Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Ман пĕр-икĕ сăмах пурччĕ!..
Пурте Наум еннелле çаврăнчĕç. Анчах энĕшкассисенчен пуçне вăл камне урăх никам тĕшмĕртеймерĕ.
Улитин чĕри хускалчĕ. Нивушлĕ Лаврский ятлани, делегатсем юнани сехрине хăпартаймарĕ? Татăклах ним шухăшлама аптранă пирки:
— Хăш ялсем? — тесе ыйтрĕ.
— Энĕшкассисем! — çирĕппĕн хуравларĕ Наум, тенкелсем хушшинчен тухса, тĕпелелле çул тытрĕ.
Наум калаçасшăннине Улитин йăлтах ĕненчĕ. Съездра пуянсемпе куштансем çеç пулсан, темех марччĕ. Кунта Натюш майлисем, ăна хупнăшăн пăшăрханакансем те пур вĕт. Ним айăпсăр çынна хăйсем май çавăрасшăн хупнине тăрă шыв çине кăларсан, Улитина хирĕç каякансем те тупăнĕç. Анчах сăмах каламашкăн чарма çук. Апла тесен пĕр май çеç: карма çăварсене вĕслетмелле, çавсем ирĕк ан паччăр.
— А-а... Наум Васильевич иккен... — ытарлă та кулса чĕнчĕ Улитин. — Туятăп, вăл камне нумайăшĕ чухлаймарĕç-и, тен? Михаил Петрович тарçи, нимĕçсен шпионĕ хутне кĕрсе çӳренĕ этем çакă ĕнтĕ!
Малти ретрисем сасартăках шавласа кайрĕç.
— Шпион!
— Уляна еркĕнĕ!
— Мĕн сăмахĕ ăна! Ĕнсинчен памалла!
Пĕри кăна ярса илмелле, вара Наума пуян-куштансем çакăнтах туртса ӳкерĕччĕç, çурса тăкĕччĕç. Те хĕрӳленсех çитеймен пирки, те Наум пуçсăрланса малаллах утнăран апла хăтланакан пулмарĕ.
Наум пуç усманни чи малтан энĕшкассисене, Ĕнел хĕрарăмĕçене тăна кĕртрĕ, вĕсен хăюлăхне çĕклерĕ. Карма çăварсене хирĕç кăшкăрĕччĕç — Наум мĕн каласса кĕтсе шарламарĕç.
Пилĕксĕр сăхман çийен килте тĕртсе тунă шараçлă пиçиххй çыхнă, шур çăм талăпа çăпата сырнă кĕрнек пӳ-силлĕ çын трибуна ӳмне хăпарчĕ. Питне пурнăç урлă-пирлех шăйăркаланă та, куçĕнче терт-нушана парăнман сăрсем выляççĕ. Аякри çулран тин таврăннипе хывăнма ĕлкĕреймен пек, сарă сăран алсипе çĕлĕкне алла тытнă.
Трибуна еннелле паттăрланса утрĕ те, халь — çухалчĕ. Вулăсри съездра мар, ялти сходра та вăл хăй ĕмĕрĕнче икĕ хут кăна тухса калаçнă. Пĕрне Павăла комиссара суйланă чухне, теприне Натюш пирки приговор йышăннă вăхăтра. Çитменнине, алă тăссянах лĕкмелле вырăнта кашкăр, çĕлен-калта, вăкăр куçсем сиввĕн пăхаççĕ. Анчах, сăмах ыйтнă япала, чĕлхене çыртни аван мар. Эсреметсем кăшкăрашса пӳлсе лартрĕç. Çак путсĕрсем Улянана намăрлантарнине аса илчĕ те юлашкинчен Наум йăлтах тăнăçланчĕ. Вара, малти ретрисене ним вырăнне хуман пек, пуçне каçăртса, кайри ретрисем çине тинкерчĕ.
