Сулпикепе Валĕм хун
Йыт çури йăлтах çын пек —
Теветкелĕ те чухлавлă.
Çав чунсем валли пĕр алăк
Тата виçĕ чӳрече
Касрăмăр-çке пĕринче».
«И! Халап-и вăл! Вăл пĕтнĕ,
Тахçанах ĕнтĕ вăл çĕрнĕ! ―
Тет хун арăмĕ, ― ак эп
Пĕр халап пĕлтерес теп:
Те инçе, те çывăх пулĕ,
Те тӳрех, те кукăр çулĕ,
Çитейсен çитес çĕре —
Пур çăрха ула кĕсре,
Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,
Урлăш — утмăл çав ыр утăн,
Хăй хăмлать утмассерен,
Ак ăçта халап сире!»
Йыт çури пурне те илтрĕ,
Вăрттăн тухрĕ те вăл ―сикрĕ,
Вĕçрĕ сĕм вăрманалла
Вĕр-çĕнĕ хыпарпала:
«Хун кил-çуртĕнче, пикеçĕм,
Ак çапла-çапла пуплеççĕ...
Çитейсен çитес çĕре —
Пур, тет, имĕш, пĕр кĕсре...
Эп çавна кайса илем-и,
Çавăтса кунта килем-и?»
«Аюях! — тет Сулпике, ―
Эс ытла та кĕçĕн-çке,
Эп сана ярас теменччĕ,
Çавăтсах килсен — тем пекчĕ».
«Курăн!» — терĕ йыт çури,
Палт çеç пăрăнчĕ хӳри,
Сикрĕ, ыткăнчĕ те анчăк
Сĕм вăрман ăшне пытанчĕ.
Ак ертсе килет хайхи
Кĕсрене, хыçран тихи —
Çĕр те, пин те мар — çук шучĕ:
Утнăçем хăмлать-çке учĕ!
Кĕтӳпе кĕшĕлтетсе,
Выляса та кĕçенсе
Пырса çитрĕç, чарăнаççĕ...
Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ, ―
Анчăк кайрĕ сунара,
Çирĕм сăрă кашкăра
Йĕрлесе çав кун вăл тытрĕ,
Сӳсе килчĕ кашкăр тирĕ.
Сарса хучĕ вĕсене
Пӳрт умне, çул хĕррине.
Çулпала каллех пыраççĕ
Шкутавсем, курах каяççĕ:
«Кашкăр тирĕ мар-и çак?
Ăçтан тупнă йытă? Ак!
Камăнне вăрланă анчăк?»
Сулпике яр уçрă кантăк:
«Ан тивсемĕр ман йытта,
Вăрламасть вăл, хăй тытать».
Шкутавсем йăлт тĕлĕнеççĕ:
«Çĕр вырттармăн-ши эс?» — теççĕ
«Вырттарма вырттарăп та,
Лашамсем валли карта,
Кĕмелли хапха тумашкăн
Сире эпĕ тархасласшăн;
Хаксăр пулмĕ: çирĕм тир
Харăс парăп ыран ир».
Шкутавсем туса параççĕ,
Çĕр каçсан кайма тăраççĕ.
Анчăк çулăхрĕ каллех:
«Яр, пикем, çынсемпеле...»
Сулпике пит шикленмерĕ:
«Кай эппин те — таврăн», ― терĕ.
Шкутавсен тивет çул май
Хун кил-çуртĕнче пулма.
Анчăк та унта çакланчĕ,
Сак айне кĕрсе пытанчĕ,
Шăппăн выртрĕ тăнласа
Этемсем мĕн каласса.
«Ну, хăнам-вĕрлем, пĕлтерĕр:
Мĕн курса-илтсе çӳрерĕр
Аякри ют çĕрсенче?
Мĕн халпа тăрать тĕнче?
Мĕн хакпа мĕскер туянтăр?
Мĕнле мул вылять ку тапхăр?» ―
Ыйтрĕ хун шкутавсенчен
Алтăр-тирĕк хушшинчен.
«Туянни тем мар та, хунçăм,
Сĕм вăрманпала тухуçăн
Виç кĕтеслĕ шур пӳртре
Выртма тивнĕччĕ пире.
