Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Куратăн-и, сехмет мĕнешкел чаплă çурт туса лартнă. Урăх вут тĕртсе ан çунтарайччăр тенĕ пулмалла, йĕри-таврах чул хӳме çаварнă.
— Айкаштăр. Революци çулăмĕнчен хăтăлса юлаймĕ. Çапла калаçкаласа, вĕсем пасар урамне кĕчĕç. Акă Муравьев пурăннă çурт. Кунта Натюш станри ĕçсене хыпарлама килетчĕ, чун юратнă каччи çине вăрттăн пăхса савăнатчĕ те ним каламасăрах тухса каятчĕ. Çак çуртрах вĕсем мăшăрланнă ир малтанхи хут чуптуса уйрăлнă... Ав, Микула тытнă магазин. Ĕлĕк, кĕрсенех, Уçка чупса пыраканччĕ. Халь кунта пачах урăх çынсем ĕçленипе Натюш çине çаврăнса пăхакан пулмарĕ. Ав кантур. Çавăнта вĕсем, Муравьевпа иккĕшĕ, пĕрне-пĕри юратнине пĕлтернĕ. Анук хаклă парнесем панăччĕ. Шалта халь те Муравьевпа Анук ларнăн сунса кĕрсе курасшăн-ччĕ, палламан çамрăк хĕр пуçне каçăртса тухни Натюша йăлтах тăна кĕртрĕ.
— Кам хĕрĕ ку?
— Уй, аппа... Павăл хĕрĕ — Елюк. Хăйне хăй те паллайми пулнă.
— Кунта мĕн тăвать вăл?
— Ара, Микула пиччесен магазинне Миххаран çавăн ашшĕ туяннă.
Урамра вĕсем халăх пăлханнине, кантур еннелле васканине асăрхарĕç. Çав самантрах кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Эй-й!.. Пурте кантур патнелле кайăр! Унта Шупашкартан килнĕ араттăр сăмах калать! Итлеме васкăр!
— Пасар кăшкăракан-çке? Мĕн тет вăл?
— Араттăр килнĕ тет!
— Атя, кайса итлер! — йăмăкне йыхăрчĕ Натюш. Вĕсем çитнĕ çĕре вулăс кантурĕнчен инçех мар халăх пухăнса тăнă. Натюшпа Анахвис хĕсĕнкелесе мала тухрĕç. Çивиттисĕр лавкка хăми çинче темиçе арçын тăрать. Кашнин кăкăрĕ çинче хĕрлĕ хăю велкĕшет. Хăйсене революционерсем тесе ĕнентересшĕн ĕнтĕ. Камсем-ши? Натюш тинкеререх сăнарĕ те Лаврские тĕшмĕртрĕ. Юлашкн хут вăл ăна полицейскисен станĕнче курнă.
— Вăрăм мăйлипе юнашар кам?
— Платун Павăлĕ, ара, — пĕлтерчĕ Анахвис.
— Эппин... Ĕлĕк нимех те марччĕ, халь йăлтах улшăннă. Тепри кам-ши?
— Такам вăл! — Тиеке нихăшĕ те паллаймарĕ. Улитин кăмăлĕ хавас. Ĕнер Уляна тапăннипе кăштах сехĕрленнĕччĕ, паян сирĕлнĕ. Энĕшкассинчи пуху пурпĕр шутласа хунă пек вĕçленчĕ. Тĕмшерте те çавах, Вара-сăрта, Аманикре те Вăхăтлăх правительствăна ырласа йышăнчĕç. Съездра та вăлах çĕнтерĕ. Хăйне председателе суйласса ним иккĕленмесĕрех шанать. Уляна хĕрĕ съезда пырасси кăшт канăçсăрлантарать те, темех мар. Вăл та Улитин кустăрмипе чупасси паллă.
Умĕнче сĕмĕ çук халăх тăнипе Улитин сасартăк Ĕнел халăхĕн пухăвне аса илчĕ. Тăрантас çинче тăнă çĕртех: «Çĕлĕке хывăр!» терĕ кăна — çĕршер çын çара пуçăн тăрса юлчĕç. Халь кунта сакăр ял çеç мар, вулăсри кашни ялтанах килнĕ. Ĕлĕк пулсан, каллех çĕлĕк хывма хушĕччĕ, самани урăх çав, айкашма юрамасть. Кайран, влаçа хăй аллине çавăрса илсен, тилхепене хытарĕ.