— Халăх... — сăмахĕ çĕлĕкĕ ăшĕнче тейĕн, ăна çавăркаласа калаçма тытăнчĕ вăл. — Хăвăрах илтрĕр, кунта хăшпĕр этемсем Энĕшкассинчи Уляна ятне усалпа асăнма вăтанмарĕç. Эпĕ, чăннипе, ку килĕн çывăх тусĕ. Уляна мăнукĕсене ӳстерме вăй-халăм çитнĕ таран пулăшма телей килнĕшĕн савăнатăп. Уляна çемйи пек хисеплеме тивĕç çемье урăх тупаймăр. Унăн упăшкипе аслă хĕрĕ халăх телейĕшĕн кĕрешсе пуç хунă. Тепĕр хĕрне çавăншăнах паян кун та тĕрмере асаплантараççĕ. Уляна пек чыслă, таса хĕрарăма çын вĕлерсе те çаратса пуйнă хура чунсем кăна хурлама пултараççĕ.
Кайри ретрисем сасартăках чĕрĕленчĕç. Вĕсем хушшинче тӳре-шарасене çисе калаçни илтĕнчĕ. Малти ретрисем те Павăла тăрăхлĕччеç. Пуянсем пĕр-пĕрне курайманни, кĕвĕçни ĕмĕрне те çухалас çук. Анчах Наум хăйсене те сивлени кăмăлĕсене хытарчĕ.
Павăл çилли тăвăлса кайрĕ. Ăна пĕтĕм вулăс умĕнче хур кӳреççĕ. Тем каласа пăрахĕччĕ, сиксе те тăнăччĕ, анчах Улитин пӳлчĕ. Халăх мĕн хăтланнине сăнаса лараканскер, вăл çакна ăнланчĕ: Натюш пирки Лаврскипе хăйне тăрă шыв çине кăларман чухне Наума малалла калама чармалла.
— Хисеплĕ Наум Васильевич, — йĕлпĕрнине пытармасăр чĕнчĕ Улитин. — Хура чунлă этемсем камсем вĕсем? Тĕллипе кăтартса пама кăмăл тумăр-ши?
— Ийя, супьях!
— Кама мăшкăлласшăнн? — сĕрлесе илчĕç малтисем.
Сăмахне татнипе Наум тăшманĕсене вăй илме май пачĕ иккен. Ĕнтĕ çĕçĕпе каснăн хуравласа çеç юсама пулĕ.
— Халăх...
— Хисеплĕ Наум Васильевич, тăхтăр-ха, эсир ман ыйтăва хуравламарăр! — каллех пӳлчĕ Улитин.
— Господин тиек...
— Эпĕ тиек мар — вулăсри Земски управ председателĕ! — аякĕнчен тĕртсе ыраттарнăн ехлетрĕ Улитин.
— Халăх суйласан, мĕнле унта... Халь тиек кăна. Тата çакна ăнланасчĕ: эсир судья мар. Мана ыйтупа тăкăлтарма эпĕ вăрăпа тытăннă çын та мар! — çивĕччĕн патлаттарчĕ Наум.
Çав самантрах пуçламăш хут кайри ретрисем саеă пачĕç:
— Чăнах, ма çынна чăрмантарать вăл?!
— Хăй тиекне астутарасшăн-им?!
— Эпир манман-çке!
— Наум, кала!
Улитин ирĕксĕрех сехĕрленчĕ, Наума тапăнкаласа йăнăшнине сисрĕ. Краççын пички çине шăрпăк çутса пăрахсан мĕн пуласса лайăх пĕлет вăл. Каялла чакма аванах мар та, халăха лăплантармах лекет.
— Юлташсем, эпир никама та чарасшăн мар. Делегатсене хура чунсем теме юраманнине, чĕлхене тыткалама кирлине кăна асăрхаттартăм. Наум Васильевич, малалла калăр, тархасшăн!
Халăх хута кĕни, Улитин сасартăках тепĕр май çаврăнса ӳкни Наума пушшех хăюлантарчĕ.
— Халăх,.. — ĕнтĕ сассине хăпартарах чĕнчĕ вăл. — Хăвăрах куртăр, господин ваккатпа тиеке ĕненсен, Надежда Прохорова — нимĕçсен шпионĕ, энĕшкассисем ялĕпех, ку шутра эпĕ те, нимĕçсен шпионне хӳтĕлекенсем... Анчах ку ирсĕр элек!
