Сулпикепе Валĕм хун


Тĕрлĕрен юр-вар, сĕт-турăх

Тата темĕн те пĕр урăх...

Пухăнать ĕçме-çиме,

Çук ăна ниçта чикме.

Сулпике шап-шурă хурăн

Хуппинчен тем чухлĕ турĕ

Эрешленĕ тăрăссем;

Хурама хупне сӳсе

Пураксем те ăсталарĕ,

Çăкине те таткаларĕ

Ырçапа çӳпçе валли;

Çук, çитмест ун хумалли.

 

Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ...

Йыт çури — хастар сунарçă —

Кайрĕ акă сунара:

Хĕрĕх те пĕр сăсара :

Йĕрлесе тытса хур турĕ,

Пуринне те тирне сӳрĕ;

Йăтса килчĕ, пӳрт умнее

Сарчĕ вăл хĕвел çине;

Выляса, канса выртатчĕ —

Шкутавсем иртсе пыраççĕ:

«Сăсар тирĕ пулмари?

Ăçтан тупнă йыт çури?

Камăнне вăрланă анчăк?»

 

Сулпике яр уçрĕ кантăк:

«Ан тивсемĕр ман йытта,

Вăрламасть вăл, хăй тытать».

Шкутавсем йăлт тĕлĕнеççĕ:

«Çĕр вырттармăн-ши эс?» — теççĕ,

«Вырттарма вырттарăп та,

Лаçпала нӳхреп тата

Пĕр кĕлет туса памашкăн

Сире эпĕ йăлăнасшăн.

Хĕрĕх те пĕр сăсара

Парăп тетĕп-çке вара...»

 

Шкутавсем туса параççĕ,

Çĕр выртсан кайма тăраççĕ.

Анчăк явăçрĕ каллех

Çав шкутавсемпе пĕрлех.

Вăрман урлă, хир-хир урлă,

Шыв-шыв урлă çĕрĕ пулнă;

Тиветех вĕсен çул май

Хун кил-çуртĕнче пулма.

Анчăк та унта çакланчĕ,

Сак айне кĕрсе пытанчĕ,

Шăппăн выртрĕ итлесе

Этемсем мĕн пуплессе.

 

«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр:

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Аякри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Хăш çĕрте мĕнле çанталăк?

Еплелле ăс-хал, ăсталăх?» —

Ыйтрĕ хун шкутавсенчен

Алтăр-тирĕк хушшиичен.

 

«Тĕнчере тĕрли, хун, ― терĕç

Шкутавсем, ― чăнах ку, тĕрĕс.

Сĕм вăрман варринче пур

Виç кĕтеслĕ шурă пӳрт,

Çав пӳртре пурнать иккен пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр.

Пур ун ăслă йыт çури,

Пур тата ула кĕсри —

Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,

Урлăш — утмăл çав ыр утăн,

Хăй хăмлать утмассерен.

Пур тата тĕлĕнтерен

Кăлтăрттин арманĕ хĕрĕн,

Авăрать вăл кунĕн-çĕрĕн,

Пĕр енчен ун сим юхать,

Тепринчен ун пыл тухатъ;

Виççĕмĕш енчен таттисĕр

Тĕрлĕрен апат астивĕр.

Çитмĕл çичĕ çимĕç, тен,

Ĕлкĕрет куç хупиччен!

Пурлăхне пике упрасшăн:

Хĕрĕх те хăрах сăсаршăн

Кĕлетпе нӳхреп те лаç

Туса патăмăр çав каç...»

 

«И! Халап-и вăл! Вăл пĕтнĕ,

Тахçанах ĕнтĕ вăл çĕрнĕ, ―

Тет хун арăмĕ, ― ак хам

Эп сире халап калам:

Те инçе, те çывăх пулĕ,

Те тӳрех, те кукăр çулĕ, ―

Пур этемшĕн чун уççи

Лапсăркка пĕр улмуççи.

