Сулпикепе Валĕм хун
Йĕркипе каласа пачĕ,
Ашшĕ халь йăлтах ăнланчĕ.
«Хĕрлĕ çыр хĕрри хитре
Е йĕтем тăпри сире?» ―
Терĕ Валĕм хун ик аслă
Арăмне вара ытарлă.
«Сенĕк пулччăр урасем,
Кĕрепле — аллăмăрсем,
Çӳç-пуç шăпăр пултăр...» — терĕç,
Икĕ арăм кĕвĕлерĕç.
Хун, кăна илтсен, çапла
Пат тӳрех вара калать:
«Чĕрĕллех алтса чиксен те
Çылăх пулмĕччĕ те ĕнтĕ,
Анчах эпĕ — Валĕм хун —
Кăларман ун пек саккун.
Кăмăла çĕклен çак кун
Хаяра ан ертĕр чун.
Авалхи асаттесенĕн
Йăлине эп асилесшĕн:
Салтăр-ха сурпанăра,
Çыртса çурăр çурмаран, ―
Çуррине хама хăварăп,
Çуррипе эп çыхса ярăп
Кĕвĕçен куçăрсене;
Сĕм вăрманăн леш енне
Ертсе кайĕ сире анчăк,
Ан ӳпкелĕр, ик ăмсанчăк!
Çутçанталăк сарлака,
Манăр манăн алăка...
Виç-тăват арăмпала
Пурăнас усал йăла
Паянтан пăрахăç пултăр, ―
Пĕррепех çын ырă куртăр!
Епле хушнă — çапла тунă:
Кайса ячĕ анчăк хунăн
Икĕ аслă арăмне,
Аташтарчĕ вĕсене.
Тин пуçларĕç лăпкă, канлĕ
Пурăнмашкăн виççĕн халĕ,
Тин кураççĕ ырă кун —
Сулпикемĕр, Валĕм хун,
Савнă ывăл, ăслă анчăк.
Тахçанах çапла аванччĕ!
тăнкки (2012-09-28 09:39:49):
мана питех те килĕшрĕ. Сире тата еплерех пек?
Лĕпĕшпи (2012-10-01 19:54:12):
Хусанкай çырни кама килĕшмĕ-ши? Чĕлхи илемлĕ те пуян, вулас та вулвс килет...
Надежда Евдокимова (2017-10-04 19:55:20):
Халиччен ку хайлава вулама тӳр килменччĕ. Вуласа тухрăм-кăмăлăм тулчĕ. Пурах вĕт чавашсен пултаруллă çыннисем.
Павлова Л. Н. (2019-02-10 08:43:26):
Очень красивая сказка. Слегка напоминает сказку ПушкинаА.С. Так что автора этого произведения можно назвать чувашским Пушкиным... Честь и хвала автору шедевра. :-)
Зотова Г.В. (2019-02-15 05:23:18):
Лĕпĕшпи сăмахĕсем çумне хушса автора чун-чĕререн тав тăватăп! Пурнăçра ырри яланах çĕнтеретех!