Хутран-ситрен шăв-шав илтĕннĕ чухне Лаврский шарламасăр ларчĕ, мĕншĕн тесен хăй майлисем йышлăраххи уççăнах палăрчĕ. Наум трибуна çине хăпарни те малтан питех канăçсăрлантармарĕ ăна, вăл витĕмлĕ калаçма пултарасса шанмарĕ. Атя, сӳпĕлтеттĕр, хăйĕнчен хăй култартăр терĕ. Халь карланкăран ярса илнĕн туйăнчĕ, тӳсеймесĕр кăшкарса пăрахрĕ:
— Мана сивлеме епле хăятăр эсир?! Малти ретрисем шавлама тапратрĕç:
— Мĕн пăхса тăратăр?
— Ма чикелентерместĕр çавна!
— Пуçран парăр! — халь çапса ӳкерме хатĕррисем сике-сике тăчĕç.
Наум шухăшне тĕплĕ вĕçлеме памасса ăнланчĕ. Чи кирлине, Натюш айăплă маррине калайман-ха вăл. Вара, пуян-куштансем сĕрленине йӳпсемесĕр, хыттăн кăшкăрчĕ:
— Халăх!.. Надежда Прохоровнăна мĕншĕн хупнă тетĕр эсир? Вăл, сирĕн майлă пулса, сехмет таврашне питлерĕ. Пире вăрçă мар, мир, çăкăр кирлĕ терĕ. Çакă ваккатсене килĕшмен иккен. Надежда Прохоровнăна вĕсем хăратса та асаплантарса хăйсем май çавăрасшăн. Ан тив, тăванусем вăрçăра пуç хуччăр, килтисем выçă ларччăр. Ку Платун Павăлĕ йышши сехметсене питех тупăшлă... Хăйсем майлă пулсан, Надежда Прохоровнăна вĕсем чыс кăтартма, укçа пама та хатĕр. Анчах Надежда Прохоровна нихçан та, ĕмĕрне те сехметсем майлă пулас çук. Вăл чунĕ тухичченех халăхпа пĕрле... Ăна халех тĕрмерен кăлармалла!
Çакăнта çитсен, Наума пӳлчĕç. Павăл, пуринчен ытла шăлне хăйракăнскер, чупса пырса Наума чышса ячĕ. Лешĕ сулăнса кайрĕ, анчах ӳкмерĕ. Вăл ĕнтĕ хирĕç тавăрма хатĕрччĕ. Çав самантра кашкăр, çĕлен-калта, вăкăр куçсем трибуна çине сике-сике хăпарчĕç, ăна тăсса ӳкерчĕç, тапкăпа ислетме пуçларĕç.
Тӳре-шарасем чарас вырăнне пушшех вĕслетрĕç:
— Лайăхрах парăр ăна! Хăй камне ан мантăр! Сасартăк пĕр хĕрарăмăн уçă та çинçе сасси пĕтем шава хупласа хучĕ:
— Тусăмсем! Мĕн пăхса ларатпăр эпир?! Пирĕн йышшисене вăрçăра пĕтерни сахал, кунта та вĕлереççĕ!
— Хăйсене шаккамалла!
— Ан хăрăр! Атьăр!
Вуншар хĕрарăм, кунта ĕнтĕ энĕшкассисем çеç мар, пĕтĕм Ĕнел хĕрарăмĕ пĕр-пĕрне хистесе те йыхăрса, тăвăл пăлхатнă Атăл хумĕ евĕр вырăнтан тапранчĕ. Никама, нимĕне уямасăр трибуна çине кĕрлесе хăпарчĕç, Наума хĕнекенсене çӳçрен çула-çула илчĕç. Ĕнтĕ пĕтĕм халăх тĕркĕшет. Кам кама тивертнине уйăрма та çук. Тем пысăкăш кантур халь çурăласла янлать. Кунашкалне, хĕрарăмсем пуян-куштансен сăсăлне вĕçтернине, тĕнче курман-тăр.
Павăл яланхи пекех чее пулма тăрăшрĕ. Хĕрарăмсем урса кайса трибуна çине хăпара пуçласанах, кĕтеселле шăвăнчĕ. Çапăçчăрах, ара, ăна лекес çук. Анчах тахăшĕ асăрхарĕ:
— Ав унта вăл!
— Ваккачĕ те!
— Шаккас! — сасартăках темиçен Лаврскипе Павăл еннелле ăнтăлчĕç.
Наума хĕнени Лаврские те килентернĕччĕ. Хĕрарăмсем çапăçса кайни, пĕр ушкăнĕ хăй патнелле чашкăрса çывхарни чунне ура тупаннелле антарчĕ.
— Ваймистров юлташ, мĕн пăхса тăратăр! Ма лăплантармастăр? — шыва путакан çын çăлăнăç шыранăн çухăрса ячĕ вăл.
Ваймистров хĕрарăмсем тăвăлланса хускалсанах ура тупанне çу сĕрнĕччĕ, Лаврский хушнине итлемесĕрех тапсă сикĕччĕ. Сасартăк Елюк ашшĕ умĕнче хăйне кăтартма май килнине аса илчĕ те хăравçăлăхне сирчĕ.
— Чарăнăр! — пĕтĕм пыршине карăнтарса кăшкăрчĕ те револьверĕпе ик-виçĕ хут маччаналла печĕ.
Сăмса умĕнчех пăшал кĕрĕслеттерни• кама хăратмĕ?!
— Ай-уй! Пĕтрĕмĕр!
— Пуçа çирĕç! — илтĕнчĕ çуй-шав.
Малтисем урайне тăсăлса выртрĕç. Халь çеç ваккат патнелле талпăнакан хĕрарăмсем, кашкар курнă сурăхсем пек, каялла кĕпĕрленчĕç. Çапăçу пăчланчĕ.
— Ну?! — шăплăха сирсе чĕнчĕ Ваймистров. — Калăр, тата кам харкашасшăн?! Халь леш тĕнчене ăсататăп!
Вырăнтан хускалакан та пулмарĕ. Наум кăна урайĕнчен тăрса трибуна çинчен анчĕ, алăк патнелле утрĕ. Ĕнел хĕрарăмĕсем тăна кĕрсе шавлăн йыхăрчĕç.
— Тусăмсем! Пирĕн кунта ним ĕç те çук!
— Пире съезда мар, патак çитерме кăна чĕннĕ!
— Аппаланччăр хăйсем тĕллĕн!
— Атьăр киле!
Унччен те пулмарĕ, паçăр трибуна патнелле куçнă пекех кĕпĕрленсе, алăк патнелле туртăнчĕç. Тем самантран зал самаях пушанчĕ. Ĕнел хĕрарăмĕсемпе пĕрле ытти общинăран килнисем те нумайăш майĕпен тухса шурĕç.
Залра тенкелсем йăваннă. Унта та кунта çĕлĕксем, алсасем, ывçăв-ывçăн çулса пăрахнă çӳç-сухал пайăркисем выртаççĕ. Кĕрĕк е сăхман тӳми татăлнисем йӳле тăрса юлнă. Хăшпĕрисен пичĕ-куçĕнче юн пĕвеленни палăрать. Сăмсинчен юн юхтаракансем те пур.
Лаврский хăй шĕкĕррине ĕненчĕ те, сиплĕх милици начальникĕ çухалманнинчен килнĕ пек ăнланса:
— Кузьма Иванович, çапăçăва пусарнăшăн тав тăватăп! — тесе алă пачĕ.
Хĕрарăмсем çывхара пуçлани Павăл чунне йăлтах пăчăрлантарнăччĕ. Вилĕмрен хăтарнăшăн ма пуç таяс мар?
— Кузьма Иванович, тавтапуç! Эсир хута кĕмен пулсан, тем сиксе тухĕччĕ.
— Господа! Тав тума кирлĕ мар. Мана çавăн ятне хĕçпăшал тыттарнă. Вăхăтлăх правительствăшăн пуçăма та шеллемĕп.
Пăтăрмах иртсен чĕрĕленчĕç. Шӳтлекен, пĕр-пĕрне тăрăхлакансем те тупăнчĕç. Кун пирки ытлашши тĕлĕймелли çук. Сходсенче ялпа ял çапăçасси йăлара пур. Урăх çĕрте, урăх вырăнта пулас-тăк, Лаврскипе Улитин та ыттисен кăмăлĕ май кайĕччĕç. Халь кулас шухăш мар, пачах урăххи канăç памасть вĕсене.
— Арсентий й Ксенофонтович, съезд ĕçе пуçăниччен делегатсен йышне тĕрĕслесчĕ.
— Юлташсем, пурте вырнаçăр-ха! — хушрĕ Улитин. Делегатсем тенкелĕсеие майлакаласа ларсан шутларĕ те: — Икçĕр çын ытла, — терĕ.
Вакката чун кĕчĕ. Çĕр çын катăлни темех мар. Ĕçе пурпĕр вĕсен ячĕпе те тăвĕç.
Малалла Касмуххапа Тĕмшер пупĕ тата виç-тăват çын тухса калаçрĕç. Хирĕçӳллĕ сăмах тек илтĕнмерĕ. Пурте Наума, ун хутне кĕнисене сивлерĕç. Уйрăмах Ваймистрова ырларĕç. Вара, пĕр кăмăллă пулса, Ваймистровпа Павăла. Тĕмшер пупне, çыруçа тата Пиш енчисен икĕ çыннине — Управ членне, Улитина председателе суйларĕç.
XVII
Амăшĕ йăпатса хăварни, Энĕшкасси халăхĕ ун хутне кĕрсе приговор йышăнни Натюш кăмăлне пушшех çирĕплетрĕ. Лаврскисен ирĕксĕрех кăларма тивĕ-ха ăна. Натюш хырăм выççипе мар, килти япаласене курасшăн кутамккине салтрĕ. Кучченеçсем хушшинче мăйăр та пур иккен. Ăна çав самантра кĕрхи вăрманта çӳренĕнех туйăнса кайрĕ. Хăпартланнăскер, хăй сисмесĕрех питшăлли вĕçне «А» «Е» саспаллисем тĕрленине чуптуса илчĕ. Çавăнтах çăкăр ытлашши парса хăварнăшăн ӳпкелерĕ: «Мĕн тесе ку териех таткаланмалла-ши? Пурпĕр çисе яриччен пурăнас çук кунта». Натюш кăштах çăкăр хуçса илчĕ те çу сĕресшĕнччĕ — ĕлкĕреймерĕ, алăк уçăлчĕ.
— Тухăр! — хушрĕ надзиратель. Натюш сăхманне тăхăнма хăтланнипе астутарчĕ: — Çарамасах!
Натюш ăçта илсе каясса ыйтса-туса тăмарĕ, хăех тавçăрнă пек пулчĕ. Следователь патне-и, тен?
Коридор вĕçĕнчи алăк патĕнче чарăнчĕç. Надзиратель шаккарĕ. Ирĕк пани илтĕнсен, Натюша шала кĕртрĕç.
Малти стена çумнерех вырнаçтарнă сĕтел хушшинче вăйпитти арçын. Сарă çӳçне каялла вырттарнă, куçĕ тискер кайăкăнни пек вичкĕн. Ку этем шеллессине, ăна ӳкĕте кĕртме пуласса шанмалли çук. Хăват çитнĕ таран кĕрешмелле кăна.
Следователь тинкерсе пăхрĕ. Ун умĕнче темиçе çул хушши тĕрмесенче ларса шуралнă сăн-питлĕ хĕрарăм. Тутăрĕ айĕнчен курăнакан çӳç пайăркисем шап-шурă. Куçĕ вичкĕн те хăюллă. Ав мĕнлерех иккен вăл уезд комиссарĕн сехрине хăпартнă этем! Лаврскишĕн çеç хăрушă-ши вăл? Уншăн кăна мар пулĕ. Вĕсен иккĕшин пĕр ăраскалах-çке, пĕр шăпа. Следователь çапах та, кăмăллăн курăнма тăрăшса, ирĕксĕртен куланçи турĕ, евĕклĕн сĕнчĕ:
— Ларăр!
Кунашкал çынсен чĕлхи малтан пыл та çу, кайран хура çĕлен сăнни иккенне Натюш тахçанах пĕлет. Халĕ те улталанмарĕ. Пуканĕ те, ав, вырăнтан хускалмасть, урай çумне пăталасах хытарнăскер. Кусем те хăйсене çапса пăрахасран хăраççĕ. Следователь умĕнче пĕчек хут татăкĕ кăна выртнине асăрхасан, халлĕхе ун ĕçĕ пирки нимле материал та çуккине, кунта ăна комиссар ирĕкĕпе кăна хупнине ĕненчĕ.
— Хушаматăр мĕнле? — ыйтрĕ лешĕ.
— Прохорова.
— Ятăр?
— Надежда.
— Ăçтисем?
— Господин следователь, паллă япала çинчен ыйтса вăхăта ан ирттерĕр. Тӳрех ĕç пирки калаçма пуçланн хăвăршăн аванрах, чăрмавĕ сахал.
Следователь хăйне пӳлнĕшĕн кăмăлсăрланнине палăртмарĕ.
— Надежда Прохоровна, ахалех васкатăр. Эпĕ паракан ыйтусенчен иртсе кайма юраманнине хăвăрах чухламалла. Ăçта çуралнă эсир? — терĕ паçăрхи сасăпах.
— Хусан кĕпĕрнинче. Шупашкар уесĕнче. Атăлкасси вулăсĕнчи Энĕшкасси ялĕнчен.
— Миçе çулта?
— Вăтăр иккĕре.
Следователь чĕмсĕрленсе тепĕр хут тинкерчĕ. «Вăтăр икĕ çулта кăна. Тĕрмене хупнă чухне пурĕ те çирĕм иккĕре пулнă». Куçĕ умне йăлтах урăх çын, çамрăк та паттăр хĕр тухса тăчĕ: Чĕрин тахăш кĕтессинче ăнсăртран упранса юлнă çынлăхĕ хускалма. хăтланчĕ, Натюш пурнăçне тата тĕплĕнрех пĕлĕсшел пулчĕ.
— Революциллĕ юхăма миçе çулта чухне хутшăннă?
— Вунсаккăрта! — мăнкăмăлне пытармасăр хуравларĕ Натюш.
«Вунсакăр çулхи хĕрача...» — хăй ăшĕнче тĕлĕнчĕ следователь.
— Качча тухнă-и эсир? Упăшку пур-и?
Ăнсăртран пулсан та, Натюшăн пирчесе çитмен суранне тĕкĕнчĕç. Анчах тăшманĕ умĕнче палăртасшăн мар:
— Ку сире кирлĕ мар, господин следователь! — татса хучĕ.
Çаках следователе те тăна кĕртрĕ. Халь çеç шеллеме хăтланнă кăмăлĕ сӳнчĕ. Сассине хăпартрĕ:
— Кирлĕ мар пулсан, ыйтмăттăм. Тепĕр хут астутаратăп: суйса е кутăнлашса хăтăлаймăр. Качча тухнă-и? Çемье пур-и?
Следователь хăпмасси паллах. Тата ăна пĕлтерсен те ним тăваймĕ.
— Качча тухнă! Çемье çук!
— Упăшку кам пулнă?
— Учитель.
— Халь ăçта?
— Ун хыçĕнчен çӳремен.
— Гражданка Прохорова, кутăнлашса вăхăта ан ирттерĕр!
— Виле çын ăçтине мĕнле пĕлес ман? Суйса та сутса çӳрет-и, тен!
Следователь чăр! пăхрĕ.
— Гражданка Прохорова, çӳретĕр вăл?
— Вăхăт çитсен хăвăрах ăнланăр, господин следователь. Ура çинчех вилекенсем ман упăшка çеç мар. Мул хуçисен саманине, ĕççыннисен асапне тăсасшăн кĕрешекенсем. Вăхăтлăх правительствăна çирĕплетме тăрăшакансем те вилесем.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...