Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Мана уезд комиссарĕ кирлĕ! — терĕ.
Вăрах кетме лекмерĕ — трубкăра паллакан сасă илтĕнчĕ.
— Кам шăнкăравлать?
— Атăлкасси вулăсĕнчен... Улитин...
— Мĕн унта?
— Надежда Прохоровна амăшĕ халь çеç кантурта пулчĕ.
— Вара?
— Ман шутпа, ĕненчĕ пек.
— Курăпăр. Йăнăшмасан тав тăвăп. Тата мĕн хыпар пур?
— Çав каçах Прахăр çемйин мулне çаратнă. — Аппаратра тем лăкăртатнипе кашкăрчĕ: — Алло! Константин Сергеевич, эсир илтетĕр-и?..
Лаврский сасси каллех тупăнчĕ:
— Куна тусме çук! Шыраса тупма тăрăшăр.
— Ăнланатăп, Константин Сергеевич!
— Ну, вăт... ĕç-пуçсем мĕнле аталани çинчен пĕлтерсех тăрăр!
Улитин трубкăна вырăнне çакрĕ. Дежурти милиционератхушрĕ:
— Начальнике чĕнсе килĕр!
Ултă милиционер сĕтел хушшинче картла выляççĕ. Умра четвĕрчĕпех сăмакун. Кама кирли хăех тултара-тултара ĕçет. Вĕсен чĕлхисенчен тухакан сăмахсене илтсен, этем мар, шуйттан та хăсса ямалла. Вĕçĕмсĕр табак мăкăрлантарнипе пӳлĕмре сывлама çук. Камсем вĕсем, ăçтан пухăннă? Ку ыйту çине Улитин хăй те хуравлаймĕ. Вĕсене милиционера йышăннă чухне тĕпчесе тăман. Вăхăтлăх правительствăшăн пуç хума та хатĕр тени темрен хаклă пӳлнă. Тĕрĕссипе, вĕсен хушшинче пĕр путлĕ çын çук. Çиччĕшĕ, унта-кунта çапкаланса çӳренĕскерсем, пăтăрмах саманапа усă курса, ĕçлемесĕрех ыр курса пурăнасшăн килсе кĕнĕ. Ваймистровпа унăн виçĕ юлташĕ вăрă-хурахсем.
— Начальник ăçта? — ыйтрĕ дежурнăй милиционер.
— Ăна сыхлама арăмĕ мар!
— Эпир хурала кĕрĕшмен! — ахăрашрĕç картла вылякансем.
Кунта тупсăмне тупас çуккипе дежурнăй начальник хваттерне кайса пăхма шутларĕ.
Тумланнипех, хĕçпăшалланнипех пуçне сĕтел çине хунă Ваймистров ним туйми харлаттарать. Сĕтел çинче сăмакун кĕленчи ларать, тăварланă хăярпа çăкăр татакĕсем сапаланса выртаççĕ.
Кĕнĕ-кĕменех пĕр стакан тултарса ĕçрĕ те дежурнăй милиционер çырткаланă май хырăмне шăлкаласа чĕнчĕ:
— Начальник юлташ! Начальник юлташ! — Лешĕ пур-пĕрех туйманнипе хулпуççийенчен лăскарĕ. — Вăранăр-ха!
Ваймистров шарт сикрĕ. Хăравçăлăх пĕтĕм чĕрине витнĕрен ухмаха ернĕн сиксе тăчĕ, револьверне туртса кăларчĕ.
— Сирĕл! Перетĕп!
Дежурнăй милиционерăн чунĕ чĕрне вĕçне çитрĕ. Сасси те аран тухрĕ:
— Начальник юлташ, эп айăплă мар. Мана председатель хушрĕ.
Ваймистров тăна кĕчĕ те хăйĕнчен хăй йĕрĕнчĕ: хăравçă! Мĕн калĕç ĕнтĕ? Луччă ӳсĕре перес. Енчен енне сулăнкаларĕ, каллех ларчĕ. Пуçне сĕтел çине хучĕ, шăлне шатăртаттарчĕ.
Милиционер аптраса ӳкрĕ. Тухса шăвас та «ним пĕлми ӳсĕр выртать» тес-и? Кайран тем тăвĕ. Ăнсăртран инкек çапасран хăтăлма алăк хăлăпне тытрĕ.
— Начальник юлташ, председателе мĕн калама хушатăр?
Ваймистров пуçне çĕклерĕ.
— Мĕн?! — дежурнăй милиционер алăкран тухса сирпĕннине асăрхаса кăшкăрчĕ: — Ăçта каятăн?
Çакна илтсен, лешĕ каялла пычĕ, алăка уçса пăхрĕ.
— Ма таратăн?
— Начальник юлташ, эсир мана персе пăрахма тăтăр!
— Чăнах-и? — кулса ячĕ Ваймистров. — Ман милиционер тăшманпа тĕл пулсан мĕн хăтланĕ тесе кăна тĕрĕслерĕм. Мулкач чĕриллĕ иккен эсĕ.
— Начальник юлташ...
Милиционер хăй хутне кĕрсе тем каласшăнччĕ те, Ваймистров пӳлчĕ:
— Ийя, хăравçă эсир. Сире шанма çук. Унсăрăн çавăнтах револьвере туртса кăларăттăр та персе пăрахăттăр!
— Эсир çилленмĕттĕр-и вара?
— Ассăр этем! Вилсен, кама çилленсе хăратăн?
— Юрĕ, тепĕр чух аса илĕп. Эсир хушнă пек тума тăрăшăп.
— Ну вăт... Халь ĕç çинчен!
Лăпланса çитнĕ дежурнăй милиционер тепĕр стакан тултарса ĕçрĕ, хăярпа çăкăр çырткаларĕ.
— Ну, мĕн çăмăлпа килтĕн?
— Председатель хăвăртрах пыма хушрĕ.
— Мĕн сиксе тухнă тет?
— Шарламарĕ.
Тĕкĕр çине пăхсан, Ваймистров хăйĕнчен хăй шикленчĕ. Çӳçпуçĕ лапăстатнă та вирелле тăнă, куç хупанкисем тăртаннă. Кусар евĕр сăмси те пĕр еннелле чалăшнă пек туйăнать. Кунашкал управ председателĕ умне курăнма юрамасть.
— Пĕр витре шыв ăсса кил-ха хăвăртрах! — хушрĕ Ваймистров. Дежурнăй милиционер таврăннă çĕре пилĕк таран хыванчĕ. Çурăмĕ, пуçĕ тăрăх шыв яртарчĕ.
— Ну ват, эпĕ хатĕр! — терĕ те юлашкинчен сăмакун тултарса ĕçрĕ.
— Ытла нумай кĕттертĕр, Кузьма Иванович! — сӳрĕккĕн астутарчĕ Улитин.
— Ăçта кайма васкамалла? Хуняма карчăк ĕçке чĕнмен пӳле-çке? — ним хăрамасăр тавăрса хучĕ Ваймистров.
— Хуняма карчăк йыхăрнă çĕре васкама кирлех мар. Вăл кирек хăçан та йышăнĕ... Энĕшкассинче, ав, ĕнер тытса килнĕ хĕрарăм кил-çуртне çаратнă...
— Председатель юлташ... — малтанхи пекех йĕлпĕререх хирĕç печĕ Ваймистров. — Такама çаратнăшăн хыпăнса çӳремелле тет-и? Пирĕн таврара вăрăсем мĕн ĕлĕкрен купипе. Кашнишĕн хуйхăрсан, ура çине пуçĕпех тăраймăн!
— Начальник юлташ! — юлашкинчен кăшкăрса пăрах-рĕ Улитин. — Эсĕр мĕн, халь те ӳсĕр-и е мухмăр кастарать-и сире? Манпа хураллашма мĕнле хăятăр?!
Ваймистров ытлашширех чĕрре кĕнине ăнланчĕ, мирлешме тăрăшрĕ:
— Эпĕ хураллашса мар, Арсентий Ксенофонтович, килсе кĕнĕ-кĕмен ман çине тапăнни кăмăла пăсрĕ. Çаратса кайни чăннипех усал ĕç. Анчах уншăн пĕр-пĕрне кӳрентермĕпĕр!
— Ирĕксĕртен ятлаçма лекет. Пĕлетĕр-и, Надежда Прохоровнăна тытса килнĕ милиционерсене шанмаççĕ!
— Камсем?!
— Энĕшкасси халăхĕ приговор çырсах çирĕплетнĕ!
— Элек ку! Нихçан илтмен элек!
— Эсир вĕсем мĕн туса çӳренине тĕрĕслерĕр-и?
— Тĕрĕслеме кирлĕ те мар. Вĕсене уезд комиссарĕ пилĕк талăка хуптарнă. Унтан тухса çӳреймессе ним иккĕленмесĕр çирĕплетме пултаратăп!
Улитин пурпĕрех вĕçне çитиех ĕненмерĕ.
— Атьăр, кайса пăхар!
Ваймистров тавçăрулăхĕпе сыхлăхĕ кăлăх пулмарĕ. Хăйсене хупса лартма хушнине пĕлтерсен, Улянасене çаратса килнĕ милиционерсем хирĕçлесшĕнччĕ. Ваймистров хăратсах парăнтарчĕ. Ак ĕнтĕ, арестлекен пӳрте васкаса кĕчĕç те, урайĕнче икĕ çын тăсăлса выртать. Çĕр хута çӳресе ывăннипе тата эрех кӳпсе тултарнипе ним туйми çывăраççе.
— Тĕрĕс-и? — хăй çĕнтернипе хĕпĕртерĕ Ваймистров.
— Çавнашкал курăнать.
— Кусем чи шанăçлисем. Каç комиссар хăтланни кăна тĕлĕнтерчĕ.
— Константин Сергеевич тĕрĕс тунă. Милиционерсем-и е урăххисем-и, харпăр хăй тĕллĕн айкашнине тӳсме çук. Çакна сире те ăнланма вăхăт!
— Комиссарăн та вĕсем Вăхăтлăх правительствăшăн пуç хума хатĕррине шута илмеллеччĕ. Çаратнă пулсан, мулне тупма та хăйсене хушма лекет. Ыттисем ĕç кăлараймĕç. Анчах вĕсен тата тăватă талăк лармалла. Унччен вăрăсен йĕрри те юлмĕ. Ирĕк парăр, айăпне хам çине илетĕп!
Ваймистров çаратнă япаласене вырнаçтарас пирки каçах шухăшланăччĕ. Тус-йышĕсем ире яхăн çеç таврăнчĕç те, вĕсене хупса лартмаллипе майлаштараймарĕ. Телей. хăех çитрĕ иккен. Кĕçех вăррине шырамалла пек япалисене ăсатĕç.
— Эсир ырă кăмăллине пĕлетĕп эпĕ, Арсĕнтий Ксенофонтович! — терĕ те Ваймистров вăрă-хурахсене тапа-тапа ятлама пикенчĕ. — Тăрăр! Мĕн тесе выртатăр!
Лешсем ĕмĕр тăршшĕпех сыхланса пурăнма хăнăхнă йăлипе сиксе тăчĕç, алчăранă куçĕсене выляткаларĕç. Ăçтине тавçăрайман, каç мĕн пулса иртнине манайман пирки алăк патнелле сулăнчĕç.
Ваймистров хăй те çавах мар-и? Пакăш ращинчен тухнăранпа ӳсĕр чухне кăна канăçлăрах çывăрать. Урă чух яланах çаратнă çынсем килсе хупăрлассăк туйăнать. Çавăнпа тус-йышĕсене лăплантарма васкарĕ:
— Куçа уçăр та председателе тав тăвăр. Вăл сире ирĕке кăларма хушрĕ.
Мнлиционерсем, тăна кĕрсе, тăрăлма пуçланă куçĕпе пăхрĕç те Улитин тăнине асăрхарĕç.
— Тавтапуç, председатель юлташ! Шанăр, эпир сирĕншĕн, Вăхăтлăх правительствăшăн шыва е вута сикме те хатĕр!
Милиционерсем ытла тирпейсĕрри тата вĕсенчен сăмакун шăрши кӳкĕрни Улитина килĕшмерĕ. Анчах шарламарĕ. Çаврăнчĕ те Ваймистрова хăйпе пĕрле пыма хушрĕ.
— Ну, ман милиционерсем çаратма кайманнине ĕнентĕр-и? — кантура кĕрсенех сăмах хускатрĕ начальник.
— Иксĕмĕр ĕненни сахал, Ваймистров юлташ. Усал хыпар вулăсĕпех сарăлма ĕлкĕрнĕ-и, тен?
— Эп вĕсене!.. — ним калама аптранă енне хăлаçланчĕ Ваймистров.
— Мĕн вĕсене? Ялĕпех е вулăсĕпех тĕрмене хупас тетĕр-и? — Ваймистров чыхăннине сиссе, малалла каларĕ: — Халăх çăварне хуплама пĕр май çеç: çаратнă япаласене тупса тавăрса памалла. Ку иксĕмĕршĕн те усăллă. Пуринчен ытла сире халăх шанакан пулĕ. Вăрăсен сехрине те хăпартĕ.
Улитин шухăшĕсем Ваймистрова тепĕр май çунатлантарчĕç. Чăнах, мĕншĕн шанăçа кĕме тăрăшмалла мар? Ун хӳттипе çаратма тата аван-çке!
— Ăнланатăп, Арсентий Ксенофонтович. Тупатпăрах тесе çирĕплетмесен те, вăй-хал çитнĕ таран тăрăшăпăр.
— Юрать... Тата çакна каласшăн сире, Кузьма Иванович... Милиционерсем хушшинче дисциплина çук. Пуринчен ытла тирпейсĕрри тарăхтарать.
— Ним те ăнланмастăп, Улитин юлташ. Эпĕ куна асăрхаман-çке! — кӳреннĕ пек пулчĕ Ваймистров.
— Асăрхама кирлĕ мар. Халь курнă милиционерсем те çавах. Çын сăнарне çухатнă. Хăйсенчен сăмакун пички шăрши килет. Сире те çав шăршах çапнă.
— Председатель юлташ!..
Ваймистров татах хирĕçесшĕнччĕ, Улитин сассине хăпартни пӳлчĕ:
— Çапла, начальник юлташ! Сирĕнтен те сăмакун шăрши кӳкĕрет. Эсир полицейски мар, халăх милицийĕ. Кун пирки сире юлашки хут калатăп: тăна илмесен, çирĕпрех мерăсем йышăнăпăр!
Кĕтмен çĕртен Павăл хашкаса кĕни Улитинпа Ваймистров хушшинчи калаçăва татрĕ. Лешĕ пит-куçне марлĕпе çыхтарма ĕлкĕрнĕ. Тутисем хытса тăртаннă.
Улитин хăраса ӳкрĕ. Таçта тем сиксе тухнине тавçăр-чĕ, хăвăртрах пĕлесшĕн:
— Павел Платонович, мĕн пулнă сире? — терĕ.
— Çаратрĕç! Хама чут çеç вĕлермерĕç! — çăварĕ уçăлманнипе сассине аран кăларчĕ Павăл.
— Камсем?
— Пурне те ăçтан каласа пĕтерĕн! Çĕр çын та пулĕ. Аманакри Урпа Çемукĕпе Варасăрти Сутник пуçарчĕç. Кĕреçе çăнăхне хаклă илетĕн теççĕ. Кашни çуркунне пĕвелесе укçа тăкакланине курмаççĕ вĕсем. Тата лар айĕнчен çăнăх юхнă пулнă. Эпĕ ăна хам та асăрхаман. Халăх кунашкал иртĕхе пуçласан, мĕнле тӳсĕн? Паян армана, ыран кил-çурта тапăнĕç. Ав, Энĕшкассинчи Уляна аппана çаратса кайнă теççĕ.
— Кузьма Иванович, илтрĕр-и? — Павăл чарăнсанах çуйланса астутарчĕ Улитин.
— Илтрĕм, — хăвăрт çирĕплетрĕ Ваймистров.
— Арман çаратакансене мĕн тумалла, сирĕн шутпа?
— Пуçаракансене халех хупмалла. Çăнăхне хуçине тавăрса памалла!
— Эп хам та çаплах шутлатăп, Кузьма Иванович.
— Тархасшăн, ырă çын пулăр, нихçан та манмăп! — йăлăнчĕ Павăл.
— Халех ĕçе тытăнăр, Кузьма Иванович!
XIII
Кил хушшинче хыçлă çуна тăрать.
— Кам лавĕ? — ыйтрĕ Ваймистров.
— Манăн. Пĕрле каятпăр!
— Пит аван. Анчах пире пĕр лав çитмест. Хамăр пурăнакан çĕре кĕрсе, тепĕр лаша кӳлетпĕр.
Ĕлĕк полици станĕ пулнă тĕле çитсен, Ваймистров çуна çинчен анчĕ те:
— Эсир çакăнта кĕтĕр. Эп кĕçех таврăнатăп! — тесе хăварчĕ.
Пӳртре çав-çавах картла выляççĕ. Пушана пуçланă четвĕрт те сĕтел çинчех. Укçине выляса пĕтернисем вырăн çинче тапкаланса выртаççĕ. Ваймистров, дисциплина пирки асăрхаттарнине аса илчĕ пулас та, тăвăлса кайнăн кăшкăрчĕ:
— Пăрахăр выляма! Сăмакун шăрши те ан пултăр!
— Ма пăрахмалла тет? Лар пĕрле! Халь çаппа-çарамас тăратса хăварăпăр! — хăйсене пит ирĕклĕ тыткалама хăнăхнипе шӳтлерĕç милиционерсем. Тахăшĕ сăмакун тултарса Ваймистров енне тăсрĕ. Лешĕ стаканĕ-мĕнĕпех çапса сирпĕтрĕ.
Милиционерсем ура çине сиксе тăчĕç. Ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе сасартăках ним калама, ним тума аптрареç. Ĕнтĕркени иртсен, çиллессĕн урмăшрĕç:
— Эсĕ мен?! Кама хăратасшăн?!
— Ытах тесен, халь йăвашлантаратпăр!.. Ваймистров чунĕ ура тупаннелле анчĕ. Ахаль те ушкăнран хăраканскер, кусем тем тума пултарасса сисрĕ. Анчах хăранине çиеле кăларсан, вĕсене итлеттереймĕн.
— Молчать! — хаяррăн кăшкăрчĕ те сĕтеле чышрĕ. Сăмакун четвĕрчĕ йăванчĕ, кусса çĕре ӳкрĕ. — Кам вăл мана йăвашлантараканни?! Кам влаçа хирĕç тапăнма шутлать?! Ну, тухăр! Е сире персе пăрахма аллăм чĕтрĕ-и?! — çавăнтах револьверне кăларса маччаналла кĕрĕслеттерчĕ.
Милиционерсем минресе кайрĕç. Кирек мĕн пулсан та, начальник çак териех чăрсăрланасса кĕтмен. Куç умĕнчен сирĕлме тăрăшрĕç.
Ваймистров лаштах сывласа ячĕ. Çапах аллинчи револьверĕпе юнама чарăнмарĕ:
— Ну, кам йăвашлатасшăн?! Тухмастăр-и?! Апла-тăк, эп каланине итлĕр. Эсир хăвăр камне, халăх милицийĕ иккенне ăнланмастăр. Сирĕн хушăра дисциплина, тирпейлĕх çук. Çĕрĕн-кунĕн сăмакунпа иртĕхетĕр. Управ председателĕ Улитин юлташ ятарласа çапла астутарчĕ: дисциплинăна хытармасан, чи малтан сана шăпăрпа хăвалатăп, кирлĕ пулсан, суда паратăп терĕ. Ман сирĕншĕн тĕрмене кĕрсе лармалла-и? Çук, кăвакарчăнсем, эсир Кузьма Иьанович Ваймистрова ытла сахал пĕлетĕр иккен. Малтан сире хупса пĕтерĕп. Кайран хам пирки шухашлăп. Унашкал ан пултăр тесен, ман сăмаха тăна илме тăрăшăр! — Ваймистров чĕмсĕрленчĕ. Кашкăрла куçĕ кăна çисе ярасла çаврăнкалать. Лешсем шарламаççĕ, мĕн каласса кĕтеççĕ. Милиционерсем йăлтах парăннине ĕненсен, Ваймистров сассине улăштарчĕ. — Ĕнтĕ ĕç пирки сӳтсе явăпăр!
Милиционерсем аслати хыççăнхи тӳлек çанталак евĕр чĕрĕленчĕç.
— Мĕнлĕ ĕç?
— Е пĕр-пĕр хĕре пусмăрланă-им?
— Хĕрпе каччă ĕçĕ пулсан, темех марччĕ! — нумай пĕлнĕ пек курăнасшăн хуравларĕ Ваймистров. — Алатăрсем калашле, эп хыпарлас ĕç тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă. Хура халăх Энĕшкасси комиссарĕн шăмми-шаккине ислетнĕ, ампарне тустарнă. Çав ялтах пĕр карчăк кил-çуртне çаратнă. Ку инкексем пĕтĕмпех эпир хураллама тивĕç вулăсра пулнă. «Вăрă-хурахсене тӳсме çук, халех шыраса тупмалла, çаратнă япалисене хуçисене тавăрса памалла», — терĕ председатель.
— Тупсан çаплаччĕ те!
— Çапла-и е капла... Председатель хушни пирĕншĕн саккун! — татса хучĕ Ваймистров. Çавăнтах хайĕн шайкинчи милиционерсене хушрĕ: — Эсир манпа пыратăр. Лаша кӳлĕр. Эпĕ хам кабинетра кĕтетĕп!
Лешсем лаша кӳлсе кĕрсен, çĕнĕрен ятласа тăкрĕ:
— Сире çупкăпа ислетме тивĕç!
— Мĕншĕн, начальник юлташ?
— Эсир хăвăр камне маннă, улшăнма пĕлмен! Мĕншĕн çак тумтирпе çаратрăр?
— Эпир маска тăхăннă.
— Маска... Кил хуçисем тĕресех тĕшмĕртнĕ сире. Ку хыпар пĕтĕм яла сарăлĕ. Халăх приговор çырнă. Сире таврăнсанах хупман пулсан, паянах çунаттăмăр. Вăт ĕнтĕ каç илсе килнĕ япаласене тавăрса пама лекет. — Вăрă-хурахсем ӳпкелесе пăхнине асăрхасан, ятарласах çирĕплетрĕ: — Ййя, тус-йышсем, тавăрса пама лекет! Паллах, пурне те мар. Чăрманнăшăн хăшне-пĕрне хăварăр. Ытлашши юрамасть. Çаратнă япалисене тупса пани пире тӳре-шарасем умĕнче, халăх умĕнче те шанăçа кĕме пулăшĕ. Вăт, пĕри халех Энĕшкассине кайăр та, мĕн-мĕн япала çухалнине ыйтса çыркаланçи тăвăр. Паян — кĕçнерникун. Шăматкун каçпа япаласене Энĕшкассине çитерĕпĕр. Вăррине тытмасăр япалине тупса пама хĕн. Мĕн суймаллине малтанах шутласа хурăр.
Кĕçех икĕ милиционер хăйсен лавĕ çине, Ваймистров Павăл çуни çине тухса ларчĕç. Хĕвел хĕртсе çула йăшнипе лашасем пынăçемĕн лӳпперленчĕç.
— Кузьма Иванович, ман патра лашасене кăштах сывлаттарар-ха, — хутор тĕлĕнче йыхăрчĕ Павăл.
Ваймистров сăмахсăрах килĕшрĕ, вулăсри пуянсенчен пĕрин патне кĕрсе курас килчĕ. Шухăшласан, питех тĕлĕнмелле çав. Кăнтăр çутинче вăрмантан тухма хăранă çын пуянпа юнашар ларса пырать. Çитменнине, хăнана чĕнеççĕ. Камне пĕлес-тĕк, мĕн хăтланĕччĕ-ши?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...