Сулпикепе Валĕм хун


Амăш çитрĕ хыпкаланчăк,

Пычĕ пăхрĕ — сăпкара

Йыт çури вырта парать.

«Ай! тепе, тепе, ăнманă!

Ывăл сăпкине вырнаçнă!»

Кăкăрне тытать, чĕнет,

Йыхăрать вăл ачине.

Шыраман çĕр хăвармарĕ, ―

Картишне тухма васкарĕ:

Ухрĕ аслăк тăррине,

Кĕчĕ сурăх картине,

Ĕнесем патне ухтарчĕ,

Ут витинелле уттарчĕ:

Ачине-мĕн витере

Ĕмĕртсе тăрать кĕсре...

Тепĕр кун каллех вăл кайрĕ,

Анкарти ĕçнех васкарĕ.

Икĕ арăм — пĕр кавар:

Вăл кайсан нумай та мар

Ачапа вĕсем айкашрĕç, ―

Ĕнесем патне ярайрĕç.

Сăпкана ун вырăнне

Хучĕç леш йыт çуринех.

Сулпике килне килсессĕн

Çавăнтах чупать кĕç-вĕççĕн

Хăй ачи патне, анчах —

Анчăк çеç унта каллех.

Вăл тӳрех халь чупса тухрĕ

Картишне; шырарĕ, тупрĕ:

Хĕрхенсе, ун ывăлне

Ĕмĕртет иккен ĕне.

 

Тепĕр кун та авăн-сарăм

Ĕçĕпех каять çĕн арăм.

Икĕ аслă хун-пике

Хыпса ӳкрĕç тем пекех,

Шухăшларĕç, меслетлерĕç,

Ачана çĕклерĕç те кĕç

Кайрĕç ячĕç пуçилле

Аякри пĕр сĕт кӳлле.

Сулпикен ăшĕ çунать-çке,

Куç харши — чĕкеç çуначă —

Кӳренсе ун пĕрĕнет,

Ырра мар чĕри сикет.

Килне утрĕ хыпаланчăк:

Сăпкара выртать хай анчăк.

Ухтарать, шырать, анчах

Çук-çуках паян ача.

Кăлăхах вăл тулăн-шалăн

Чупкалать, йĕрет мăнтарăн.

Инкеке тата çав кун

Печĕ çитрĕ Валĕм хун.

Кĕрсенех: «Ну, аслă арăм,

Ман парне нумай та, ― парăм

Пысăк санăн, ― кĕрекӳн

Чысĕ шеп-и?» — терĕ хун.

Аслă арăм аптрамарĕ,

Темĕн те пĕрпе сăйларĕ,

Çавăрчех хун кăмăлне,

Хун парать ăна парне:

Хантăс çĕрĕн хаклă чулĕ,

Ĕнчĕпе ахах тем чухлĕ,

Тарăн тинĕс тĕпĕнчен

Тин кăларнă чăн мерчен...

 

«Эс мана темле ăсталăх

Кăтартасшăнччĕ, вăталăх,

Астăватăн-тăр мĕнне?»

Терĕ хун иккĕмĕшне.

Ак вăталăх арăм хыврĕ

Пӳрнинчен пĕр ылтăн çĕрĕ,

Çĕрĕ витĕр чип-чипер

Кăларать кантра пекскер,

Лăст силлет те — йăлтăр-ялтăр,

Çӳп-çӳхе кĕпе куратăр.

Тĕлĕнет хун, тăхăнать —

Çĕн кĕпе чухах ăна,

Çавăнтах ку арăмне те

Парнесем парать вăл. Ĕнтĕ

Юлашки арăмĕнчен

Ыйтрĕ: «Эс мĕнпе кĕтен?»

 

Каламашкăн пикенейрĕ

Сулпике — леш икĕ йĕрĕх

Ана пӳлчĕ харăсах,

Хун тавра йăркаланса:

«Тĕнчене йĕрĕнтерен ĕç!

Йыт çури çуратрĕ! — терĕç, ―

Ав выртать вăл сăпкара».