Улмисем сиксе ташлаççĕ,

Çулçисем çупса лараççĕ,

Пĕр улма тататăн та —

Çавăнтах çав вырăнта

Виç улма ун çитĕнет-мĕн,

Ак вăл, чăн халап тесессĕн!»

Анчăк илтрĕ пĕтĕмпех,

Вăрттăн тухрĕ те кĕçех —

Хăй пӳртне те вăл каймарĕ —

Пан улми патне васкарĕ,

Илсе килчĕ йывăçа.

Тĕлĕнет пике-хуçа:

«Ак тĕнчемĕн пархатарĕ!

Ăçтан тупрăн? Кам каларĕ?»

Анчăк тĕплĕн пикене

Пĕлтерет еплеллине...

Пурăнсан çапла пăртакçă,

Шкутавсем каллех выртаççĕ

Сулпике патне кĕрсе,

Йыт çури каять ерсе;

Хун патне каллех çакланчĕ,

Сак айнех кĕрсе пытанчĕ,

Шăппăн выртрĕ тăнласа

Этемсем мĕн каласса.

 

«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр:

Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр

Аякри ют çĕрсенче?

Мĕн халпа тăрать тĕнче?

Хăш çĕрсем мĕнпе мухтавлă?

Самана кĕвви мĕн майлă?» —

Ыйтрĕ хун шкутавсенчен.

Сăмаххи лешсен — хăйсен:

 

«Самана кĕвви вăл саккăр,

Тенисем, ыр хун, чăнах-тăр.

Сĕм вăрман варринче пур

Виç кĕтеслĕ шурă пӳрт,

Çав пӳртре пурнать иккен пĕр

Ытарма хал çук чипер хĕр;

Пур ун ăслă йыт çури,

Пур тата ула кĕсри —

Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,

Урлăш — утмăл çав ыр утăн,

Хăй хăмлать утмассерен.

Пур тата тĕлĕнтерен

Кăлтăрттин арманĕ хĕрĕн,

Авăрать вăл кунĕн-çĕрĕн.

Пĕр енчен ун сим юхать,

Тепринчен ун пыл тухать,

Виççĕмĕш енчен таттисĕр —

Тĕрлĕрен апат астивĕр,

Çитмĕл çичĕ çимĕç, тен,

Ĕлкĕрет куç хупиччен:

Аш-какайĕ, юрĕ-варĕ...

Иксĕлми-мĕн пархатарĕ!

Пур тата ун чун уççи —

Лапсăркка пĕр улмуççи.

Улмисем сиксе ташлаççĕ,

Çулçисем çупса лараççĕ.

Пĕр улма татса çисен ―

Виç улма ӳсет иккен».

 

«Ку халап — халап пулать-и!

Пĕтнĕ, çĕрнĕ ку халап! — тет

Хунăн арăмĕ, ― ак хам

Эп сире халап калам:

Те инçе, те çывăх пулĕ,

Те тӳрех, те кукăр çулĕ —

Пур сĕт кӳлĕ çĕр çинче,

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


тăнкки (2012-09-28 09:39:49):

мана питех те килĕшрĕ. Сире тата еплерех пек?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лĕпĕшпи (2012-10-01 19:54:12):

Хусанкай çырни кама килĕшмĕ-ши? Чĕлхи илемлĕ те пуян, вулас та вулвс килет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надежда Евдокимова (2017-10-04 19:55:20):

Халиччен ку хайлава вулама тӳр килменччĕ. Вуласа тухрăм-кăмăлăм тулчĕ. Пурах вĕт чавашсен пултаруллă çыннисем.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă

 

Павлова Л. Н. (2019-02-10 08:43:26):

Очень красивая сказка. Слегка напоминает сказку ПушкинаА.С. Так что автора этого произведения можно назвать чувашским Пушкиным... Честь и хвала автору шедевра. :-)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зотова Г.В. (2019-02-15 05:23:18):

Лĕпĕшпи сăмахĕсем çумне хушса автора чун-чĕререн тав тăватăп! Пурнăçра ырри яланах çĕнтеретех!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: