Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Хисеплĕ Кузьма Иванович, ман хĕре куç хывни пирĕншĕн пысăк чыс. Сирĕн чухлĕ чаплă каччă тупăнасса ĕмĕтленмен те. Эсир кайсанах сӳтсе яврăмăр та... Елюк айван пйрки тем сӳпĕлтетнĕшен хăйне хăй ӳпкелерĕ. — Ваймистров çавăнтах Павăл аллине тытса чăмăртама хатĕрччĕ, малалли сăмахĕсем сисчĕвлентерчĕç. — Анчах ытла та çамрăк-çкĕ вăл, айван. Пурĕ те вунçиччĕре кăна, хăй тĕллĕн ним туса курман. Вĕрентекен хунямăшĕ çук çĕрте хура курак пек пăхкаласа ларĕ. Эсир тарăхăр, пире ятлăр...
— Тивĕçсĕр сăлтав, Павел Платонович, — пӳлчĕ Ваймистров. — Хресчен килĕнче, уйрăмах сирĕнни пек пуян килте, ӳснĕ хĕр ĕç тума пĕлмест тени пуш сăмах кăна. Тата ал-ураллă çын часах хăнăхĕ.
Павăл çине тăрсах шухăшне витерме тăрăшрĕ:
— Кузьма Иванович, арлă-арăмлă пурăнса курманнипе çавнашкал туйăнать сире. Ĕçрен ывăнса-выçса таврăнăр. Мăшăру ним хатĕрлемен пултăр. Ун чух хăвăрах эп астутарнине аса илĕр, анчах чавсана çыртаймăр. Тепĕр тесен, куншăнах чарăнса тăмăттăмăр, хăвăр калашле, майĕпе хăнăхĕччĕ, тăнсăр-пуçсăр хĕрех мар. Анчах халь типĕ-çке, пачăшкă венчетпе айкашмасси паллах. Мункуна хăварсан аванччĕ вăт. Ун чух хĕрĕ те вунсаккăр тултарать, венчет тума ӳте кĕрет. Çапла сăмах тусă ĕçер.
Хĕрĕн ашшĕ хирĕç марри паллах. Вереллĕ çын кĕтме килĕшĕччĕ. Мункунччен хăй ăçта пулассине пĕлмен Ваймистров кĕтесшĕн мар, ĕçе вăл ыран-паянах вĕçлесшĕн.
— Ĕçместпĕр, Павел Платонович, — терĕ вăл. — Эпĕ сирĕн тарçă пуласшăн. Эсир пур, тĕрлĕ май тупса, мана сиресшĕн. Самана мĕнлереххине асра тытасчĕ сирĕн. Тĕплĕрех шухăшласа пăхăр, Павел Платонович. Съезд хыççăн пурпĕрех хăтана пыратăп!
Тултарнă черккесем пушанмасăрах ларса юлчĕç.
Делегатсем пĕчченшерен те, ушкăнпа та пухăна пуçланă ĕнтĕ. Вĕсене çыруçăпа Улитин кĕтсе илеççĕ: пĕри камне, ăçтан килнине хут çине çырса пырать; тепри, талон парса, чайнăй тĕлне кăтартса ярать.
Кĕçех энĕшкассисем те çитрĕç. Вĕтен хушшинче Наум пуррине асăрхасан, Улитин Натюш хутне çӳренине аса илчĕ те каллех çуйланчĕ: съездра тем инкек ан кăтарттăрччĕ. Анчăх делегатсем ун хыççăн каяс çуккине шанать вăл. Пурпĕр кăмăлне хăй май çавăрасшăн евĕклĕн саламларĕ:
— Наум Васильевич, мĕнле пурăнатăр? Наумăн пачах калаçас килместчĕ. Чĕнекен çынна хуравламанни аван маррипе:
— Хуллен... — текелесе ирттерчĕ.
— Шупашкарта пултăр-и? Мĕнле унта?
— Хăвăр пĕлместĕр-им?
— Çук, Наум Васильевич. Эпĕ Надежда Прохорова съезда килессе кĕтетĕп.
— Кăлăхах. Ирĕклĕ самана тивлечĕпе ăна тĕрмере усрасшăн.
Наум сăмахĕсем Улитин чĕрине йĕп пек пырса тăрăнчĕç. Палăртмарĕ кăна. Пăшăрханнă пек курăнма тăрăшрĕ:
— Шел...
— Шел тесен, ма хупрăр?
— Хăвăрах чухламалла, Наум Васильевич, уншăн эп айăплă мар. — Урăх ял делегачĕсем çывхарнипе, ку калаçăва вĕсен хăлхине кĕртесшĕн мар, татма васкарĕ: — Ун пирки съезд хыççăн иксĕмĕр сӳтсе явăпăр-ха. Халь акă талон илĕр те чайнăя кайса чей ĕçĕр. Унта кулачне те укçасăрах парĕç. Съезд уçăличчен апатланăр!
Делегатсем пурте тенĕ пекех пухăннă ĕнтĕ. Тĕпчевлĕ çын куçĕ умне, ахăртнех, çак тухса тăрĕччĕ: ял-ялсенчи пĕр пуян, пĕр куштан суйланмасăр юлман-и, тен. Пилĕк чиркурен пилĕк пуп килнĕ. Старшина суйланă чух та ĕçе çавсем татса паратчĕç. Сăмах май каласан, Озерова старшинаран кăларнă ĕнтĕ, апла пулин те аслисем унпа çав-çавах туслăн калаçаççĕ. Ку вара Улитина çав тери шиклентерет. Ăна суйласран питĕ хăрать вăл. Ун чух Улитинăн вулăсран тухса каясси кăна юлать.
Çапах старшина суйланă чухнехинчен уйрăмлăх та пур. Делегатсене ик-виçĕ хут ытларах пухнипе кунта вăтамрах хресченсем те, чухăнсем те йышлă.
Ĕнел çĕр общини делегачĕсем хушшинче хĕрарăмсем ытларах. Вĕсем пĕр-пĕринчен аташса юласран ушкăнпа çӳреççĕ.
Съезда уçма вăхăт. Улитин, Лаврские кĕтсе, çынсене лăплантарма тăрăшать:
— Шупашкартан килмеллисем пур. Çавсем çитсенех уçатпăр. Тӳсĕмлĕ пулăр!
Юлашкинчен куççăм кӳлнĕ, пĕкки çине шăнкăрав çакнă лав калтур кил хушшине тĕрлеттерсе кĕчĕ. Улитинпа ыттисем çунана сырса илчĕç, çĕлĕçĕсене хывса пуç тайрĕç. Саламланă сасăсем илтĕнчĕç:
— Хисеплĕ Константин Сергеевич, чиперех çитрĕр-и? Делегатсем хисеплесе кĕтсе илни Лаврские савăнтарчĕ.
Кунта вăл пуçламăш хут сăнавлă съезд ирттерме шутлать. Ларнă çĕртех тăлăпне хулпуççийĕ çинчен сирсе пăрахрĕ те ура çине тăчĕ. Рехетленсе хирĕç чĕнчĕ:
— Пит аван çитрĕм, тăвансем. Сывлăх та çирĕп, пархатарлă саманара чирлеме вăхăт çук. Сире те çавнах сунатăп!
— Тавтапуç, Константин Сергеевич! — çуна çывăхĕнче тăракансем пуç тайсах сĕрлерĕç.
Хăнăхнă йăлипе пуринчен малтан старшина алă тăсрĕ. Лаврский, ун çине тайăнса, çуна çинчен анчĕ.
Улитин чуть çеç тутине çыртса татмарĕ. Вăл пулăшасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ. Пурпĕр старшинаран юласшăн пулмарĕ, хăй çине ытларах çаврăнтарса пăхтарасшăн йăпăлтатрĕ:
— Хаклă Константин Сергеевич, съезд уçăличчен кăштах апатланма кăмăл тумăр-ши?
— Съезда хăш вăхăтра уçма палăртнăччĕ эсир?
— Тăхăр сехетре тенĕччĕ те... Кăштах тăхтанипе ним те çухалмĕ, Константин Сергеевич.
Лаврский, хăйсем суйлама шутланă çынни ăнланайманшăн эрленсе, хыттăн каларĕ:
— Апла мар, Арсентий Ксенофонтович... Делегатсене кĕттерме юрамасть. Пурте пухăннă пулсан, ĕçе тытăнăпăр!
Çине-çинех ухмаха тăрса юлни Улитина пушшех тарăхтарчĕ. Çитменнине, Лаврский темшĕн ăна çилленнĕн туйăнчĕ.
Пусмăр саманин асав шăлĕ тенкел йышăннă çĕрте те палăрчĕ. Пуянсемпе пуп таврашсем малти ретсене вырнаçрĕç. Вăтамраххисем, пуринчен ытла чухăнсем, валли кайри тенкелсем кăна юлчĕç.
Улитин трибуна çине хăпарчĕ. Ашчикĕ вăркасан та, делегатсем шăп ларни тăнăçланма пулăшрĕ:
— Юлташсем, — кăмăллăн чĕнчĕ вăл, — съезда виççĕр делегат килмеллеччĕ. Икçĕр тăхăрвун тăххăрăшĕ çитнĕ.
Урăх çын пулсан, кам тата мĕн сăлтавшăн ĕлкĕрейменнине ăнлантарĕччĕ. Натюш ятне аса илтересшĕн мар: — Мĕнле, съезда уçатпăр-и? — терĕ тӳртен.
— Уçас! Уçас!
— Пĕр çыннă кĕтес мар! — шавласа илчĕç залра ларакансем.
— Юлташсем! Ирĕклĕ саманă тивлечĕпе усă курса сасăлатпăр: кам та кам съезда уçас тет, ал çĕклĕр! Хирĕççисем пур-и? Çук!
Ун хыççăн вунпĕр çынна: Лаврские, Улитина, Ваймистрова, Павăла, Касмуххана, Тĕмшер пупне, çыруçа тата виçĕ çĕр общинин уполномоченйăйĕсене, Атăлкасси хвершăлне президиума суйларĕç.
Старшина хăйне кандидата тăратман пирки çилĕллĕн сиксе тăчĕ. Паллакан пуянсем, куштансем çинелле пăхрĕ, никам та хута кĕменнипе чĕлхине çыртрĕ.
Улитин кăмăлĕ пушшех уçăлчĕ. Председатель вырăнче кун йĕркисене йышăнтарчĕ, вара тĕнчери лару-тăру çинчен ăнлантарма Лаврские сăмах пачĕ.
Лаврский сасси юхать кăна. Анчах шухăшĕнче çĕнни нимĕн те çук. Юлашки кунсенче митингра пулса курнипе тата ял-ялĕнче çӳрекен хыпарсем тăрăх та кусене нумай илтнĕ ĕнтĕ. Тĕнчери лару-тăру Раççейри çĕнĕ саманана çирĕплетес май аталанать. Англи, Франци тата Америка нимĕçсем çине татăклă наступлени тума хатĕрленеççĕ.
Вăхăтлăх правительствăна ура çине тăма пулăшаççĕ. Нимĕçсене çĕнтерсен, вăрçă чарăнĕ. Унччен тӳсмех лекет. Кĕçех халăхшăн шанăçлă çынсене Учредиловка суйласа ярĕç те, унта хресченсен ĕмĕрхи ыйтăвне — çĕр ыйтăвне — татса парĕç. Ку тапхăр хăвăртрах килтĕр тесен, Атăлкасси вулăсĕнчи хресченсен Вăхăтлăх правительство кăларнă йĕркесене çирĕп тытса пымалла кăна. Анчах...
Сывлăшĕ питĕрĕннĕн чĕмсĕрленчĕ комиссар. Вулăсри лару-тăру пирки калаçас тĕле çитрĕ вăл. Кунта чĕрене ыраттаракан сăлтавсем самаях çав, пурпĕр пытарса хăварма çук. Лаврский хаш сывласа, ячĕ те малалла шăйăрттарчĕ:
— Анчах, тăвансем, сирĕн вулăсри лару-тăрăва ырлама çук. Павел Платонович хăй те кунтах-ха...
— Ийя, Константин Сергеевич, — сĕтел хушшинчен сас пачĕ Павăл.
Арманта пулса иртнĕ шăв-шав кашнин хăлхинех кĕнĕ ĕнтĕ, ытлашши йӳпсемен кăна. Халь Лаврский астутарнипе тин аса илнĕн тимлерĕç. Павăл пит-куçне çыхнипех ларать. Малти ретрисем ирĕксĕрех сехĕрленчĕç. Ĕнер ăна тустарнă, ыран хăйсене ярса илмĕç-ши? Патак çиессипе пурлăха çухатасси ыр япалах мар. Акă вара вĕсем хаяррăн кăшкăрашма тытăнчĕç:
— Вăрă-хурахсене пĕтермелле!
— Çемйипех каторгăна ăсатмалла!
Хыçалта ларакансем Павăла ислетекенсем майлă. Хирĕç сас пама кăна хăю çитереймеççĕ.
— Тăвансем, эсир тăвăлнине питех ăнланатăп: эпир вăрă-хурахсене тӳсме пултараймастпăр. Çавăншăн вĕсене тытса хупнă. Кĕçех ирĕклĕ саманан çирĕп саккунĕсем тăрăх айăпланĕç. Тата çакна каласа хăварас: вăрă-хурахсен шайккине тăрă шыв çине кăларас ĕçре вулăсри милици начальникĕ Кузьма Иванович Ваймистров хытă тăрăшнă. Тав тăватăп ăна. Саманана хирĕç пыракансене малашне те шеллемесĕр пĕтерме сĕнетĕп!
Ытла карах мар та, ал çупса ячĕç. Малти ретре ларакансем çеç мар, хыçалтараххисем те. Улянасене çаратнă мула тупса панă хыпар таçта çитиех сарăлма ĕлкĕрнĕ. Кама савăнтармĕ вăл! Паттăра кам ан ырлатăр!
Халăх паçăрах шăпланса тимленĕ ĕнтĕ. Лаврский урапа çинчен ӳксе юлнăн кăн-кан пăхкаларĕ. Натюш пирки сăмах хускатас тĕле çитрĕ-çке. «Шарламасăр ирттерсен аванрах мар-ши? Çук! Халех каламалла. Ăна ырă сунакансен кăмăлне пусармалла!» Сывлăшне çавăрнă пек пулса, мăйне сĕтел урлă тăсрĕ, сассине хăпартрĕ.
— Анчах, юлташсем, сирĕн хушăра вăрă-хурахран хăрушă этем те пурăннă...
— Кам? Ятне кала! — хистерĕç малти ретрисемех.
— Шел те, тĕрĕссине пытарма çук... Сирĕн хушăра Вăхăтлăх правительство çине тапăнма шутлакан çынсем пур. Çитменнине, пĕччен-иккĕн мар, ялĕпех!
Халăх сехĕрленни палăрчĕ. Мĕнле тӳсĕн? Ялĕпех тăшмана тухнă иккен.
— Хăш ял? — пурин шухăшне пĕтĕмлетнĕн ыйтрĕ тахăшĕ.
— Энĕшкассисем! — делегатсен пуçĕ çине чул ывăтнăн татса хучĕ Лаврский.
Халăх сасартăках хумханса кайрĕ. Пĕрисем хайсен ялне асăнманшăн рехетленчĕç, теприсем энешкассисене сивлесе калаçрĕç. Вĕсем ăçтарах вырнаçнине курасшăн çаврăна-çаврăна пăхрĕç.
Çакна асăрхасан, Лаврский шухăшне малалла тăсрĕ:
— Юлташсем, юнкун пасарĕнче Энĕшкасси хĕрарăмĕ Вăхăтлăх правительствăна хирĕç тухсă калаçнине пурте илтнĕ-и, тен? Эп ăна малтанах нимĕçсен шпионĕ пуль тенĕччĕ. Следователь йĕрленĕ хыççăн, ман сăмахсем тĕрĕсси палăрчĕ. Каторгăран таврăннă чухне нимĕç агенчĕсемпе тĕл пулса сутăннă иккен вăл. Чăвашсем хушшинчи саманана хирĕçле шухăшсем сарма, вăрçă кирлĕ мар тесе, Раççей çыннисен тăшмана çĕнтерес вăй-хăлне аркатма кĕрĕшнĕ.
— Таканран çакмалла ăна!
— Çемйи-мĕнĕпех пĕтермелле! — шавларĕç малти ретрисем.
— Юлташсĕм, шанăр... Революцилле саккунсем пуçран савмĕç, вăл хăй щыранине тупĕ. Анчах энĕшкасснсем мĕн хăтлатаă тетĕр эсир? Нимĕç шпионĕ хутне кĕрсе, приговор çырнă, ăна тĕрмерен кăларма ыйтнă.
— Намăс!
— Ялĕпех хамăр çĕршывран хăваламалла!.
— Çĕре, улăх-çарана вĕсенчен туртса илмелле!
Килнĕ чухне энĕшкассисем Натюш хутне кĕме шутланăччĕ, халь шартах сикрĕç. Шаккаса пăрахасран шикленчĕç. Тухса шусан аванрах мар-ши?.. Анчах хускалсан, куштансем пушшех асасран хăранипе сывламасăр тенĕ пек пăчăрăнса ларчĕç.
Лаврский, çакăнпа усă курса, вĕри вучах çине краççын сапма васкарĕ.
— Ку та сахал-ха, нимĕç шпионне тĕрмерен кăларасшăн çӳрекен те тупăннă.
— Кам вăл? Ма тытса хупмастăр ăна?
Улитин Наум çăварне хуплама шăп вăхăтне анланчĕ.
— Камне пĕлес тесен, хам каласа парăп, юлташсем! — шава çĕнтересле кăшкăрчĕ вăл. — Константин Сергеевич асăннă çын — Янашов хуçа тарçи Наум! Çитменнине, съезд делегачĕ!
Малти ретрисем сике-сике тăчĕç, нихăшĕ те палламан енне каллех шавларĕç:
— Ăçта вăл?!
— Аçампа хупламалла ăна!..
Энĕшкассисем хăйсене юнанине манчĕç. Наума шеллесе, сисчĕвлĕн пăхрĕç, вăл мĕн хăтланасса кĕтрĕç.
Малтанах Наум та хăраса ӳкрĕ. Пуян-куштансем йыт-качкалла туртса çурма та именсе тăмĕç. Уляна та çавна астутарчĕ. Анчах Натюш айăпсăр асапланнине аса илчĕ те йăша пуçланă чунне хытарчĕ.
«Ав вăл, тытса туллăр ăна!» — тесе вĕслетмелли çеç юлсан, Лаврский тăна кĕчĕ. Съездра çапăçтарса яни илемсĕр. Тата энĕшкассисене вăл çителĕклех сехĕрлентерчĕ ĕнтĕ. Вĕсем тек никам хутне те кĕрес çук.
— Юлташсем, лăпланăр-ха! Шăпланăр! — çине тăрсах кăшкăрчĕ Лаврский. Шав тамалсан, малалла каларĕ: — Раççей патриочĕсем пирки эпĕ иккĕленмен, çĕнĕ саманана яирĕç çынсене сивлессе шаннă. Куншăн мухтав та тав сире. Анчах путсĕрсем çинчен сăмах туса хаклă вăхăта ирттермĕпĕр. Ман шутпа, энĕшкассисем лайăх ăнланчĕç. Наум пек этемсене хăйсемех тыткалĕç.
Яланхи пекех, вăл шухăшне Вăхăтлăх правительствăна ырă суннипе вĕçлерĕ.
Шĕпĕл-шĕпĕл алă çупни илтĕнкелерĕ.
— Юлташсем! — терĕ Улитин, Лаврский хăй вырăнне таврăнсан. — Хисеплĕ комиссар Константин Сергеевич чуна уçса яракан ăслă докладне пĕтерчĕ. Ĕнтĕ тухса калаçма пуçлăпăр. Камăн алли çăмăл?! Кам сăмах илет?!
— Эпĕ! — ура çине сиксе тăчĕ Павăл.
— Тархасшăн, Павел Платонович!
Наум ларнă çĕртех пĕççине çапса илчĕ. Трибуна çине вăл хăпарасшăнччĕ — ĕлкĕреймерĕ.
Павăла пурте паллаççĕ кунта. Çывăхра урăх арман çуккипе пуянни-чухăнни те пур пек тырпуллине ун патĕнче авăртаççĕ. Паян вăл ытти пуянсем умĕнче ним айăпсăр инкек курнă çын шутланать. Çавăншăн арман хуçи сĕтел умне пырсан, залра ларакансем шăпах пулчĕç.
— Юлташсем... — суранне çыхни чăрмантарнипе сассине аран кăларчĕ Павăл. — Хисеплĕ Константин Сергеевич пит тĕрĕс каларĕ. Тавтапуç уншăн ăна! — Лаврский еннелле çаврăнса пуç тайрĕ. — Вăрă-хурахсене чăннипех хамăр хушăран тасатмалла. Виçĕмкун мана çаратрĕç, ыран сирĕн кĕлете кĕрĕç. Пĕлетĕр-и, Урпа Çемукĕсем чухан, тет, çавăнпа ман çăнăха илсе кайнă, тет. Кам хушнă вĕсене чухăна юлма! Наянсем мĕн ĕмĕртен чухăн! Вĕсем эпир çĕрне-кунне пĕлми упаленнине курмаççĕ, мул пуррипе кĕвĕçме пĕлеççĕ. Ун пек этемсене ним шелсĕр суд тумалла! — Ваймистров хăйне Павăл ырăпа асăнасса кĕтрĕ. Ку вара хĕрне качча пама килĕшнине систерĕччĕ. Çав сăлтав пулмасан, Павăл хăй те Ваймистрова тав тăвĕччĕ. Халь асăнмасăрах иртсе кайрĕ. — Хисеплĕ Константин Сергеевич аван астутарчĕ: эпир кĕлет çаратакансене çеç мар, Вăхăтлăх правительство çине, ирĕклĕ самана çине тапăнакансене те тӳсме пултараймастпăр! Энĕшкасси хĕрарăмне хупса хунине ырламалла. Анчах ăна çеç ăсатни сахал. Унăн амăшĕпе йăмăкĕ те пĕр калăпран. Приговора кам çырнă тетĕр эсир? Уляна мăнукĕ çырнă. Çавсем халăха пăлхатаççĕ... Çакна шута илсен, Наума ытлашши ятласах килмест. Вăл тăмсайне пурте пĕлеççĕ. Прахăра каторгăна илсе кайнăранпах унăн арăмĕпе пурăнать. Хăвăрах шухăшлăр, еркĕншĕн ма хута кĕрес мар!
Павăл ăслă сăмах каланăн кулса ячĕ. Ăна курмалăхне залра та ихĕлтетекенсем тупăнчĕç. Çапла хăй çине тапăнакансемпе влаçа хирĕç тăракансене тĕпсĕр шăтăка путарса лартнине ĕненсен, Павал Вăхăтлăх правительствăна ырă сунчĕ.
Малти ретрисем ăна трибуна çинчен ал çупса ăсатрĕç. Хыçалтараххисен çиллисем чашкăрса хăпарчĕç: патша вăхăтĕнче мăшкăлланине тата ăнланмаллаччĕ, ирĕк самана тенĕ чухне те çавах иккен.
Наум пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе кайрĕ. Таса хĕрарăм ятне Павăл халăх умĕнче тикĕтпе вараларĕ. Çакăнтах вĕлерсе вырттарсан та тӳсме çук. Улитин тухса калас текенсене йыхăрнине илтсенех, вăл ура çине тăчĕ. Каллех кая юласран хăраса хăвăрт сасă пачĕ:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...