Пычĕ, пăхрĕ хун, вара

Хăй тарçисене каларĕ:

«Ман çурта вăл мăшкăлларĕ,

Çĕртрĕ ман ăру ятне...

Сĕм вăрманăн варрине

Виç кĕтеслĕ пура пурăр,

Алăк-кантăкĕ ан пултăр,

Хупăр çав пура ăшне

Арăмпа ун анчăкне».

Хун хушайнă — тарçă тунă:

Илнĕ кайнă, хупнă хунă.

 

3

Пурăнать ман Сулпике

Пурара йыт çурипе.

Пурăнать сахал, нумай-и,

Йыт çурийĕ пура айĕн

Вăрмана тухма часах

Шăтăк турĕ хай чавса:

Сунара çӳре пуçларĕ,

Йĕрсене, шăрша чухларĕ,

Кулленех тытса вилет

Тĕрлĕ кайăк вăл киле.

«Эс, пикем, пит ан кулянччĕ, ―

Выçă вилмĕпĕр», ― тет анчăк.

Ак пĕрре вăл вăрманта

Вунă тилĕ тытнă та,

Тирне сӳнĕ, килне тултнă,

Шăтăк умĕн сарса хунă.

Тилĕ хӳрисемпелен

Выляса выртать иккен.

Çав самант иртсе пыраççĕ

Шкутавсем, курах каяççĕ

Тирсемпе çак анчăка:

«Йытă тир вăрланă, ха!»

Сулпике илтет: «Ан тивĕр

Ман йытта, ― тет çурăк витĕр, ―

Вăрламасть вăл, хăй тытать...»

«Çын та пур иккен кунта, ―

Теççĕ шкутавсем, ― пикемĕр,

Выртма ямăн-ши пĕрер çĕр?»

«Ярасса эп ярăп та,

Кĕме çук-çке ман пата,

Чӳрече касса парсамăр,

Алăкне туса лартсамăр, ―

Çĕр каçарăп, ирхине

Парăп вунă тир — çине».

 

Шкутавсем туса параççĕ,

Çĕр каçсан кайма тăраççĕ.

Йыт çури калать: «Пике!

Эп каям-и çынсемпе?

Уçăлса пăртак килем-и,

Çут тĕнче халне пĕлем-и?»

«Ан кайсамччĕ, анчăкăм,

Эс кăна ман шанчăкăм», ―

Терĕ Сулпике, хăрарĕ.

Йыт çури çапах та кайрĕ.

Шкутавсен тивет çул май

Хун кил-çуртĕнче пулма.

Анчăк та унта çакланчĕ,

Сак айне кĕрсе пытанчĕ,

Шăппăн выртрĕ итлесе

Çав çынсем мĕн пуплессе.

«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр;

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Инçетри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Мĕнешкел тĕнче мехелĕ?» ―

Ыйтрĕ Валĕм хун йĕркеллĕ.

«Мĕн курни-илтни ара...

Виç кĕтеслĕ пурара,

Çĕм вăрманăн варринче пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр

Пурăнать йыт çурипе.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


тăнкки (2012-09-28 09:39:49):

мана питех те килĕшрĕ. Сире тата еплерех пек?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лĕпĕшпи (2012-10-01 19:54:12):

Хусанкай çырни кама килĕшмĕ-ши? Чĕлхи илемлĕ те пуян, вулас та вулвс килет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда Евдокимова (2017-10-04 19:55:20):

Халиччен ку хайлава вулама тӳр килменччĕ. Вуласа тухрăм-кăмăлăм тулчĕ. Пурах вĕт чавашсен пултаруллă çыннисем.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă

 

Павлова Л. Н. (2019-02-10 08:43:26):

Очень красивая сказка. Слегка напоминает сказку ПушкинаА.С. Так что автора этого произведения можно назвать чувашским Пушкиным... Честь и хвала автору шедевра. :-)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зотова Г.В. (2019-02-15 05:23:18):

Лĕпĕшпи сăмахĕсем çумне хушса автора чун-чĕререн тав тăватăп! Пурнăçра ырри яланах çĕнтеретех!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: