ăна. Ахаль каламаççĕ иккен: юрату расписание пăхăнса килмест. Ытах парăнмасассăн ман вăйăм пур. Аватпăр», — чупрĕ хĕр хыççăн.
— Тиляр, тăхта-ха, купăс калакан çĕре каяр-и?
— Пĕччен вĕçтер! — çапла тавăрчĕ те хĕр пĕрчи пуçран çапнăн çырма тĕпнелле вăркăнчĕ. Ним уямасăр, тĕлли-паллисĕр пускаласа, шыв кӳлленчĕкĕсене çатлаттарса шурлăхлă вырăнтан каçрĕ. Тăвалла хăпарса тăкăрлăка тухрĕ чиперех.
Праски Çеменĕ те татăлса юлман. Хуса çитрĕ те Тиляр сисиччен аллипе мăйĕнчен çĕлен пек явса тытрĕ. Унтан хĕр питне хăй енне çавăрчĕ, чăп-чăп чуптуса илчĕ. Тиляр йĕкĕте пĕтĕм вăйран хăй çумĕнчен тĕксе ячĕ.
— Ытла япшар чуптăватăн-çке эсĕ, — терĕ Тиляр шăл витĕр.
— Эпĕ хĕрсене чуптăвас енĕпе тахçанах чемпион ятне çĕнсе илнĕ, — ахăлтатрĕ Праски Çеменĕ.
— Тьфу! — сурчĕ Тиляр. — Мĕнле хăйрăн сĕлекӳпе ман тутана варалама?! Ку тарана çитсе никам хăяйман тĕкĕнме.
— Малашне унăн хуçи эпĕ пулатăп.
— Хура шăна темерĕн, — алне сулчĕ те малалла утрĕ Тиляр.
Праски Çеменĕ каллех ун умне чупса тухрĕ, аллинчен ярса тытрĕ, пуçларĕ пакăлтатма:
— Мĕншĕн хирĕçетпĕр, мĕншĕн тиркен мана? Эпĕ каппай мар, ялти чи хисеплĕ каччăсенчен пĕри. Пирĕн тутасем кĕтмен çĕртен пĕр-пĕрин патне магнит пек туртăнчĕç, анчах васканипе тата шикленнипе пехетсĕр сĕртĕнчĕç. Тути-масине лайăххăн сисмесĕрех юлтăмăр. Халĕ килĕштерер те пĕр-пĕрин тутисене ĕмсе пĕтĕм ырă туйăмсемпе киленсе ыталанар, пĕр-пĕрне тута парар.
— Сан тутуна перĕниччен вутпуççипе чуптăватăп.
— Аху-у! Эсĕ çапла мăшкăллатăн-и? — сиксе ӳкет Праски Çеменĕ. Вăл Тиляра ураран ӳкересшĕн тапаçланма тытăнчĕ.
Тупата, ытла сĕмсĕркке ку каччă. Ара, Турă ăшă та çепĕç чĕлхе паман пулсан вăйпа ăçтан çĕнтерĕн? Хĕрсем те хур чĕпписем мар. Уйрăмах Тиляр, пысăк хулара çамрăксем хушшинче пурăнса курнăскер, хăйне хӳтĕлеме хăнăхнă. Ку ашкăнчăк этем ниепле те лăпланаймасть. Чарăн тенине йышăнмасть: тапăнас, парăнтарас ĕмĕчĕпе шав ураран ӳкересшĕн тăрмашать. Ирĕксĕрех Тиляр хăйне вĕрентнĕ меслетпе усă курчĕ. Хутланса ларчĕ мĕскĕн.
— Эх, выльăх çимен пиçен, — кулкаласа илчĕ Тиляр. — Чеелĕхӳ санăн хăвăнтан мăнă. Хӳтĕлес вырăнне хĕрсене пичĕсене кĕççе çĕлеттересшĕн чĕркуçлентерме. Вара санăн çулу уçăлать путсĕр ĕçна хута яма.
— Каçар, — тет авăннă Праски Çеменĕ йăваш сасăпа. — Кăна эпĕ мар, манăн мĕскĕн юратăвăм сана çупăрласшăн. Эпĕ айăплă мар. Мана юратнипе хăв чĕнтернĕ. Эсĕ килĕшетĕн мана.
— Кам суйса панă? Эпĕ сана юратмастăп.
— Ульти киле пырсах тăхăçларĕ. Эсĕ мана юратан, кĕтен имĕш.
— Эсĕ ĕненнĕ. Ахаль каламаççĕ иккен ваттисем: ухмахсене акмаççĕ, вĕсем хăйсемех шăтаççĕ, — Тиляр алне сулчĕ те тӳлеккĕн утрĕ малалла.
Хальхинче ĕрĕхмерĕ хĕр хыççăн. Мăкăртатса юлчĕ Праски Çеменĕ:
— Манăн пулатăнах. Вăхăт çитсен йывăç хăйĕн çулçине тăкать. Манăн девиз çапла: «Ан нăйкăш, Çемен, кĕт хаваслă куллупа хăвăн йӳнеçӳллĕ самантна».
Тиляр хашкаса килне çитрĕ. Праски Çеменĕ хыçран кĕресрен хăранипе хапхана шăкăр-шакăр питĕрчĕ. Юрать, пӳрте кĕмелле мар, атту аппăшĕпе йыснăшĕ вăранма пултараççĕ. Унăн вырăнĕ — кĕлет умĕнчи чаршав айĕнче. Салтăнса чăмрĕ вара утиял айне. Тăкăрлăкра çапла тĕпĕр-тĕпĕр пулса иртнĕ хыççăн ыйха путăн-и хăвăрт? Хăлхана темле сасă та кĕрет ав. Анаткасра купăс юлашки çаврăмне вĕçлерĕ пулас, тек сас памарĕ. Каштари автансем шарлаттарчăç: ки-ки-ри-ку-ук! Мухтанаççĕ мар-и? Ара, вĕсем çеç сисĕмлĕ, вĕсем çеç пĕлеççĕ çурçĕр çитнине. Анаслать хĕр. Ыйхă ăна элеклет, хăй сăпки çине вырттарать те ерипен-ерипен ярăнтарать. Шухăшсем ирĕке вĕçеççĕ, выляççĕ пытанмалла. Çук, тек хĕр пуçне кĕрсе чунне пăлхатасшăн мар вĕсем. Ытла та канлĕ-çке. Никам та чăрмантармасть. Хĕр пĕрчи лăпкăн çывăрать.
4
Утать, утать Тиляр, çул вуçех ӳсĕнмест. Ăçта вара çынсем? Иккĕн пуплесе утма аван та-çке. Ахалех кăмăлсăрланать хĕр. Унпа пĕрле тĕрлĕ-тĕрлĕ шухăшсем, Акă Ульти аса килчĕ. Чеескер вăл, суеç те. Курăнăçма та кирлĕ мар çавнашкал çынпа. Анчах кӳршĕ хĕрĕ-çке вăл, мăртлатса пурăнни килĕшӳсĕр. Ăнланма хĕн, темшĕн ăна Праски Çеменĕпе туслаштарасшăн. Çĕркаç та кулăш пулса иртрĕ.
:* * *
...Çĕр пике тĕттĕм сараппан тăхăннă тĕлелле ĕç пуçтарăнса çитрĕ те Тиляр урама тухрĕ. Улти пахча карти çумне йăвантарнă пĕрене купи çинче ăна кĕтсе ларать. Мăшăр кулюкка пулчĕç.
— Паян эпĕ Мичмансем патне кĕрсе тухрăм, — йăл-йăл кулкалать Ульти.
— Мичманĕ таврăнни-мĕн?
— Çук-ха. Кăмакаран кукăль пиçсе тухнăн кĕтетпĕр. Паян-ыран çитет.
— Телейлĕскер эсĕ, — тет Тиляр.
Ним асăнман çĕртен ума Праски Çеменĕ пычĕ тăчĕ.
— Ай-уй! Эсĕ паян киле таврăнмастăп терĕн-иç, — тĕлĕнет Ульти.
— Тӳсеймерĕм. Чун кунта çавăтса килчĕ, — тӳрре тухать Праски Çеменĕ. Вăл чĕнессе, сĕнессе кĕтмерĕ, Тиляр çумне йăшт! ларчĕ. Вара алă сумкинчен шоколад кăларчĕ те Тиляр арки çине лап хучĕ. Алăран тыттарма иккĕленчĕ илмесĕр тĕксе ярасран.
— Кирлĕ мар, — терĕ Тиляр тĕлĕнсе.
— Ма-на-а, — кăшкăрчĕ Ульти, — пайсăр ан хăвар!
— Ан васка-ха, — мăкăртаткаласа Праски Çеменĕ сумкинчен тепĕр шоколод кăларчĕ. — Ме, тыт! Паян эпĕ пуян, ĕçшĕн укçа илтĕм.
— Нумай пачĕç-и? — тĕпчет Ульти çăвар тулли чăмланă май.
— Пĕр портфель тулли, — мухтанать Праски Çеменĕ. — Аран çĕклесе çитертĕм. Йăлтах аннене патăм. Хама тек кирлĕ мар, машин туяннă. Кăмăлăр пур-и? Хамăн машинăпа катаччи чуптаратăп.
— Ай-уй! — сиксе тăчĕ те Ульти ташша яра пачĕ.
