Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Мăрье хӳтлĕхĕнчи çынна револьверпе хăратас çуккине тавçăрчĕ Ваймистров. Çывăха пыма та хăруша. Юри пекех хĕрĕн ашшĕ умĕнче паттăрлăх кăтартма чăрмантаракан сăлтавсем сике-сике тухни тарăхтарать ăна. Тепĕр тесен, лартăрччĕ вăл унтах. Çăкăрсăр-шывсăр аптрасан, хăех парăнĕччĕ. Унпа аппаланнă хушăра ыттисем шанăçлăрах çĕре пытанма ĕл-кĕрĕç. Мĕн тумалла?
— Кузьма Иванович! — хыпăнса ӳкрĕ Павăл. — Эсир кунта сыхласа тăрăр, эпир мăрйине çĕмĕрĕпĕр, çивиттине сӳтĕпĕр!
— Пит аван, Павел Платонович. Хăвăртрах çаврăнкалăр! — май тупăннипе савăнса хушрĕ Ваймистров.
Çак сăмахсем Урпа Çемукĕн хăлхине те пырса кĕчĕç. Юри хăратасшăн кăлаçнă пек кăна туйăнчĕ ку ăна. Анчах кĕçех пӳрт тăрринче ура сассисем кĕптертетни илтĕнчĕ. Акă мăрье тĕлне çывхарчĕç, шаккама пуçларĕç. Тăпра тĕпренчĕкĕсем ĕнсе çине шĕпĕртетрĕç. Юри мар, чăннипех çĕмĕреççĕ иккен. Урпа Çемукĕ персе пăрахасран та ытларах хăраса ӳкрĕ: тытса каясран хăтăлса юлаймăн, мăрьене çĕмĕрсен, çивиттине сӳсен, хĕл кунĕнче çемйи ăçта пурăнĕ?.. Каярах пулсан та, пуçне сулăмлă шухăш пырса кĕчĕ — çав сехмете чĕрĕ хăвармаллаччĕ-и? Арман пĕвине пуçхĕрлех ярантармаллаччĕ. Вĕçĕ пĕрречче. Тӳрешарасене никам те евитлейместчĕ. Ак ĕнтĕ палласа юлма ĕлкĕрнисене тустарса çӳрет. Хăрушă пулин те, пуртта пăрахмах лекет.
— Ан çĕмрĕр! Хамах анатăп!
— Анатăн-и?! — пӳрт тăрринчен ихĕлтетни илтĕнчĕ. Урпа Çемукĕ, аллине çĕклесе, мăрье хӳтлĕхĕнчен тухрĕ.
— Хама шеллеместĕп, марьене кăна ан çĕмĕрĕр, — йăлăнчĕ вăл.
— Эй-й? Пӳрт тăрринчен анăр! — хушрĕ Ваймистров.
Мăрье патĕнчи сасăсем тамалчĕç, Урпа Çемукĕн чĕри кăштах лăпланчĕ.
— Çапла, кăвакарчăнăм... Пуртăпа хирĕç тăрса хăтăлас çук эс пирĕнтен! — Урпа Çемукĕ ансанах тапăнчĕ Ваймистров. — Сан пеккисене нумай курнă эпир, нумайăшне чĕрне хушшине хĕстернĕ. Каласа пар ĕнтĕ: кампа çаратрăр, сире ертсе пыраканĕ кам?
Урпа Çемукĕ аллă çулалла çитнĕ. Çавăнпа кăçал мольă хăвалас ĕçе кĕрĕшеймерĕ. Паян ак, кӳршĕ лашипе юлашки тыррине авăртма кайсан, арманта пăтăрмах сиксе тухрĕ. Павăлăн лар айĕнче çăнăх юхмалли шăтăк пур тенине халăх тахçанах илтнĕ, тĕрĕслеме çеç хăранă. Натюш пасарта тухса каланă хыпар юнашар ялсене те сарăлма ĕлкĕрни çынсен хăюлăхне çĕнлерĕ. Вара Павăлпа мелникĕ ампартан тухсанах тĕрĕслекенсем тупăнчĕç. Çăнăх юхнине харпăр хăй куçĕпе курса ĕненчĕç. Павăл ампара таврăнсанах, Урпа Çемукĕ çиллине шăнараймасăр çулса илчĕ. Лешĕ тарма хăтлансан, хуса çитсе тытрĕ. Çавăнтах тăсса ӳкерсе ислетрĕç, ампарне тустарчĕç. Урпа Çемукĕ икĕ михĕ лектерсе таврăнчĕ. Акă мĕншĕн пуçне çиме лекет ĕнтĕ унăн. Пурпĕр, çакăнта пуçтарса вырттарсан та, никам ятне асăнмĕ.
— Хуть касса, хуть персе вĕлерĕр, хуçана çапса пăрахаканĕ эпĕ. Урăх никам хутшăннине астумастăп. Çур михĕ çăнăх та хурса килтĕм. Кĕлетрех, илсе кайăр!
Урпа Çемукĕ хыттăн калаçни Ваймистрова тилĕртрĕ. Çенĕк алăкĕ патнелле çынсем çывхарнине сиссен, сасар-тăках çакна аса илчĕ: хĕрĕн ашшĕ умĕнче чапа тухма шăп вăхăт.
— Эсĕ тунма-и-ха?! Халь çăварунтан кĕрсе уру тупанĕнчен тухăп! — кăшкăрчĕ те хаяррăн Урпа Çемукне чăмăрĕпе тăрăслаттарма пикенчĕ, — Кала! Кампа çаратрăр? Кам ертсе пычĕ?!
Урпа Çемукĕ ним шарламасăр тӳсрĕ.
Павăлпа икĕ милиционер кĕчĕç. Тăшманне ним шелсĕр хĕненине курсан, Павăл тем пекех савăнчĕ. Хăй те тăрлĕччĕ, ыттисем тарса хăтăласран хăраса сăмах хушрĕ:
— Кузьма Иванович, ăна тĕпчесе вăхăта ирттерес мар. Хам пĕлекеннисене ухтарас.
Ваймистров килĕшрĕ. Кĕлете кĕрсе, çур михĕ çăнăха илсе тухрĕç, çуна çине çавăрса печĕç. Тек шырамарĕç. Урпа Çемукĕ аранах çăмăлраххăн сывласа ячĕ. Ан тив, ăна тытса каяççĕ, çемйи валли çапах мих çурă çăнăх юлать. Малтанах уйрăм-уйрăм пытарма ăс çитерни аван пулчĕ. Вăл пĕтиччен таврăнĕ те-ха.
Тӳре-шарасем килнĕ текен хыпар яла çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлчĕ. Урпа Çемукĕ патне кĕнине пĕлсен, мĕншĕнне те тавçăрчĕç. Çăнăх тиесе килнисем шанăçлăрах вырăна пытарса тухса шурĕç. Ваймистровсем икĕ çынна кăна, ытлашши хутшăнманнипе пытанма шутламанскерсене, тытрĕç. Çапла вĕсем виç-тăватă ялта вунă çынна арестлерĕç. Тупăннă пек çăнăхне армана леçтерсен, Атăлкассине таврăнма шутларĕç. Анчах Павăл чĕри пурпĕр лăпланаймарĕ. Ыттисене тăн памалăхне арестленисене суд тăвĕç те-ха, тапăннă çĕрте çирĕм-вăтăрăн та пурччĕ. Вĕсем ак ирĕкре юлаççĕ. Пытанса çӳрекенсем пушшех курайми пулĕç, хаярланĕç. Улах çĕрте шаккаса пăрахасран е вут тивертесрен хăрушă. Инкекрен сыхланма начальникпе çывăхрах туслашмалла та, пĕрер милиционерне армана хăвармалла. Куншăн укçа та шеллемĕччĕ. Тата калаçма та ирĕк — çуна çинче иккĕшĕ çеç.
— Кузьма Иванович... Эсир маншăн тăрăшнине тем туса çырлахтармалла ĕнтĕ.
Павăл парнелеме хатĕррине сиссен, Ваймистров тӳрех ун хĕрне аса илчĕ.
— Ман умра пуç тайма кирлех мар, Павел Платонович. Ман ĕçĕ çав. Эпĕ тивĕçĕме кăна тӳрре кăларасшăн. Анчах мана сирĕн лару-тăру канăçсăрлантарать. Хăвах ăнланмалла, вĕсем тепĕр хут та ашкăнма пултараççĕ. Эпир час-часах пулăшу параймăпăр.
— Çав шухăшпах сăмах хускатрăм, Кузьма Иванович. Армана хураллама пĕр-пĕр милиционерне хăварсан аванччĕ... Ним те шеллемĕттĕм.
— Куна кĕтме хĕн, Павел Платонович...
— Апла тесен ыйтса пăхăр. Мĕн чул кирлĕ сире? Пуянсем укçапа теме сутăн илме пултарнине лайăх ăнланать Ваймистров. Пурпĕр çилленнĕн хăтăрса пăрахрĕ:
— Павел Платонович, эсир мана çын вырăнне хумасса кĕтмен. Взятка сĕнсе, халăх милицийĕн начальникне хур кӳресшĕн!
Павăл хăраса ӳкрĕ. Йăнăш персе ячĕ-им? Юсамасан, тем курса ларăн.
— Ытлашши калаçрăм-и, тен, ан çилленĕр, тархасшăн, Кузьма Иванович. Сирĕн кăмăла пăсасшăн марччĕ. Хисепленĕрен çеç... Урăх ним тума аптратăп...
«Аптрамалли çук. Сан хĕр пур, мана качча пар кăна» теесшĕнччĕ Ваймистров, иртерех пек туйăнчĕ.
Çапла чĕмсĕрленсе пынă çĕртех хутор курăнчĕ. Начальнике хăй май çавăрмасăр уйрăлас килменнипе Павăл каллех калаçу пуçарчĕ:
— Кузьма Иванович... Чăрмантарнăшăн ан çилленĕр те, урлă-пирлĕ пулнине манса, ман пата кĕме кăмăл тумăр-ш-и? Паçăр та пирĕн çăкăр-тăвара астивеймерĕр.
Ваймистров ăшĕнче килĕшрĕ. Хĕрне тепĕр хут кĕрсе курасси, май килсен, чĕрере мĕн пуррине кăларса хурасси илĕртрĕ? Çапах, пĕр пуçăннă япала, кутăнланмах тĕвтурĕ.
— Хаваспахчĕ, Павел Платонович, вăхăт çукки хуплать. Хăвăрах чухламалла, эпир çулта чухне вулăсра тем сиксе тухасси пур, Мансăр пуçне унта никам ним тăваймĕ.
Павăл тарăхса çитрĕ. Тĕрлĕ енчен тапăнсан та, хăйĕн урапи çине лартмалла мар-çке ĕнтĕ.
— Вулăсри ĕçсем пирки мар-ха эсир, Кузьма Иванович... Ку вăл сăлтав шырани кăна. Манран темшĕн ютшăнатăр. Тав тунине йышăнмастăр. Кĕмесĕрех кайсан, килйышăм пăшăрханĕ. Çавна та пулин шута илесчĕ сирĕн.
Ваймистров сасартăках чĕрĕленчĕ:
— Тунмастăп, Павел Платонович, сан килйыш пирки шухăшламан.
— Çавăнпа калатăп, Кузьма Иванович, — парăнасса сисрĕ Павăл. — Вĕсен кăмăлне хуçас марччĕ.
— Апла тесен, лашана тăрат-ха, — хушрĕ Ваймистров. Çуна çинчен анчĕ, юлташĕсене ăнлантарчĕ: — Акă мĕн, тус-йышсем... Кантура çитсен, арестленисене хупса лартăр. Черетпе хураллăр. Эпĕ çитиччен председателе ан систерĕр.
— Эс ăçта каясшăн?
— Павел Платонович хăй патне чĕнет, — Лешсем сӳрĕкленнине асăрхасан, йăпатма васкарĕ: — Туятăп, эсир те выçса çитнĕ ĕнтĕ. Анчах хăвăрах чухламалла, арман çаратакансемпе пĕрле хăна пулаймăпăр. Нумаях кĕттермĕп. Кучченеçпе таврăнма тăрăшăп...
— Юрĕ эппин... Сăмах татнă пек пултăр, — астутарчĕç юлташĕсем.
Хапха умне лав çитсе чарăнсан, Варуç кĕтсе илме кайри пӳрте тухрĕ. Елюк каллех кĕнчелеççи тытса ларчĕ. Начальник текенни паçăр алла чăмăртанине, качча каяс пирки сӳпĕлтетнине аса илчĕ те, чунĕ кичемленчĕ.
— Вăт, çитрĕмĕр те… — алăк пуканĕ урлă каçсанах арăмне йăпатасшăн ехлетрĕ Павăл.
Упăшки чиперех тăврăнни Варуç кăмăлне уçрĕ. Пуç тайсах Ваймистрова йыхăрчĕ:
— Килех, тĕпелелле ирт!
Павăл та йăпăлтатмасăр тӳсеймерĕ:
— Варуç, эс ним те пĕлместĕн-ха. Кузьма Иванович пирĕн пата кĕмесĕрех иртсе каясшăнччĕ. Елюкпа иксĕр çилленесрен çеç килĕшрĕ.
Варуç ăнланчĕ, упăшки шухăшне тăрлама васкарĕ:
— Питех кӳренĕттĕмĕр çав...
Амăшĕпе пĕрле хĕрĕ кайри пӳрте тухманни Ваймистров кăмăлне пăсма хăтланчĕ те, кил хуçисем тарават йышăнни сирчĕ. Тата çакна аса илчĕ: хĕр ăраскалĕ пирки ашшĕ-амăш сăмахĕ татăклă, çавăнпа вĕсен куçĕ умĕнче ӳсме тăрăшмалла.
— Варуç инке, — евĕклĕн чĕнчĕ вăл, — Павел Платонович кăштах юптарма юратать иккен. Эп уншăн-куншăн мар, вăхăт çуккипе тӳрех Атăлкассинелле вĕçтересшĕнччĕ. Вулăс пысăк, йĕрке тытакан сахал. Паян та ав, эпир пулмасан, Павел Платонович пурнăçне, ун çемйин канăçне кам хӳтĕлĕччĕ?
— Хисепленĕшĕн тавтапуç, Кузьма Иванович, — каллех пуç тайрĕ Варуç. — Хывăнăр та малти пӳрте иртĕр.
— Килти пек пулăр, Кузьма Иванович...
Елюк сӳс арласа лăрнине курсан, Ваймистров кăмăлĕ çĕкленчĕ.
— Ырă каç сунатăп, чиперкке! — терĕ вăл.
— Хăвăра та çавнах сунатăп... — ирĕксĕртен хуравларĕ те Елюк сăнама пикенчĕ. Сивĕ çĕрте çӳренĕрен пит-куçĕ хĕремесленни палăрать. Ытти паçăрхинчен ним чухлĕ те улшăнман. Тĕпсĕр куçĕ çисе ярасла çунать. Елюк чĕри тискер кайăкпа тĕл пулнăн вăркама пуçларĕ. Сӳс хӳтлĕхне пытансан та лăпланма çук-çке. Юрать, амăшĕ апат-çимĕç хатĕрлерĕ те, ăна сĕтел хушшине лартрĕç.
Антарнă яшкана сыпас вырăнне Ваймистров, тем çитмен пек, кашăк та тытмарĕ.
— Кузьма Иванович, нивушлĕ çакнашкал пысăк ĕç хыççăн та пĕрер черкке ĕçес мар? Тен, эсир сăмакуна тиркетĕр-и? Апла тесен, ман лайăхраххи пур, — терĕ Павăл.
Ваймистров хăйне эрехпе аташакан çын мар пек кăтартасшăн татах кутăнлашасшăнччĕ. Лайăхраххи тесен, ĕçес килнипе çăварĕ шывланчĕ. Вăрçă тухнă кунах патша эрех сутассине пĕтернĕ пирки динатуратпа одеколон лакса йăлăхнă. Спирт ĕçме май килнĕшĕн хĕпĕртерĕ.
— Чăнах-и?
— Суймастăп ĕнтĕ. Хусанта тупнăччĕ. Сирĕн телейшĕнех юлнă-и, тен, Варуç, илсе кил-ха!
Арăмĕ пулштух кĕленчипе спирт, икĕ черкке йăтса пычĕ.
— Пĕр юратса та пĕр савса ĕçер-ха!
— Çук, апла мар, Павел Платонович! Эпир ĕçетпĕр те, хуçа арăмĕпе-хĕрĕ айккинче тăраççĕ. Ахăртнех, мана çын вырăнне шутламаççĕ. Пытармастăп, эпĕ нумай çĕр-шыва, хулана-яла çитнĕ. Кунашкалне çеç курман. Ман хамăн та туртана каялла çавăрмалли çеç!
Павăл арăмĕпе хĕрĕ çине сиввĕн пăхрĕ:
— Эсир мĕн çăвар карнă? Е Кузьма Иванович ӳпкеленине илтмерĕр-и?
Такам темле ăслă, пурне те ăçтан пĕлсе çитерĕн? Хальччен тӳре-шарасем амăшĕпе хĕрне хăйсемпе пĕрле ларма йыхăракан марччĕ. Куншăн пăшăрханнă та. Анчах пурăна киле хăнăхнăччĕ. Ку тата, пĕрле лармасан, çăкăр-тăвара астивесшĕн те мар.
— Эй, турă, ара... Чăвашăн йăли çапла, арçынсем ĕçнĕ çĕрте хĕрарăмсен ĕç çук.
— Эп ку йăлана йышăнмастăп, Варуç инке! Çиппи йĕппинчен юлмасть теççĕ чăвашсем.
— Юрĕ-çке, юрĕ... — килĕшрĕ Варуç.
Елюк та, кĕнчелеççине чăлан çумне тайăнтарса, сĕтел патне пычĕ. Ашшĕ-амăшĕ хисеплеме тăрăшсан та, Ваймистровпа юнашар пуласшăн марччĕ. Анчах урăх вырăн çуккипе ирĕксĕртен ларма тиврĕ.
Ваймистров чĕри савăнăçлăн тапма пуçларĕ, Елюк юриех çак вырăна суйласа илнĕн туйăнчĕ.
— Вăт капла илемлĕ... Икĕ мăшăр пултăмăр. Çиме-ĕçме кăмăллă.
— Эпĕ те хавас... — начальник- шӳтленĕ пек сунса, хапăлларĕ Павăл. — Сирĕн сывлăхшăн ĕçер-ха!
— Апла мар, Павел Платонович, пурин сывлăхĕшĕн те. Эсир хăвăр мăшăрна, эпĕ хамăнне тав тăвăп.
— Тархасшăн!
Варуç теме сиснĕн кӳренчĕ. Чăнах, ашшĕ-амăш умĕнчех кам хĕрĕ ют çынпа эрех ĕçет-ши? Анчах упăшки ытла çăмăллăн парăннипе чĕлхине çыртрĕ.
— Елюк, тав сана, — терĕ Ваймистров, черккене çĕклесе.
Паçăрах кичемленнĕ хĕр ăшчикĕ пăтранчĕ. «Мăшăр» тесе чĕнме мĕнле хăять вăл?! Çавăншăнах çаврăнса та пăхмарĕ.
Хĕр хисеплеменни Ваймистрова тилĕртсе ячĕ. Черккене сĕтел çине лартса, шăл витĕр сăрăхтарчĕ.
— Апла иккен... Сире тус-йыш тесе кĕнĕччĕ. Эсир тиркеме пăхатăр. Тивĕçсĕр тетĕр эппин? Мĕнех эпĕ сывпуллашма та хатĕр!.. — Ваймистров ура çине тăчĕ.
Павăл тăвăлса кайрĕ. Милици начальникĕ пуçĕпех çаврăннăччĕ. Эрех ĕçме килĕшрĕ. Пĕрле ĕçекенрен вара хуть кантра яв. Ассăр хĕрĕ пăсса хучĕ. Шӳтле хăтланнăшăн нихăш енчен те катăлас çукчĕ.
— Кузьма Иванович, тăхтăр-ха! — Ваймистрова лăплантарма пикенчĕ Павăл. Çавăнтах Елюка хăтăрса тăкрĕ: — Эс мĕн, пĕчĕк ача-им?! Тав куркине кам сĕннине пĕлес пулать!
Хĕр шартах сикрĕ. Ашшĕ çак тери çилленнине нихçан астумасть. Тӳре-шара кăмăлне тивĕçтерменни, паллах, пысăк йăнăш. Вăрă-хурахсем татах тапăнсан, пулăшу ыйтма кам патне кайăн?
— Кузьма Иванович... — йĕрĕннине пытарса йăл кулчĕ Елюк. — Эсир ним сăлтавсăрах çĕтĕлетĕр. Халиччен ĕççе курманнипе тӳрех хуравлаймарăм. Сирĕншĕн тесен... Сав мана...
Ваймистров аранах çаврăнчĕ.
— Апла тесен, тав куркине йышăнатăр-и?
— Йышăнмасăр.
Павăл та çăмăлраххăн сывласа ячĕ.
— Ну вăт... Хумханма кирлĕ марччĕ, Кузьма Иванович... Эсир кунта чи çывăх çын. Ĕçĕр-ха!
— Хам та çапла шутлатăп. Елюк пăркалании кăштах-кӳрентерчĕ те, ĕнтĕ иртрĕ. Пурсăра та сывлăх сунатăп! — Ваймистров черккене çăварĕ çине ӳпĕнтерчĕ. Спирт хăвачĕ вар-хырăмне ыррăн каскаларĕ.
Павăл çакна сăнама ĕлкĕрчĕ. Ку тӳре-шара та, ĕлĕкхисем пекех, эрехе лайăх ярăнтарать. Паçăр ахалех турткаланнă.
— Ĕнтĕ çырткалăр-ха! — терĕ те Павăл хăй валли тултарчĕ. Арăмне тав туса ĕçрĕ. Вара хĕрĕпе иккĕшне шыв хутăштарса пачĕ.
Варуç, тав куркине халиччен те тĕппипех пушатнăскер, тепĕр хут сĕнессе кĕтмерĕ; Елюк тутине çеç тивертрĕ. Куç илмесĕр сăнаса ларакан Ваймистров астутарчĕ.
— Кунашкал юрамасть, Елюк...
— Чăнах, Кузьма Иванович, урăх ĕçейместĕп.
— Эсир тав куркине ырă сунса йышăннине курас килет ман, — çине тăчĕ Ваймистров.
«Çамрăк хĕре ятне туни те çитĕ, ăна ирĕксĕрлени киревсĕр», — теесшенччĕ Варуç, упăшки сиввĕн пăхмипе шарламарĕ.
Павăл каллех авăкланчĕ. Пуçĕпех çырлахма пуçланă çынна хĕре тепĕр хут кăмăлсăрлантарасшăн-и? Пĕр черкке ĕçнипе темех пулас çуккине пĕлмест-ши?
Елюк ашшĕ-амăшĕ хута кĕрессе шаннăччĕ. Лешсем чĕлхисене çухатнăн ларни чăрсăрланма хистерĕ. «Юрĕ эппин... Хĕрӳ мĕнле пултарнине кăтартăп сире, савăнăр!» — куренсе шухăшларĕ те тултарнă эрехе янк тутарчĕ. Антăхнипе çăварне карса пăрахрĕ.
— Панулми çыртăр! Иртсе кайĕ! — сĕнчĕ Ваймистров.
— Вăт ку тав курки темелĕх пур! — кулкаларĕ Павăл. Елюк ашшĕне тем каласа хурĕччĕ, ют çын умĕнче хăю çитереймерĕ. Ваймистров тыттарнă улмана шатăр çыртрĕ те спирт йӳççи сирĕлсен кулса ячĕ.
— Аранах эрех ĕçме вĕрентрĕр. Ĕнтĕ ӳпĕнтеретĕп кăна!
Павăл арăмĕпе хĕрне урăх тултарса памарĕ. Ваймистровпа иккĕшĕ тепрер черкке ĕçрĕç, кăштах çырткаларĕç. Кунĕпе выçаллă-тутăллă хумханса çӳренипе Павăл часах ӳсĕрĕлчĕ. Ваймистров йăлтах хăй май çаврăннăн сунса, çул çинче вĕçленеймен сăмахне хускатрĕ:
— Кузьма Иванович, ан çилленĕр те, кашнин хăйĕн юрри тенĕ евĕр, ман çакнах ыйтас; армана сыхлас пирки мĕн шутлатăр-ши? Паçăр мана «хур кӳретĕр» тесе ятларăр та... Кĕсъе туллирех чухне тивĕçлĕх те витĕмлĕрех. Сире пĕр милиционерне арманта усрама ним те мар. Пархатарĕ ытлашшипех пулĕ. Магазинтан мĕн кирлине суйласа илĕр. Укçан та шеллемĕп. Тен, эсир Улитинтан хăратăр? Кăлăхах. Вăл мана хирĕç каймĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...