— Юлташсем! — ăш кăмăллăн пек чĕнчĕ вăл. — Атăлкасси вулăсĕнчи хресченсен митингне уçăлнă тесе шутлатăп, Раççейри лару-тăру çинчен ăнлантарма уезд комиссарне хисеплĕ Константин Сергеевича сăмах паратăп!
Лаврский хăма хĕррине пырса тăчĕ.
— Тăвансем! — çине-çинех тухса калаçма тивнĕрен сасси ывăннăн янăрарĕ. — Раççей халăхĕ ĕмĕтленни çитрĕ. Юлашкинчен те пулин революционерсем патшана трон çинчен тӳнтерчĕç. Аранах чăн-чăн ирĕклĕх, пуриншĕн те пĕртанлăх çитрĕ. Эпир шанакан, чун-чĕререн ырă сунакан Вăхăтлăх правительство вăй çитнĕ таран халăха нушаран кăларма тăрăшĕ. Союзниксем те ăна пулăшма хатĕр. Эпир вĕсемпе килĕшӳ тунине пăрахăçа хăвармăпăр, вăрçа нимĕçсене çĕнтеричченех тăсăпăр... — Халăх çав-çавах тимленине сиссен, малалла янраттарчĕ: — Юлташсем, шел пулин те, самана йывăрлăхĕпе усă курса, Вăхăтлăх правительство саккунĕсене пăсакансем те тупăнаççĕ-ха. Вĕсем хăйсене тивĕç мар вăрмансене, аслă çул çинчи хурăнсене касма пикеннĕ. Куна эпир ниепле те тӳсме пултараймастпăр. — Лаврский чарăнса сăнарĕ. Халăх хушшинче тем калаçни, пăлханни палăрчĕ. Çынсене лăплантарасшăн сассине çемçетрĕ: — Тăвансем, эсир час-часах çĕр пирки сăмах хускататăр. Хресченсен пурнăçĕ çĕр пуррипе çуккинчен килнине эпир, эсерсем, такамран та лайăх пĕлетпĕр, çавăнпа улпутсенчен туртса илсе валеçессишĕн кĕрешетпĕр. Кĕçех Учредиловка пухăнĕ те ку ыйтăва тĕпрен татса парĕ. Унччен çĕрпе хальчченхи майлах усă курмалла. Çак йĕркесене пăсакансене революцилле çирĕп саккун тăрăх айăплăпăр. Çапла ĕнтĕ, юлташсем, Раççей халăхĕшĕн хăрушă тапхăрта пĕр-пĕрне çилленессине, курайманнисене, пуянпа чухăна уйăрса пĕр-пĕринпе çапăçас йăлана пачах сирмелле. Вăй-хăвата нимĕçсене çĕнтерме пухмалла. Фронта, Вăхăтлăх правительствăна çирĕплетмелле. Ытти хăех килĕ. Сывă пултăр революци! Сывă пултăр эсерсен партийĕ! Сывă пултăр Вăхăтлăх правительство! Ура, юлташсем!
Ытла карах мар та, урра кăшкăракансем, ал çупакансем тупăнчĕçех.
Лавкка хăми хĕррине Улитин пычĕ.
— Юлташсем! — пуçне каçăртарах чĕнчĕ вăл. — Революци тивлечĕ пирĕн вулăса та çитсе ырлăх кăтартре. Уес комиссарĕ тăрăшнипе старшинана вырăнтан сирлĕтнĕ. Ĕнтĕ вулăсра правлени мар, земски управлени. Председательне вăхăтлăха, съезд пухăнса суйличчен, мана лартнă. Хăвăрах пĕлетĕр, эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех старшинапа земски начальник умĕнче пилĕке хуçнă. Çавăншăн революцие чĕререн хавасланса йышăнтăм. Апла çеç те мар, эпир, социал-революционерсем, хресченсен партинче тăракансем, Константин Сергеевич Лаврский ăнлантарнипе килĕшетпĕр... Юлташсем, сирĕн ятпа хисеплĕ комиссара çапла шантарас шухăш пур: Атăлкасси вулăсĕнче Вăхăтлăх правительство саккунĕсене çирĕп тытĕç, çĕнĕ самана йĕркисене пăсакансене ним шеллемесĕр çапса хуçĕç. Сывă пултăр революци! Сывă пултăр Вăхăтлăх правительство! Сывă пултăр эсерсен партийĕ!
Каллех урра кăшкăркаларĕç, ал çупкаларĕç.
Халăх лăплансан, Улитин кĕсйинчен хут татăкĕ кăларчĕ.
— Юлташсем, ман кунта Вăхăтлăх правительствăна ырă сунса çырни пур. Вуласа пама ирĕк парсамăр!
— Вула! Вула! — терĕç иккĕн-виççĕн.
Мĕн-мĕн çырман-ши унта! Вăхăтлăх правительство халăхăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме пултаракан пĕртен-пĕр власть иккен. Ăна Атăлкасси вулăсенчи хресченсем пĕр çын пек ырлаççĕ, мĕн хушнине пурне те тума хатĕр...
Натюш пĕр сăмахне ӳкермесĕр итлесе тăнă май ваккатпа Улитин мĕн хăтланнине лайăх ăнланчĕ. Иккĕленмелли çук, кусем иккĕшĕ те пролетарилле революци тăшманĕсем, хăйсене тăрă шыв çнне кăларакан çуккипе халăха Вăхăтлăх правительствăна парăнтарасшăн, чăн-чăн революцирен пăрса ярасшăн. Натюш çилли тăвăлса килчĕ.
— Анахвис, — хуллен чĕнчĕ вăл, йăмăкĕ хай еннелле пăхсан, хушса хучĕ: — Çакăнтах пул-ха. Эп халех таврăнатăп!
— Ăçта каясшăн эç? — тавçарайман енне ыйтрĕ Анахвис.
— Инçе мар, ав çавăнта... — аллипе трибуна еннелле сулса кăтартрĕ. — Ман çав йĕрĕнчĕксемпе калаçмалли пур!
Анахвис ним калама аптраса юлчĕ.
Натюш сывлăш çавăрма ĕлкĕриччен тенĕ пек лавкка умне çитре те сиксе хăпарче. Улитин вуласа пĕтеричченех ун умне пырса тăчĕ, халăх çинелле пăхрĕ. Чĕри тухса ӳкесле тапать. Вăл çак тери нумай халăх умĕнче сăмах каласа курман-ха.
Лавкка хăми çине никам палламан чăваш хĕрарăмĕ хăпарни çынсене ирĕксĕрех кăсăклантарчĕ:
— Кам ку? Мĕн тăвасшăн вăл?
Палламан хĕрарăм Улитина пӳлни трибуна çинчисене пушшех тĕлĕнтерчĕ.
— Гражданка, сире мĕн кирлĕ? — чĕнчĕ Лаврский.
— Эпĕ сăмах каласшăн! — хăюллăн тавăрчĕ Натюш.
Пĕр шухăшласан, Лаврский рехетленчĕ. Чăваш хĕрарăмĕ Вăхăтлăх правительствăна ырлани аван. Çапах та тĕпчесе пăхмасăр ирĕк парасшăн пулмарĕ.
— Кам эсир?
— Господин ваккат, эпĕ — çын. Çакна ăнланма сире те вăхăт! — Лаврский чĕрине тем чĕпĕтрĕ, ахаль хĕрарăм маррине сисрĕ. Анчах чăрмантарма е чарма ĕлкĕриччен Натюш сасси янрарĕ: — Юлташсем! Хăвăрах илтрĕр, халь ирĕклĕх, эпир пурте пĕр тан иккен. Хура тара ӳкиччен ĕçлекенсем те Миххапа пĕр тан. Çуркунне çитнĕ май нумайăшĕн яшка çăратмалăх та çăнăх юлман пулĕ. Платун Павăлĕн амбарĕсем вара çăнăх чышнипе çурăлас пек лараççĕ. Вăл та чухăнсемпе пĕр танах имĕш. Апла тесен Михха йышшисем хăйсен тырри-пуллине çук çынсене валеçсе параççĕ-ши? Е Платун Павăлĕ кĕреçе çăнăхне чакарать-ши? Ваккатпа тиек ун çинчен темшĕн шарламарĕç. Тĕрĕссипе, шарлама та пултараймаççĕ. Вĕсем Михха йыттисем кăна! — Натюш халăх хумханнине, пĕр-пĕринпе тем пăшăлтатнине асăрхарĕ. Лаврский кăшкăрса пăрахасшăнччĕ, инкек кĕтмен çĕртен сиксе тухнипе чĕлхи çыхланчĕ. Натюш шухăшне малалла тăсрĕ: — Аса илĕр-ха, Ĕнел çаранне туртса илме сехмете кам пулăшрĕ? Çак ваккат мар-и?! Е тиек куланай пухма пырсан сахал хĕсĕрленĕ-и?!.
Улитин тӳсеймерĕ, Натюша пӳлчĕ:
— Чарăн! Сана сăмах паман! Халех çухал кунтан! Лаврскин те чĕлхи уçăлчĕ:
— Гражданка, сире милици аллине пама тивет, Эсир мана, уезд комиссарне, хур кӳретĕр. Халăха пăлхав тума йыхăратăр!
Сасартăк халăх хушшинчен Натюш хутне кĕнĕ, тӳрешарасене сивленĕ шав илтĕнчĕ.
— Ма чаратăр!
— Ирĕклĕх тени çав-и вăл?!
— Малалла кала!
Лаврскин ура тапса çынсен сехрине хăпартас килчĕ. Халăх кĕрлени кăмăлне улăштарчĕ. Хирĕç тăрсан, пурнăç урапи çинчен сирпĕнсе юлăн. Кирлĕ чухне килĕшнинчен ырри çук.
— Тăвансем, лăпланăр! Никама та сăмах калама чарасшăн мар эпир. Ирĕклĕх тесе влаçа шутламанни, унта ĕçлекенсене усал сунни аван мар. Çавна кăна астутартăмăр!
— Тĕрĕссине каларĕ вăл! — Лаврские путарса лартрĕ халăх шавĕ.
Хута кĕрекенсем тупăнни Натюш кăмăлне татах çĕклерĕ.
— Юлташсем, господин ваккат эпĕ камне пĕлесшĕн. Мĕнех, паллаштарма пултаратăп! — Натюш пуçри тутăрне сӳсе илчĕ. Халăх куçĕ умне çитмĕл çулхи карчăкăнни пек кăн-кăвак çӳçлĕ хĕрарăм тухса тăчĕ. Кунашкал паттăр хĕрарăмсем ĕлĕкрех Прахăр Кĕтерукĕпе Сантăр Анукĕ пурччĕ. Кĕтерук Миххана тустарнине, хĕрарăмсене пухса ăна хирĕç кĕрешĕве çĕкленине пурте астăваççĕ. Ан тив, кун пирки нумайăшĕ асап тӳснĕ те, пурпĕр ырă çынсен чĕринчен тухас çук. Анукпа Кĕтерук ячĕсем халăх хушшине юмахри паттăр сăнарĕ пек сарăлнă.
— Тăхтăр-ха, ку хĕрарăм та Прахăр Кĕтерукĕ сăнлахçкĕ! — тĕшмĕртрĕ тахăшĕ.
Натюш хăйне паллама хăтланнине çирĕплетнĕн малалла каларĕ.
— Эпĕ вăтăр иккĕре. Пуçăмра кăвакарман çӳç пĕрчи юлман. Кам тивлечĕпе-ха? Янаш Миххипе унăн йыттисен тивлечĕпе мар-и? Юрать-ха, чĕрех таврăнтăм. Кĕтерук аппана уретниксем персе вĕлерчĕç. Атте пуçне каторгăра çирĕç. Николай Степанович ашшĕпе арăмĕ ĕçхалăх ирĕклĕхĕшĕн, чухăнсене çăкăрлă-тăварлă тăвассишĕн кĕрешсе пĕтрĕç. Господин ваккатпа тиек çаксем йăлтах манăçа тухнă тесе шутлаççĕ пулмалла. Çук, вĕсем нихăçан та манăçмĕç! Çĕр пирки мĕн сӳпĕлтетрĕç-ха тата? Учреди-ловка татса парать терĕç. Тепĕр майлă каласан, автан çăмарта тăвасса кĕтме хушрĕç. Унччен çĕрпе каллех Миххан çеç усă курмалла, ан тив, вăлах пуйтăр! Çаксем пурте пĕртанлăх иккен. Ку та сахал-ха, вĕсене вăрçă кирлĕ тет. Мĕн тума? Янаш Миххи сахал пуйнă тет-ха! Çавăнпа вăрçă тăсмалла тет! Кун пирки Ленин ертсе пыракан большевиксем çапла вĕрентеççĕ: пире вăрçă мар, мир, çăкăр кирлĕ! Улпутсен çĕрне халех туртса илмелле! Эпир те, çакăнта пухăннă Атăлкасси вулăс çыннисем, большевиксемпе пĕр канашлă пулса, çапла калăпăр; вăрçа малалла тăсас текен Вăхăтлăх правительствăпа ăна хӳтĕлеме тăрăшакан эсерсем тĕп пулччăр! Сывă пултăр пролетарилле революци! Сывă пултăр ĕçхалăх çулпуçĕ аслă Ленин!
Натюш шухăшне вĕçлерĕ те лавкка хăми çинчен сиксе анчĕ, васкаса йăмăкĕ патне таврăнчĕ.
— Уй, аппа... — савăнăç куççульне пытараймарĕ Анахвис.
Натюш ним хуравламасăрах унăн аллине тытса чăмăртарĕ.
Халăх тăвăлланса-пăлханса кайрĕ. Такама юнанăн чышкисемпе хăлаçланса кăшкăрашма, кĕрлеме пуçларĕç:
— Тĕрĕс каларĕ!
— Пире вăрçă кирлĕ мар!
— Çăкăр кирлĕ!
— Мир кирлĕ!
— Çĕр кирлĕ!
Çав хушăрах тепĕр май кăшкăракансем те тупăнчĕç;
— Нимĕçсем килсе чура туса хуччăр-им?!
— Çĕр ыйтăвне татса параççĕ терĕç-çке!
— Каллех казак-стражниксем çунтарасса кĕтетĕр-и?
— Вăхăтлăх правительство сывă пултăр!
Трибуна çывăхнерех шăри-шари çуйхашрĕç. Тахăшне патлаттарса та илчĕç. Вĕсем патне тата темиçен пырса çыхланса ӳкрĕç. Хăравçăраххисем, ик айкки те тăвайкки текенсем, саланма тапратрĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ — трибуна таврашнерех тăракансем кăна тăрса юлчĕç. Кунта ĕнтĕ Вăхăтлăх правительствăна ырлакансем ытларах.
Лаврский тăна кĕчĕ: большевиксен идейисем сарăлма ĕлкĕреймен пек сунса йăнăшнă иккен. Куна пĕлнĕ пулсан, Тĕмшер чиркĕвĕнчех астутаратчĕ. Ак ĕнтĕ килсе çапрĕç те чут çеç анăратса пăрахмарĕç. Çак самантрах хăрушлăха сирмесен, тем курса ларăн.
— Тăвансем, чарăнăр-ха!... — карланкинчен такам пăвнăн, аран кăларчĕ сассине. Халăх шавĕ тамалсан, шухăшне малалла тăсрĕ: — Тăвансем, мĕн çитменшĕн çуйхашатăр эсир? Çав ăссăр хĕрарăм халапне ĕненсе мар-и? Пăхатăп та, эсир пурте пекех арçынсем тăратăр-çке. Нивушлĕ хĕрарăм ăс памасăр пурăнайми, пĕррепе икке чухлайми пултăр?! Киле таврăнсан, арăмăрсен урисене салтма килĕшмĕр-и тата?!
Халăх хушшинче кулкалани илтĕнчĕ:
— Апла ашкăнтарас мар-ха! — Хăйсенне хăйсемех салтчăр!
Лаврский кăмăлĕ уçăлнă май пушшех хĕрӳленчĕ:
— Илтрĕм эпĕ, хăшĕ-пĕрисем, ăссăр хĕрарăм хыççăн кайса, вăрçă кирлĕ мар тесе кăшкăрашрĕç. Эсир мĕн, вăрçă Вăхăтлăх правительствăна кирлĕ тетĕр-и? Паçăрах каларăм, вăрçă çак таранчченех тăсăлнăшăн, Раççее пысăк сиен кӳнĕшĕн, нумайăшне тăлăх-турата хăварнăшăн Вăхăтлăх правительство мар, Николай патша айăплă, Анчах вăрçă йывăрлăхне тӳсеймесĕр тăшмана хамăртан кулма, çаратма ирĕк парас-и-ха?! Апла çеç те мар, хĕçпăшала пăрахса алă уснипе эпир союзниксем уменче намăса кĕретпĕр. Вĕçне çитиех нимĕçсене хирĕç пĕрле çапăçма килĕшӳ турăмăр та халь сăмаха улăштаратпăр-и? Тăвансем, эсир çакна пĕлмеллех ĕнтĕ, Раççей халăхĕ нихçан тус-йышĕсене сутман. Халь те сутмăпăр! Нимĕçсене Раççейрен хăваласа яричченех алла-аллăн утăпăр, мĕнпур йывăрлăха пĕрле чăтса ирттерĕпĕр. Вара тин лăпкă та ирĕклĕ самана килĕ, хресченсен ыйтăвĕсене тĕрĕс-тĕкел татса пама май пулĕ. Раççейшĕн йывăр вăхăтра вăрçă кирлĕ мар, Вăхăтлăх правительство тĕп пултăр тесе тăшмансем, нимĕçсен шпионĕсем кăна калама пултараççĕ. Вĕсене большевиксем теççĕ. Халь анра сурăх пек кăшкăрашнă хĕрарăм та шпионах.
Трибуна умĕнче тăракансем тепĕр хут пăлхана пуçлани палăрчĕ. Вăрçă тухнăранпа нимĕç шпионĕсем пирки çӳрекен халапа сахал илтнĕ-им? Вĕсем патшалăх вăрттăнлăхне пĕлсе тăшмана сутаççĕ е фабрик-заводсенче сăтăр тăваççĕ. «Ан тив, Прахăр хĕрне революцилле ĕçе хутшăннăшăн казак-стражниксем тытса хупнă та, вăл ăçта, мĕн туса çӳренине кам пĕлет?» — тесе шухăшларĕç.
Саланайманнисем хăй май çаврăннине сисрĕ Лаврский, сехĕрлентерсе те!витерсе çирĕплетме васкарĕ.
— Тăвансем, халь çеç сӳпĕлтетнĕ хĕрарăм йышши тăшмансем татах тупăнĕç. Вĕсем Раççей çыннисен вăй-халне шĕкĕлчесшĕн, нимĕçсене пире çĕнтерме май туса парасшăн. Кунашкал тăшмансене ним шеллемесĕр хăвăр хушăран тасатăр! Эпир вĕсене суд умне тăратса революци чухнехи саккунпа айăплăпăр! — Лаврский самантлăха чарăнса хăлах мĕн хăтланнине сăнарĕ. Тимленине асăрхасан, Улитина хушрĕ: — Арсентий Ксенофонтович, резолюцие вулăр, тархасшăн!
Улитин тепĕр хут вуласа пачĕ.
— Юлташсем! Кам та кам ирĕклĕх панă революцине ырлас тет, ал çĕклĕр!
Нумайăшĕ çĕклерĕç. Ирĕклĕх панă революцие кам хурлĕ! Улитин çавна шутласах «резолюци» тес вырăнне юри урăхлатса «революци» терĕ. Çапла митинг юлашкинчен ăнăçлă вĕçленчĕ. Лаврский пурпĕр лăпланаймарĕ. Ку таранччен вăл пĕтĕм халăх ун хыççăн пырасса, Вăхăтлăх правительствăна ним иккĕленмесĕр йышăнасса шаннипе хăйне тăнăç тыткаланăччĕ. Михха пăшăрханăвне те пĕрре мар сирнĕ. Халь чĕрине çуйлăх пăралама пуçларĕ. Пĕр хĕрарăм кăна хирĕç тăчĕ те, кăшт çеç. халăха хăй май çавăрмарĕ. Чăн-чăн большевиксем килсе тухсан мĕн пулĕ? Вăхăтлăх правительствăна хирĕçле шухăшсене пĕтермелле. Ăна саракансемпе ним шелсĕр кĕрешӳ пуçармалла. Паллах, кун пек чухне сăмахпа çеç темех тăваймăн.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...