— Пултаран, Ульти, — мухтать ăна Праски Çеменĕ. — Манăн туйра та çапла хаваслăн ташласса шанатăп.
— Авланатăн-и? Арăму пуласси тупăнчĕ-и?
— Пĕр чиперккене питĕ юрататăп. Ыран-паян хăтана яратăп.
— Кам-ши хĕр упраçĕ? Пĕлесчĕ ăна, — текелерĕ ытахальтен Тиляр ихĕлтеткелесе.
— Хĕрĕ эсĕ тесен мĕн калăн?
— Хĕпĕртеттĕм, — йĕкĕлтесе йăхлатса кулчĕ Тиляр. — Анчах эсĕ ман пеккисене пăхас каччă мар. Тепер тесен, сан валли аннӳ тахçанах пĕр-пĕр чиперук суйласа хунă.
Праски Çеменĕ, çакна кĕтменскер, чĕлхине çухатрĕ. Ара, амăшĕ ывăлĕ çинчен калаçма юратать. Тен, пĕр-пĕр хыпар илтнĕ ун пирки Тиляр.
Юрать Ульти пулăшрĕ:
— Амăшĕ, Праски инке, ырă кăмăллă хĕрарăм. Ывăлне çав тери юратать, ăна хирĕç каякан йышши мар.
— Чăн сăмахăн суйи çук, — чăрт сурса илчĕ Праски Çеменĕ. Ӳсĕркелесе пыр тĕпне тасатрĕ те тытăнчĕ сăмах юхтарма. — Хăтана çӳресе чăрманма кирлех те мар. Пустуй мĕн-ма вăхăт ирттерес? Тиляр, атя манпа. Анне пил парать. Ĕçĕ те пĕтнĕ. Эпир упăшкипе арăмĕ. Килĕшетĕн-и?
Хĕр яваплама ĕлкĕреймерĕ. Çак вăхăтра шăкăр-шакăр, чăнкăр-чанкăр туса чӳрече уçăлчĕ.
— Йăмăкăм, вăхăт çитрĕ, кĕрсем! — чĕнчĕ Тиляра аппăшĕ.
— Халех! — йăкăлт сиксе тăчĕ те хĕр вĕçтерчĕ никампа сывпуллашмасăрах. Часах хапха кăриклетсе уçăлса хупăннă сасă илтĕнчĕ.
Пĕренесем çинче ларса юлнисем, ним те ăнланманскерсем, кĕтрĕç-кĕтрĕç каялла хĕр тухасса. Кăлăхах. Тиляр тек хăйне тухса кăтартмарĕ. Вăйă саланчĕ. Праски Çеменĕ тăкăрлăкра пĕчченех утнă май хытă кăшкăрса юрларĕ:
Анне мана хĕр суйла терĕ,
Саррине те вăрăммине.
Çӳçĕ вĕçĕ кăтрине,
Вăр çаврака питлине...
* * *
Тиляра никам та хуса çитмерĕ, пĕчченех утать. Пуç вара пачах пушанмасть-мĕн. Шухăшсем каллех Ульти пирки капланчĕç. Курсран вĕренсе тухрĕ, вăл — газовик. Çӳрет-тĕр-ха газ аппарачĕсене тĕрĕслесе, юсать те.
Тепĕр темиçе кунтан Тиляр та вĕренсе тухать, вăл ĕнтĕ — бухгалтер. Ĕçпе паллашмалла тăтăшах колхоз правленине кĕрсе тухкалать. Бухгалтерăн тем те пĕлмелле. Уй-хирте çĕнĕ тыр-пул пиçет ав. Миçе тонна колхоз кĕлетне кĕрĕ? Мĕнле усă курмалла унпа? Ăна графасем тăрăх тĕп-тĕрĕс палăртса тухмалла. Кашни ĕçĕн хăйĕн хакĕ пур. Ĕçлекенсене тĕрĕс тӳлесси унран килет.
Шухăш тыткăнĕнчен Тиляра куçа мĕн курăнни уйăрчĕ. Умра, аякрах та мар, ката çумĕпе хывнă сукмак хĕрринчи тунката çинче пĕри ларать. Пуçĕнче унăн лентăллă сăмсасăр карттус. Эппин, вăл — моряк. Ури вĕçĕнче — чăматан.
Хĕр пĕрчи тăпах чарăнчĕ. Мĕнле иртмелле ку çын умĕнчен? Каялла тапмалла-и?
— Ан хăра! — кăшкăрчĕ тунката çинче ларакан этем. — Эпĕ усал çын мар, тивместĕп сана.
Полина (2015-06-15 12:22:53):
Повесть мана питĕ килĕшрĕ.Пĕр сывламасăр ĕç вăхăтĕнче вуласа тухрăм.