Пӳртĕнче пурнать иккен пĕр
Ытарма хал çук чипер хĕр;
Пур ун ăслă йыт çури;
Пур тата ула кĕсри —
Тăршшĕ тăхăр вунă утăм,
Урлăш — утмăл çав ыр утăм,
Утнăçем тăвать тиха, ―
Шутне маннă хуçи халь;
Тем сарлакăш вăл тыттарчĕ
Ут карти, хапха тутарчĕ
Çакă пирĕн эртеле
Çирĕм кашкăр тирĕлле».
«Çав халап — халап пулать-и!
Пĕтнĕ, çĕрнĕ вăл халап! — тет
Хунăн арăмĕ, — ак хам
Эл сире халап калам:
Те инçе, те çывăх пулĕ,
Те тӳрех, те кукăр çулĕ —
Кăлтăрттин арман ларать,
Кунĕн-çĕрĕн авăрать;
Пĕр енчен — сирсе сиреймĕн —
Сим юхать ун, тепринчен-мĕн
Хăла пылĕ патлатать,
Виççĕмĕш енчен тата
Тĕрлĕ-тĕрлĕ тутлă çимĕç
Тăкăнать хисепсĕр, имĕш.
Ак ăçта, сире калап,
Тĕнчери чăн-чăн халап!»
Йыт çури пурне те илтрĕ,
Вăрттăн тухрĕ те вăл — сикрĕ!
Вĕçрĕ хăйĕн кил-çуртне,
Хыпар турĕ хуçине:
«Хун керменĕнче, пикеçĕм,
Ак çапла-çапла пуплеççĕ...
Аякра, таçти çĕрте,
Кăлтăрттин арман пур, тет...
Эп çавна кайса пĕлем-и?
Кустарса илсе килем-и?»
«Аюях! — тет Сулпике, ―
Эс ытла та кĕçĕн-çке,
Эп сана ярас теменччĕ,
Кустарсах килсен — тем пекчĕ...»
«Курăн!» — терĕ йыт çури,
Палт çеç пăрăнчĕ хӳри;
Сикрĕ, ыткăнчĕ те анчăк
Сĕм вăрман ăшне пытанчĕ.
Кун иртет те çĕр иртет,
Сулпике кĕтет, кĕтет...
Ак тепре те хĕвел анчĕ,
Тин килет-мĕн харсăр анчăк.
Кăлтăрттин кусса пырать,
Пылпа сим юхса пырать,
Тăкăнать-çке темĕн-темĕн
Тутлă çимĕç куснăçемĕн.
Çитрĕ, ларчĕ ак арман,
Чарăнмасть хăй авăрма.
Çавăнтах юсман, икерчĕ,
Çуллă пăтă вăл пĕçерчĕ;
Тĕрлĕ кукăль, пӳремеç
Йыхăраççĕ çиме çеç.
Ăшаланчĕ тухрĕ карăш,
Кăвакал, шăрттан, тултармăш;
Чăкăтсем хăй йĕркипе —
Кăшăлĕ-кăшăлĕпе,
тăнкки (2012-09-28 09:39:49):
мана питех те килĕшрĕ. Сире тата еплерех пек?
Лĕпĕшпи (2012-10-01 19:54:12):
Хусанкай çырни кама килĕшмĕ-ши? Чĕлхи илемлĕ те пуян, вулас та вулвс килет...
Надежда Евдокимова (2017-10-04 19:55:20):
Халиччен ку хайлава вулама тӳр килменччĕ. Вуласа тухрăм-кăмăлăм тулчĕ. Пурах вĕт чавашсен пултаруллă çыннисем.
Павлова Л. Н. (2019-02-10 08:43:26):
Очень красивая сказка. Слегка напоминает сказку ПушкинаА.С. Так что автора этого произведения можно назвать чувашским Пушкиным... Честь и хвала автору шедевра. :-)
Зотова Г.В. (2019-02-15 05:23:18):
Лĕпĕшпи сăмахĕсем çумне хушса автора чун-чĕререн тав тăватăп! Пурнăçра ырри яланах çĕнтеретех!